Кивĕ Хăлатка
Кивĕ Хăлатка
|
Кивĕ Хăлатка (тут. İske Qulatqı, Иске Кулаткы) — Чĕмпĕр облаçĕн Кивĕ Хăлатка районĕн администраци центрĕ (1928 çултанпа), хула евĕр посёлок. Вырăнти чăвашсем ăна çавăн пекех Хăлаткапуç теççĕ. Мĕншĕн тесен Хăлатка ятлă шыв пуçламăшĕнче вырнаçнă.
Халăх йышĕ, паççулкă тытăмĕ
Халăх йышĕ — 6,1 пин çын, чылайăшĕ тутарсем.
Тавралăхĕ
Хăлатка шывĕ çинче вырнаçнă. Чĕмпĕре çитме 180 çм. Сызраньрен кăнтăр-анăçалла 70 çухрăмра.
Кивĕ Хăлаткара халĕ 5 мечет, 2 вăтам шкул, 2 ача-пăча сачĕ, технологи техникумĕ, культура керменĕ, ӳнер шкулĕ, спорт шкулĕ, музей, 2 вулавăш, 3 парк, стадион.
Тутарла район хаçачĕ «Күмек көч» пичетленет, эфира район телекуравĕ тата вырăнти радио тухать.
Кун-çулĕ
Салана XVIII ĕмĕрĕн пуçламăшĕнче хĕсмет тутарĕсем никĕсленĕ, кунта вĕсемТамбов кĕпернинчен, Касимовран, медресе ĕçленĕ.
Каçăсем
- Кивĕ Хăлатка( ӗҫлемен каҫӑ)