Ильин Станислав Петрович

Ильин Станислав Петрович (ҫур. 1950 ҫулхи утӑн 3-мӗшӗ, Сӑкӑт (Патӑрьел районӗ), Чăваш Автономиллĕ Социализмлă Совет Республики) — юрӑ сӑввисен авторӗ, публицист, куҫаруҫӑ. Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ (2002)[1].

Чӑваш Республикин композиторӗсен ассоциацийӗн пайташӗ, Раҫҫей ҫыравҫисен пӗрлӗхӗн пайташӗ.

Пурнӑҫӗ

1950 ҫулхи утӑн 3-мӗшӗнче Чӑваш АССР йышне кӗрекен Патӑрьел районӗнчи Сӑкӑт ялӗнче ҫуралнӑ. Ашшӗ — Пётр Ильин, Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗ, Сӑкӑтри ял хорӗн ертӳҫи пулнӑ.

1967 ҫулта Сӑкӑтри вӑтам шкулта ылтӑн медальпе вӗренсе пӗтернӗ. Ялти клубӑн пуҫлӑхӗ пулса ӗҫленӗ. Ҫарта хӗсметре тӑнӑ чухне салтаксен вокаллӑ инструментлӑ ансамбле ертсе пынӑ. Ҫартан таврӑнсан И. Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн филологи факультетӗнче вӗренсе аслӑ пӗлӳ илнӗ.

Шкулта ачасене вӗрентнӗ, Чӑваш радиовӗпе телекуравӗнче кӗвӗ кӑларӑмӗсен редакторӗ пулса ӗҫленӗ (1980–1986). Ун хыҫҫӑн Чӑваш Республикин Халӑх пултарулӑх ҫуртӗнче (халӗ Чӑваш Республикин Культура министерствин «Трактор тӑвакансен керменӗ» Халӑх пултарулӑхӗн республикӑри центрӗ) аслӑ редактор, информаципе аналитика уйрӑмӗн ертӳҫи, директор ҫумӗ вырӑнӗсенче вӑй хунӑ[2].

1990 ҫултанпа — Чӑваш Республикин композиторӗсен ассоциацийӗн яваплӑ секретарӗ. 2000–2006 ҫулсенче «Клуб тата халӑх пултарулӑхӗ» (выр. Клуб и народное творчество) хаҫатӑн тӗп редакторӗ пулнӑ.

Пултарулӑхӗ

Унӑн пултарулӑх ӗҫӗсем нумай хаҫат-журналта пичетленнӗ. Юрӑллӑ-сӑвӑллӑ текстсене вырӑсларан чӑвашла куҫарать. Тӗп редактор пулнӑ май «Акатуй юрри-ташши» сборникӑн 32 кӑларӑмне, ытти репертуар кӗнекисене пичетлесе кӑларнӑ.

С. Ильин сӑввисемпе Анатолий Михайлов, Николай Зимин, Валентин Алексеев, Николай Эриванов тата ытти композиторсем нумай юрӑ ҫырнӑ. Уйрӑмах унӑн «Юрла, чӑваш, юрла саркаланса!» сӑвви паллӑ[3].

Тӗп кӗнекисем:

  • «Ассоциация композиторов Чувашской Республики. Историко-биографические очерки» (1995, вырӑсла, Н. Зиминпа пӗрле);
  • «Акатуйра» (1996);
  • «Утхани» (1998, поэма);
  • «На празднике Акатуй» (2002, вырӑсла);
  • «Быть с веком наравне»;
  • «80 лет — дорогой созидания».

Хисепӗсем

Ӑнлантарусем

  1. ^ Ильин, Станислав Петрович (поэт-песенник; 03.07.1950). Наследие Чувашии. Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи ҫӑвӑн 24-мӗшӗ.
  2. ^ Видному деятелю культуры Чувашии Станиславу Ильину – 70 лет. Издательский дом «Хыпар» (3 утӑн 2020). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи ҫӑвӑн 24-мӗшӗ.
  3. ^ Видному деятелю культуры Чувашии Станиславу Ильину – 70 лет. Министерство культуры, по делам национальностей и архивного дела Чувашской Республики (3 утӑн 2020). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи ҫӑвӑн 24-мӗшӗ.

Вуламалли