Макаров Иосиф Никитич
Макаров Иосиф Никитич (1898 ҫулхи чӳкӗн 16-мӗшӗ, Кануновщина[d], Городское поселение Гдов[d] е Псков облаçĕн Гдов районĕ — 1990 ҫулхи ҫурлан 18-мӗшӗ, Мускав) — Совет Ҫарӗн генерал-майорӗ, Граждан вӑрҫине тата Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ.
Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ
1898 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Кануновщина (халӗ — Псков облаҫӗн Гдов районӗ) ялӗнче ҫуралнӑ. 1918 ҫулта ӑна Рабочи-Хресчен Хӗрлӗ Ҫарне службӑна илнӗ. Граждан вӑрҫине хутшӑннӑ. ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ тата кӑнтӑр фрончӗсенче ҫапӑҫнӑ. 1918 ҫулта, 1-мӗш Гдов совет ротин взвод командирӗ пулнӑ май, ВКП (б) шутне кӗнӗ[1].
1922 ҫулта — Херсонти пехота командин курсӗнчен, 1924 ҫулта Киеври аслӑ пӗрлештернӗ шкултан вӗренсе тухнӑ, ун хыҫҫӑн тӗрлӗ чаҫсенче командир должноҫӗсенче службӑра тӑнӑ. 1932 ҫулта — М. В. Фрунзе ячӗллӗ Ҫар академийӗнчен, 1939 ҫулта СССР Хӗҫ-пӑшаллӑ Вӑйӗсен Тӗп штабӗн Ҫар академийӗ ҫумӗнчи команда составне лайӑхлатмалли курссенчен вӗренсе тухнӑ. 1939 ҫулта Новоград-Волынскри пехота училищин пуҫлӑхне лартнӑ. Каярахпа М. В. Фрунзе ячӗллӗ академире пӗтӗмӗшле тактика кафедринче вӗрентнӗ, вӑрҫӑ умӗн Рязаньти пехота училищин пуҫлӑхӗн ҫумӗн должноҫне йышӑннӑ[2].
Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи ҫулӗсенче Макаров Атӑлҫи тӑрӑхӗнче службӑра тӑнӑ, унта виҫӗ ҫул хушши Чӑваш АССРӗн Шупашкар хулинче вырнаҫнӑ стрелоксен 14-мӗш саппас бригадин командирӗ пулнӑ[1].
1943 ҫулта Мускав ҫар округне уйрӑм офицер бригадин командирне куҫарнӑ.
Вӑрҫӑ вӗҫленсен ҫар службине малалла тӑснӑ, преподаватель ӗҫӗнче тӑрӑшнӑ. Пилӗк ҫул хушшинче М. В. Фрунзе ячӗллӗ ҫар академинче аслӑ преподаватель пулнӑ, кайран Германири Совет ҫарӗсен ушкӑнӗн офицер йышне лайӑхлатмалли пӗрлехи курсӗсене ертсе пынӑ[2].
1954 ҫулта Макаров генерал-майор званийӗнче саппаса тухнӑ. Мускавра пурӑннӑ. 1990 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 18-мӗшӗнче вилнӗ, Ваганьково ҫӑви ҫинче пытарнӑ[3].
Наградӑсем
- Ленин орденӗ (1945 ҫулхи нарӑсӑн 21-мӗшӗ);
- 2 Хӗрлӗ Ялав орденӗ (1944 ҫулхи чӳкӗн 3-мӗшӗ[4], 1948 ҫулхи ҫӗртмен 24-мӗшӗ);
- Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орденӗ (1943 ҫулхи чӳкӗн 12-мӗшӗ);
- «Мускава хӳтӗленӗшӗн» медаль тата ытти медальсем[2].
Ӑнлантарусем
- ^ 1, 2 В бой идут запасные полки(паллӑ мар). sovch.chuvashia.com. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи акан 6-мӗшӗ.
- ^ 1, 2, 3 Н. Б. Смирнова. Макаров Иосиф Никитич (выр.). Чувашская энциклопедия. Чувашский государственный институт гуманитарных наук. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи акан 6-мӗшӗ.
- ^ Генералы и кладбища их захоронения. - Страница 45 (выр.). Форум истории ВЧК ОГПУ НКВД МГБ. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи акан 6-мӗшӗ.
- ^ Макаров Иосиф Никитович — орден Красного Знамени, 03.11.1944 (выслуга лет) (выр.). 03-11-1944.rkka.wiki. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи акан 6-мӗшӗ.
Каҫӑсем
- Макаров Иосиф Никитич. // Чувашская энциклопедия.
- В бой идут запасные полки