Кудрявцева Мария Николаевна

Кудрявцева Мария Николаевна (ҫур. Ҫӗмӗрле (Ҫӗмӗрле районӗ)) — нумай ача амӑшӗ, Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн хушӑвӗпе 2023 ҫулта «Ача амӑшӗ-героиня» хисеплӗ ята тивӗҫнӗ[1].

Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ

Кудрявцевсем Чӑваш Республикин Ҫӗмӗрле муниципаллӑ округри Ҫӗмӗрле ялӗнче пурӑнаҫҫӗ. Штукатур-маляр специальноҫне алла илнӗ, ӗҫленӗ. Килти хуҫалӑхпа аппаланать.

Мӑшӑрӗпе, Иван Кудрявцевпа, мӗн пӗчӗкрен паллашнӑ — иккӗшӗ те И. Н. Ульянов ячӗллӗ интернат-шкул(выр.)чăв. воспитанникӗсем пулнӑ. Иван Анатольевич — строительство сферинче хӑй тӗллӗн ӗҫлекен специалист. Пӗрле Кудрявцевсем вун пӗр ача пӑхса ӳстереҫҫӗ: ҫичӗ арҫын ача тата тӑватӑ хӗрача.

Малтанах ҫемье пӗр пӳлӗмлӗ хваттерте пурӑннӑ. Аслӑ ывӑлӗ, Андрей, ҫуралнӑ хыҫҫӑн ҫемье Ҫӗмӗрле ялне куҫса кайнӑ. 2017 ҫулта патшалӑх вӗсене нумай ачаллӑ ҫемьесем валли пурнӑҫлакан программӑпа 200 тӑваткал метр лаптӑклӑ ҫурт туса панӑ[2][3].

Ачисем

Андрей Кудрявцев, аслӑ ывӑлӗ, ятарлӑ ҫар операцийӗн(выр.)чăв. зонинче доброволец пулса хӗсметре тӑнӑ. Унччен Андрей Харьковпа Запорожье облаҫӗсене икӗ хутчен кайнӑ, гуманитари пулӑшӑвне(выр.)чăв. — апат-ҫимӗҫпе ӑшӑ тумтир — мирлӗ халӑха та, ҫар ҫыннисене те илсе ҫитернӗ. Патриотла воспитани парасси «Юнарми»(выр.)чăв. юхӑмӗнче пуҫланнӑ. Шкулта вӗреннӗ чухне вӑл ача-пӑча пултарулӑхӗн центрне хастар ҫӳренӗ. Тӑххӑрмӗш класс хыҫҫӑн пӗрремӗш хут «Зарница»(выр.)чăв. ҫарпа патриот вӑййине хутшӑннӑ. Андрей ҫавӑн пекех спорт шкулӗнче йывӑр атлетика(выр.)чăв. енӗпе айланнӑ, республика ӑмӑртӑвӗсенче медальсем ҫӗнсе илнӗ. СВО зонинчен таврӑннӑ хыҫҫӑн Андрей Ҫӗмӗрлери политехника техникумӗнче пӗлӳ илнӗ, ун хыҫҫӑн ача-пӑча пултарулӑхӗн центрне педагог-организатор пулса таврӑннӑ.

Аслӑ хӗрӗ Виктория — Н. Никольский ячӗллӗ Шупашкар педагогика колледжӗн студентки, пуҫламӑш классене вӗрентекен пулма вӗренет. Ӳкерессипе кӑсӑкланать, ӳнер шкулӗнчен вӗренсе тухнӑ.

Дмитрий ывӑлӗ те ӳкерессипе кӑсӑкланать.

Анастасия хӗрӗ юнарми юхӑмне хутшӑнать. Хутран япаласем тӑвассипе тата квиллингпа(выр.)чăв. аппаланать[2][3].

Кудрявцевсен кӗҫӗн ачисем — Илья, Давид, Иван, Ярослав, Валерия, София, Тимофей.

Савӑнӑҫ вӑл — вӗсем мӗнле ӳснине курни. Тӗрлӗрен, кашни хӑйӗн кӑмӑлӗпе — анчах пурте манӑн, юратнӑ ҫыннӑмсем! Эпӗ ачасене яланах ҫапла калатӑп: туслӑ пулӑр, пӗр-пӗринчен тытӑнса тӑрӑр. Эсир пӗрле чухне — пурте пулать! Вара кайран та пӗтӗм пысӑк ҫемье пирӗн киле пуҫтарӑнтӑр тетӗп — ачасем, мӑнуксем, мӑнуксен ачисем![4].Мария Кудрявцева

Хисепӗсем

2023 ҫулхи кӗркунне Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗ В. В. Путин Мария Кудрявцевӑна «Ҫемье институтне ҫирӗплетес тата ачасене воспитани парас ӗҫре пысӑк ҫитӗнӳсем тунӑшӑн» «Ача амӑшӗ-героиня»(выр.)чăв. хисеплӗ ятпа чысланӑ. Ҫӗршыв Президенчӗ 2022 ҫулхи ҫулла вунӑ е ытларах ача ӳстерекен Раҫҫей хӗрарӑмӗсене чысламалли тивӗҫлӗ хушу алӑ пусса «Ача амӑшӗ-героиня» хисеплӗ ят кӗртнӗ. Хисеп палли — ҫӗршывӑн гербӗллӗ(выр.)чăв., бриллиантсемпе(выр.)чăв. тата эмальленӗ ылтӑн ҫӑлтӑр; ун ҫумне 1 млн тенкӗ укҫан преми параҫҫӗ. Совет Союзӗнче ҫакнашкал хисеплӗ ят 47 ҫул пулнӑ; ӑна 430 000 ытла хӗрарӑм тивӗҫнӗ.

Ҫавӑн пекех Кудрявцевсен ҫемйи 2020 ҫулта «Ҫулталӑк ҫемйи» республика конкурсӗнче «Чи яваплӑ ҫемье» номинацире ҫӗнтерӳҫӗ пулса тӑнӑ.

Ӑнлантарусем

  1. ^ Указ Президента Российской Федерации от 18.09.2023 № 684 ∙ Официальное опубликование правовых актов ∙ Официальный интернет-портал правовой информации. publication.pravo.gov.ru. Пӑхнӑ кун: 2022 ҫулхи чӳкӗн 14-мӗшӗ. Архивланӑ 2022 ҫулхи чӳкӗн 14-мӗшӗ.
  2. ^ 1, 2 Жительница Чувашии получила почетное звание «Мать-героиня» (англ.). www.cheby24.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 6-мӗшӗ.
  3. ^ 1, 2 Родительский дом — начало начал… (англ.). www.sovch.chuvashia.com. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 6-мӗшӗ.
  4. ^ Родительский дом — начало начал… (англ.). www.sovch.chuvashia.com. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫурлан 6-мӗшӗ.