Лаптев Валерий Янович
Лаптев Валерий Янович (ҫур. 1959 ҫулхи юпан 17-мӗшӗ, Стрелецки) — пӗрремӗш вӑтам йывӑрӑш категорири чӑваш совет боксёрӗ, 1970-мĕш çулсен вĕçĕнче — 1980-мĕш çулсен пуçламăшĕнче СССР командинче кĕрешнĕ. Европа чемпионĕ, иккĕ хутчен СССР чемпионĕ, СССР тава тивӗҫлӗ спорт мастерӗ. «Чăваш Республикишĕн хастар ĕçсем тунăшăн» орденĕн медалĕпе чысланă, Чăваш АССР тава тивĕçлĕ физкультурăпа спорт мастерӗ[1][2].
Халĕ Мускавра пурăнать.
Пурнӑҫӗ
Валерий Лаптев 1959 ҫулхи юпа уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Етӗрне районӗнчи Стрелецки ялӗнче ҫуралнӑ. Шупашкарти аслӑ спорт ӑсталӑхӗн шкулӗнче вуникӗ ҫул тултарсан бокспа аппаланма пуҫланӑ, Валерий Уледёркин ертсе пынипе ӑсталӑха вӗреннӗ, «Динамо» спорт обществи ячӗпе кӗрешнӗ. Ҫав вӑхӑтрах 21-мӗш ятарлӑ шкулта вӗреннӗ, кайран Чӑваш ял хуҫалӑх институтӗнчен вӗренсе тухнӑ. Ринг ҫинче пӗрремӗш пысӑк ҫитӗнӗве 1976 ҫулта ҫамрӑксем хушшинчи СССР чемпионӗ пулса тӑрсан тунӑ, икӗ ҫул иртсен Европӑн юниорсен чемпионатӗнче ҫӗнтернӗ. Малалли темиҫе сезон вӑхӑтӗнче тӑтӑшах пӗтӗм Союзри чи пысӑк турнирсен призёрӗсен шутне лекнӗ, анчах Мускавра иртнӗ ҫуллахи Олимп вӑййисене хутшӑнайман — ӑмӑртусем пуҫланиччен кӑшт маларах алӑ сыппине хуҫнӑ. Кӑткӑс операци туса ирттернӗ хыҫҫӑн суйлав ӑмӑртӑвӗсене хутшӑннӑ, анчах та хӑйӗн тӳрӗ конкурентне Александр Кошкина парӑннӑ, Олимпиадӑра вӑл кӗмӗл парнене тивӗҫнӗ.
1982 ҫулта Лаптев пӗрремӗш хут ҫитӗнсе ҫитнисем хушшинче иртнӗ Совет Союзӗн ӑмӑртӑвӗнче чемпион пулса тӑнӑ, тепӗр ҫулта та ҫак ҫитӗнӗве тивӗҫнӗ, унсӑр пуҫне СССР халӑхӗсен Спартакиадин ҫӗнтерӳҫин ылтӑн медальне ҫӗнсе илнӗ. Варнӑра иртнӗ 1983 ҫулхи Европа чемпионатӗнче Х. Свидемарка (Швеци), Р. Касамоника (Итали), М. Такова (Болгари), Р. Хунгера (ГДР) ҫӗнтернӗ, пурне те 5:0 шутпа пӗрешкел ҫӗнтернӗ. Ҫав ҫулхине Римра иртнӗ Тӗнче кубокне суйланнӑ хыҫҫӑн вӑл турнира выляса илнӗ: Л. Урбинӑпа (Венесуэла) ҫапӑҫнӑ чухне 2-мӗш раундра вӑл уҫҫӑн вӑйлӑрах пулни курӑннӑ, каллех Р. Хунгера (ГДР; анчах кӗрешӳ 3:2 шутпа тан пынӑ) тата Р. Касамоника (Итали; 4:1 шутпа) ҫӗнтернӗ. В. Лаптев Лос-Анджелесра иртнӗ Олимп вӑййисенче «ылтӑн медале» ҫӗнсе илме хатӗр пулнӑ, анчах политика сӑлтавӗсене пула ҫӗршыв правительстви ҫак ӑмӑртусене бойкотланӑ.
1984–1985 ҫулсенче В. Лаптевӑн палӑрмалла результатсем пулман; ҫавах та СССР наци сборнӑйӗнче ӑна кандидат шайӗнче тытнӑ. 1985 ҫулхи кӑрлачӑн 27-мӗшӗнче Рино хулинче (АПШ) АПШ-СССР матч вӑхӑтӗнче В. Лаптев 2-мӗш раундра Д. Аллена таса нокаут ирттерсе ҫӗнтернӗ, тепӗр ҫултан ҫак хуларах Д. Аллен 75 кг таран виҫе категорийӗнче тӗнче чемпионатне выляса илнӗ.
Ҫакӑн хыҫҫӑн спортсмен хӑйӗн карьерине вӗҫлеме шут тытнӑ, вӑл пурӗ 199 ҫапӑҫӑва хутшӑннӑ, вӗсенчен 182-шӗнче ҫӗнтернӗ.
Сулахай алӑпа ҫапӑҫакан боксёрӑн В. Лаптевӑн стилӗ ҫав тапхӑрти совет шкулӗшӗн характерлӑ пулнӑ: «ӑсалла» куҫса ҫӳрени, дистанцине ҫивӗч туйни, хиврен тӳрӗ ҫапни. Вӑйлӑ ҫапма пултараканскер, Д. Алленпа ҫапӑҫнӑ чухне дистанцие улӑштарма пултарса оппонента уҫма пултарнӑ, хатӗрленмен атакӑна ирттертерсе хирӗҫ сулахай кроспа ҫапса нокаута ӑсатнӑ, ҫакна титуллӑ профессионалсенчен пӗрре те япӑх мар пурнӑҫланӑ.
2013 ҫултанпа В. Соколов ячӗллӗ ДЮСШ директорӗ пулнӑ[3].
Халӗ Валерий Лаптев Чӑваш Республикин бокс федерацийӗн президенчӗ шутланать, вӑл — тӗнче шайӗнчи судья тата Европӑри бокс конфедерацийӗн техника делегачӗ. Шупашкарта хальхи вӑхӑтра Лаптев никӗсленӗ «Динамо» боксёр клубӗ ӗҫлет, вӑл ертсе пынипе ҫулсерен регион пӗлтерӗшлӗ турнирсем иртеҫҫӗ[4].
Наци первенствин икӗ хут чемпионӗ.
2024 ҫулта Валерий Лаптева уйӑхсерен паракан 5 пин тенкӗ патшалӑх пособине уйӑрма палӑртнӑ[5].
Çитĕнӳсем
Тĕнче Кубокĕн (1983) çĕнтерӳçи, Европа чемпионĕ (1983), СССР чемпионĕ (1982,1983), СССР халăхĕсен 8-мĕш Спартакиадăн (1983) çĕнтерӳçи.
Хисепӗсем
Валерий Янович ҫак хисепсене тивӗҫнӗ[3]:
- Чӑваш АССР тава тивӗҫлӗ культурăпа спорт ӗҫченӗ (1982)[6][7];
- СССР тава тивӗҫлӗ спорт мастерӗ (бокс; 1991);
- «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден (2009);
- Етӗрне районӗн хисеплӗ гражданинӗ.
Ӑнлантарусем
- ^ Чувашская энциклопедия. Персоналии
- ^ Мастера спорта и участники Олимпийских игр 2016 ҫулхи юпан 30-мӗшӗнче архивланӑ.
- ^ 1, 2 Лаптев, Валерий Янович (спортсмен; 17.10.1959) (выр.). «Наследие Чувашии». Цифровая библиотека чувашского наследия. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи авӑнӑн 30-мӗшӗ.
- ^ Атлант бокса. Библиотека Президента Чувашской Республики (29 чӳкӗн 2010). Пӑхнӑ кун: 2013 ҫулхи ҫӑвӑн 5-мӗшӗ. Архивланӑ 2013 ҫулхи ҫӑвӑн 18-мӗшӗ.
- ^ О назначении ежемесячного пожизненного государственного пособия в области физической культуры и спорта (выр.). Портал органов власти Чувашской Республики (10 ҫӗртмен 2024). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи авӑнӑн 30-мӗшӗ.
- ^ Чувашская энциклопедия. Персоналии. Пӑхнӑ кун: 2016 ҫулхи юпан 30-мӗшӗ. Архивланӑ 2016 ҫулхи юпан 30-мӗшӗ.
- ^ Мастера спорта и участники Олимпийских игр. Пӑхнӑ кун: 2016 ҫулхи юпан 30-мӗшӗ. Архивланӑ 2016 ҫулхи юпан 30-мӗшӗ.
Каçăсем
- Лаптев Валерий Янович — Раҫҫейӗн бокс федерацийен сайтӗнчи страница