Кузьмин Лев Леонидович
Кузьмин Лев Леонидович (1937 ҫулхи кӑрлачӑн 7-мӗшӗ, Тăмпарлă, Тутар Автономиллĕ Социализмла Совет Республики — 2013 ҫулхи ҫӗртмен 10-мӗшӗ, Ҫӗнӗ Шупашкар, Чӑваш Республики — Чӑваш Ен) — чӑваш журналисчӗ, прозаикӗ тата драматургӗ[1].
Пурнӑҫӗ
1937 ҫулхи кӑрлачӑн 7-мӗшӗнче Тутар АССР-ӗнчи Павлӑ районӗнчи Тӑмпарлӑ ялӗнче ҫуралнӑ[1]. 1958–1961 ҫулсенче Совет Ҫарӗнче хӗсметре тӑнӑ[1]. 1967 ҫулта Урал патшалӑх университечӗн (Свердловск хули) журналистика факультетне вӗренсе пӗтернӗ[1].
Ӗҫӗ-хӗлне Челепири Киров ячӗллӗ заводра (1956–1958 ҫулсем) тата ЧТЗ трактор заводӗнче (1961–1962 ҫулсем) слесарь пулса пуҫланӑ. Хаҫатсенче ӗҫленӗ: «Кыштымский рабочий» хаҫатра промышленность уйрӑмӗн ертӳҫинче (1962–1964 ҫулсем), «Магнитогорский рабочий» хаҫатра корректорта тата литература ӗҫченӗнче (1964–1968 ҫулсем)[1].
1968 ҫулта Чӑваш Ене куҫса килнӗ, «Советская Чувашия» хаҫатӑн ятарлӑ корреспонденчӗ пулса ӗҫлеме пуҫланӑ[1][2]. 1971–1972 ҫулсенче — «Вперед» (Ҫӗмӗрле хули) тата «Строитель» (Шупашкар хули) хаҫатсен литература ӗҫченӗ. 1972–1973 ҫулсенче — Шупашкарти телевидени студийӗн кӗҫӗн редакторӗ. 1975–1980 ҫулсенче — 4-мӗш стройтрестӑн (Ҫӗнӗ Шупашкар хули) «Знамя труда» хаҫатӑн корреспонденчӗ. 1980–1984 ҫулсенче — Шупашкарти телевидени студийӗн корреспонденчӗ[1]. 1986–1988 ҫулсенче — Шупашкарти трактор агрегачӗсен заводӗнчи (ЧЗПТ) «Тракторостроитель» хаҫатӑн редакторӗ. 1988–1998 тата 2004–2006 ҫулсенче — Сӗнтӗрвӑрри, Шупашкар тата Ҫӗрпӳ районӗсем тӑрӑх «Советская Чувашия» хаҫатӑн ятарлӑ корреспонденчӗ[1].
Тӗрлӗ ҫулсенче «Гудок», «Комсомольская правда», «Рабочая трибуна» тӗп хаҫатсенче тата ыттисенче пичетленнӗ. 2013 ҫулхи ҫӗртмен 10-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарта 77 ҫула кайсан вилнӗ[1].
Пултарулӑхӗ
Лев Кузьминӑн пӗрремӗш калавӗсем «За трудовую доблесть» (Челепири трактор завочӗ), «Челябинский рабочий», «На страже Родины» (Ленинград ҫар округӗ) хаҫатсенче пичетленсе тухнӑ[1][2]. Унӑн пӗрремӗш повеҫӗсем — «Град в солнечный полдень», «У тихой воды», «Звездочки на ладонях» — «Ялав» тата «Дружба» журналсенче пичетленнӗ[1][2].
«Отчий дом» повеҫсен пуххин (1988 ҫул, «Современник» издательство), «Неласковый берег» (1984 ҫул, Чӑваш кӗнеке издательстви) романӑн тата Чӑваш Енри Сталин репрессийӗсем пирки ҫырнӑ «Хура юпа» (2004 ҫул) романӑн авторӗ[1]. «Ирхи кайӑк сасси» тата «Неласковый берег» пьесӑсене К. В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче лартнӑ[1][2].
Тӗп кӗнекисем
- «Неласковый берег» (роман; 1984 ҫул);
- «Отчий дом» (повеҫсен пуххи; 1988 ҫул);
- «Хура юпа» (роман; 2004 ҫул)[1].