Лисаев Иван Иванович

Ива́н Ива́нович Лиса́ев (1939 ҫулхи чӳкӗн 5-мӗшӗ, Хирлӳкасси2025 ҫулхи ҫӑвӑн 15-мӗшӗ) — совет саманин тата Раҫҫейӗн чӑваш проза ҫыравҫи, публицист. СССР Ҫыравҫисен пӗрлӗхӗн пайташӗ (1977). Чӑваш АССР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ (1990)[1].

Пурнӑҫӗ

Малтанхи ҫулӗсем тата пӗлӳ илни

Иван Иванович Лисаев 1939 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Чӑваш АССР-ӗн (хальхи Чӑваш Республика) Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Хирлӳкасси ялӗнче ҫуралнӑ[1].

1956 ҫулта Етӗрнери педагогика училищине, 1958 ҫулта Канашри педагогика училищине вӗренсе пӗтернӗ. Каярахпа Чӑваш патшалӑх университечӗн историпе филологи факультетӗнчен вӗренсе тухса аслӑ пӗлӳ илнӗ[1].

Ӗҫ ҫулӗ

Ӗҫлеме 1958 ҫулта Хӗрлӗ Чутай районӗнчи вӑтам шкулсенче вӗрентекен пулса пуҫланӑ. Район хаҫатӗнче ӗҫленӗ (1958—1963)[1]. 1963—1964 ҫулсенче — Шупашкарти «Молодой коммунист» хаҫат редакцийӗн литература ӗҫченӗ. 1964 ҫултан пуҫласа 1968 ҫулччен Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Хурашашри сакӑр ҫул вӗренмелли шкулта вӗрентекен пулса вӑй хунӑ[1].

1975 ҫултанпа — чӑвашсен паллӑ литература журналӗсен редакцийӗсенче: «Тӑван Атӑл» журналӑн яваплӑ секретарӗ, редактор ҫумӗ, «Ялав» журналӑн очерк, публицистика тата литература критики уйрӑмӗн редакторӗ пулса ӗҫленӗ[1][2].

Юлашки ҫулӗсем

Иван Иванович Лисаев 2025 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Шупашкар хулинче вилнӗ[1].

Пултарулӑхӗ

Литература ӗҫне очерксем ҫырса пуҫланӑ. Унӑн пултарулӑхӗнче ял хуҫалӑх ӗҫченӗсен чаплӑ сӑн-питне уҫса паракан очерксем пысӑк вырӑн йышӑнаҫҫӗ[1]. Вӑл вунна яхӑн повесть, калав тата очерк кӗнекисен, ҫавӑн пекех икӗ роман авторӗ ienkfyfnm[1].

Тӗп хайлавӗсем

  • «Ҫӗр чӗнет» (1966) — очерксем пуххи[2]
  • «Шанӑҫа тивӗҫлисем» (1970)[1]
  • «Вун пиллӗкре эпӗ, комбат» (1975)
  • «Вӗҫет кайӑк-кӑвакал» (1977)
  • «Чӳречерен хурӑн шаккать» (1979)[1]
  • «Ирт, купӑсҫӑ, маларах» (1982)
  • «Халал» (1986) — повеҫсемпе калавсен пуххи[1]
  • «Тивӗҫ» (2 кӗнекепе, 1987, 1989) — роман[1]
  • «Пилешӗм, пилеш» (1991) — роман

Хисепӗсем

  • Чӑваш АССР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ (1990)[1]
  • Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн Хисеп хучӗ (1999)[2]
  • «Дагестан строительне» кӑкӑр палли[2]

Ҫемье

  • Арӑмӗ — Валентина Петровна (вӗрентекен);
  • Вӑлӗ — Сергей (2014 ҫулта Шупашкарти Калинин пасарӗн директорӗ пулса ӗҫленӗ).

Ӑнлантарусем

  1. ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, 13, 14 Лисаев Иван Иванович. Чувашская энциклопедия. Чувашский государственный институт гуманитарных наук. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 7-мӗшӗ.
  2. ^ 1, 2, 3, 4 Лисаев, Иван Иванович (писатель; 05.11.1939-15.05.2025). Наследие Чувашии.рф. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 7-мӗшӗ.

Вуламалли

  • Алексеев, О. Шанăçа çухатманнисем телейлĕ / Осип Алексеев // Ялав. – 1997. – № 6. – С.106–108.
  • Алексеев, О. Шанни–ĕмĕтленни пурнăçа кĕтĕр / Осип Алексеев // Хыпар. – 1999. – 26 чÿк.
  • Григорьев, Н. Г. Çунат вĕçевре çирĕпленет / Н. Г. Григорьев // Григорьев, Н. Г. Пархатарлă сăнар, сăнарлă чĕлхе. – Шупашкар, 1990. – С. 179–204.
  • Иван Лисаев // Тантăш. – 2000. – № 5–6. – С. 8.
  • Лисаев, И. “Ырă сăнарсем кирлĕ“ / Иван Лисаев ; О. Алексеев калаçнă // Хресчен сасси. – 1999. – 5 нояб.
  • Ялкир, П. Паллă прозаик // Ялкир, П. Хĕрлĕ Чутай çыравçисем / П. Ялкир. – Хĕрлĕ Чутай, 1994. – С. 48.
  • Маркин, П. Ты помнишь, “Товарищ“... / П. Маркин // Чебоксар. правда. – 1999. – 4 нояб. (№ 44). – С. 7.
  • Тимуков, А. Н. Лисаев Иван Иванович / А. Н. Тимуков // Краткая чувашская энциклопедия. – Чебоксары, 2001. – С. 252.