Емельянов Прохор Кононович
Емельянов Прохор Кононович (1913 ҫулхи утӑн 25-мӗшӗ, Ураскилт, Кӑрмӑш уесӗ, Хусан кӗпӗрни, Раҫҫей империйӗ — 1991 ҫулхи раштавӑн 27-мӗшӗ, Шупашкар, Чăваш Автономиллĕ Социализмлă Совет Республики, Раççей Федерациллĕ Социализмлă Совет Республики, СССР) — совет тата Раҫҫей чăваш ҫыравҫи, драматургĕ, педагогĕ. Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑскер.
СССР Çыравҫӑсен пӗрлӗхӗн пайташĕ (1978)[1].
Биографи
1913 çулхи утăн 25-мĕшĕнче Кăрмăш уесне кĕнĕ Ураскилт (халӗ Чӑваш Республикин Элӗк муниципаллӑ районӗ) чиркӳллӗ ялта çуралнă.
Элӗкри икӗ ступеньлӗ шкулта, Чулхулари шыв техникумӗнче, Чӑваш ялхуҫалӑх институтӗнче вӗреннӗ.
1935 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче Хӗрлӗ Ҫар ретне тӑнӑ.
Хӗсмет хыҫҫӑн Ҫӗмӗрлери вӑрман техникумӗнче, Канашри чукун ҫул шкулӗнче вӗрентнӗ.
1942 ҫулхи ака уйӑхӗнче мобилизациленӗ, 1945 çулччен Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин фрончӗсенче пулнӑ: малтан 38-мӗш запасри стрелоксен полкӗнче, кайран 383-мӗш стрелоксен полкӗнче. Ҫар званийӗ: малтан — кӗҫӗн лейтенант, кайран — лейтенант[2].
1945 ҫулхи юпа уйӑхӗнче демобилизациленнӗ. Таврӑнсан Чăваш патшалăх педагогика институчĕн историпе филологи факультетĕнче пĕлӳ илнĕ. Чăваш АССРӗнчи тата Чулхула облаçĕнчи шкулсенче вăй хунă. Сĕнтĕрвăрринчи вăрман техникумĕнче, Сӗнтӗрвӑрринчи 2-мӗш вӑтам шкулта, 12-мӗш профтехучилищере вӗрентнӗ.
1991 çулхи раштавăн 27-мĕшĕнче çут тĕнчерен уйрăлнă.
Пултарулăх ĕçĕсем
Пьесăсемпе пĕр актлă драма хайлавĕсен авторĕ. 10-мӗш класра вӗренекенсем валли «Чӑваш литературин хрестоматийӗн» соавторӗ.
Ача-пăча валли кĕнекесем çырса кăларнă: «Икĕ тĕлпулу» (1980), «Юратнă тусăмсем» (1982)[1].
Кĕнекисем
- Емельянов, П. К. Ҫумӑр тумламӗ : [калавсемпе юмахсем] / П. Емельянов. — Шупашкар : Чӑваш кӗнеке издательстви, 1963. — 16 с.
- Емельянов, П. К. Эпӗ сукмакпа пыратӑп / П. Емельянов. — Шупашкар : Чӑваш кӗнеке издельстви, 1972. — 42 с. — (Иду по тропинке).
- Емельянов, П. К. Икӗ тӗлпулу : повеҫсем / П. Емельянов. — Шупашкар : Чӑваш кӗнеке издельстви, 1980. — 70 с. — (Две встречи: повести).
- Емельянов, П.К. Юратнӑ тусӑмсем : повеҫпе калавсем / П. Емельянов. — Шупашкар : Чӑваш кӗнеке издельстви, 1982. — 94 с. — (Любимые друзья: повесть и рассказы).
- Емельянов, П. К. Калавсемпе повеҫсем / П. Емельянов. — Шупашкар : Чӑваш кӗнеке издельстви, 1983. — 94 с. — (Рассказы и повести).
- Емельянов, П. К. Каюрасем / П. К. Емельянов. — Шупашкар : Чувашия, 1991. — 60 с.
- «Япаласем ăçтан килнĕ»;
- «Софрон Иванч ывăлне авлантарать»[3].
Хисепӗсем
Ӑнлантарусем
- ^ 1, 2, 3 Т. И. Кириллова. Емельянов Прохор Кононович (выр.). chuvenc.ru. Чувашский государственный институт гуманитарных наук. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 24-мӗшӗ.
- ^ 1, 2 Емельянов Прохор Кононович, 25.07.1913. Документы участника войны. (выр.). Память народа. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 24-мӗшӗ.
- ^ Емельянов, Прохор Кононович (писатель; 07.08.1913-25.12.1991) (выр.). Наследие Чувашии. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 24-мӗшӗ.
Литература
- Алексеев, А. Пултаруллă прозаик, драматург / А. Алексеев // Тăван Атăл. – 1995. – № 5. – С. 5.
- Дедушкин, Н. С. Педагог, писатель // Дедушкин, Н. С. Пурнăç илемĕпе хавхаланса / Н. С. Дедушкин. – Шупашкар, 1988. – С. 145-147.
- Eмельянов, П. Вăтăрмĕш çулсенчи асар-писер : [асаилÿ] / П. Емельянов // Тăван Атăл. – 1990. – № 5. – С. 48-56.
- Прохор Eмельянов : кĕске биографи // Ялав. – 1993. – № 7. – С. 25.
- Терентьев, Г. Пултарулăх çулĕпе / Г. Терентьев // Пурнăç çулĕпе (Элĕк районĕ). – 2008. – 26 утă.
- Афанасьев, П. Емельянов Прохор Кононович // Афанасьев, П. Писатели Чувашии / Порфирий Афанасьев. – Чебоксары, 2006. – С. 131-132.
- Кириллова, Т. И. Емельянов Прохор Кононович / Т. И. Кириллова // Чувашская энциклопедия. – Чебоксары, 2006. – Т. 1 : А-Е. – С. 566.
- Ялгир, П. Емельянов Прохор Кононович // Ялгир, П. Литературный мир Чувашии / Петр Ялгир. – Чебоксары, 2005. – С. 35.