Клементьев Александр Клементьевич
Клементьев Александр Клементьевич (1925 ҫулхи пушӑн 17-мӗшӗ, Тенеяль, Чăваш Автономиллĕ Социализмлă Совет Республики — 1993, Шупашкар) — чӑваш ҫыравҫи тата журналисчӗ1925 ҫулхи пушӑн 17-мӗшӗ, Тенеяль, Чăваш Автономиллĕ Социализмлă Совет Республики — 1993, Шупашкар[1].
Пурнӑҫӗ
1925 ҫулхи пушӑн 17-мӗшӗнче Ҫӗрпӳ уесӗнчи (халӗ Чӑваш Республикинчи Тӑвай муниципаллӑ округӗ) Тенеяль ялӗнче ҫуралнӑ[1][2][3].
Александр Клементьев Канашри фельдшер шкулне, И. Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика институтне (халӗ университет) тата А. М. Горький ячӗллӗ Литература институтне вӗренсе пӗтернӗ[1][2][3]. 1947—1953 ҫулсенче Тӑвай районӗнче вӗрентекен пулса ӗҫленӗ[1][2][3]. 1953 ҫултанпа «Ялав» журналӑн литература ӗҫченӗ, Тӑвай районӗн хаҫатӗн яваплӑ секретарӗ пулнӑ[1][2][4][3]. Юлашки ҫулсенче Шупашкар районӗнчи Апашри вӑтам шкулта чӑваш чӗлхине вӗрентнӗ[1][2][5][3].
Вӑл прозаик тата поэт пек паллӑ[1][2][3]. 1947 ҫулта «Ялав» журналта унӑн пӗрремӗш «Юрату» поэми, 1949 ҫулта вара «Пӗрле ӳснӗ тантӑшсем» калавӗ пичетленсе тухнӑ[1][2][3].
1993 ҫулта Шупашкарта вилнӗ.
Тӗп кӑларӑмӗсем
Ӑнлантарусем
- ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12 Клементьев, Александр Клементьевич (писатель; 17.03.1925-1993). Наследие Чувашии. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫурлан 4-мӗшӗ.
- ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7, 8 90 лет назад родился Клементьев Александр Клементьевич. Министерство культуры, по делам национальностей и архивного дела Чувашской Республики (17 пушӑн 2015). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫурлан 4-мӗшӗ.
- ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11 Клементьев Александр Клементьевич. Энциклопедия Янтиковского района. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫурлан 4-мӗшӗ.
- ^ 1, 2, 3, 4, 5 Александр Клементьев. Чувашский литературный портал. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫурлан 4-мӗшӗ.
- ^ 1, 2, 3, 4, 5 Клементьев Александр Клементьевич. Литературная карта Чувашии. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫурлан 4-мӗшӗ.
Вуламалли
- Агаков, Л. Ҫӗнӗ сасӑсем / Л. Агаков // Коммунизм ялавӗ. — 1958. — 29 июль;
- Григорьев, И. Пурнӑҫ чӑнлӑхне пӑссан / И. Григорьев // Коммунизм ялавӗ. — 1967. — 27 апр;
- Лукоянов, Г. Ҫамрӑклӑх юррисем / Г. Лукоянов // Тӑван Атӑл. — 1984. — № 8. — С. 63;
- Петров, Ю. Вӗсем вунҫиччӗре / Ю. Петров // Тӑван Атӑл. — 1982. — № 3. — С. 58-59;
- Родина, В. Писатель-фронтовик / В. Родина // Ял ӗҫченӗ (Тӑвай районӗ). — 2010. — 19 март. — С. 2.