Кандаратский Михаил Фёдорович
Кандаратский Михаил Фёдорович (1854 ҫулхи чӳкӗн 7-мӗшӗ [19-мӗшӗ], Сĕве, Хусан кӗпӗрни — 1912 ҫулхи юпан 20-мӗшӗ [чӳкӗн 2-мӗшӗ] , Хусан) — вырӑс ӑсчахӗ-тухтӑрӗ, хирург, медицина тухтӑрӗ (1888), профессор (1905)
Топографи анатомийӗн ӗҫӗсен авторӗ[1].
Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ
1854 ҫулхи чӳкӗн 7-мӗшӗнче Хусан кӗпӗрнинчи Сӗве хулинче Турӑ Амӑшӗн-Раштав соборӗн священникӗн ҫемйинче ҫуралнӑ[2].
Чи малтанах Шупашкарти тӗн училищинче тата Хусанти тӗн семинаринче пӗлӳ илнӗ. 1876 ҫулта Хусанти Император университечӗн медицина факультетне вӗренме кӗнӗ, ӑна 1881 ҫулта ылтӑн медальпе пӗтернӗ[3]. Ӑна университетра йӗркеллӗ анатоми кафедринче хӑварнӑ, каярах хирурги факультет клиникине куҫнӑ, 1885 ҫулхи ҫулла Михаил Кандаратские чикӗ леш енне ӑслӑлӑхх тӗллевӗпе командировкӑна янӑ.
1886—1888 ҫҫ. 23 ял-салари мари халӑхне тӗрӗсленӗ. Ӗҫне «Хусан кӗпӗрнинчи Шупашкар тата Царевококшайск уесӗсенчи ҫаран черемисӗсен хушшинче янах айӗ шыҫҫи тата ӑссӑрлӑх эндеми сарӑлӑвӗ, халӑх вилсе пынин факчӗсемпе ҫыхӑнни» (Санкт-Петербург, 1888) докладра тата «Хусан кӗпӗрнинчи ҫаран черемисӗсем вилсе пӗтнин паллисем» кӗнекере (Хусан, 1889) пӗтемлетнӗ. Ҫивӗч ыйтӑвӑн социаллӑ экономика сӑлтавӗсене палӑртнӑ[4].
1888 ҫулта Санкт-Петербургри ҫарпа медицина академийӗ медицина тухтӑрӗн степеньне панӑ, Хусан университетне оперативлӑ хирурги кафедри ҫумӗнчи прозектор должноҫне тивӗҫнӗ. 1889 ҫулта М. Ф. Кандаратский Император Хусан университечӗн приват-доценчӗ пулса тӑнӑ[3].
Вырӑс-япун вӑрҫине хутшӑннӑ: 1904 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнче Инҫет Тухӑҫа санитари отрячӗн заведующийӗ пек ӑсатнӑ. Мукден хулинче Маньчжурире аманнӑ салтаксем валли Хусан университечӗ ячӗллӗ госпиталь тата суран ҫыхмалли пункт йӗркеленӗ. 1905 ҫулхи кӗркунне Хусана таврӑннӑ, часах Хусан университечӗн топографи анатомиллӗ оперативлӑ хирурги кафедри енӗпе ӗҫлекен экстра-ординари профессорне лартнӑ, 1910 ҫулта вара ҫак кафедра енӗпех ординари профессорӗ пулнӑ[3].
Михаил Фёдорович хутшӑннипе университет кафедрине пӗрремӗш хут уйрӑм пӳлӗм уйӑрса панӑ, 1907 ҫулта вӑл ҫар-хир хирургийӗн музейне никӗсленӗ, унӑн коллекцийӗн никӗсӗнче ҫапӑҫу хирӗсенче пухнӑ пульӑсем, снаряд ванчӑкӗсем, вутпа перекен тата сивӗ хӗҫ-пӑшал тӗслӗхӗсем пулнӑ. Октябрь революцийӗ тата Граждан вӑрҫи ҫулӗсенче экспонатсен хӑш-пӗр пайӗ ҫухалнӑ.
М. Ф. Кандаратский ӑслӑлӑх ӗҫӗпе пӗрле общество ӗҫне те туса пынӑ: Хусан хула думин тӑватӑ пухӑвӗн гласнӑйӗ пулнӑ, Хусанӑн истори таврапӗлӗвӗ пирки темиҫе статья ҫырнӑ. 1889 ҫултан пуҫласа 1904 ҫулччен Хусан хулин Александров больницин хирурги уйрӑмӗн заведующийӗ пулнӑ, Шамов больницине тунӑ ҫӗре хутшӑннӑ.
1912 ҫулхи юпан 20-мӗшӗнче (ҫӗнӗ стильпе чӳкӗн 2-мӗшӗнче) Хусанта вилнӗ. Хулан Арча масарӗ ҫинче пытарнӑ, вилтӑпри упранса юлнӑ[5].
Хусанта М. Ф. Кандаратскин ҫемйи пурӑннӑ ҫурт упранса юлнӑ[6].
Ӑнлантарусем
- ^ Кандаратский Михаил Федорович. lvkgmu.ru. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи акан 6-мӗшӗ.
- ^ Свияжск, Собор Рождества Пресвятой Богородицы. Тӗрӗсленӗ: 2026 ҫулхи акан 6-мӗшӗ.
- ^ 1, 2, 3 Кандаратский Михаил Фёдорович. Тӗрӗсленӗ: 2026 ҫулхи акан 6-мӗшӗ.
- ^ Марийская биографическая энциклопедия-2, 2017, с. 191.
- ^ Могилы прославленных врачей на Арском кладбище «уплотнили»?. Тӗрӗсленӗ: 2026 ҫулхи пушӑн 13-мӗшӗ.
- ^ Н. Ф. Решетников. Улица Большая Красная (выр.). Казань тысячелетняя. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи акан 6-мӗшӗ.
Вуламалли
- Айплатов Г. Н., Акшиков А. Г. Марийская биографическая энциклопедия / Авт.-сост. В. А. Мочаев. — 2-е изд. — Марийский биографический центр, 2017. — С. 191. — 606 с. — 1500 экз. — ISBN 978-5-905314-35-3.