Индряков Иван Васильевич

ИНДРЯКОВ Иван Васильевич (1915-1993)—лейтенант, Совет Союзӗн Паттӑрӗ. Вăл Чăваш Республикин Хӗрлӗ Чутай районӗ Акчикасси ялĕнче çуралнă. Чăваш.

Кун-çулĕ

1941-мĕш çулта ăна тепĕр хут Хĕрлĕ Çар чĕнеççĕ. 1942-мĕш çулта вăл Кисанти артиллери училищине пĕтерет. Çав çулхи çĕртме уйăхĕнчен фронтра. 1944-мĕш çулхи çĕртме уйăхĕнче Индряков лейтенант 1-мĕш Белорус фрончĕн 323-мĕш стрелоксен дивизин 1086-мĕш стрелксен полкĕн батареин командирĕ. Белоруси операци вăхăтĕнче палăрать[1]..

1944-мĕш çулхи çĕртме уйăхĕн 25-мĕшĕнче Гомель облаçĕн Рогачёв районĕнчи Великое Лядо ялне ирĕке кăларнă чухне Индряков батарене тăшмансем çавăрса илеççĕ. Индряков йĕри тавра оборона йĕркелесе ункăна титать, кайран пехотăна ялта тăшмансене аркатма пулăшать. Çĕртме уйăхĕн 30-мĕшĕнче Могилёв-Бобруйск çул çинчи çапăçура Индряков батареи тăшманăн 2 танкне тата 44 машинине пĕтернĕ, çавăнпа нимĕçсем Березина урлă каялла каçма пултарайман[1]..

Çапăçусенче харсăр çапăçнăшăн ăна 22.08.1944 Совет Союзӗн Паттӑрӗн ятне тивĕçтернĕ[1].

Вăрçă хыççăн Совет Çарĕнче хĕсметре юлнă. Лениградри аслă артиллери шкулне пĕтернĕ. 1959-мĕш çулта майор Индряков запаса тухнă. 1993 çулхи кăрлачăн 17-мĕшĕнче Грузири Тбилиси хулинче вилнĕ.

Чысĕсем

  • Ленин орденĕ
  • 2 Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçин 1 степеньлĕ орденĕ
  • 2 Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕ
  • медальсем

Ӑнлантарусем

  1. ^ 1, 2, 3 Индряков Иван Васильевич (выр.). [1]. Пӑхнӑ кун: 2013-4-25. Архивланӑ 2013 ҫулхи ҫӑвӑн 1-мӗшӗ.

Вуламалли

  • Герои Советского Союза: Краткий биографический словарь / Пред. ред. коллегии И. Н. Шкадов. — Воениздат, 1987. — Т. 1 /Абаев — Любичев/. — 100 000 экз. — ISBN отс., Рег. № в РКП 87-95382.
  • Навечно в сердце народном. 3-е изд., доп. и испр. Минск,1984. / стр.197.
  • Наши земляки — Герои Советского Союза. 3-е изд., испр. и доп. Чебоксары, 1980. / стр.284-289.

Каçăсем

Золотая Звезда Героя Советского Союза.svg Индряков Иван Васильевич «Ҫӗршыв Паттӑрӗсем» сайтра

Графическая часть логотипа «Рувики» (2024).svg
Ку — ҫырса пӗтермен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе е хушса проекта пулăшма пултаратăр.
Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла.

.