Китай Ҫӗнӗ ҫулне уявлассин историйӗ питӗ вӑрӑм. Китайри уйӑхпа хӗвел календарӗнче вӑл чи вӑрӑм та пӗлтерӗшлӗ уявӗ. Унӑн ятарласа уйӑрнӑ кунӗ ҫук. Ҫулталӑк пуҫламӑшӗ хӗллехи тапхӑрта кунпа ҫӗр танлашнӑ хыҫҫӑн килекен иккӗмӗш ҫӗнӗ уйӑхпа пӗр килет, ҫапла май уяв кунӗ кӑрлачӑн 21-мӗшӗпе нарӑсӑн 21-мӗшӗ хушшинчи пӗр-пӗр куна лекет.
Китай зодиакӗнчи вуникӗ символӗ — 12 ҫултан тӑракан ярӑм, кашни ҫул унта пӗр-пӗр чӗрчун паллипе килӗшсе тӑрать. Китай гороскопӗнче вӗсем: йӗкехӳре, вӑкӑр, тигр, мулкач, аҫтаха, ҫӗлен, лаша, качака, упӑте, автан, йытӑ, сысна.
Кашни китай ҫынни хӑйӗн зодиак паллине, хӑйӗн тӑванӗсемпе юлташӗсен зодиак паллине пӗлет[2].
Китай Ҫӗнӗ ҫулӗ йӑлана кӗнӗ Китай культуринче питӗ пысӑк вырӑн йышӑнать. Паянхи куна илес пулсан ӑна малтанхи пекех канмалли вӑхӑт тапхӑрӗ пек кӑна мар пӑхмалла, социокультура енчен те унӑн пӗлтерӗшӗ питӗ тарӑн. Китайра уйӑх календарӗпе палӑртакан Ҫӗнӗ ҫул — ҫемьесене пӗрлештермелли, атте-аннене тата авалхи несӗлсене сума сумалли кун[3].
2025 ҫул Симӗс йывӑҫ ҫӗлен ҫулталӑкӗ шутланать — вӑл тӑнӑҫлӑх, ӑслӑлӑх, ӑнкарулӑх символӗ тата улшӑнусене хӑнӑхассин символӗ[4]. Уншӑн кӳренӗве каҫарманни, хаярлӑх тата икӗ питлӗх ют шутланать. Ӳснине, аталанӑва тата ҫӗнетӗве пӗлтерекен йывӑҫ ҫак ҫулӑх ҫутҫанталӑк вӑйӗ шутланать, симӗс тӗс вара ӑна сӑнласа парать.
Тухӑҫ культуринче ҫӗлен — нумай лайӑх енлӗ чӗрчун. Унта шуса ҫӳрекен чӗрчун пурнӑҫшӑн савӑнма, ахаль япаласенче киленӳ тупма пултаракансен пек сӑнарланать. Чӑн пурнӑҫра вара ҫӗлен хӑрушлӑх кӑларса тӑратма пултарать, анчах вӑл тапӑнтӑр е тӑрук сиксе ӳктӗр тесен ӑна чӑнласах та вӑйлӑ ҫиллентерме тивет[5].
Симӗс йывӑҫ ҫӗлен ҫулӗнче ҫуралнӑ ҫынсем вичкӗн ӑслӑ, ӗҫе темиҫе утӑм мала шутласа хурса тӑвакансем пек шутланаҫҫӗ. Вӗсем таврари ҫынсен кӑмӑлне лайӑх туяҫҫӗ. Ҫӗленсен интуици лайӑх аталаннӑ, вӑл вӗсене пулӑмсем мӗнле аталанассине маларах курма тата тӗрӗс йышӑнусем тума пулӑшать. Йывӑҫ вӗсене пултарулӑх енчен хавхалану парать, ҫакӑ стандартлӑ мар йышӑнусем тума пулӑшать. Симӗс тӗс вара лӑпкӑлӑха, ҫемҫелӗхе, лару-тӑрӑва кура пӗр-пӗр сиен кӳрессинчен кирлӗ йышӑнусем тума пӗлнине палӑртать.
Ҫӗленсем улшӑнусене ҫӑмӑллӑн хӑнӑхаҫҫӗ, тӗллевсене пурнӑҫлама ҫӗнӗ ҫулсем тупаҫҫӗ. Ҫутҫанталӑк вӗсене илӗртӳллӗ кӑмӑлпа тата сӑнпа тивӗҫтернӗ, вӗсен ытти ҫынсене питӗ ҫӑмӑллӑн илӗртеҫҫӗ. Ҫак символпа ҫуралнӑ ҫынсем час-часах ертӳҫӗсем тата сумлӑ ҫынсем пулса тӑраҫҫӗ. Вӗсем амбициллӗ тата ҫирӗп тӗллевлӗ, пурнӑҫра ҫитӗнӳ тӑвас тесе тӑрӑшса ӗҫлеме хатӗр.
Авал вӑхӑтри Пилӗк элемент теорийӗ ҫинче никӗҫленнӗ Китай зодиакӗ кашни символ пур япаласемпе пулӑмсен ҫыхӑнӑвне кӑтартса паракан пилӗк тӗсӗн (йывӑҫ, вут, ҫӗр, тимӗр, шыв) ҫыхӑнӑвне кӑтартакан система пулса тӑрать. Ҫак ҫыхӑнусем Ҫут тӗнчери пӗтӗм чӗрӗ япалан улшӑнса пынин тата ылмашӑвӗн пӗрлехи саккунӗсем шутланаҫҫӗ.
Ҫак теорипе килӗшӳллӗн, Ҫӗлен палли Ҫӗлен, Автан тата Вӑкӑр паллисемпе аван ҫыхӑнса тӑрать. Вӑл Аҫтаха, Упӑте, Йӗкехӳре, Йытӑ, Тигр, Лаша, Кролик тата Качака паллисемпе хутшӑнма пултарать, анчах Сыснапа пӗр чӗлхе тупаймасть.
Ку ҫул Ҫӗлен, Аҫтаха тата Автан ҫулӗсенче ҫуралнӑ ҫынсемшӗн уйрӑмах ӑнӑҫлӑ пулмалла. Вӗсем хӑйсен пултарулӑхне ҫӳллӗ шайра кӑтартма, карьерӑра ҫитӗнӳ тума, укҫа-тенкӗ енчен пуйма пултарӗҫ. Пултарулӑхпа е ӑс-тӑнпа ҫыхӑннӑ ӗҫпе аппаланакансене уйрӑмах ӑнӑҫу кӗтет[7].
Китайра Ҫӗнӗ ҫула кӗтсе илнипе нумай йӑла-йӗрке пур тата ун тавра чылай тӗшмӗшлӗх йӗркеленнӗ. Авалхи Китай йӑлипе Ҫӗнӗ ҫул умӗн килти мӗнпур ӗҫе вӗҫлемелле. Кил-ҫурта тирпей кӗртессине алӑкран пуҫламалла та ҫуртӑн варринче вӗҫлемелле, ун хыҫҫӑн мӗн пур усӑ курнӑ хатӗре курӑнман кӗтессене пытармалла.
Китай ҫак уяв вӑхӑтӗнче ытларах енӗпе хӗрлӗ тӗс сарӑлнӑ — вӑл хӗвелпе савӑнӑҫ тӗсӗ.
Ҫӗнӗ ҫула тӗл пулнине уявланӑ чухнехи тӗп япалисенчен пӗри — илемлетме усӑ курнӑ тӗрлӗ хунарсем. Уйрӑмах тӑватӑ тата ултӑ кӗтеслӗ газпа ҫутатакан ҫуртасем анлӑ сарӑлнӑ, вӗсене тӗрлӗ тӗслӗ пусмапа тата ӳкерчӗксемпе илемлетеҫҫӗ. Китайра ёлка вырӑнне чечекрен тунӑ гирляндӑсемпе тата хунарсемпе Ҫутӑ йывӑҫӗ текеннине илемлетеҫҫӗ.
Ҫӗнӗ ҫул умӗнхи каҫа Китайра «уйрӑлнӑ хыҫҫӑнхи тӗлпулусен каҫӗ» теҫҫӗ — ун чухне чи ҫывӑх ҫынсемпе пӗрле вӑхӑта ирттереҫҫӗ, ҫапла май вӑл ҫемье уявӗ пек йӗркеленнӗ. Ҫемьери кашни ҫын пӗр-пӗрне иртнӗ кӳренӳсене каҫарать[3].
Китайра Ҫӗнӗ ҫулхи уяв апачӗ уйрӑмах пӗлтерӗшлӗ, ун чухне пӗтӗм ҫемье пӗр сӗтел хушшине пуҫтарӑнать. Сӗтел хушшинче тӗрлӗ сӑлтавсене пула килеймен ҫемьери ҫынсем валли те вырӑн пӑхса хӑвараҫҫӗ.
Ӗненӳ тӑрӑх Ҫӗнӗ ҫула епле кӗтсе илӗн вӑл ҫапла иртет, имӗш. Ҫавӑнпа та китайсем уяв сӗтелӗ тулли те тӗрлӗ апатпа пуян пулни. Ҫӗнӗ ҫулхи каҫхи апат сӗтелӗ ҫинчен чӑхран, пулӑран тата «доуфуран» (соя тӑпӑрчинчен хатӗрленӗ апат, ӑна ҫавӑн пекех «тофу» ятпа пӗлеҫҫӗ) хатӗрленӗ апат-ҫимӗҫ пулмалла. Китай чӗлхинче ҫак апат ячӗсем «телей» тата «ҫитлӗ» тенине пӗлтерекен сӑмахсемпе пӗрешкел илтӗнеҫҫӗ.
Ҫемьери пӗрлӗхе тата килӗшӳлӗхе пӗлтермешкӗн Китайра парнесене мӑшӑрлӑ япаласенчен парнелеҫҫӗ. Сехет парнелемеҫҫӗ, уйрӑмах ватӑ ҫынсене, ачасӑр ҫынсене — теттесем тата ача япалисем. Ытларах чухне хӑнасем Ҫӗнӗ ҫул парнисене кил хуҫисене тухса каяс умӗн парнелеҫҫӗ, хӑш чухне вӗсене вӑрттӑн хӑварни те тӗл пулать[9].