Ефремова Александра Ефремовна
Ефремова Александра Ефремовна (1925 ҫулхи ҫӑвӑн 3-мӗшӗ, Шуркасси, Шупашкар районӗ, Чӑваш АССР, РСФСР — 2013 ҫулхи ҫурлан 1-мӗшӗ, Ҫӗнӗ Шупашкар, Чӑваш Республики, Раҫҫей Федерацийӗ) — совет ял хуҫалӑх производствинче малта пыракан, Социализмла Ӗҫ Паттӑрӗ (1971).
Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ
1925 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Чӑваш АССРӗн Шупашкар районӗнчи Шуркасси ялӗнче хресчен ҫемйинче ҫуралнӑ.
1941 ҫултанпа Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи «Правда» колхозра доярка пулса ӗҫленӗ (1964 ҫултанпа ӑна Чӑваш АССР Шупашкар районӗнчи «Большевик» совхоз йышне кӗртнӗ).
1966 ҫулхи пушӑн 22-мӗшӗнче СССР Аслӑ Канашӗн Президиумӗн хушӑвӗпе «ӗҫри хастарлӑхшӑн» Александра Ефремована «Хисеп Палли» орденпа чысланӑ.
1971 ҫулхи акан 8-мӗшӗнче СССР Аслӑ Канашӗн Президиумӗн хушӑвӗпе «Ял хуҫалӑх производствине аталантарас тата 1971 ҫулта патшалӑха ҫӗр ӗҫӗпе выльӑх-чӗрлӗх продукчӗсене сутмалли пилӗкҫуллӑх планне пурнӑҫлас тӗлӗшпе тунӑ пысӑк ҫитӗнӳсемшӗн» Александр Ефремована «Ҫурлапа Мӑлатук» ылтӑн медаль тата Ленин орденӗ парса Социализмла Ӗҫ Геройӗн ятне панӑ[1].
1986 ҫулччен Шупашкар районӗнчи КПСС XXV-мӗш съезчӗ ячӗллӗ совхозра дояркӑра ӗҫленӗ. 1986 ҫулта тивӗҫлӗ канӑва кайнӑ.
Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑннӑ, 2013 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 1-мӗшӗнче вилнӗ.
Хисепӗсем
- Ленин орденӗ (8.04.1971, № 365904),
- «Ҫурлапа Мӑлатук» ылтӑн медаль (8.04.1971, № 13226),
- «Хисеп Палли» орден (22.03.1966),
- Ҫӗнӗ Шупашкарӑн хисеплӗ гражданинӗ,
- медальсем.
Вуламалли
- Мадебейкин, И. Н. Ефремова Александра Ефремовна / И. Н. Мадебейкин // Чувашская энциклопедия. — Чебоксары, 2006. — Т. 1 : А-Е. — С. 578.
- Мадебейкин, И. Н. Ефремова Александр Ефимовна / И. Н. Мадебейкин // Краткая чувашская энциклопедия. — Чебоксары, 2001. — С. 161.
- Павлов, Л. П. Ефремова Александра Ефремовна // Павлов, Л. П. Сторона моя чебоксарская / Л. П. Павлов, В. П. Станьял. — Кугеси, 1997. — С. 428-429.