Силищева Татьяна Ивановна

Силищева Татьяна Ивановна (ҫур. паллӑ мар, Хусан) — нумай ача амӑшӗ, Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн хушӑвӗпе 2023 ҫулта «Ача амӑшӗ-героиня» хисеплӗ ята тивӗҫнӗ[1].

Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ

Татьяна Силищева Тутар АССРӗнчи Хусан хулинче ҫуралнӑ. Нумай ачаллӑ ҫемьере ӳснӗ, вунпӗр ачаран саккӑрмӗш пулнӑ. Тӑван ҫӗршывӗнче вӑл хӑйӗн пулас упӑшкине, Василий Гавриловича — ӑнӑҫлӑ предпринимателе, ҫӑмӑл атлетика енӗпе нумай хутчен Тутарстан чемпионне тата Пӗтӗм Раҫҫейри ӑмӑртусен призёрне тӗл пулнӑ.

Татьяна ательере ҫӗвӗҫ пулса ӗҫлеме пуҫланнӑ, каярахпа чукун ҫул ҫинче машинасене шутлакан станцийӗн операторӗн специальнӑҫне алла илнӗ.

Анат Камӑра Ревекка пӗрремӗш хӗрӗ ҫуралнӑ хыҫҫӑн ҫемье Улатӑр хулине куҫса кайнӑ, халӗ те унта пурӑнать.

2023 ҫул тӗлне тӑрӑх Силищевсен вун виҫӗ ача — ултӑ хӗрпе ҫичӗ ывӑл — пулнӑ. Вӗсем кроликсемпе килти кайӑк-кӗшӗк ӗрчетсе хушма хуҫалӑх тытса пыраҫҫӗ[2].

Ачисем

Ревекка аслӑ хӗрӗ хыҫҫӑн Авель, Евника тата Эвелина умлӑ-хыҫлӑн ҫуралнӑ, унтан тата сакӑр ача: Тимофей, Елизавета, Марк, Анита, Илия, Филипп, Никита, Виргиния. Кӗҫӗн ывӑлӗ Эрвин 2015 ҫулта ҫут тӗнчене килнӗ.

Ачасем тӗрлӗ енпе ҫитӗнӳсем тунӑ. Вӗсенчен чылайӑшӗ ҫӑмӑл атлетикӑра, сӗтелҫи теннисра тата йӗлтӗрпе чупассинче наградӑсем ҫӗнсе илсе ӑнӑҫлӑ спортсменсем пулса тӑнӑ.

Пиллӗкӗшӗ Улатӑрти ӳнер шкулӗнче профессилле музыка пӗлӗвне илнӗ, тӑмра, сӗрме купӑс, аккордеон тата гитара каланӑ, Эвелина Европӑри сценӑсем ҫинче те ҫитӗнӳпе палӑрнӑ.

Ачасенчен чылайӑшӗ ҫитӗнсе хӑйсем тӗллӗн пурӑнаҫҫӗ пулин те вӗсене пӗрлехи интерессемпе ҫул ҫӳревсене юратни пӗрлештерсе тӑрать.

Вӗсем тӗрлӗ профессие алла илнӗ: хӗрӗсем — банк ӗҫӗнче тата медицинӑра, ывӑлӗсем — строительство сферинче.

2023 ҫул тӗлне Татьянӑпа Василин икӗ мӑнук пулнӑ, вӗсен пилӗк ачи хӑйсен ҫемйисене йӗркеленӗ[2].

Хисепӗсем

2023 ҫулхи кӗркунне Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗ В. В. Путин Татьяна Силищевӑна «Ҫемье институтне ҫирӗплетес тата ачасене воспитани парас ӗҫре пысӑк ҫитӗнӳсем тунӑшӑн» «Ача амӑшӗ-героиня»(выр.)чăв. хисеплӗ ятпа чысланӑ. Ҫӗршыв Президенчӗ 2022 ҫулхи ҫулла вунӑ е ытларах ача ӳстерекен Раҫҫей хӗрарӑмӗсене чысламалли тивӗҫлӗ хушу алӑ пусса «Ача амӑшӗ-героиня» хисеплӗ ят кӗртнӗ. Хисеп палли — ҫӗршывӑн гербӗллӗ(выр.)чăв., бриллиантсемпе(выр.)чăв. тата эмальленӗ ылтӑн ҫӑлтӑр; ун ҫумне 1 млн тенкӗ укҫан преми параҫҫӗ. Совет Союзӗнче ҫакнашкал хисеплӗ ят 47 ҫул пулнӑ; ӑна 430 000 ытла хӗрарӑм тивӗҫнӗ.

Кун пек пысӑк хисепе тивӗҫни, паллах, пирӗншӗн питӗ хаклӑ чыс. «Ача амӑшӗ-героиня» хисеп — амӑшӗн пысӑк миссине тата нумай ачаллӑ ҫирӗп ҫемьесен патшалӑх шайӗнчи пӗлтерӗшне йышӑнни. Эпир — ҫемьере-и, обществӑра-и — пиртен кашни таврари ҫынсемшӗн ырӑ тӗслӗх пулма тӑрӑшмаллине яланах ӑнланнӑ[3].Татьяна Силищева

Татьяна Силищева — Чӑваш Республикинчи «Ача амӑшӗ-героиня» хисеплӗ ята илнӗ иккӗмӗш нумай ачаллӑ амӑшӗ. Ҫав ҫулах ҫакӑн пек чыса Ҫӗмӗрле районӗнчи Ҫӗмӗрле ялӗнчи вунпӗр ача амӑшӗ Кудрявцева Мария Николаевна тивӗҫнӗ.

Ӑнлантарусем