Ильгачев Иван Васильевич

Иван Васильевич Ильгачёв (1901 ҫулхи раштавӑн 20-мӗшӗ [1902 ҫулхи кӑрлачӑн 2-мӗшӗ], Чăваш Хăлатки, Сарăту кĕперни — 1981 ҫулхи ҫурлан 2-мӗшӗ, Кив Кулатка, Чӗмпӗр облаҫӗ) — Рабочисемпе хресченсен Хӗрлӗ Ҫарӗн хӗрлӗ ҫар ҫынни, Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ ҫын, Совет Союзӗн Паттӑрӗ (1943).

Пурнӑҫӗ

Иван Васильевич Ильгачёв 1901 ҫулхи раштавӑн 20-мӗшӗнче (1902 ҫулхи кӑрлачӑн 2-мӗшӗнче) хресчен ҫемйинче Чӑваш Хӑлатки[1] ялӗнче ҫуралнӑ. Нацилӗхӗпе — чӑваш. Пуҫламӑш пӗлӳ илнӗ. Колхоз председателӗ пулса ӗҫленӗ. 1944 ҫултанпа ВКП(б)/КПСС пайташӗ[2].

1941 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнче Ильгачёва Хӗрлӗ Ҫар ретне чӗнсе илнӗ те Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин фронтне янӑ. 1943 ҫулхи юпа уйӑхӗ тӗлне Иван Ильгачёв хӗрлӗ ҫар ҫынни Тӗп фронтӑн 65-мӗш ҫарӗнчи 193-мӗш стрелоксен дивизийӗн 4-мӗш уйрӑм сапёр батальонӗн сапёрӗ пулнӑ. Днепршӑн пынӑ ҫапӑҫу вӑхӑтӗнче палӑрнӑ[2].

1943 ҫулхи юпан 16—17-мӗшӗсенче Ильгачёв дивизие Украина ССР-ӗнчи Чернигов облаҫӗн Репки районӗнчи Каменка ялӗ патӗнче Днепр урлӑ каҫма май туса парас ӗҫе хастар хутшӑннӑ. Тӑшман пӗр чарӑнмасӑр персе тӑракан вут-ҫулӑм айӗнче вӑл Днепр урлӑ канат туртса каҫарнӑ та паром ӑсталанӑ, ҫапла вара танкпа кӗрешмелли 4 тупӑ, 5 миномёт батарейне, ҫавӑн пекех вӗсен расчёчӗсемпе боеприпасӗсене юханшыв урлӑ каҫарнӑ[2].

СССР Аслӑ Канаш Президиумӗн 1943 ҫулхи юпан 30-мӗшӗнчи Хушӑвӗпе «нимӗҫсен тапӑнса килекен ҫарӗсене хирӗҫле ҫапӑҫу фронтӗнче командованин ҫар заданийӗсене тӗслӗхлӗ пурнӑҫланӑшӑн тата кун чухне паттӑрлӑхпа хастарлӑх кӑтартнӑшӑн» Иван Ильгачёв хӗрлӗ ҫар ҫыннине Совет Союзӗн Паттӑрӗ хисеплӗ ят панӑ, ҫавӑн пекех ӑна Ленин орденӗ тата 1534-мӗш номерлӗ «Ылтӑн Ҫӑлтӑр» медаль парса чысланӑ[2].

1944 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче Ильгачёв йывӑр аманнӑ. 1945 ҫулта ӑна демобилизациленӗ. Тӑван ялне таврӑннӑ. 1962 ҫулччен колхоз председателӗнче, кайран ял канашӗн председателӗнче, Чӗмпӗр облаҫӗнчи Кивӗ Кулатка райисполкомӗн ҫул-йӗр пайӗн пуҫлӑхӗнче ӗҫленӗ[2][3]. 1981 ҫулхи ҫурлан 2-мӗшӗнче вилнӗ, ӑна Чӑваш Хӑлатки ялӗнче пытарнӑ[2].

Хисепӗсем

Ӑнлантарусем

  1. ^ Хальхи вӑхӑтра — Раҫҫейӗн Чӗмпӗр облаҫӗнчи Кивӗ Кулатка районӗ.
  2. ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6 Золотая Звезда Героя Советского Союза.svg Ильгачев Иван Васильевич «Ҫӗршыв Паттӑрӗсем» сайтра
  3. ^ Ильгачёв Иван Васильевич. Чувашская энциклопедия.
  4. ^ «Подвиг народа» электронлӑ хутсен банкӗнчи Чыслав хучӗ .
  5. ^ «Подвиг народа» электронлӑ хутсен банкӗнчи Чыслав хучӗ .

Вуламалли

  • Герои Советского Союза: Краткий биографический словарь / Пред. ред. коллегии И. Н. Шкадов. — Воениздат, 1987. — Т. 1 /Абаев — Любичев/. — 100 000 экз. — ISBN отс., Рег. № в РКП 87-95382.
  • Галимов, Ф. Подвиг сапёра / Ф. Галимов // Ульяновцы в боях за Родину. — 2-е изд. — Саратов, 1964. — С. 150–155.

Каҫӑсем