Кичкино
Кичкино — Раҫҫейри Заветнӑй районӗнчи сала. Кичкино ял тӑрӑхӗн администраци центрӗ.
Халӑх йышӗ — 1029[3] (2010).
Сала историйӗ
XIX ӗмӗр вӗҫӗнче никӗсленӗ тесе шутлаҫҫӗ. 1897 ҫулхи Пӗтӗм Раҫҫейри халӑх ҫыравӗ тӑрӑх, Кичкино хуторӗнче 786 ҫын пурӑннӑ, ялан пурӑнакансен халӑх йышӗ 784 ҫынпа танлашнӑ[4].
1914 ҫул тӗлне Аҫтӑрхан кӗпӗрнин Хура яр уесӗн Заветнӑй вулӑсӗнчи Кичкино салинче Аҫтӑрхан кӗпернин Астӑвӑм кӗнеки тӑрӑх 200 кил пулнӑ, 792 арҫын тата 783 хӗрарӑм чунӗ пурӑннӑ[5].
1920 ҫулта яла Калмӑк автономи облаҫӗ шутне кӗртнӗ, 1925 ҫулта Ҫурҫӗр-Кавказ крайӗн Сальск округне куҫарнӑ[6].
Революципе Граждан вӑрҫине пула ял халӑхӗ чакнӑ. 1926 ҫулхи халӑх ҫыравӗпе Кичкино ял канашӗн Кичкино ялӗнче 1319 ҫын пурӑннӑ, вӗсенчен 1240 украин пулнӑ тата 66 великорос[7].
Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи ҫулӗсенче яла пӗр вӑхӑт нимӗҫсем оккупациленӗ пулнӑ. Котельниково операцине ирттерсе салана (1942 ҫулхи раштавӑн 28-мӗшӗнчи Совинформбюро сводки тӑрӑх) ирӗке кӑларнӑ.
Физикӑпа географи уйрӑмлӑхӗсем
Ял Тухӑҫ Европа тӳремлӗхӗ шутне кӗрекен Ергенин сӑртлӑхӗн анӑҫ сӗвеклӗхӗн лаптӑкӗнче, Амта юханшыв хӗрринче (ялӑн ытларах пайӗ юханшывӑн сулахай ҫыранӗ хӗрринче вырнаҫнӑ), Заветнӑй салапа Андреев хуторӗ хушшинче, тинӗс шайӗнчен 85 метра яхӑн ҫӳллӗшре вырнаҫнӑ.
Кунти тавралӑх сӑртлӑ-тӳремлӗ[8]. Тӑпрасем ҫутӑ-ҫырӑ, тӑварлӑ тата тӑвараклӑ[9].
Автомобиль ҫулӗсемпе область центрне Дон ҫинчи Ростова ҫитме — 440 км, район центрӗ шутланакан Заветнӑй салана — 15 км[10].
- Климат
Сала та, пӗтӗм Заветнӑй район та континентлӑ, типӗ ҫанталӑкпа уйрӑлса тӑрать, ҫуллахи вӑхӑт кунта шӑрӑх, хӗлле сивӗ, юр сахал ҫӑвать (Кёппенӑн климатсен классификацийӗ тӑрӑх — Dfa). Ҫулталӑк хушшинчи вӑтам сывлӑш температури плюслӑ, + 9,1 ° C танлашать, чи шӑрӑх уйӑх шутланакан утӑ уйӑхӗнчи вӑтам температура + 24,4 ° C, чи сивӗ уйӑх шутланакан кӑрлач уйӑхӗнчи вӑтам температура — -5,9 ° C. Нумай ҫул хушши сӑнанӑ хыҫҫӑн ҫулталӑк хушшинче ҫумалли юр-ҫумӑр норми — 343 мм, ҫумӑр чи нумай ҫӗртме уйӑхӗнче (41 мм) ҫӑвать, чи сахал — нарӑс-пуш (21 мм) тата юпа (22 мм) уйӑхӗсенче[11].
- Сехет тӑрӑхӗ
Кичкино, мӗнпур Ростов облаҫӗ пекех МСК (мускав вӑхӑчӗ) сехет тӑрӑхӗнче вырнаҫнӑ. Вырӑнти вӑхӑт UTC-ри вӑхӑтран +3:00 чухлӗ уйрӑлса тӑрать[12].
Халӑх йышӗ
Урамсем
|
|
Ӑнлантарусем
- ^ 1, 2 ОКТМО (выр.)
- ^ https://rosstat.gov.ru/storage/mediabank/Tom1_tab-5_VPN-2020.xlsx
- ^ Итоги Всероссийской переписи населения 2010 года. Том 1. Численность и размещение населения Ростовской области
- ^ Памятная книжка Астраханской губернии на 1900 год : год 17-й / изд. Губ. Стат. Комитета . — Астрахань: Тип. Губ. правл., 1900. — 376 с. Справочные сведения. Кол. 44. Пӑхнӑ кун: 2022 ҫулхи акан 8-мӗшӗ. Архивланӑ 2022 ҫулхи пушӑн 3-мӗшӗ.
- ^ Вся Астрахань и весь Астраханский край. Памятная книжка Астраханской губернии на 1914 год : 31-й год изд. / Изд. Астрахан. Губ. Стат. Комитета . — Астрахань: Тип. Губ. правл., 1914. — 479 с. (Административное деление губернии. Список важнейших населённых пунктов…). Пӑхнӑ кун: 2022 ҫулхи акан 8-мӗшӗ. Архивланӑ 2022 ҫулхи пушӑн 4-мӗшӗ.
- ^ С. Г. Бадмаева. Административно-территориальное устройство Калмыцкой автономной области в начале 20-х гг. XX в. Пӑхнӑ кун: 2016 ҫулхи ҫӗртмен 21-мӗшӗ. Архивланӑ 2013 ҫулхи раштавӑн 14-мӗшӗ.
- ^ Поселенные итоги переписи 1926 года по Северо-Кавказскому краю. Ростов-на-Дону. 1929. С.221. Пӑхнӑ кун: 2016 ҫулхи ҫӑвӑн 27-мӗшӗ. Архивланӑ 2016 ҫулхи ҫӑвӑн 17-мӗшӗ.
- ^ Карты Генштаба L-38 (А) 1:100000. Республика Калмыкия и Ростовская область. Пӑхнӑ кун: 2016 ҫулхи ҫӗртмен 21-мӗшӗ. Архивланӑ 2016 ҫулхи авӑнӑн 24-мӗшӗ.
- ^ Почвенная карта России. Пӑхнӑ кун: 2016 ҫулхи ҫӗртмен 21-мӗшӗ. Архивланӑ 2016 ҫулхи авӑнӑн 24-мӗшӗ.
- ^ Ял-хуласем хушшинчи тӑршшӗне Яндекс.Карты сервиспа виҫнӗ
- ^ Climat: Кичкино — Diagramme climatique, Courbe de température, Table climatique — Climate-Data.org. Пӑхнӑ кун: 2016 ҫулхи ҫӗртмен 21-мӗшӗ. Архивланӑ 2016 ҫулхи пушӑн 23-мӗшӗ.
- ^ Федеральный закон от 03.06.2011 № 107-ФЗ «Об исчислении времени», статья 5 (выр.) (3 ҫӗртмен 2011).
- ^ Топографические карты СССР L-38 (А) 1:100000. Республика Калмыкия и Ростовская область
- ^ Super Web 2 Всероссийская перепись населения 2002 года. Пӑхнӑ кун: 2017 ҫулхи ҫӗртмен 27-мӗшӗ. оригиналтан архивланӑ 2015 ҫулхи авӑнӑн 15-мӗшӗ.
- ^ http://aonb.astranet.ru/dl/?file=http://aonb.astranet.ru/kk/pdf/bm000010032.pdf.
- ^ http://aonb.astranet.ru/dl/?file=http://aonb.astranet.ru/kk/pdf/bm000010024.pdf.
- ^ http://rostov.gks.ru/wps/wcm/connect/rosstat_ts/rostov/resources/1f0ab3804de41dc58578dd440b9ac47d/Том+1.+Численность+и+размещение+населения+Ростовской+области.pdf.
- ^ https://rosstat.gov.ru/storage/mediabank/Tom1_tab-5_VPN-2020.xlsx.