Магарин Александр Николаевич
Магарин Александр Николаевич (1970 ҫулхи ҫӑвӑн 3-мӗшӗ, Аслă Аксу, Тутар Автономиллĕ Социализмла Совет Республики — 2025 ҫулхи раштавӑн 23-мӗшӗ, Шупашкар) — журналист, Раҫҫей Журналистсен союзӗн пайташӗ (2005), Чӑваш Республикин Журналистсен пӗрлӗхӗн Ҫемен Элкер ячӗллӗ преми лауреачӗ (2020).
Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ
1970 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Тутар АССРӗн Ҫӗпрел районӗнчи Аслӑ Аксу ялӗнче ҫуралнӑ[1].
И. Н. Ульянова ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн историпе филологи факультетне (чӑваш уйрӑмӗ) вӗренсе пӗтернӗ. Журналист карьерине Тутарстанри чӑвашсен «Сувар» (Хусан) хаҫатӗнче яваплӑ секретарь тата редакторӗн ҫумӗ пулса пуҫланӑ. Ун хыҫҫӑн — Чӑваш патшалӑх телевидени тата радиовещани компанийӗн (1994—1997) телекурав редакторӗ, Чӑваш Республикин Президенчӗн Администрацийӗн консультанчӗ (1997—2004).
2004—2009 ҫулсенче «Чӑваш Ен» ПТРК-ра ӗҫленӗ: председателӗн телевидени енӗпе ҫумӗ, 2005—2009 ҫулсенче – филиал директорӗн ҫумӗ – телекурав информаци программисен службин пуҫлӑхӗ. 2009—2012 ҫулсенче — Чӑваш Республикин Культура министерствин информаци политикипе массӑллӑ информаци хатӗрӗсен пайӗн пуҫлӑхӗ. 2012—2013 ҫулсенче — Чӑваш Республикин Патшалӑх кӗнеке палатин директорӗ. 2013 ҫулхи ҫу уйӑхӗнчен — Чӑваш Республикин Наци библиотекин директорӗн ҫумӗ, «Кӗнеке палати» пайӗн заведующийӗ[2].
2009 ҫултанпа «Тӑван Атӑл» журналӑн редколлеги (халӗ — Попечительсен канашӗ) пайташӗ.
2014 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнчен Чӑваш наци телерадиокомпанийӗн директорӗ, 2016 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнчен – директор ҫумӗ.
2021 ҫулхи авӑн уйӑхӗнчен пуҫласа мӗн виличчен Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн аппарачӗн секретариачӗн ертӳҫи пулса вӑй хунӑ[2].
2025 ҫулхи раштав уйӑхӗн 23-мӗшӗнче чӗри тапма чарӑннӑ. Шупашкарта Явӑш масарӗнче пытарнӑ.
Хисепӗсем
- «Чӑваш автономи облаҫне йӗркеленӗренпе 100 ҫул» асӑну медалӗ (2020);
- Чӑваш Республикин Журналистсен пӗрлӗхӗн Ҫемен Элкер ячӗллӗ преми лауреачӗ (2020;
- Чӑваш Республикин Хисеп хучӗ (2025)[1].
Чин класӗ
- I класри патшалӑх граждан службин канашҫи[2].
Ӗҫӗсем
- Магарин, А. Н. Книжная палата Чувашии реорганизуется : [письмо к Генеральному директору Российской книжной палаты Е. Б. Ногиной] / А. Н. Магарин // Библиография. — 2013. — № 4. — С. 33.
Ӑнлантарусем
- ^ 1, 2 Магарин, Александр Николаевич (журналист; 03.05.1970) (выр.). Наследие Чувашии. Национальная библиотека Чувашской Республики. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи раштавӑн 25-мӗшӗ.
- ^ 1, 2, 3 Светлой патяти Магарина Александра Николаевича (выр.). Государственный Совет Чувашской Республики (24 раштавӑн 2025). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи раштавӑн 25-мӗшӗ.
Вуламалли
- Магарин, А. Н. Александр Магарин: «Хамӑрсӑр пуҫне — кам?» : [Чӑваш Ен наци телерадиокомпанийӗн ертӳҫипе калаҫни / А. Р. Магарин Е. Николаева ҫырса илнӗ] // Хресчен сасси. Кил. — 2014. — 14 нарӑс. — С. 3 : фот.;
- Магаринсем ҫӗнтернӗ : [«Ҫулталӑк ҫемйи — 2015» конкурс ҫӗнтерӳҫисем ҫинчен] / Н. Смирнова, И. Иванова, И. Владимирова хатӗрленӗ // Хыпар. — 2015. — 4 раштав/декабрь. — С. 3 : сӑн ӳкерчӗк;
- Семенова, И. НТРК ертӳҫи паллӑ : [Чӑваш Ен наци телерадиокомпанийӗн директорӗн должноҫне йышӑнас конкурсра Александр Магарин ҫӗнтерни ҫинчен] / И. Семенова // Хыпар. — 2014. — 18 кӑрлач. — С. 3 : фот.;
- Тумаланова, М. Хастаррисене пурнӑҫра ӑнӑҫать : [Шупашкарти Магаринсен ҫемйи ҫинчен] / М. Тумаланова // Чӑваш хӗрарӑмӗ. — 2015. — 28 чӳк/ноябрь (№ 47). — С. 1, 6 : сӑн ӳкерчӗк;
- Алексеева, Е. Выбор сделан : в Национальной телерадиокомпании и у газеты «Грани» — новые руководители / Е. Алексеева // Советская Чувашия. — 2014. — 18 янв. — С. 1 : фот.;
- Магарин Александр Николаевич // Чуваши Татарстана = Тутарстан чӑвашӗсем. — Чебоксары, 2006. — C. 509;
- У НТРК появился руководитель : [о назначении на должность руководителя Национальной телерадиокомпании Чувашии Александра Николаевича Магарина] // Справедливая Россия — Чувашия. — 2014. — № 1 (январь). — С. 6 : портр.