Карсак

«РУВИКИ» ирӗклӗ энциклопединчи материал
Карсак
Ӳкерчĕк:Leefgebied haas.JPG
Карсак ареалĕ

Карсак (Карсак мулкач, сĕтпе ӳсекен чĕрчунсен речĕ [1].

Шурă мулкачпа пĕрле, мулкачсен чи анлă сарăлнă тĕсĕсенчен пĕри пулать.

Карсаксем — уй-хирте пурăнаççĕ, çапах та катасенче те асăрхама пулать. кĕрхи калча çинче тăтăшах тĕл пулатăн. Хĕлле вăрман, улмуççи сачĕсене те сиен кӳме пултараççĕ. Апата карсак тар парĕсем пур, çавăнпа та вĕсене йĕрне çухатма тĕрлĕ май шырать. Хăйĕн йĕрĕнчен темиçе метра аякалла сиксе мулкач кукăр-макăр утать, унтан тепре вирлĕ сиксе канма выртать. Пуçне хăй килнĕ йĕр еннелле туса канăç тупать вăл. Çăвăрĕсем 4-5 пулаççĕ. Амăшĕ вĕсене ĕмĕртнĕ-ĕмĕртменех апат шырама каять, анчах та инçете çӳремест, кăшт хăрушлăх пулсанах çурисем патне таврăнать. Карсаксем 7-8 çул пурăнма пултараççĕ, анчах та нумай чухне 4-5 çултан ытларах пурнаймаççĕ.

Асăрхавсем

  1. ^ РУСАК (выр.). Большая российская энциклопедия - электронная версия. Тĕрĕсленĕ 2 Ҫурла уйӑхӗн 2020.

Каçăсем