Крокус Сити Холлти теракт (2024)

Крокус Сити Холлти теракт2024 ҫулхи пуш уйӑхӗн 22-мӗшӗнче «Крокус Сити Холл» концерт комплексӗн территоринче (Мякинино(выр.)чăв. метро патӗнче вырнаҫнӑ, Красногорск(выр.)чăв. хули шутне кӗрет) «Пикник» рок-ушкӑнӑн концертне итлеме пынисене хирӗҫ йӗркеленӗ террор атаки.

Сахалтан та тӑватӑ ҫынран тӑракан террористсен ушкӑнӗ 20:00 сехет тӗлнелле «Крокус Сити Холл» зала кӗнӗ ҫӗрте концерт пуҫланас умӗн куракансен черечӗ тӑрӑх, унтан фойере тата концерт залӗнче автоматлӑ хӗҫ-пӑшалтан пеме тытӑннӑ. Каярахпа сирпӗнни янӑраса кайнӑ, ун хыҫҫӑн пушар пуҫланнӑ. Ҫурт тӑрри шалта пин-пин ҫын пулнӑ вӑхӑтра хыпса илнӗ[1][2].

Пуш уйӑхӗн 23-мӗшӗнче таракан тӑватӑ террориста — преступление тӳрремӗн пурнӑҫлакансене — Украина чиккинчен 100 километрта Брянск облаҫӗнче тытса чарнӑ[3].

Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин пӗлтернӗ тӑрӑх, теракта пурнӑҫлакансене чикӗ урлӑ каҫма «шӑтӑк» Украина хатӗрленӗ пулнӑ, террористсем унӑн территорийӗнче пытанасшӑн пулнӑ. Следствин тӗллевӗ ҫак ӗҫе кам саккасланине палӑртасси пулнӑ[4]. РФ ФСБ директорӗ Бортников Александр Васильевич(выр.)чăв. та Украинӑн ятарлӑ службисене теракта хатӗрлеме пулӑшнӑшӑн айӑпланӑ[5][6].

Терактшӑн яваплӑха хӑйӗн ҫине пӗтӗм тӗнчери «Ислам патшалӑхӗ» — «Вилаят Хорасан» террористсен организацийӗ илнӗ[7][8][9][10]. «Ислам патшалӑхӗ» айӑпли пирки Америкӑн Шурӑ Ҫурчӗ те каланӑ[11].

2024 ҫулхи пушӑн 24-мӗшӗне Раҫҫей Президенчӗ наци шайӗнчи траур кунӗ тесе пӗлтернӗ[12]. Террористла акта тӗнчери мӗнпур халӑх сивленӗ, ҫав шутра ПНО тата тӗнчери чылай патшалӑх, вӗсем ҫак хурахла ӗҫ пулса иртнишӗн куляннине палӑртнӑ.

РФ Следстви комитечӗн 2025 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнче пӗлтернӗ тӗпчев пӗтӗмлетӗвӗ тӑрӑх, теракта пула тата ун хыҫҫӑнхи сиентен 149 ҫын вилнӗ, пӗри хыпарсӑр ҫухалнӑ, тӗрлӗ шайра 609 гражданин аманнӑ, сусӑрланнӑ. Шар курнисен йышӗнчен 2300 ытла ҫын тӑрать[13]. Тапӑну кӳнӗ пӗтӗмӗшле сиен — 6 млрд тенке яхӑн. Теракта «Вилаят Хорасан» террористсен организацийӗн пайташӗсем тата вӗсене пулӑшакансем Украина влаҫӗсен саккасӗпе тунӑ[14][15]. 2025 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 26-мӗшӗнче теракта пула вилнисен шучӗ 150 ҫын таран ӳснӗ[16].

Теракта пурнӑҫланӑ тата ку ӗҫӗ тума хутшӑннӑ 19 ҫын тӗлӗшпе уголовлӑ ӗҫпе ҫыхӑннӑ процесс 2025 ҫулхи ҫурлан 4-мӗшӗнче пуҫланнӑ. Ӑна 2-мӗш Анӑҫри округ ҫар сучӗ пӑхса тухать. Ларусем Мосгорсудӑн пӗр ҫуртӗнче иртеҫҫӗ[17][18].

Инкек хронологийӗ

undefined
  • Ҫынсене автоматлӑ хӗҫпӑшалтан пенӗ. Террористсем залра кӑна мар, концерт комплексӗн фойинче те, унӑн умӗнче те автоматран пенӗ[19]. Тапӑнакансенчен иккӗшӗн рюкзаксем пулнӑ, тен, вӗсенче сирпӗн хатӗрӗсем пулнӑ[20]. «Крокус Сити Холла» «Крокус Профи» ЧОП хураланӑ. Brief Telegram-канал ҫырнӑ тӑрӑх, маларах хуралта ӗҫленӗ сотрудник вӗсем чукмарсемпе тата электрошокерсемпе ҫеҫ усӑ курма пултарни ҫинчен каласа панӑ[21].
  • Каярахпа комплекса вут тивертни, тӗтӗм мӑкӑрланма пуҫлани тата темскер сирпӗнни пирки информаци килнӗ.
  • Пӑтӑрмах вырӑнне Мускаври СОБР-па ОМОН, ҫавӑн пекех пушарнӑйсем тухса кайнӑ.
  • Мускав облаҫӗн кӗпӗрнаттӑрӗ Андрей Воробьёв оперативлӑ штаб йӗркеленӗ[22].
  • «Крокус Сити Холл» патне Мускаври тата облаҫри 70 ытла васкавлӑ медицина пулӑшӑвӗн бригадине янӑ.
  • Пушара пысӑк йывӑрлӑх кӳрекенни тесе хакланӑ[23]. Малтан ҫулӑм ҫуртӑн виҫҫӗмӗш пайне ярса илнӗ пулнӑ, унтан пушар пӗтӗм ҫурта сарӑлнӑ[24].
  • 21:30 тӗлне ҫурт тӑрри хӑш-пӗр тӗлте ишӗлсе аннӑ.
  • Пушара сӳнтерме авиаципе те усӑ курнӑ[22].
  • Ҫунакан «Крокус Сити Холл» ҫине вертолётсем 160 тонна яхӑн шыв пӑрахнӑ[25].
  • Пуш уйӑхӗн 23-мӗшӗн 1:00 сехет тӗлнелле «Крокус Сити Холлти» пушара 13 пин м² яхӑн лаптӑкра ҫӗнтернӗ.
  • Пушӑн 23-мӗшӗнче Мускавҫумӑн Сывлӑх сыхлав министерстви шар курнӑ 145 ҫынран тӑракан список пичетленӗ, вӗсене Мускав, Красногорск, Одинцово, Химки тата Долгопруднӑй пульницисене вырнаҫтарнӑ[26].
  • Пуш уйӑхӗн 24-мӗшӗнче ҫӑлавҫӑсем теракт вырӑнӗнчи 400 кубометра яхӑн йӑтӑнса аннӑ конструкцине сӳтнӗ, унтан йывӑр техника иртмешкӗн ҫурт стенинче шӑтӑк тунӑ, вӗсемпе усӑ курса шалти ишӗлчӗксене сӳтмелле пулнӑ[27].
  • Мускав облаҫӗн кӗпӗрнаттӑрӗн йышӑнӑвӗпе теракт вырӑнӗнче шырав ӗҫне пушӑн 26-мӗшӗн 17:00 вӑхӑтччен тӑснӑ, вӑл вӑхӑт тӗлне ӗҫе вӗҫленӗ[28].
  • Раҫҫей МЧСӗн ҫӑлавҫисем теракт хыҫҫӑн пиллӗкмӗш кунхине пушар тунӑ сиене пӗтӗмпех пӗтерсе ишӗлчӗксене сӳтсе пӗтернӗ, вӗсем йӑтӑнса аннӑ 900 ытла кубла метр конструкцие тиесе тухнӑ[29].
  • Ака уйӑхӗн 3-мӗшӗ тӗлне терактра 145 ҫын вилнӗ, вӗсен хушшинче ултӑ ача пулнӑ[15]; 550 ытла ҫын шар курнӑ, вӗсен хушшинче 10 ача. Терактра вилнӗ 134 ҫын кам пулнине палӑртнӑ[30].
  • 2024 ҫулхи ҫӗртмен 1-мӗшӗ тӗлне теракта пула 1,7 пин ытла ҫын инкек тӳснине йышӑннӑ[31].
  • 2024 ҫулхи авӑнӑн 20-мӗшӗнче Муслим Магомаевӑн культурӑпа музыка еткерӗн фончӗ «Крокус сити холлти» терактра шар курнисене пулӑшма укҫа-тенке пухас тата валеҫес енӗпе пулӑшу программине вӗҫленӗ, тӳлевсене авӑн уйӑхӗн 23-мӗшӗнчен пуҫлама планлани пирки палӑртнӑ[32].

Теракта тунӑшӑн яваплӑ ҫынсене шырани

undefined

2024 ҫулхи пуш уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Брянск облаҫӗнче Таджикистанра ҫуралса ӳснӗ тӑватӑ ҫынна тытса чарнӑ, вӗсене «Крокус Сити Холлти» терактра асӑрханӑ. Тӑватӑ ҫынна Украина чиккинчен 100 ҫухрӑмра тупнӑ. Тытса чарнисенчен пӗри, Шамсидин Фаридуни, терактшӑн ӑна 500 пин тенкӗ пама шантарни пирки каласа панӑ. Йӗркелӳҫӗсемпе вӗсем Telegram урлӑ ҫыхӑнса ӗҫленӗ[33].

РФ СК пӗлтернӗ тӑрӑх, пушӑн 22-мӗшӗнче террористсем Renault автомобиль ҫинче концерт залӗ патне ҫитнӗ, автоматсенчен пеме тытӑннӑ, ҫурта вут тӗртсе янӑ та вырӑнтан ҫухалнӑ. Крокус Сити Холлти ӗҫ-пуҫ 17 минута тӑсӑлнӑ. Хурахсем Украина еннелле тарма хӑтланнӑ, анчах та вӗсенге Брянск облаҫӗнче тытса чарнӑ. Пурнӑҫлакансемсӗр пуҫне ҫичӗ пулӑшуҫа тытса чарнӑ[34].

undefined

2024 ҫулхи пушӑн 24-мӗшӗнче Мускавӑн Басман сучӗ теракт пурнӑҫланӑ тесе шутланакан тӑватӑ ҫынна та 2 уйӑхлӑха арестленӗ: Далерджон Мирзоева, Саидакрами Рачабализодӑна, Шамсидина Фаридунине, Мухаммадсобир Файзова[35][36]. Файзов концерта пынӑ ҫынсене мӗнле асаплантарнине ӳкернӗ, ҫавӑн пекех вӑл автомобиль рулӗ умӗнче пулнӑ. Ҫав вӑхӑтрах вӗсем «Крокус Сити Холлас» парковкинче сакӑр ҫулхи ачана юри ҫапса кайнӑ[37].

2024 ҫулхи пушӑн 24-мӗшӗнче Мускавӑн Басман сучӗ теракт тӗлӗшпе тата виҫӗ ҫынна тытса хупнӑ: Диловар Исломова, Исраил Исломова тата Аминчон Исломова. Вӗсене вилӗм тӳнӗ теракта ушкӑн йышӗнче йӗркеленишӗн айӑпланӑ[38][39]. 2024 ҫулхи пушӑн 26-мӗшӗнче суд «Крокус Сити Холлти» терактпа ҫыхӑннӑ Алишер Касимова тытса чарнӑ, ӑна ие уйӑхлӑха хупса хунӑ хыҫҫӑн вӑл ҫак терактпа ҫыхӑннӑ саккӑрмӗш ҫын пулса тӑнӑ. Следстви палӑртнӑ тӑрӑх, Касимов кӑркӑс РФ гражданинӗ, вӑл тӑватӑ террориста хваттер тара панӑ[40].

2024 ҫулхи пушӑн 28-мӗшӗнче Росфинмониторинг Мирзоева, Рачабализода, Фаридунине, Файзова экстремистсемпе террористсен реестрне кӗртнӗ[41].

Пуш уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Басман сучӗ теракт пирки пуҫарнӑ ӗҫ тавра тӑххӑрмӗш ҫынна — Назримад Лутфуллоя — арестленӗ, следстви вӑл террористсене укҫа-тенкӗпе пулӑшнӑ тесе шутланӑ[42][43][44].

Терактпа ҫыхӑннӑ ӗҫе тӗпчесе пынӑ май 2024 ҫулхи акан 1-мӗшӗнче Басман сучӗ вуннӑмӗш ҫынна, Якубджони Юсуфзода, тытса чарнӑ[45]. Следстви палӑртнӑ тӑрӑх, Юсуфзода «Крокус Сити Холлти» террористла акта пурнӑҫлакансенчен пӗрине инкек умӗн тата ун хыҫҫӑн укҫа куҫарнӑ[46]. 2024 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнче Юсуфзодрӑна ҫулталӑк маларах Сочире саккуна пӑсса миграци шутлавне лартни палӑрнӑ[47].

2024 ҫулхи акан 4-мӗшӗнче Раҫҫей ФСБ ӗҫченӗсем теракта пулӑшакан Мускаври, Екатеринбургри тата Омскри виҫӗ ҫынна тытса чарнӑ[48].

2024 ҫулхи ака уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Басман сучӗ теракт пирки пуҫарнӑ ӗҫ тавра 11-мӗш ҫынна арестленӗ. 2024 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 22-мӗшӗччен Мухаммад Шарипзодӑна хупса хунӑ[49].

2024 ҫулхи ака уйӑхӗн 7-мӗшӗнче «Крокус Сити Холлӑн» пушар хӑрушсӑрлӑхӗн яваплӑ ҫын тата пушарнӑйсен ушкӑнӗн начальникӗ пирки ӗҫ пуҫарнӑ, вӗсене хайсен ӗҫне тивӗҫлӗ шайра пурнӑҫламаннишӗн айӑпланӑ. Вӗсем тӗлӗшпе тухса ҫӳреме чаракан мера йышӑннӑ[50].

2024 ҫулхи акан 26-мӗшӗнче пуҫиле ӗҫпе ҫыхӑннӑ 12-мӗш ҫынна — 2003 ҫулта Пархар хулинче ҫуралнӑ[51] Джумохон Курбонов гражданинне тытса чарнӑ. Тепӗр кун Мускавӑн Басман сучӗ Джумохон Курбонова арестленӗ[52].

2024 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Мускавӑн Басман сучӗ Далерджон Мирзоевӑн, Мухаммадсобир Файзовӑн, Саидакрам Рачабализодӑн тата Шамсидин Фаридунӑн аресне ҫурлан 22-мӗшӗччен тӑснӑ[53]. Ҫак кунах теракта хутшӑннӑ тӑватӑ ҫын тӗлӗшпе ареста ҫурлан 22-мӗшӗччен тӑснӑ: Наглямад Лутфуллоинне, Якубджон Юсуфзодӑнне, Мухаммад Шарипзодӑнне тата Джумахон Курбоновӑнне[54].

Ҫу уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Мускавӑн Басман сучӗ Аминчон, Диловар тата Исроил Исломовӑн, ҫавӑн пекех Алишер Касимовӑн арестне ҫурлан 22-мӗшӗччен тӑснӑ. Следстви палӑртнӑ тӑрӑх вӗсем террористла акта хатӗрлеме пулӑшнӑ[55].

2024 ҫулхи ҫӗртмен 1-мӗшӗ тӗлне Мускавӑн Басман сучӗн картотекин хучӗ тӑрӑх, терактпа ҫыхӑннӑ пуҫиле ӗҫпе 20 ҫын айӑпланать, вӗсенчен 18-шне арестленӗ, тепӗр иккӗшне килтен тухса ҫӳреме чарнӑ[56].

2024 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче Мускавӑн Басман сучӗ теракт пирки пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫӗпе ҫыхӑннӑ 12 ҫыннӑн арестне тӑснӑ, ҫакӑ Далерджон Мирзоева, Мухаммадсобир Файзова, Саидакрам Рачабализодӑна, Шамсидин Фаридуна[57], Назрмада Лутфуллоине, Якубджон Юсуфзодӑна, Мухаммаду Шарипзодӑна, Джумахону Курбонова[58], Алишер Касимова тата Аминчон, Диловар, Исроил Исломова пырса тивнӗ[59].

2024 ҫулхи ҫурлан 23-мӗшӗнче Мухаммад Зоир Шарипзода теракта тума пулӑшнӑшни пирки хӑйӗн айӑпне кӑштах йышӑнни пирки пӗлтернӗ[60].

2025 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнче Александр Бастрыкин Следстви комитечӗ теракт пирки пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫ тавра 27 ҫынна явӑҫтарнине пӗлтернӗ[61].

2025 ҫулхи нарӑсӑн 19-мӗшӗнче Мускавӑн Басман район сучӗ «Крокус сити холлти» концерт залӗнче теракта пурнӑҫлаканӗ тесе шутланакан тӑватӑ ҫын тӗлӗшпе ареста 2025 ҫулхи пушӑн 24-мӗшӗччен тӑснӑ, ҫакӑ Мухаммадсобир Файзова, Далерджон Мирзоева, Муродали Рачабализодене тата Шамсидин Фаридунине пырса тивнӗ[62].

2025 ҫулхи пушӑн 7-мӗшӗнче АПШ-ра Мохаммад Шарифулла террориста (Джафар ятпа та паллӑ пулнӑ) аресленӗ, вӑл «Ислам патшалӑхӗ» террористсен организацин членӗ шутланнӑ. АПШ Минюсчӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл «Крокус Сити Холла» тапӑннӑ боевиксене инструкцисем панӑ[63].

2025 ҫулхи ҫурлан 1-мӗшӗнче МИХсенче РФ ШӖМӗн шырав базинче «Крокус сити холл» концерт залӗнче теракта йӗркеленӗ Абубакр Хикматов, Алохимхон Беков тата террористсене хатӗрленӗ Мухаммадрахим Файзов пулнине пӗлтернӗ[64].

Следстви ӗҫӗсем

Инкек пулнӑ вырӑнтан Раҫҫейӗн Следстви комитечӗн сотрудникӗсем тӑватӑ ҫар амуницийӗн комплектне, 500 ытла патронпа 28 магазин, ҫавӑн пекех тапӑнакансем усӑ курнӑ икӗ Калашников автоматне шыраса тупнӑ[65].

Преступниксем теракта темиҫе уйӑх хатӗрленнӗ. Пушӑн 7-мӗшӗнче Фаридуни рекогносцировка тӑвас тӗллевпе концерт залне ҫӳренӗ, унта вӑл «Крокусра» ӗҫлекен фотограф объективне ҫакланнӑ. Кунсӑр пуҫне темиҫе ҫын концерт комплексӗ тӑрӑх темӗн те пӗр пӑхса ҫӳрекен шанчӑксӑр арҫынсен ушкӑнне асӑрханине каласа панӑ. Центр сотрудникӗ аса илнӗ тӑрӑх, Фаридуни фойере ҫиелти тумпа пулнӑ, ӑна курткӑна гардеробра хывса хӑварма ыйтнӑ, шӑпах вӑл вырӑсла ӑҫта мӗн вырнаҫнине ыйтса ҫӳренӗ.

Таджикистан Президенчӗ Эмомали Рахмон хурах шутне кӗртнӗ ҫынсен тӑванӗсемпе (вӗсене республикӑн вӑй структури ҫыннисем ыйтса тӗпченӗ) следстви ӗҫӗсене тӑвассине хӑй тӗрӗслесе тӑнӑ[66]. Душанберен 50 ҫухрӑмра ларакан Шамсидин Фаридуни ҫуртне ҫӑрапа питӗрсе хунӑ, пичетлесе илнӗ.

2024 ҫулхи пуш уйӑхӗн 26-мӗшӗнче ФСБ пуҫлӑхӗ Александр Бортников Украинӑн ятарлӑ службисем теракта пулӑшни ҫинчен пӗлтернӗ — вӗсем, имӗш, Ҫывӑх Тухӑҫри лаптӑкра боевиксем хатӗрленӗ[67].

Новости РИА пӗлтернӗ тӑрӑх, «Крокус Сити Холлти» теракт валли ҫынсене ИГИЛ-ӑн Афганистанри пайӗ, «Вилаят Хорасан» террорла организаци йӗркеленӗ телеграм-канал урлӑ тупнӑ. Ку телеграм-канала каярах хупланӑ[68].

Пушӑн 28-мӗшӗнче ТАСС пӗлтернӗ тӑрӑх теракта пурнӑҫлакансен ӑс-тӑнне наркотик е психотроплӑ япаласем витӗм кӳни пирки пӗлтернӗ[69]. Айӑплӑ тесе шутланакан ҫынсен юнӗнче «ҫар кислоти» текен пайӗсене тупнӑ, ку япаласем ӑс-тӑна улӑштарҫҫӗ, шикленӳ туйӑмне тата ҫыннӑн хӑйне хӑй упранин инстинктне пусараҫҫӗ[70].

Следстви комитечӗ теракта пурнӑҫлакансене укҫана валютӑпа тата криптовалютӑпа Украинӑран килнӗ чылай куҫарнине ҫирӗплетни пирки пӗлтернӗ[71].

2024 ҫулхи пуш уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Таджикистанри следстви органӗсем теракта пурнӑҫлакансемпе ҫыхӑну тытнӑ май тӑхӑр ҫынна тытса чарнине пӗлтернӗ[72].

Теракт тунӑшӑн айӑплӑ тесе шутланакансем вӗсене тӗпчесе ыйтнӑ май вӗсем Киева укҫа илме ҫул тытнине йышӑннӑ[73].

Ака уйӑхӗн 1-мӗшӗнче ФСБ обществӑлла ҫыхӑнусен центрӗ Дагестанри Каспийскра ҫынсем йышлӑн пурӑннӑ вырӑнта теракт хатӗрленӗ тӑватӑ ют ҫӗршыв гражданне тытса чарни пирки пӗлтернӗ[74]. Ҫав ҫынсем тавралӑха тӗпченӗ, алӑпа тунӑ сирпӗнӳ хатӗрӗсем ӑсталанӑ, автоматлӑ хӗҫ-пӑшал туяннӑ. Ведомство пӗлтернӗ тӑрӑх, тытса чарнисем «Крокус Сити Холлри» теракта хатӗрлеме укҫа-тенкӗпе тивӗҫтернӗ[75]. Ҫавӑн пекех Турцири право сыхлакан органсем теракта хатӗрлеме хутшӑннӑ тесе шутланакан Таджикистанпа Киргизире ҫуралнӑ ҫынсене тытса чарнӑ[76].

Ака уйӑхӗн 2-мӗшӗнче терактра шар курнисем Раҫҫей Федерацийӗн Следстви комитетне «Крокус Сити Холл» хуҫисем хирӗҫ пуҫиле ӗҫ пуҫарма заявлени янӑ. Ушкӑн ҫынни, Игорь Трунов адвокат, следствине пушар сӳнтермелли тата тӗтӗм кӑлармалли системӑсен юсавлӑхне, эвакуаци йӗркеленине тӗрӗслеме, ҫавӑн пекех хӑш-пӗр эвакуациленмелли алӑка мӗнле сӑлтава пула хупласа хунине палӑртма ыйтнӑ[77].

2024 ҫулхи акан 9-мӗшӗнче Росфинмониторинг Диловар, Исраил тата Аминчон Исломовсене, Алишер Касимова, Назримад Лутфуллоине, Якубджони Юсуфзодуна тата Мухаммад Шарипзодуна экстремистсемпе террористсен реестрне кӗртнӗ[78].

Ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Росфинмониторинг ертӳҫи Юрий Чиханчин теракта йӗркелеме чылай ҫӗршыв гражданӗсем хутшӑннине, укҫа-тенкӗпе тивӗҫтерме криптовалютӑпа усӑ курнине пӗлтернӗ[79].

Ҫу уйӑхӗн 31-мӗшӗнче Следстви комитечӗ хӑрушсӑрлӑха тивӗҫтермесӗр пулӑшу ӗҫӗсемпе тивӗҫтерни пирки пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ, ӑна теракт пирки уҫнӑ уголовлӑ ӗҫпе пӗрлештернӗ[80].

2024 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче «Крокус Сити Холлти» теракт пирки уҫнӑ ӗҫре пилӗк ҫӗнӗ ҫынна хушнӑ. Мускавӑн Басман сучӗ Гадоев Шахромджон Насимович, Исмаил Зубайдулло Авайдуллоевич, Солиев Мустакиме Абдунонович, Солиев Умеджон Абдудунонович тата Хамидов Абдурасулович тӗлӗшпе арест вӑхӑтне раштавӑн 1-мӗшӗччен тӑснӑ[81]. Ҫӗнӗ фигурантсенчен пӗри — Умеджон Солиев — унччен те Раҫҫейре шыравра пулнӑ[82]. Ӗҫе хушнӑ ҫӗнӗ ҫынсем тапӑнакансене хӗҫпӑшалпа тивӗҫтернӗ[83].

2024 ҫулхи юпа уйӑхӗнче следстви ҫак ӗҫ-пуҫа хутшӑннӑ тӑватӑ фигуранчӗ «Вилаят Хорасанс» террор группировкин боевикӗсем пулнине палӑртнӑ. Шахромджон Гадоева, Зубайдулло Исмоилова, Мустаким Солиева тата Умеджон Солиева йӗркеленнӗ ушкӑнпа усӑ курса террористла ушкӑнсен ӗҫӗ-хӗлне хутшӑннӑшӑн, хӗҫ-пӑшалпа тата ҫар хатӗрӗсемпе саккунсӑр усӑ курнӑшӑн, ҫавӑн пекех сирпӗнӳ хатӗрне саккунсӑр ӑсталанӑшӑн пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ[84].

2024 ҫулхи юпа уйӑхӗнче теракт пирки уҫнӑ ӗҫре тӑватӑ ҫӗнӗ ҫын хушӑннӑ, вӗсем Ингушетире пурӑнакансем пулнӑ: Хусейн Медов, Джабраил Аушев, Хаваж-Багаудин Алиев тата Батыр Кулаев. Вӗсенчен иккӗшне арестленӗ, тепӗр иккӗшӗ тӗлӗшпе шырав пуҫарнӑ. Следстви версийӗ тӑрӑх, тӗрлӗ ҫынсем урлӑ вӗсем теракта пурнӑҫлакансене автоматсемпе тата вӗсем валли беоприпассемпе тивӗҫтернӗ, ҫакӑншӑн вӗсем 1 млн ытла тенкӗ илнӗ[85].

2024 ҫулхи чӳкӗн 2-мӗшӗнче террористсене хӗҫ-пӑшалпа тивӗҫтерес ӗҫпе 7 ҫын ӗҫлени паллӑ пулнӑ. Хусейн Медовсӑр, Джабраил Аушевсӑр, Хаваж-Багаудин Алиевсӑр тата Батыр Кулаевсӑр пуҫне ушкӑна Амерхан Матиев, ҫавӑн пекех Турцире пытанса пурӑнакан Адам Белхароев тата Украинӑра Ильяс Белхароев (Раҫҫей Федерацийӗнче террористсемпе экстремистсен реестрне кӗртнӗ) кӗнӗ[86].

ТАСС пӗлтернӗ тӑрӑх, 2024 ҫулхи чӳкӗн 20-мӗшӗнче Аминчонпа тата Диловар Исломова, ҫавӑн пекех вӗсен ашшӗне Исроил Исломова тата Алишер Касимова айӑпланине улӑштарнӑ, вӗсене террорла ӗҫ пулса иртнипе вӗҫленнӗ террорла ӗҫе пулӑшнишӗн айӑплана[87].

2024 ҫулхи раштавӑн 4-мӗшӗнче Ингушетире террористсене пулӑшакан тӑватӑ ҫынна тытса чарнӑ. «Батал-Хаджи» тӗн общинин ҫыннисем тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫсем пуҫарнӑ. Следстви версийӗ тӑрӑх, вӗсем «Крокус» ҫине тапӑннӑ ҫынсене «пысӑк пулӑшу» кӳнӗ[88].

2025 ҫулхи кӑрлачӑн 2-мӗшӗнче Стамбулӑн уголовлӑ сучӗ теракта пурнӑҫлакансемпе ҫыхӑну тытнӑшӑн айӑплакансем тӗлӗшпе айӑплава пӗтӗмлетсе йышӑннӑ, вӗсем 7,5 ҫултан пуҫласа 15 ҫул таран тӗрмене лекме пултараҫҫӗ. Айӑписен сакки ҫинче Стамбулта пурӑннӑ темиҫе ҫын пулнӑ, вӗсем унччен Саидар Рачабализодӑпа тата Шамсидин Фаридунипе ҫыхӑну тытнӑ пулнӑ, вӗсем иккӗшӗ вара тӳрремӗн терактпа ҫыхӑннӑ[89].

2025 ҫулхи нарӑсӑн 5-мӗшӗнче «Крокус Сити Холлти» теракт пирки пуҫарнӑ ӗҫӗн малтанхи следствийӗ вӗҫленнӗ. Мӗнпур материала пухма, 20 ҫынна арестлесе свидетельсене тӗпчеме 11 уйӑх кирлӗ пулнӑ[90].

2025 ҫулхи нарӑсӑн 11-мӗшӗнче «Крокус интернэшнлс» компание, «Крокус Сити Холл» концерт залӗн хуҫине, теракта пула шар тӳснӗ ен тесе йышӑннӑ[91].

2025 ҫулхи пуш уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Раҫҫей Федерацийӗн Следстви комитечӗн официаллӑ ҫынни Светлана Петренко пӗлтернӗ тӑрӑх, следстви хӑйӗн ӗҫне вӗҫленӗ[18]:

Хальхи вӑхӑтра террорла преступлени тунӑшӑн айӑпланакан 19 ҫынпа следстви хӑйӗн ӗҫӗсене вӗҫленӗ, вӗсене ирӗклӗхрен хӑтарнӑ, ӗҫ материалӗсемпе малалла паллашаҫҫӗ. Хӑш-пӗр ҫын тӗлӗшпе шырав пуҫарнӑ[18].

2025 ҫулхи акан 14-мӗшӗнче экспертиза ирттерсе теракта пурнӑҫлакансем ӑс-тӑн енчен йӗркеллех пулнинепалӑртнӑ. Олег Власов адвокат каланӑ тӑрӑх, айӑпланакансен психики тата ӳт-пӳ сывлӑхӗ чиперех. 145 ҫыннӑн пурнӑҫне татнӑ тата 500 ытла ҫынна ытла шар кӑтартнӑ теракт 2024 ҫулхи пуш уйӑхӗн 22-мӗшӗнче пулса иртнӗ. Тытса чарнисем хушшинче теракта пурнӑҫланӑ тесе шутланакан тӑватӑ Таджикистан гражданӗ: Мухаммадсобир Файзов, Далерджон Мирзоев, Саидакрами Рачабализода тата Шамсидин Фаридуни. Теракта пула Crocus Group пӗтӗмӗшле 150–200 млн долларпа танлашакан сиен тӳснӗ тесе хаклаҫҫӗ[92].

2025 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 21-мӗшӗнче теракт пирки пуҫарнӑ процесс 2025 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 4-мӗшӗнче пуҫланасси пирки паллӑ пулса тӑнӑ. Ӑна 2-мӗш Анӑҫ округ ҫар сучӗ пӑхса тӑрӗ. Ларусем Мосгорсудра иртӗҫ[18].

Утӑ уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Ҫӗнҫӗпӗрти 2-мӗш Тухӑҫ округри ҫар сучӗ Таджикистан гражданинне Баходурджон Ахмадалиева 14 ҫуллӑха колоние хупма йышӑну кӑларнӑ. Следстви палӑртнӑ тӑрӑх, вӑл интернет урлӑ «Крокуса» тапӑнма хутшӑнакан ҫынсем валли билетсем туяннӑ. Ҫавӑн пекех Ахмадалиев Ҫӗнҫӗпӗрте теракт хатӗрлекенсен шутне кӗрет — вӑл хӑй тунӑ сирпӗнӳ хатӗрне туянса упранӑ, усал шухӑшлӑ ҫынсем ӑна Чукун ҫул районне ҫитернӗ унта сирпӗтме планланӑ[93].

2025 ҫулхи утӑн 29-мӗшӗнче шар курнӑ 115 ҫын интересӗсене хӳтӗлекен Игорь Трунов адвокат Турци хӑйӗн территоринче пытанса пурӑнакан теракта хутшӑннисене пурне те кӑларса пама пултарни ҫинчен пӗлтернӗ[94].

2025 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 23-мӗшӗнче теракта пула шар курнӑ ҫынсене интересӗсене хӳтӗлекенсем Следстви комитетне «Крокус Сити Холл» хуҫисен, Аразпа Эмин Агаларовсен активӗсене арестлеме ыйтнӑ[95].

Терактра шар курнисене халалланӑ мемориал

2025 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнче «Крокус Сити Холл» патӗнче теракт а пула шар курнисене халалланӑ мемориала тума тытӑннӑ[96]. Ӑна инкек хыҫҫӑн ҫулталӑк иртнӗ кун, пуш уйӑхӗн 22-мӗшӗнче, уҫнӑ. Мускав облаҫӗн кӗпӗрнаттӑрӗ Андрей Воробьёв пӗрлернӗ тӑрӑх, мемориала тӑвас енӗпе концерт залӗн хуҫи ӗҫленӗ.

undefined

Хура гранитран тунӑ икӗ стела концерт залӗпе «Крокус Экспон» иккӗмӗш павильонне хирӗҫ вырнаҫнӑ. Хура гранит ҫинче вӗҫекен тӑрнасен кӳлеписем пур. Палӑк ҫине «В память жертвам бесчеловечного террористического акта 22 марта 2024 года» (чӑв. 2024 ҫулхи пушӑн 22-мӗшӗнче пулса иртнӗ тискерле террорла акта пула шар курнисене асра тытса) тесе ҫырса хунӑ[97].

Хушма информаци

2024 ҫулхи пушӑн 25-мӗшӗнче Тӗп банк Раҫҫейри банксемпе микрофинанс организацийӗсене «Крокус Сити Холлти» теракт вӑхӑтӗнче вилнисен парӑмӗсене каҫарма сӗннӗ[98]. 2024 ҫулхи пушӑн 23-мӗшӗнчех Перекет банкӗпе ВТБ ҫакна тума хатӗрри ҫинчен пӗлтернӗ. Ҫавӑн пекех парӑмсене каҫарма 23 банк шантарнӑ: «Тинькофф», Альфа-банк, Совкомбанк, Газпромбанк, Почта Банк, Промсвязьбанк, Мускав кредит банкӗ тата ыттисем[99].

2024 ҫулхи пуш уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Санкт-Петербургра ирттерме палӑртнӑ «Пикник» ушкӑнӗн концерчӗ ҫавах иртнӗ. Ӑна «Крокус Сити Холлти» терактра шар курнисене халалласа ирттернӗ[100].

Терактра вилнисене асӑнса Раҫҫейри юрӑҫсем «Голос мой слышь» альбом ҫырса кӑларнӑ. Унта Муслим Магомаев юрӑҫӑн репертуарӗнчи 12 юрӑ кӗнӗ — террористсем тапӑннӑ концерт залӗ ун ячӗпе хисепленнӗ. Мӗнпур тупӑша шар курнисене ярса панӑ[101].

2024 ҫулхи ҫӗртмен 29-мӗшӗнче Мускав облаҫӗн кӗпӗрнаттӑрӗ Андрей Воробьев пӗлтернӗ тӑрӑх, Мускавҫум влаҫӗсем «Крокуса» юсама килӗшмен: «Малашне унта концерт залӗ пулмӗ», тенӗ[102]. 2025 ҫулхи пуш уйӑхӗнче теракт пурнӑҫланӑ тесе айӑплӑ шутланакансенчен пӗри «Крокус» ҫине тапӑниччен ытти вырӑна тапӑнасси пирки те хатӗрленнине пӗлтернӗ, Кремль патӗнчи лару-тӑрӑва, «Таса пӗвесем» метрона тата «МЕГА Белая Дачӑна» шалтан ӳкернӗ[103].

2025 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Ҫӗнҫӗпӗр облаҫӗнчи суд «Крокус Сити Холла» тапӑннӑ террористсем валли билетсем туяннӑ Баходурджон Ахмадалиева Красногорскра(выр.)чăв. пулса иртнӗ теракт хыҫҫӑн тепӗр кунне Новосибирскра сирпӗтме хӑтланнӑшӑн 14 ҫуллӑха тӗрмене хупма йышӑннӑ[104]. Право хуралҫисем ҫак ҫын Далерджон Мирзоев тата теракта хутшӑннӑ тепӗр ҫын валли интернетра билет туяннине пӗлнӗ. Мускав облаҫӗнчи инкек хыҫҫӑн Ахмадалиевӑн машинине тӗрӗсленӗ чухне унта сирпӗнмелли хатӗре тупнӑ. Унпа вӑл Ҫӗнҫӗпӗрти Чукун ҫул районӗнчи халӑх йышлӑ пухӑнакан вырӑнта усӑ курма шутланӑ[105].

Ӑнлантарусем

  1. ^ В «Крокус Сити Холл» произошла стрельба (2024-03-22). Тӗрӗсленӗ: 2024 ҫулхи пушӑн 22-мӗшӗ.
  2. ^ Онлайн: в подмосковном «Крокус Сити Холле» стрельба и пожар, есть раненые (2024-03-22). Тӗрӗсленӗ: 2024 ҫулхи пушӑн 22-мӗшӗ.
  3. ^ Участников теракта в "Крокусе" задержали недалеко от границы с Украиной (23.03.2024). Тӗрӗсленӗ: 2024 ҫулхи пушӑн 23-мӗшӗ.
  4. ^ РБК, 23 марта 2024. Путин заявил, что с украинской стороны готовили «окно» для террористов
  5. ^ РБК, 26 марта 2024. Бортников обвинил спецслужбы Украины в содействии теракту в «Крокусе»
  6. ^ РБК, 27 марта 2024. Песков заявил, что официальных версий теракта в «Крокусе» еще не называли
  7. ^ Schmitt, Eric. What We Know About ISIS-K, the Group That Claimed Responsibility for the Moscow Attack (2024-03-22). 2024 ҫулхи пушӑн 23-мӗшӗнче архивланӑ. Тӗрӗсленӗ: 2024 ҫулхи пушӑн 23-мӗшӗ.
  8. ^ ISIS claims responsibility for attack in busy Moscow-area concert venue that left at least 40 dead, CNN (2024-03-22). 2024 ҫулхи пушӑн 22-мӗшӗнче архивланӑ. Тӗрӗсленӗ: 2024 ҫулхи пушӑн 22-мӗшӗ.
  9. ^ Moscow concert hall attack latest: ISIS claims responsibility for shooting that killed more than 60 people (англ.). The Independent. Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи пушӑн 23-мӗшӗ. Архивланӑ 2024 ҫулхи пушӑн 23-мӗшӗ.
  10. ^ Ведомости, 25 марта 2024. Что такое запрещенный в России «Вилаят Хорасан»
  11. ^ Интерфакс, 24 марта 2024. Вице-президент США возложила ответственность за теракт в Crocus City Hall на ИГ
  12. ^ Путин назвал кровавым и варварским теракт в «Крокус Сити Холле» (23.03.2024). Тӗрӗсленӗ: 2024 ҫулхи пушӑн 23-мӗшӗ.
  13. ^ Свыше двух тысяч человек проходят потерпевшими по делу о "Крокусе" (2025-05-20). 2025 ҫулхи ҫӑвӑн 21-мӗшӗнче архивланӑ. Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи ҫӑвӑн 20-мӗшӗ.
  14. ^ СК завершил расследование теракта в «Крокусе» и назвал Украину заказчиком (2025-06-23). 2025 ҫулхи авӑнӑн 19-мӗшӗнче архивланӑ. Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи ҫӗртмен 24-мӗшӗ.
  15. ^ 1, 2 Число погибших детей при теракте в «Крокусе» выросло до шести (2024-04-03). 2024 ҫулхи акан 3-мӗшӗнче архивланӑ. Тӗрӗсленӗ: 2024 ҫулхи акан 3-мӗшӗ. Цитатăланă чухнехи йăнăш Неверный тег <ref>: название «:2» определено несколько раз для различного содержимого
  16. ^ Число жертв теракта в «Крокусе» достигло 150 | | ИЗНАНКА | 28.09.2025 07:30:00 (выр.). iznanka.news. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи авӑнӑн 28-мӗшӗ.
  17. ^ В Москве начинается судебный процесс по уголовному делу о теракте в "Крокусе" (2025-08-04). 2025 ҫулхи авӑнӑн 27-мӗшӗнче архивланӑ. Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи ҫурлан 3-мӗшӗ.
  18. ^ 1, 2, 3, 4 Процесс по делу о теракте в «Крокусе» в Мосгорсуде начнется 4 августа (2025-07-21). 2025 ҫулхи юпан 5-мӗшӗнче архивланӑ. Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи утӑн 21-мӗшӗ. Цитатăланă чухнехи йăнăш Неверный тег <ref>: название «:4» определено несколько раз для различного содержимого
  19. ^ Крокус. Mash (22 пушӑн 2024).
  20. ^ Теракт с десятками погибших в «Крокус Сити Холле». Главное. Тӗрӗсленӗ: 2024 ҫулхи пушӑн 22-мӗшӗ.
  21. ^ Один из зрителей «Крокус Сити Холла» обезвредил террориста (23.03.2024). Тӗрӗсленӗ: 2024 ҫулхи пушӑн 23-мӗшӗ.
  22. ^ 1, 2 Что известно о происшествии в "Крокус сити холле". Главное. Тӗрӗсленӗ: 2024 ҫулхи пушӑн 22-мӗшӗ.
  23. ^ Пожару в "Крокус сити холле" присвоен повышенный ранг сложности. Тӗрӗсленӗ: 2024 ҫулхи пушӑн 22-мӗшӗ.
  24. ^ В оперслужбах сообщили о втором взрыве в Crocus City Hall (2024-03-22). Тӗрӗсленӗ: 2024 ҫулхи пушӑн 22-мӗшӗ.
  25. ^ Вертолеты сбросили около 160 тонн воды на горящий "Крокус сити холл" (23.03.2024). Тӗрӗсленӗ: 2024 ҫулхи пушӑн 23-мӗшӗ.
  26. ^ Минздрав Подмосковья опубликовал список из 145 госпитализированных после теракта (23.03.2024). Тӗрӗсленӗ: 2024 ҫулхи пушӑн 23-мӗшӗ.
  27. ^ Интерфакс, 24 марта 2024. Спасатели сделали проем в стене Crocus для прохода тяжелой техники
  28. ^ Поисковую операцию на месте теракта в «Крокусе» продлили на день (2024-03-25). Тӗрӗсленӗ: 2024 ҫулхи пушӑн 25-мӗшӗ.
  29. ^ Спасатели завершили разбор завалов в "Крокус сити холле" (2024-03-26). Тӗрӗсленӗ: 2024 ҫулхи пушӑн 26-мӗшӗ.
  30. ^ Бастрыкин потребовал поименно установить заказчиков теракта в «Крокусе» (2024-03-31). Тӗрӗсленӗ: 2024 ҫулхи пушӑн 31-мӗшӗ.
  31. ^ Суд признал более 1,7 тыс. человек потерпевшими по делу о теракте в «Крокусе». Известия (1 ҫӗртмен 2024). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи ҫӗртмен 2-мӗшӗ.
  32. ^ Выплаты пострадавшим в "Крокусе" начнутся с 23 сентября (2024-09-20). Тӗрӗсленӗ: 2024 ҫулхи авӑнӑн 20-мӗшӗ.
  33. ^ Опубликовано видео допроса террориста из "Крокуса" (23.03.2024). Тӗрӗсленӗ: 2024 ҫулхи пушӑн 23-мӗшӗ.
  34. ^ РИА Новости: Террористы из "Крокуса" ехали по трассе со скоростью более 140 км/ч - Российская газета (2024-03-26). Тӗрӗсленӗ: 2024 ҫулхи пушӑн 27-мӗшӗ.
  35. ^ Суд арестовал четырех фигурантов дела о теракте в «Крокус Сити Холле» (24.03.2024). Тӗрӗсленӗ: 2024 ҫулхи пушӑн 25-мӗшӗ.
  36. ^ Суд назвал имена фигурантов дела о теракте в «Крокус Сити Холле». Тӗрӗсленӗ: 2024 ҫулхи пушӑн 25-мӗшӗ.
  37. ^ Жирнов, Степан. «Не едем на турнир?» Мальчик, сбитый террористами, пришёл в сознание. Тӗрӗсленӗ: 2024 ҫулхи пушӑн 25-мӗшӗ.
  38. ^ Суд арестовал пятого обвиняемого по делу о теракте в "Крокус сити холле" (2024-03-25). Тӗрӗсленӗ: 2024 ҫулхи пушӑн 25-мӗшӗ.
  39. ^ Суд арестовал седьмого фигуранта дела о теракте в "Крокусе" (2024-03-25). Тӗрӗсленӗ: 2024 ҫулхи пушӑн 25-мӗшӗ.
  40. ^ Екатерина КОСОБОКОВА |. Суд арестовал восьмого фигуранта по делу о теракте в «Крокусе» Алишера Касимова (выр.). kp.ru -. Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи пушӑн 26-мӗшӗ.
  41. ^ Росфинмониторинг внес напавших на «Крокус» в реестр террористов. rbc.ru (28 пушӑн 2024). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи пушӑн 28-мӗшӗ.
  42. ^ В суде раскрыли имя девятого фигуранта дела о теракте в "Крокусе" - Российская газета (2024-03-29). Тӗрӗсленӗ: 2024 ҫулхи пушӑн 29-мӗшӗ.
  43. ^ В Москве арестовали девятого фигуранта дела о теракте в «Крокусе» (2024-03-29). Тӗрӗсленӗ: 2024 ҫулхи пушӑн 29-мӗшӗ.
  44. ^ Суд арестовал девятого фигуранта дела о теракте в "Крокусе" (29.03.2024). Тӗрӗсленӗ: 2024 ҫулхи пушӑн 29-мӗшӗ.
  45. ^ Суд арестовал десятого фигуранта дела о теракте в "Крокусе" (01.04.2024). Тӗрӗсленӗ: 2024 ҫулхи акан 1-мӗшӗ.
  46. ^ СК раскрыл имя и роль еще одного фигуранта дела о теракте в «Крокусе» (2024-04-01). Тӗрӗсленӗ: 2024 ҫулхи акан 1-мӗшӗ.
  47. ^ Mash: фигуранта дела о теракте в «Крокусе» поставили на учет незаконно. News.ru (11 ҫӗртмен 2024). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи ҫӗртмен 11-мӗшӗ.
  48. ^ ФСБ сообщила о задержании еще троих фигурантов дела о теракте в «Крокусе» (2024-04-04). Тӗрӗсленӗ: 2024 ҫулхи акан 4-мӗшӗ.
  49. ^ Басманный суд арестовал еще одного фигуранта дела о теракте в «Крокусе» (2024-04-05). Тӗрӗсленӗ: 2024 ҫулхи акан 5-мӗшӗ.
  50. ^ ТАСС узнал о фигурантах дела о халатности после теракта в «Крокусе». Тӗрӗсленӗ: 2024 ҫулхи акан 8-мӗшӗ.
  51. ^ В РФ задержали еще одного фигуранта дела о теракте в «Крокус Сити Холле» (2024-04-26). Тӗрӗсленӗ: 2024 ҫулхи акан 26-мӗшӗ.
  52. ^ Силовики задержали еще одного фигуранта дела о теракте в «Крокусе» (2024-04-26). Тӗрӗсленӗ: 2024 ҫулхи акан 26-мӗшӗ.
  53. ^ Басманный суд арестовал 12-го фигуранта дела о теракте в «Крокусе» (2024-04-27). Тӗрӗсленӗ: 2024 ҫулхи акан 27-мӗшӗ.
  54. ^ Суд продлил арест четверым пособникам напавших на "Крокус" террористов. ТАСС (16 ҫӑвӑн 2024). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи ҫӑвӑн 16-мӗшӗ.
  55. ^ https://www.rbc.ru/rbcfreenews/664733029a79479f7e2e0666. РБК (17 ҫӑвӑн 2024). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи ҫӑвӑн 17-мӗшӗ.
  56. ^ По делу о теракте в «Крокусе» арестовано 18 человек. Известия (1 ҫӗртмен 2024). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи ҫӗртмен 2-мӗшӗ.
  57. ^ Суд продлил арест четырем обвиняемым в теракте в «Крокусе» (2024-08-16). Тӗрӗсленӗ: 2024 ҫулхи ҫурлан 20-мӗшӗ.
  58. ^ Суд продлил арест еще четырем обвиняемым в теракте в «Крокусе» (2024-08-19). Тӗрӗсленӗ: 2024 ҫулхи ҫурлан 20-мӗшӗ.
  59. ^ До 22 ноября продлили арест 4 фигурантов по делу о теракте в «Крокусе» (2024-08-20). Тӗрӗсленӗ: 2024 ҫулхи ҫурлан 20-мӗшӗ.
  60. ^ Еще один фигурант дела о теракте в «Крокусе» частично признал вину (2024-08-23). Тӗрӗсленӗ: 2024 ҫулхи ҫурлан 23-мӗшӗ.
  61. ^ Виктория Шварц. Бастрыкин заявил, что по делу о теракте в "Крокус Сити Холле" обвиняются 27 фигурантов (2025-01-14). Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи кӑрлачӑн 15-мӗшӗ.
  62. ^ Исполнителям теракта в «Крокусе» продлили арест до 24 марта (19.02.2025). Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи нарӑсӑн 19-мӗшӗ.
  63. ^ В США арестовали террориста, инструктировавшего напавших на «Крокус». Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи пушӑн 7-мӗшӗ.
  64. ^ Организаторы теракта в "Крокусе" и брат террориста Файзова находятся в розыске (2025-08-01). 2025 ҫулхи ҫурлан 12-мӗшӗнче архивланӑ. Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи ҫурлан 1-мӗшӗ.
  65. ^ В СК рассказали об изъятом оружии с места теракта в "Крокус сити холле". Тӗрӗсленӗ: 2024 ҫулхи пушӑн 24-мӗшӗ.
  66. ^ Мария МАМАЕВА |. В Душанбе ведут следственные мероприятия с родными террористов из «Крокуса» (выр.). kp.ru -. Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи пушӑн 26-мӗшӗ.
  67. ^ Сергей Чиков |. Бортников: Украина готовила боевиков на Ближнем Востоке (выр.). kp.ru - (26 пушӑн 2024). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи пушӑн 26-мӗшӗ.
  68. ^ РБК, 27 марта 2024. Участника телеграм-группы с террористами из «Крокуса» вышлют из России
  69. ^ ТАСС сообщил, что атаковавшие «Крокус» террористы были под наркотиками (2024-03-28). Тӗрӗсленӗ: 2024 ҫулхи пушӑн 28-мӗшӗ.
  70. ^ В крови террористов из "Крокуса" обнаружили психотропные наркотические вещества - Российская газета (2024-03-28). Тӗрӗсленӗ: 2024 ҫулхи акан 2-мӗшӗ.
  71. ^ СК получил доказательства связи террористов из "Крокуса" с Украиной (2024-03-28). Тӗрӗсленӗ: 2024 ҫулхи пушӑн 28-мӗшӗ.
  72. ^ Источник: под Душанбе задержали девять человек по делу об атаке на "Крокус" (20240329T1257). Тӗрӗсленӗ: 2024 ҫулхи пушӑн 29-мӗшӗ.
  73. ^ Обвиняемые в теракте в "Крокусе" заявили, что ехали в Киев за наградой (29.03.2024). Тӗрӗсленӗ: 2024 ҫулхи пушӑн 29-мӗшӗ.
  74. ^ Задержанные в Дагестане террористы снабжали деньгами и оружием атаковавших "Крокус" (2024-04-01). Тӗрӗсленӗ: 2024 ҫулхи акан 1-мӗшӗ.
  75. ^ ФСБ заявила о причастности задержанных в Дагестане боевиков к теракту в «Крокусе» (2024-04-01). Тӗрӗсленӗ: 2024 ҫулхи акан 1-мӗшӗ.
  76. ^ В Турции задержали жителей Таджикистана по подозрению в подготовке теракта (01.04.2024). Тӗрӗсленӗ: 2024 ҫулхи акан 1-мӗшӗ.
  77. ^ Пострадавшие в "Крокусе" просят СК возбудить дело в отношении владельцев комплекса (2024-04-02). Тӗрӗсленӗ: 2024 ҫулхи акан 2-мӗшӗ.
  78. ^ Семерых фигурантов дела о теракте в «Крокусе» внесли в реестр террористов. Тӗрӗсленӗ: 2024 ҫулхи акан 9-мӗшӗ.
  79. ^ Росфинмониторинг раскрыл, как финансировался теракт в "Крокусе" - Российская газета (2024-04-25). Тӗрӗсленӗ: 2024 ҫулхи акан 25-мӗшӗ.
  80. ^ СК возбудил дело об оказании небезопасных услуг в связи с нападением на "Крокус". ТАСС (31 ҫӑвӑн 2024). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи ҫӑвӑн 31-мӗшӗ.
  81. ^ Стало известно о пяти новых фигурантах дела о теракте в "Крокусе" (2024-08-29). Тӗрӗсленӗ: 2024 ҫулхи ҫурлан 29-мӗшӗ.
  82. ^ Стали известны подробности о новом фигуранте по делу о теракте в "Крокусе" (2024-08-29). Тӗрӗсленӗ: 2024 ҫулхи ҫурлан 29-мӗшӗ.
  83. ^ Пятеро фигурантов дела о теракте в "Крокусе" обеспечивали нападавших оружием (2024-08-29). Тӗрӗсленӗ: 2024 ҫулхи ҫурлан 29-мӗшӗ.
  84. ^ Четыре фигуранта дела о теракте в «Крокусе» состояли в «Вилаят Хорасан». Тӗрӗсленӗ: 2024 ҫулхи юпан 3-мӗшӗ.
  85. ^ В деле «Крокуса» взят новый след. kommersant.ru (1 чӳкӗн 2024). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи чӳкӗн 1-мӗшӗ.
  86. ^ Стали известны личности передавших оружие напавшим на «Крокус» террористам (2024-11-02). Тӗрӗсленӗ: 2024 ҫулхи чӳкӗн 2-мӗшӗ.
  87. ^ Четырем фигурантам дела о теракте в «Крокусе» переквалифицировали обвинение (2024-11-20). Тӗрӗсленӗ: 2024 ҫулхи чӳкӗн 20-мӗшӗ.
  88. ^ В Ингушетии задержали предполагаемых пособников напавших на "Крокус" террористов (2024-12-04). Тӗрӗсленӗ: 2024 ҫулхи раштавӑн 5-мӗшӗ.
  89. ^ Anadolu: подельникам террористов из "Крокуса" грозит 15 лет тюрьмы в Турции (2025-01-02). Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи кӑрлачӑн 2-мӗшӗ.
  90. ^ Предварительное следствие по делу о теракте в «Крокус Сити Холле» завершилось. vm.ru (5 нарӑсӑн 2025). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи нарӑсӑн 5-мӗшӗ.
  91. ^ Владелец «Крокус Сити Холла» признан потерпевшим по делу о теракте. aif.ru (11 нарӑсӑн 2025). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи нарӑсӑн 11-мӗшӗ.
  92. ^ Экспертиза признала вменяемыми исполнителей теракта в «Крокус Сити Холле». Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи акан 14-мӗшӗ.
  93. ^ Пособнику террористов из «Крокуса» в Новосибирске дали 14 лет колонии (2025-07-22). Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи утӑн 22-мӗшӗ.
  94. ^ Турция может выдать РФ всех скрывшихся фигурантов дела о теракте в "Крокусе" (29.07.2025). 2025 ҫулхи авӑнӑн 27-мӗшӗнче архивланӑ. Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи утӑн 29-мӗшӗ.
  95. ^ Потерпевшие по делу «Крокуса» попросили арестовать имущество Агаларовых. 2025 ҫулхи юпан 4-мӗшӗнче архивланӑ. Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи авӑнӑн 23-мӗшӗ.
  96. ^ Возле «Крокуса» начали возводить мемориал жертвам теракта (2025-02-21). Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи нарӑсӑн 21-мӗшӗ.
  97. ^ Открытие мемориала жертвам теракта в «Крокус Сити Холле». Фоторепортаж (2025-03-22). Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи пушӑн 24-мӗшӗ.
  98. ^ Центробанк рекомендовал списать долги погибших при теракте в "Крокусе" (25.03.2024). Тӗрӗсленӗ: 2024 ҫулхи пушӑн 25-мӗшӗ.
  99. ^ Центробанк предложил банкам простить долги погибших в «Крокусе». Тӗрӗсленӗ: 2024 ҫулхи пушӑн 25-мӗшӗ.
  100. ^ Группа «Пикник» проведет концерт памяти в Петербурге (2024-03-26). Тӗрӗсленӗ: 2024 ҫулхи пушӑн 26-мӗшӗ.
  101. ^ news.ru. news.ru (28 пушӑн 2024). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи пушӑн 28-мӗшӗ.
  102. ^ Воробьев заявил, что на месте «Крокуса» не будет концертного зала (2024-06-29). Тӗрӗсленӗ: 2024 ҫулхи ҫӗртмен 29-мӗшӗ.
  103. ^ Напавшие на «Крокус» террористы планировали атаковать центр Москвы - Газета.Ru | Новости (2025-03-20). Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи пушӑн 20-мӗшӗ.
  104. ^ Купившего террористам билеты в «Крокус» приговорили к 14 годам колонии (2025-07-21). Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи утӑн 22-мӗшӗ.
  105. ^ Анна Холодкова. Суд приговорил к 14 годам колонии помощника обвиняемых в теракте в «Крокусе». kp.ru (21 утӑн 2025). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи утӑн 22-мӗшӗ.

Каҫӑсем