Сайбель Марина Васильевна
Сайбель Марина Васильевна (ҫур. 1969, Коми Республики) — нумай ача амӑшӗ, Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн хушӑвӗпе 2023 ҫулта «Ача амӑшӗ-героиня» хисеплӗ ята тивӗҫнӗ[1].
Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ
Коми Республикинче 1969 ҫулта ҫуралнӑ. Ашшӗ-амӑшӗпе Волгоград облаҫӗнче пурӑннӑ. Ашшӗ вӑл тӑватӑ ҫулта чухне ҫӗре кӗнӗ. Ултӑ ҫулта амӑшӗпе Тутарстанри Ҫыранҫи Чаллӑна куҫса кайнӑ.
1988 ҫулта «КамАЗ»(выр.)чăв. заводра водитель-испытатель пулса ӗҫлекен Андрей Сайбельпе паллашнӑ. Паллашӑвӑн иккӗмӗш кунӗнче вӑл ӑна качча тухма ыйтнӑ. 1992 ҫулта вӗсен пӗрремӗш хӗрӗ — Ксения — ҫуралнӑ.
1994 ҫулта ҫемье Ҫӗмӗрле хулине куҫса кайнӑ. Ҫак вӑхӑт тӗлне Марина Мускаври коммерци институтне(выр.)чăв. куҫӑн мар майпа вӗренсе пӗтерсе товаровед пулса ӗҫленӗ.
Ачасем ҫуралнӑ хыҫҫӑн килти хуҫалӑхпа аппаланма тытӑннӑ. Андрей Сайбель вырӑнти автошкулта ҫул-йӗр правилисен преподавателӗнче ӗҫлет. Ҫемье малтан уйрӑм ҫуртра пурӑннӑ, 2009 ҫулта вара патшалӑх 100 метрлӑ хваттер панӑ.
2024 ҫул тӗлне, Маринӑпа Андрей — 11 ача ашшӗ-амӑшӗ. Вӗсен тӑхӑр хӗр — Ксения, Анастасия, Елизавета, Серафима, Валентина, Любовь, Юлия, Светлана, Лидия тата икӗ ывӑл — Андрейпа Александр.
Ҫемье хулари ыр кӑмӑллӑх акцийӗсене хутшӑнать, уйрӑмах ҫемье хаклӑхӗсене халалланӑ мероприятисене тимлӗх уйӑрать. Марина ятарлӑ ҫар операцине(выр.)чăв. хутшӑнакансем валли маскировка тетелӗсем ӑсталас тата гуманитари пулӑшӑвне валеҫес енӗпе те ӗҫлет.
2009 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче Марина Сайбель Раҫҫей рекорчӗсен кӗнекине кӗнӗ: вӑл умлӑ хыҫлӑ пӗр арлӑхлӑ 9 ача (хӗрачасем) ҫуратнӑ пӗртен-пӗр хӗрарӑм [2][3][4][5].
Ачисем
Пур ачи те юрӑ-кӗвӗпе кӑсӑкланнӑ: тӑхӑр хӗртен саккӑрӑшӗ Ҫӗмӗрле ача-пӑча ӳнер шкулӗнчен вокал, хор, фортепиано тата тӑмра енӗпе вӗренсе тухнӑ, ывӑлӗсем чиркӳ хорӗнче юрлаҫҫӗ. Ҫӗлессипе, ӳкерессипе, апат-ҫимӗҫ пӗҫерессипе, спортӑн тӗрлӗ тӗсӗпе те кӑсӑкланаҫҫӗ. Килӗнче пысӑк библиотека пур.
Ҫемье ҫулсеренех Киров облаҫӗнчи Вятские Поляны ҫывӑхӗнчи христиан лагерьне ҫӳрет.
Виҫӗ аслӑ хӗрӗ качча кайнӑ. Маринӑпа Алексейӑн 2024 ҫул тӗлне 13 мӑнук пулнӑ.
Сайбель ачисем Владимир облаҫӗнче, Хусанта тата Ҫӗмӗрлере пурӑнаҫҫӗ. Валентина хӗрӗ Чӑваш патшалӑх аграри университетӗнче вӗренет, Люба — Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗ ҫумӗнчи халӑх хуҫалӑхӗпе патшалӑх службин академийӗнче(выр.)чăв., Светлана Шупашкарти коопераци техникумӗнче менеджер специальнӑҫне алла илет, Юлия И. К. Глушков ячӗллӗ Оршанск нумай профильлӗ колледжра шкулчченхи педагогикӑна куҫан мар майпа вӗренет, Хусанта ӗҫлет.
Кӗҫӗн ачисем, Лидия, Андрей тата Александр, Мускав патшалӑх гимназийӗнче килти вӗрентӳ мелӗпе ӑс пухаҫҫӗ.
Хисепӗсем
2023 ҫулхи кӗркунне Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗ В. В. Путин Марина Сайбеле «Ҫемье институтне ҫирӗплетес тата ачасене воспитани парас ӗҫре пысӑк ҫитӗнӳсем тунӑшӑн» «Ача амӑшӗ-героиня»(выр.)чăв. хисеплӗ ятпа чысланӑ. Ҫӗршыв Президенчӗ 2022 ҫулхи ҫулла вунӑ е ытларах ача ӳстерекен Раҫҫей хӗрарӑмӗсене чысламалли тивӗҫлӗ хушу алӑ пусса «Ача амӑшӗ-героиня» хисеплӗ ят кӗртнӗ. Хисеп палли — ҫӗршывӑн гербӗллӗ(выр.)чăв., бриллиантсемпе(выр.)чăв. тата эмальленӗ ылтӑн ҫӑлтӑр; ун ҫумне 1 млн тенкӗ укҫан преми параҫҫӗ. Совет Союзӗнче ҫакнашкал хисеплӗ ят 47 ҫул пулнӑ; ӑна 430 000 ытла хӗрарӑм тивӗҫнӗ.
Ӑнлантарусем
- ^ Указ Президента Российской Федерации от 21.12.2023 № 977 «О награждении государственными наградами Российской Федерации» (выр.). Официальное опубликование правовых актов (21 раштавӑн 2023). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи авӑнӑн 29-мӗшӗ.
- ^ Марина Сайбель: «Семья сильна любовью»(паллӑ мар). www.bezformata.com. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи авӑнӑн 29-мӗшӗ.
- ^ Жительница Чувашии родила 11 детей и получила звание "Мать-героиня" (выр.). www.pg21.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи авӑнӑн 29-мӗшӗ.
- ^ Еще одной жительнице Шумерли присвоено звание «Мать-героиня» (выр.). www.cheb.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи авӑнӑн 29-мӗшӗ.
- ^ Книга рекордов Росси (выр.). www.knigarekordovrossii.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи авӑнӑн 29-мӗшӗ.