Лукина Серафима Фадеевна
Лукина Серафима Фадеевна (1923 ҫулхи утӑн 18-мӗшӗ, Елюккасси, Ҫӗрпӳ районӗ, Чӑваш Автономи облаҫӗ — 2009 ҫулхи нарӑсӑн 13-мӗшӗ, Канаш, Чӑваш Республики, Раҫҫей Федерацийӗ) — совет выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетекен, Социализмла Ӗҫ Паттӑрӗ (1966).
Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ
1923 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Чӑваш автономи облаҫӗн Ҫӗрпӳ районӗнчи Елюкасси ялӗнче (халӗ Чӑваш Республикин Ҫӗрпӳ районӗ йышӗнче) ҫуралнӑ.
14 ҫул тултарсан «Красный флот» колхозра вӑй хума пуҫланӑ. 1939 ҫулта Чӑваш патшалӑх ял хуҫалӑх сӑнав станцине (Ҫӗрпӳ районӗнчи Опытный посёлок). Сысна пӑхакан, доярка, 1943—1974 ҫулсенче пӑру пӑхакан пулса ӗҫленӗ.
1960-мӗш ҫулсенче кӗтӳ йышне ӳстерме пушмаксем ҫитӗнтернӗ. Унӑн ушкӑнӗнчи пӑрусем талӑкра вӑтамран 700—750 грамм хушнӑ. 18 уйӑхра пӑрусем 350—360 килограмм йывӑрӑша ҫитнӗ. Вӗсене вӑхӑтлӑ пӗтӗлентерсе ӑратлӑ пысӑк сӑвӑмлӑ кӗтӗве комплектлама хатӗрленӗ. Вӑл ҫитӗнтернӗ уйрӑм ӗнесен сӑвӑмӗ рекордла кӑтартусемпе палӑрнӑ — ҫулталӑкне 5700-6300 кг 4,2-4,4 % ҫуллӑ сӗт панӑ.
СССР Аслӑ Канашӗн Президиумӗн 1966 ҫулхи пушӑн 23-мӗшӗнчи хушӑвӗпе выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетес ӗҫре ҫитӗнӳсем тунӑшӑн Ленин орденӗ тата «Ҫурлапа Мӑлатук» ылтӑн медаль парса Социализмла Ӗҫ Паттӑрӗ ят панӑ[1].
1957, 1967, 1969, 1977 ҫулсенче ВДНХ куравӗсене хутшӑннӑ, курав медалӗсемпе чысланӑ. 1967 ҫулхи юпа уйӑхӗн 26-мӗшӗнче республикӑри ялхуҫалӑхне аталантарас ӗҫе пысӑк тӳпе хывнӑшӑн унӑн ятне Чӑваш АССР Ӗҫ Мухтавӗпе Паттӑрлӑхӑн Хисеп Кӗнекине кӗртнӗ. Вӑл икӗ хутчен «Республикӑри чи лайӑх пӑру пӑхакан» ята тивӗҫнӗ.
1982 ҫулта тивӗҫлӗ канӑва тухнӑ, пенсире те пӗр хушӑ Опытный посёлокӗн кӗҫӗн классен шкулӗнче техслужащи пулса тӑрӑшнӑ.
2009 ҫулхи нарӑсӑн 13-мӗшӗнче Канаш хулинче вилнӗ.
Обществӑлла ӗҫ
Обществӑпа политика пурнӑҫне хастар хутшӑннӑ: Ҫӗрпӳ районӗн ӗҫҫынни депутатсен Канашӗн депутачӗ, ялхуҫалӑх ӗҫченӗсен профсоюзӗн Чӑваш обкомӗн пайташӗ, профсоюзсен облаҫри Канашӗн пайташӗ пулнӑ.
Ҫемье
5 ывӑлпа 2 хӗр ҫуратса ӳстернӗ.
Хисепӗсем
- Социализмла Ӗҫ Паттӑрӗ,
- Ленин орденӗ (23.03.1966, № 366129),
- «Ҫурлапа Мӑлатук» ылтӑн медаль (23.03.1966, № 11674),
- «1941—1945 ҫҫ. Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче хастар ӗҫленӗшӗн» медаль,
- Чӑваш АССР Ӗҫ Мухтавӗпе Паттӑрлӑхӑн Хисеп Кӗнекине кӗртнӗ (26.10.1967),
- Ача амӑшӗн медалӗн 1-мӗш тата 2-мӗш степенӗсем,
- «Ача амӑшӗн мухтавӗ» орденӑн 3-мӗш степенӗ,
- Ҫӗрпӳ районӗн Хисеплӗ гражданинӗ (10.03.2005)[2].
Астӑвӑм
- 2023 ҫулта Ҫӗрпӳ районӗнчи Опытный посёлокӗнче С. Ф. Лукинан асӑну хӑмине вырнаҫтарнӑ[3].
Ӑнлантарусем
Вуламалли
- Серафима Лукина (1923-2009) // Хыпар. — 2019. — 1 нарӑс/февраль. — С. 13 : сӑн ӳкерчӗк.
- Юхма, М. Чӑваш хӗрарӑмӗ : очерк / М. Юхма // Ферма ӗҫченӗсем / хатӗрлекенӗ Вл. Игнатьев. — Шупашкар, 1974. — С. 72-83 ; // Ялав. — 1974. — № 10. — С. 2-3 : сӑн ӳкерчӗк
- Апанасова, В. Секрет Серафимы Фадеевны / В. Апанасова // Наши земляки — Герои Социалистического Труда. — Чебоксары, 1971. — С. 150-153.
- Андреев, В. В. Лукина Серафима Фадеевна / В. В. Андреев, Ю. К. Казанков // Энциклопедия Цивильского района. — Чебоксары, 2019. — С. 176.
- Лукина Серафима Фадеевна // Ими гордится Чувашия. — Чебоксары, 1987. — С. 66-67.
- Лукина Серафима Фадеевна // Край Цивильский : краткая энцикл. р-на. — Чебоксары, 2008. — С. 189.
- Лукина Серафима Фадеевна // Энциклопедия агропромышленного комплекса Чувашской Республики. — Чебоксары, 2017. — С. 333.
- Мадебейкин, И. Н. Лукина Серафима Фадеевна / А. М. Шорникова / И. Н. Мадебейкин // Чувашская энциклопедия. – Чебоксары, 2008. – Т. 2: Ж-Л. – С. 470.
- Шорникова, А. М. Лукина Серафима Фадеевна / А. М. Шорникова // Краткая чувашская энциклопедия. — Чебоксары, 2001. — С. 254.
- Чӑваш ҫӗрӗн хӗрарӑм-амӑшӗсем, Том 1. Dmitris Egorovich Egorov. Чувашский гос. педагог. университет им. И. Я. Яковлева, 1999 — Всего страниц: 213
- Вӗсемпе Чӑваш Ен мӑнаҫланать: вӗсен ячӗсене Чӑваш Автономиллӗ Социализмлӑ Совет Республикин ӗҫ мухтавӗн тата паттӑрлӑхӗн Хисеп кӗнекине кӗртнӗ / сост.: М. В. Демидов, А. В. Выйкин. – Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. – 300, с.: портр.
Каҫӑсем
Лукина Серафима Фадеевна «Ҫӗршыв Паттӑрӗсем» сайтра