Ирбицкий Леонид Акимович

Леонид Акимович Ирбицкий (1922 ҫулхи ҫурлан 8-мӗшӗ, Ваçликасси, Чăваш Автономиллĕ Социализмлă Совет Республики1965 ҫулхи ҫӑвӑн 21-мӗшӗ, Июс[d], Красноярск Ен) — совет саманин ял хуҫалӑхӗн передовикӗ, СССР Совхозсен министерствин Хакас автономиллӗ облаҫӗнчи Орджоникидзе районӗнчи «Июсский» сӗт-ҫу совхозӗн тракторисчӗ, Социализмла Ӗҫ Паттӑрӗ (1949)[1].

Пурнӑҫӗ

1922 ҫулхи ҫурлан 19-мӗшӗнче Чӑваш автономиллӗ облаҫӗн Шупашкар уесӗнчи, халӗ Чӑваш Республикин Сӗнтӗрвӑрри районне кӗрекен Ваҫликасси ялӗнче хресчен килйышӗнче ҫуралнӑ. Чӑваш[1]. Чӑваш энциклопедийӗн даннӑйӗсем тӑрӑх, ҫуралнӑ кунӗ — 1922 ҫулхи ҫурлан 8-мӗшӗ[2].

1927 ҫулта Ирбицкийсен килйышӗ Ҫӗпӗр ене куҫса кайса Хакас тӑрӑхӗн Ужур районӗнчи Петропавловка ялне вырнаҫнӑ, унта хресчен ӗҫӗпе пурӑннӑ. 1934 ҫулта Шира районӗнчи Коммунаровскинчи пулӑшу хуҫалӑхӗн Тонаково участокне куҫнӑ, 1938 ҫулта вара — «Июсский» совхоза (4-мӗш ферма)[1].

Июсри ялти пуҫламӑш шкулта 5 класс вӗренсе пӗтернӗ хыҫҫӑн Леонид Ирбицкий 1938 ҫулхи утӑ уйӑхӗнче Красноярск крайӗнчи Шира районӗн «Июсский» совхозӗн 4-мӗш ферминче хура ӗҫе тӑвакан пулса ӗҫлеме пуҫланӑ[1]. 1940 ҫулхи чӳк уйӑхӗнчен пуҫласа 1941 ҫулхи ака уйӑхӗччен Минусинск хулинчи механизаторсен шкулне вӗренсе пӗтернӗ хыҫҫӑн 1941 ҫулхи раштав уйӑхӗнче мобилизаципе Хӗрлӗ Ҫар ретне чӗнсе иличчен хӑйӗн малтанхи вырӑнӗнчех ӗҫленӗ[1].

1942 ҫултанпа Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ. 959-мӗш стрелоксен полкӗ йышӗнче ҫапӑҫса пынӑ, йывӑр аманнӑ. Сывалнӑ хыҫҫӑн 1944 ҫулхи пуш уйӑхӗнче ӑна ҫапӑҫакан ҫартан комиссовать тунӑ. Июс ялне таврӑнсан, «Июсский» совхозри 4-мӗш сӗт-ҫу ферминче малалла тракторист-комбайнёр пулса ӗҫленӗ[1].

1948 ҫулта ӗҫлесе илнӗ пӗтӗмлетӳсем тӑрӑх, трактор бригадинче вӑтам кӑтартӑва 36 процент ытларах пурнӑҫласа, 180 гектар лаптӑкра кашни гектартан 30,05-шер центнер тулӑ пухса илнӗ[1].

1948 ҫулта совхоз патшалӑха ял хуҫалӑх продукчӗсене парассин планне пурнӑҫланӑ чухне тулӑн пысӑк тухӑҫпа пухса илнӗшӗн тата 1949 ҫулхи ҫуркуннехи ака валли мӗнпур культурӑсен вӑрлӑхӗпе кирлӗ чухлӗ тивӗҫтернӗшӗн СССР Аслӑ Канаш Президиумӗн 1949 ҫулхи пушӑн 8-мӗшӗнчи Хушӑвӗпе Ирбицкий Леонид Акимовича Ленин орденӗпе тата «Ҫурлапа Мӑлатук» ылтӑн медальпе (медаль № 3103, орден № 87071) пӗрле Социализмла Ӗҫ Паттӑрӗ хисеплӗ ят панӑ[1]. Ҫак хушупах совхозӑн малти звеньевойӗсене И. П. Макаровпа С. Я. Котюшева ҫак пысӑк хисепе тивӗҫнӗ[1].

Малалла та ӗҫе пӑрахман, хӑйӗн ӗҫӗнче пысӑк кӑтартусемпе палӑрнӑ[1].

Хакаси Республикинчи Орджоникидзе (халӗ — Шира) районне кӗрекен Июс ялӗнче пурӑннӑ. 1965 ҫулхи ҫӑвӑн 21-мӗшӗнче вилнӗ, ӑна Шира посёлокӗнчи масарта пытарнӑ[1][2].

Хисепӗсем

Ӗҫри ҫитӗнӳсемшӗн тивӗҫнӗ:

  • «Ҫурлапа Мӑлатук» ылтӑн ҫӑлтӑр № 3103 (08.03.1949),
  • Ленин орденӗ № 87071 (08.03.1949),
  • ытти медальсем[1].

Астӑвӑм

Леонид Акимович Ирбицкий ятне Абаканри Социализмла Ӗҫ Паттӑрӗсен аллейинчи гранит плита ҫинче, ҫавӑн пекех 2023 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче Копьёво посёлокӗнче уҫнӑ «Орджоникидзе районӗн Социализмла Ӗҫ Паттӑрӗсем» мемориал хӑми ҫинче ҫырса хунӑ[3].

Ӑнлантарусем

  1. ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12 Золотая Звезда Героя Советского Союза.svg Леонид Акимович Ирбицкий «Ҫӗршыв Паттӑрӗсем» сайтра
  2. ^ 1, 2 Смирнова Н. Б. Ирбицкий Леонид Акимович (выр.). Чувашская энциклопедия. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи кӑрлачӑн 21-мӗшӗ.
  3. ^ Сегодня в торжественной обстановке состоялось открытие мемориальной доски Герои Социалистического труда Орджоникидзевского района (выр.). infoabakan.ru (23 ҫурлан 2023). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи кӑрлачӑн 21-мӗшӗ.