Кузнецов Александр Александрович (актёр, 1992)

Кузнецов Александр Александрович (ҫур. 1992 ҫулхи утӑн 22-мӗшӗ, Севастополь) — Раҫҫейри театрпа кино актёрӗ. Раҫҫейри «Кинотавр» уҫӑ кинофестиваль лауреачӗ (2019). «Скиф», «Кислота», «Сердце Пармы» фильмсенче тӗп рольсене вылянӑ тӑрӑх, ҫавӑн пекех тӗнче шайӗнчи «Фантастикӑллӑ тварьсем: Дамблдор вӑрттӑнлӑхӗ» тата «Главы государств» проектсене хутшӑннипе паллӑ.

2022 ҫултанпа Лондонра (Аслӑ Британи) пурӑнать, унта ӗҫлет.

Пурнӑҫӗ

Севастопольти моряк ҫемйинче ҫуралса ӳснӗ[1]. 16 ҫулта Мускава театр училищине вӗренме кайнӑ, анчах Киева таврӑннӑ, унта вара эстрадӑпа цирк академийӗнче (Л. И. Утёсов ячӗллӗ КМАЭЦИ) конферансьене вӗреннӗ. Каярахпа Карпенко-Карый ячӗллӗ института вӗренме кӗнӗ[2].

2011 ҫулта Мускава куҫнӑ та ГИТИСа режиссёр факультетне (Евгений Каменьковичпа Дмитрий Крымов курсӗ) вӗренме кӗнӗ, 2015 ҫулта вӗренсе тухнӑ.

Театр сцени ҫинче пӗрремӗш хут 2014 ҫулта Драма ӳнер шкулӗнче Дмитрий Крымовӑн «О-й. Поздняя любовь» спектаклӗнче вылянӑ[3]. Постановка «Ылтӑн маска» (2016) премине тивӗҫнӗ. ГИТИСӑн вӗренӳ театрӗнче, каярахпа «На Страстном» суту-илӳ центрӗнче Николай Гоголь(выр.)чăв. пьеси тӑрӑх хӑйӗн «Игроки» спектакльне лартнӑ.

2015—2017 ҫулсенче А. П. Чехов ячӗллӗ МХТ-ра стажёрсен ушкӑнӗнче вылянӑ, унта вӑл Александр Молочниковӑн «Бунтари» спектакльте Сергей Нечаев сӑнарне калӑпланӑ.

2018 ҫулта Рустам Мосафирӑн «Скиф», Кирилл Серебренниковӑн «Лето» тата Александр Горчилинӑн «Кислота» фильмӗсем тухнӑ хыҫҫӑн ӑна самай паллама пуҫланӑ[4]. 2019 ҫулта Алексей Ивановӑн «Парма чӗри» романӗ тӑрӑх ӳкернӗ фильмра (Михаил кнеҫ ролӗ) вылянӑ, ҫавӑн пекех Луи Гаррельпа пӗрле «Манӑн легионер» (Франци, Бельги) ют ҫӗршыври пӗрремӗш проекта хутшӑннӑ[5].

2020 ҫулта HBO Max валли «Камикадзе» Дани сериалӗнче (Эрленд Лу «Мулей» романӗн экранизацийӗ) ӳкерӗннӗ[6].

2022 ҫулхи ака уйӑхӗнче Дэвид Йейтсӑн «Фантастикӑллӑ тварьсем: Дамблдор вӑрттӑнлӑхӗ»(выр.)чăв. фильм тухать, унта Кузнецов Хельмут ятлӑ тӗттӗмпе кӗрешенкенӗн сӑнарне калӑпланӑ[7]. Ҫапла май вӑл Голливудри пысӑк франшизӑна пӗрремӗш хут хутшӑннӑ.

2022 ҫулхи пӑтӑрмахсем хыҫҫӑн Раҫҫейрен тухса кайса Аслӑ Британире тӗпленнӗ. Тӗнче шайӗнчи проектсене малалла хутшӑнать. 2025 ҫулта Илья Найшуллер режиссёрӑн «Главы государств» (Heads of State) боевик тухнӑ, Кузнецов унта иккӗмӗш планри пӗр роле вылянӑ.

Айкидо(выр.)чăв. енӗпе хура пиҫиххи пур. Space Punk Industry музыка ушкӑнӗн фронтменӗ пулнӑ.

Пултарулӑхӗ

Театрти рольсем

Ҫул Ячӗ Вылянӑ Театр Режиссёр
2014 «О-й. Поздняя любовь» Николай Шаблов Драма ӳнерӗн шкулӗ Дмитрий Крымов
2015 «Игроки» Ихарев «На Страстном» суту-илӳ центрӗ Александр Кузнецов
«Бунтари» Сергей Нечаев А. П. Чехов ячӗллӗ МХТ Александр Молочников
2017 «Ночь влюблённых» (рольне кӑтартман)

Фильмографи

Ҫул Ячӗ Вылянӑ
2015 Синдром Петрушки Ҫамрӑк Петя
2018 Скиф Куница
Лето Скептик
Кислота Петя
Спитак Виктор
2019 Папа, сдохни Матвей
Братство Ларёк
Гроза Ваня Кудряш
Люби их всех Дима
Большая поэзия Виктор
2021 Мой легионер (Mon légionnaire) Влад Савченко
2022 Фантастические твари: Тайны Дамблдора Хельмут
Сердце Пармы Михаил Ермолаевич кнеҫ
2023 Клипмейкеры Вася Коппола
2025 Главы государств (Heads of State) Саша
Свободное падение Максим Бортников
Два прокурора Александр Корнев
2026 Молодой Сталин (ӗҫре) Иосиф Джугашвили

Телевидение и сериалы

Ҫул Ячӗ Роль Ӑнлантару Канал / Платформа
2014 Бесы гимназист 4 сери Россия-1
Лермонтов Барятинский кнеҫ док. фильм Первый канал
2016 Красные браслеты Женя 12 сери
2018 Ненастье Ян Сучилин 11 сери Россия-1
Лучше, чем люди Барс 2 сезон START
2019 Содержанки Кир (Кирилл) Сомов 1–3 сезонсем
БиХэппи Максим Сергиевский 2 сезон Premier
2020 Котёл Савелий Котлов фильм Okko
2021 Камикадзе Криштоф 8 сери HBO Max
2022 Химера Константин Коньков 10 сери IVI
2026 Шаман (ӗҫре) Александр Воронов 8 сери Premier

Наградӑсем

  • 2017 — «тӗнче шайӗнчи ВГИК фестивалӗ» — «Собачатина» (Пиччӗшӗн рольне вылянишӗн) фильмри тӗп рольшӗн ВГИК фестивалӗн пӗрремӗш тапхӑрӗнчи «Чи лайӑх актёр» номинацире ҫӗнтернӗ[8][9];
  • 2018 — «Сухумири тӗнче кинофестивалӗ» — «Собачатина» фильмри тӗп рольшӗн (Пиччӗше выляни) «Чи лайӑх актёр» номинаци ҫӗнтерӳҫи;
  • 2018 — OK! Awards «Ҫӑлтӑртан та сумлӑрах» — «Ҫӗнӗ ятсем — Кино» номинацире ҫӗнтернӗ[10];
  • 2018 — Пӗтӗм тӗнчери Subtitle. The angela awards Европа кино фестивалӗ — «Кислота» фильмри Петя ролӗшӗн преми[11];
  • 2019 — «Кинорепортёр» журнал ММКФ шайӗнче ҫулсерен паракан «Аванс» преми лауреачӗ (чи ӑнӑҫлӑ ҫамрӑк кинематографист)[12];
  • 2019 — ММКФ шайӗнче ҫулсерен паракан Chopard премийӗн Talent Award номинацийӗн лауреачӗ (ҫамрӑк актёрсене ятарлӑ премийӗ), «Кислота» фильмри рольшӗн[13];
  • 2019 — Сочире иртнӗ XXX Раҫҫейри «Кинотавр» уҫӑ кинофестивальте чи лайӑх арҫын рольне вылянӑшӑн («Большая поэзия» фильм, реж. Александр Лунгин) Олег Янковский ячӗллӗ приза тивӗҫнӗ;
  • 2019 — Сахалинта иртнӗ тӗнче шайӗнчи «Край света. Восток» кинофестивалӗнче чи лайӑх арҫын рольне вылянӑшӑн панӑ приз («Большая поэзия» фильм, реж. Александр Лунгин);
  • 2019 — Раҫҫейри «Амурти кӗркунне» уҫӑ кинопа театр фестивалӗнче чи лайӑх арҫын рольне вылянӑшӑн (в фильме «Котёл», реж. Ева Басс) панӑ приз[14];
  • 2019 — OK! Awards «Ҫӑлтӑртан та сымлӑрах» — «Тӗп герой — Кино» номинаци ҫӗнтерӳҫи[15];
  • 2022 — Раҫҫейри Forbes редакци ҫулсерен палӑртакан «З0-тан 30» рейтингӗ — «Искусство» номинацин ҫӗнтерӳҫи[16].

Ӑнлантарусем

  1. ^ 12 апостолов Esquire 2019: Александр Кузнецов, 26 лет. Esquire. Пӑхнӑ кун: 2021 ҫулхи пушӑн 31-мӗшӗ. Архивланӑ 2022 ҫулхи пушӑн 14-мӗшӗ.
  2. ^ Александр Кузнецов: «Гречки, Монеточки и Флакон — это не для меня» (выр.). Кинопоиск. Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи пушӑн 18-мӗшӗ.
  3. ^ Театральный обзор: «О-й. Поздняя любовь» в Театре «Школа драматического искусства». Пӑхнӑ кун: 2018 ҫулхи авӑнӑн 23-мӗшӗ. Архивланӑ 2018 ҫулхи ҫӗртмен 14-мӗшӗ.
  4. ^ «Кислота» Александра Горчилина: самый убедительный дебют на «Кинотавре». Афиша.
  5. ^ Mon légionnaire. IMDb. Пӑхнӑ кун: 2021 ҫулхи акан 1-мӗшӗ.
  6. ^ Звезда «Кислоты» Александр Кузнецов снимется в экранизации книги «Мулей» от HBO. InterMedia.
  7. ^ Aleksandr Kuznetsov in Fantastic Beasts. Subtitle Talent. Пӑхнӑ кун: 2021 ҫулхи раштавӑн 14-мӗшӗ.
  8. ^ «XXXVII МКФ ВГИК: „Миллиард“ на первом этапе». Пӑхнӑ кун: 2018 ҫулхи авӑнӑн 23-мӗшӗ. Архивланӑ 2019 ҫулхи акан 15-мӗшӗ.
  9. ^ «Названы имена победителей российского этапа фестиваля ВГИК». Пӑхнӑ кун: 2020 ҫулхи утӑн 2-мӗшӗ. Архивланӑ 2019 ҫулхи кӑрлачӑн 5-мӗшӗ.
  10. ^ «Вручение премии OK!Awards „Больше чем звезды“». Пӑхнӑ кун: 2018 ҫулхи чӳкӗн 8-мӗшӗ. Архивланӑ 2019 ҫулхи юпан 2-мӗшӗ.
  11. ^ ANGELA AWARD WINNERS 2018. Пӑхнӑ кун: 2018 ҫулхи чӳкӗн 27-мӗшӗ. Архивланӑ 2018 ҫулхи чӳкӗн 29-мӗшӗ.
  12. ^ «Актеры Александр Кузнецов и Ангелина Стречина стали лауреатами премии „Аванс“ на ММКФ». Пӑхнӑ кун: 2019 ҫулхи акан 20-мӗшӗ. Архивланӑ 2019 ҫулхи акан 23-мӗшӗ.
  13. ^ «Александр Кузнецов второй раз признан лучшим молодым актёром». Пӑхнӑ кун: 2019 ҫулхи акан 25-мӗшӗ. Архивланӑ 2020 ҫулхи кӑрлачӑн 22-мӗшӗ.
  14. ^ «Итоги фестиваля „Амурская осень“». Пӑхнӑ кун: 2019 ҫулхи авӑнӑн 22-мӗшӗ. Архивланӑ 2019 ҫулхи авӑнӑн 22-мӗшӗ.
  15. ^ «Номинанты и победители премии OK!Awards „Больше чем звёзды“». Пӑхнӑ кун: 2019 ҫулхи чӳкӗн 14-мӗшӗ. Архивланӑ 2019 ҫулхи чӳкӗн 19-мӗшӗ.
  16. ^ «Номинанты и победители в номинации „Искусство“ рейтинга Forbes». Пӑхнӑ кун: 2022 ҫулхи ҫӑвӑн 30-мӗшӗ. Архивланӑ 2022 ҫулхи акан 27-мӗшӗ.

Темӑпа ҫыхӑннисем