Заветнӑй районӗ

Заветнӑй районӗРостов облаҫӗн (РФ) администрациллӗ-территориллӗ пайланӑвӗн виҫи (район) тата муниципаллӑ йӗркеленӗвӗ (муниципаллӑ район).

Район центрӗ — Заветнӑй сали.

Географи

Заветнӑй районӗ облаҫӗн тухӑҫ енче вырнаҫнӑ. Район лаптӑкӗн ытларах пайӗ — ҫеҫенхир тӑрӑхӗ. Территори лаптӑкӗ 3000 км² танлашать. Волгоград облаҫӗпе тата Калмыкипе чикӗленет.

Истори

1926 ҫулхи пушӑн 1-мӗшӗнчи ВЦИК Президиумӗн постановленийӗпе килӗшӳллӗн Сальск округӗн лаптӑкӗнче Заветин районне йӗркеленӗ, центрӗ — Заветнӑй салинче. Района Калмӑк автономи облаҫӗн Ремонтнӑй уесӗн территорийӗнчен тата Дубово райононӗн темиҫе ял канашӗсенчен йӗркеленӗ[3]. 1932 ҫулхи пуш уйӑхӗнче Заветнӑй районне пӑрахӑҫланӑ, унӑн ҫӗрӗсене Ремонтнӑй районне куҫарнӑ[4]. Ҫӗнӗрен 1935 ҫулта Азов-Хура тинӗс крайӗн районсене пӗчӗкрен пайланӑ май йӗркеленӗ. 1963 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнче каллех пӑрахӑҫланӑ, ҫӗрӗсене ку хутӗнче те Ремонтнӑй район территорине куҫарнӑ. 1965 ҫулта ҫӗнӗрен йӗркеленӗ хыҫҫӑн урӑх пуӑрахӑҫламан[5].

Халӑх йышӗ

Халӑх йышӗ
1939[6]1959[7]1970[8]1979[9]1989[10]2002[11]
20 32216 39617 93017 98818 68618 508
2009[12]2010[13]2011[14]2012[15]2013[16]2014[17]
17 65317 25017 18316 90816 86116 844
2015[18]2016[19]2017[20]2018[21]2019[22]2020[23]
16 85916 80616 70616 61816 56516 432
2021[24]
15 621
5000
10 000
15 000
20 000
25 000
30 000
1979
2011
2016
2021
Наци йышӗ

Пӗтӗм Раҫҫейри 2010 ҫулхи халӑх ҫыравӗпе[25]:

Халӑх Йыш
(ҫын)
Процентное
пай
Вырӑссем 13 771 79,83%
Чеченсем 2 146 12,44%
Даргинсем 636 3,69%
Украинсем 172 1,00%
Эрменсем 74 0,43%
Аварсем 58 0,34%
Кумыксем 52 0,30%
Ыттисем 215 1,25%
Кӑтартман 126 0,73%
Пурӗ 17 250 100,00%

Муниципаллӑ-территориллӗ тытӑмӗ

Заветнӑй районӗнче тӑхӑр ял тӑрӑхӗнче 25 ял вырнаҫнӑ:

Ял тӑрӑхӗсемАдмин.
центр
Ял-хуласен
шучӗ
Халӑх йышӗЛаптӑк,
км²
1Заветнӑй ял тӑрӑхӗЗаветнӑй сала16259[26]551,44[27]
2Киселёвка ял тӑрӑхӗКиселевка сала21653[26]742,04[27]
3Кичкино ял тӑрӑхӗКичкино сала21325[26]525,22[27]
4Никольски ял тӑрӑхӗНикольски хутор4954[26]528,22[27]
5Савдя ял тӑрӑхӗСавдя хутор41197[26]391,15[27]
6Тюльпан ял тӑрӑхӗТюльпан сала3945[26]534,47[27]
7Федосеевка ял тӑрӑхӗФедосеевка сали31289[26]455,43[27]
8Фомин ял тӑрӑхӗФомин хутор31338[26]508,93[27]
9Шебалин ял тӑрӑхӗШебалин хутор31237[26]457,66[27]

Экономика

Климат тӗлӗшӗнчен район ҫӗр ӗҫӗпе ӗҫленӗ чухне кӗтмен ҫӗртен йывӑрлӑхсем сиксе тухма пултаракан тӑрӑха кӗрет. Ҫавӑнпа та ял хуҫалӑхӗнче выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетес ӗҫе аталантарасси ҫине тимлӗх уйӑраҫҫӗ. Тӗрлӗ йышши харпӑрлӑхри хуҫалӑхсенче 70 пин ытла сурӑх тата 22 пин ӗне, вӑкӑр тата пӑру пур. Сысна тата чӑх-чӗп ӗрчетекен хушма фермӑсем пур, лаша кӗтӗвӗсем тытаҫҫӗ.

Районта 200 ытла хресчен (фермер) хуҫалӑхӗ тата продукцие тирпейлекен, строительствӑпа, суту-илӳпе ӗҫлекен 230 ытла усламҫӑ пур.

2005 ҫулта районта Киселевкӑри культурӑпа спорт центрне уҫнӑ.

Паллӑ вырӑнсем

  • Заветнӑй районӗн истори музейӗ.

Заветнӑй районӗн археологи палӑкӗсем:

  • «Алексеев I» улӑп тӑпри ушкӑнӗ (3 улӑп тӑпри), «Алексеев V» улӑп тӑпри, «Ладыгин II» улӑп тӑпри ушкӑнӗ (6 улӑп тӑпри), «Намвальнӑй I» улӑп тӑпри ушкӑнӗ (11 улӑп тӑпри), «Чернышев I» улӑп тӑпри ушкӑнӗ (61 улӑп тӑпри), «Кӑнтӑрти I» улӑп тӑпри ушкӑнӗ (7 улӑп тӑпри) «Бекшин-Сала-III» улӑп тӑпри ушкӑнӗ (12 улӑп тӑпри) тата ыттисем.

Ытти палӑксем:

  • Николай Чудотворецӑн кӗлӗ ҫурчӗ.
  • В. И. Ленин палӑкӗсене Заветнӑй районӗнче Шебалин хуторӗнче тата Заветнӑй салара вырнаҫтарнӑ. Ленин палӑкӗсене иккӗшне те постамент ҫине вырнаҫтарнӑ. Заветнӑй салинче Ленина костюмпа сӑнарланӑ, сылтӑм аллине вӑл ҫӗкленӗ, сулахай аллине шӑлавар кӗсйине чикнӗ. Палӑка хура сӑрӑпа сӑрланӑ, палӑк таврашӗнче кӗмӗл чӑрӑшсем ӳсеҫҫӗ. Шебалин хуторӗнчи палӑк ҫинчи В. И. Ленина плащпа сӑнарланӑ, пуҫне кепка тӑхӑнтартнӑ. Сылтӑм аллипе вӑл плащне тытса тӑрать. Палӑк кӳлепине шурӑ сӑрӑпа сӑрланӑ.
  • Заветнӑй салинче палӑклӑ тӑванла вил тӑпри–мемориал. Мемориалта юнашар тӑракан икӗ стела вырнаҫтарнӑ, вӗсемпе юнашар автомата алӑра чӑмӑртакан ҫар ҫыннин палӑкне вырнаҫтарнӑ. Стелӑн тепӗр енче ӗлӗкхи вырӑс ҫар ҫыннин кӳлепи тӑрать.
  • Заветнӑй салинчи ирӗке кӑларакан ҫар ҫыннисене халалланӑ мемориал-палӑка постамент ҫине вырнаҫтарнӑ танк евӗр хатӗрленӗ.
  • Заветнӑй (Ломоносов урамӗ, 46б) салинчи Гражданла вӑрҫӑпа Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче пуҫ хунӑ салтаксене асӑмра тытма вырнаҫтарнӑ мемориал.

Ӑнлантарусем

  1. ^ ОКТМО (выр.)
  2. ^ https://rosstat.gov.ru/storage/mediabank/Tom1_tab-5_VPN-2020.xlsx
  3. ^ Административно-территориальное деление Ростовской области ч. 2/ Ростов-на-Дону, 1996, с. 21-26
  4. ^ ВСЕРОССИЙСКИЙ ЦЕНТРАЛЬНЫЙ ИСПОЛНИТЕЛЬНЫЙ КОМИТЕТ ПОСТАНОВЛЕНИЕ от 10 марта 1932 года «О ИЗМЕНЕНИЯХ В АДМИНИСТРАТИВНО-ТерриториАЛЬНОМ ДЕЛЕНИИ СЕВЕРО-КАВКАЗСКОГО КРАЯ» 2016 ҫулхи пушӑн 4-мӗшӗнче архивланӑ.
  5. ^ История Донского края — Заветинский район. Пӑхнӑ кун: 2009 ҫулхи нарӑсӑн 7-мӗшӗ. Архивланӑ 2009 ҫулхи акан 22-мӗшӗ.
  6. ^ https://web.archive.org/web/20131118162613/http://demoscope.ru:80/weekly/ssp/rus_pop_39_2.php.
  7. ^ https://web.archive.org/web/20131019131830/http://demoscope.ru/weekly/ssp/rus59_reg1.php.
  8. ^ https://web.archive.org/web/20131019131839/http://demoscope.ru/weekly/ssp/rus70_reg1.php.
  9. ^ http://demoscope.ru/weekly/ssp/rus79_reg1.php.
  10. ^ https://web.archive.org/web/20111010033657/http://demoscope.ru:80/weekly/ssp/rus89_reg1.php.
  11. ^ https://web.archive.org/web/20120203125040/http://www.perepis2002.ru/ct/doc/1_TOM_01_04.xls.
  12. ^ https://web.archive.org/web/20150518102941/http://www.gks.ru/bgd/regl/B09_109/IssWWW.exe/Stg/d01/tabl-21-09.xls.
  13. ^ http://rostov.gks.ru/wps/wcm/connect/rosstat_ts/rostov/resources/1f0ab3804de41dc58578dd440b9ac47d/Том+1.+Численность+и+размещение+населения+Ростовской+области.pdf.
  14. ^ http://www.gks.ru/dbscripts/munst/munst60/DBInet.cgi?pl=8112027.
  15. ^ http://web.archive.org/web/20130516092833/http://www.gks.ru/free_doc/doc_2012/bul_dr/mun_obr2012.rar.
  16. ^ http://www.gks.ru/free_doc/doc_2013/bul_dr/mun_obr2013.rar.
  17. ^ https://web.archive.org/web/20140810202114/http://www.gks.ru/free_doc/doc_2014/bul_dr/mun_obr2014.rar.
  18. ^ https://web.archive.org/web/20150923180801/http://www.gks.ru/free_doc/doc_2015/bul_dr/mun_obr2015.rar.
  19. ^ http://web.archive.org/web/20210508043701/http://www.gks.ru/free_doc/doc_2016/bul_dr/mun_obr2016.rar.
  20. ^ http://www.gks.ru/free_doc/doc_2017/bul_dr/mun_obr2017.rar.
  21. ^ http://www.gks.ru/free_doc/doc_2018/bul_dr/mun_obr2018.rar.
  22. ^ https://web.archive.org/web/20210502132133/http://www.gks.ru/free_doc/doc_2019/bul_dr/mun_obr2019.rar.
  23. ^ https://web.archive.org/web/20200822004543/https://rosstat.gov.ru/storage/mediabank/CcG8qBhP/mun_obr2020.rar.
  24. ^ https://rosstat.gov.ru/storage/mediabank/Tom1_tab-5_VPN-2020.xlsx.
  25. ^ ВПН том 4. Таблица 4. Население городских округов и муниципальных районов Ростовской области по национальности и владению русским языком. Пӑхнӑ кун: 2014 ҫулхи кӑрлачӑн 11-мӗшӗ. оригиналтан архивланӑ 2014 ҫулхи кӑрлачӑн 11-мӗшӗ.
  26. ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10 Численность постоянного населения Российской Федерации по муниципальным образованиям на 1 января 2021 года (выр.). Пӑхнӑ кун: 2021 ҫулхи акан 27-мӗшӗ. Архивланӑ 2021 ҫулхи ҫӑвӑн 2-мӗшӗ.
  27. ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9 Цитатăланă чухнехи йăнăш Неверный тег <ref>; для сносок 60_8006001 не указан текст
  28. ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, 13, 14, 15, 16, 17, 18, 19, 20, 21, 22, 23, 24 Итоги Всероссийской переписи населения 2010 года. Том 1. Численность и размещение населения Ростовской области