Кузьмин Владимир Прокопьевич

Кузьмин Владимир Прокопьевич (ҫур. 1937 ҫулхи ҫурлан 19-мӗшӗ, Хорнсор Çармăс, Чăваш Автономиллĕ Социализмлă Совет Республики) — чӑваш ҫыравҫи тата журналисчӗ, СССР журналисчӗсен пӗрлӗхӗн (1960 ҫул) тата Раҫҫей Федерацийӗн ҫыравҫисен пӗрлӗхӗн (1992 ҫул) пайташӗ, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ (2018 ҫул)ҫур. 1937 ҫулхи ҫурлан 19-мӗшӗ, Хорнсор Çармăс, Чăваш Автономиллĕ Социализмлă Совет Республики[1].

Пурнӑҫӗ

1937 ҫулхи ҫурлан 19-мӗшӗнче Чӑваш АССР-ӗнчи Вӑрнар районӗнчи Хорнсор Ҫармӑс ялӗнче ҫуралнӑ[1][2][3].

Енӗш Нӑрвашри ҫичӗ ҫул вӗренмелли тата Вӑрнарти вӑтам шкулсене вӗренсе пӗтернӗ[4]. И. Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика институтне (халӗ университет; 1966 ҫул) тата Горький хулинчи Аслӑ парти шкулне (1971 ҫул) вӗренсе пӗтернӗ[1][2][3]. Совет Ҫарӗнче хӗсметре тӑнӑ[2][4]. Киномеханик пулса ӗҫленӗ, тӑван колхозра ҫамрӑксен ертӳҫи пулнӑ[5][4].

1959–2004 ҫулсенче республикӑри массӑллӑ информаци хатӗрӗсенче ӗҫленӗ: литература ӗҫченӗ, Вӑрнар районӗн хаҫатӗнче уйрӑм ертӳҫи, Элӗк районӗн хаҫатӗн яваплӑ секретарӗ, Йӗпреҫ районӗн хаҫатӗн редакторӗ пулнӑ[1][2][3]. Журналистикӑра 40 ҫул ытла тӑрмашнӑ[1][5]. «Советская Чувашия» хаҫатра парти пурнӑҫӗн уйрӑмӗн ертӳҫи, Чӑваш радиовӗн корреспонденчӗ, «Капкӑн», «Тӑван Атӑл» журналсен, «Вучах» хаҫатӑн тӗп редакторӗн ҫумӗ пулса вӑй хунӑ[1][3][4]. «Тракторострой», «Илем», «Волжская дорога» хаҫатсене редакциленӗ[1][3][4].

Чӑваш ҫыравҫисен пӗрлӗхӗн яваплӑ секретарӗ, Чӑваш Республикин ҫыравҫисен пӗрлӗхӗн председателӗн ҫумӗ пулса ӗҫленӗ[1][3][4]. Чӑваш Республикин журналисчӗсен пӗрлӗхӗн правлени пайташӗ, Йӗпреҫ район Канашӗн депутачӗ пулса суйланнӑ[1][5][3]. 1961 ҫулта КПСС йышне кӗнӗ[4]. Тӑван Хорнсор Ҫармӑс ялӗнче пӗр урама унӑн ятне панӑ[5][4].

Пултарулӑхӗ

Вӑл прозаик пек паллӑ[1][3]. Пӗрремӗш «Тип мунча» кӗнеки 1977 ҫулта пичетленсе тухнӑ[1][2][3]. Ҫавӑн хыҫҫӑн 20 яхӑн кӗнеке кӑларнӑ[1][3]. Унӑн хайлавӗсене ытти чӗлхесем ҫине те куҫарнӑ[1][3][5]. Хӑйӗн калавӗсемпе повеҫӗсенче ял ҫыннисен чун илемӗ пирки ҫырать, пурнӑҫри ҫитменлӗхсене питлесе кӑтартать[2].

Пӗтӗм союзри, пӗтӗм Раҫҫейри тата республикӑри пултарулӑх конкурсӗсен ҫӗнтерӳҫи[1][4]. Раҫҫей журналисчӗсен пӗрлӗхӗн «Професси сообществи умӗнчи тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» хисеп паллипе чысланӑ[1]. А. Талвир ячӗллӗ (1991 ҫул), Ҫ. Элкер ячӗллӗ, И. Ивник ячӗллӗ (2009 ҫул) тата А. Емельянов ячӗллӗ премисен лауреачӗ[1]. Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ (2018 ҫул)[1][2].

Тӗп кӑларӑмӗсем

  • «Тип мунча» (1977 ҫул)[1][2][3];
  • «Шухӑшлама вӑхӑт пур» (1981 ҫул)[2];
  • «Виҫӗ юман» (1986 ҫул)[2][3];
  • «Тымар»[1][3];
  • «Ҫӑлкуҫ» (1992 ҫул)[2][3];
  • «Савнисӗр савӑк ҫук» (1997 ҫул)[2];
  • «Вӑрланӑ юрату» (2002 ҫул)[2];
  • «Вӗҫев» (2006 ҫул)[2];
  • «Картлашка»[1][3];
  • «Мыскарасем»[1][3];
  • «Чувашская красавица»[1][3];
  • «Аттесен ҫулӗпех»[1][3];
  • «Илем ҫӑлтӑрӗсем»[1][3];
  • «Юрату кӑварӗ»[1][3];
  • «Тутлӑ-йӳҫӗ мунчара»[1][3];
  • «Тамӑк хуранне вӑрлани»[1][3];
  • «Элкер урамӗпе»[1];
  • «Сиккипе Парнас тӑрне»[1];
  • «Танец Победы» (2015 ҫул)[5].

Ӑнлантарусем

  1. ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, 13, 14, 15, 16, 17, 18, 19, 20, 21, 22, 23, 24, 25, 26, 27, 28, 29 Кузьмин, Владимир Прокопьевич (писатель; 19.08.1937). Наследие Чувашии. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫурлан 4-мӗшӗ.
  2. ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, 13, 14 Кузьмин Владимир Прокопьевич. Чувашская энциклопедия. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫурлан 4-мӗшӗ.
  3. ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, 13, 14, 15, 16, 17, 18, 19, 20, 21, 22, 23 Кузьмин Владимир Прокопьевич. Администрация Вурнарского района. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫурлан 4-мӗшӗ.
  4. ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9 Кузьмин Владимир Прокопьевич. Энциклопедия Янтиковского района. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫурлан 4-мӗшӗ.
  5. ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6 Васильев Л. На слуху и на виду. Советская Чувашия (17 ҫӗртмен 2015). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи ҫурлан 4-мӗшӗ.

Вуламалли

  1. Агивер, Ф. Г. Каламалли пуртан : [Владимир Кузьминӑн «Илем ҫӑлтӑрӗсем» кӗнеки ҫинчен] / Хветӗр Агивер // Тӑван Атӑл. – 2007. – № 9. – С. 155-156.
  2. Алексеев, М. Тамăк хуранне вăрланă!... / М. Алексеев // Ҫӗнтерӳ çулĕ (Вăрнар р-нĕ). – 2007. – 5 авăн. – С. 3.
  3. Васильев, М. Вӑрнар ҫӗрӗн юрӑҫи / М. Васильев // Хресчен сасси. – 2012. – 19 авӑн. – С. 3.
  4. Васильев, М. Вĕçев / М. Васильев // Ҫӗнтерӳ çулĕ (Вăрнар р-нĕ). – 2007. – 11 утă. – С. 2.
  5. Васильев, М. Сăваплă Сăпас / М. Васильев // Ҫӗнтерӳ çулĕ (Вăрнар р-нĕ). – 2007. – 18 çурла. – С. 2.
  6. Владимир Кузьмин 60 çул тултарать // Хресчен сасси. – 1997. – 19 çурла. – C. 3.
  7. Воробьев, К. Кулăш ăсти çитмĕлте / К. Воробьев // Ҫӗнтерӳ çулĕ (Вăрнар р-нĕ). – 2007. – 18 çурла. – С. 2.
  8. Ефимов, С. «Панулми çумăрĕ» / С. Ефимов // Ҫӗнтерӳ çулĕ (Вăрнар р-нĕ). – 2007. – 21 çурла. – С. 2.
  9. Кузнецов, Г. Пурнăç каçалăкĕ анлăланать / Г. Кузнецов // Хыпар. – 2007. – 4 авăн. – С. 4.
  10. Кузьмин, В. Утмăлти утмăл каçалăк / В. Кузьмин // Тăван Атăл. – 1997. – № 7-8. – С. 73-74.
  11. Кузьмин, В. П. Литература ҫулӗпе – малалла / В. П. Кузьмин, М. А. Васильев ҫырса илнӗ] // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ (Вӑрнар р-нӗ). – 2014. – 6 чӳк, 8 чӳк, 12 чӳк – С. 3 : сӑн ӳкерчӗк.
  12. Кузьмин, В. П. Манăн геройсем – çӗнтерӳçӗсем, пурнăçа çӗнетекенсем : [аса илӳсем] / В. П. Кузьмин // Тăван Атăл. – 2014. – № 8. – Прил.: с. 2-14 : сăн ӳкерчĕксем.
  13. Ставский, М. Чун йĕрлевçи / М. Ставский // Ҫӗнтерӳшĕн (Йĕпреç р-нĕ). – 1997. – 14, 16 çурла.
  14. Юман, А. Урă пуçпа кăна ырă пурнăç пулать / А. Юман // Хыпар. – 2006. – 21 чӳк. – С. 4.
  15. Абрамов, В. А. Кузьмин Владимир Прокопьевич / В. А. Абрамов // Чувашская энциклопедия. – Чебоксары, 2008. – Т. 2 : Ж-Л. – С. 390.
  16. Афанасьев, П. Кузьмин Владимир Прокопьевич // Афанасьев, П. Писатели Чувашии / П. Афанасьев. – Чебоксары, 2006. – С. 222-223.
  17. Кузнецов, Г. В. Есть запас прочности! / Г. Кузнецов // За победу (Ибрес. р-н). – 2007. – 18 авг. – С. 6.
  18. Кузнецов, Г. С любовью к родной земле / Г. Кузнецов // За победу (Ибресин. р-н). – 2012. – 18 авг. – С. 7.
  19. Кузнецов, Г. В. Дорога уходит вдаль : рецензия / Г. Кузнецов // За победу (Ибресинский район). – 2007. – 12 декабря. – С. 5.
  20. Кузьмин Владимир Прокопьевич // Энциклопедия Вурнарского района. – Чебоксары, 2005. – С. 148-149.
  21. Кузьмин Владимир Прокопьевич (Х. Зорский) // Энциклопедия чувашской журналистики и печати. – Чебоксары, 2014. – С. 233.
  22. Ялгир, П. Кузьмин Владимир Прокопьевич // Ялгир, П. Литературный мир Чувашии / П. Ялгир. – Чебоксары, 2005. – С. 54.

Каçăсем