Максимова Галина Степановна

Галина Степановна Максимова (1914 ҫулхи нарӑсӑн 10-мӗшӗ, Чĕмпĕр, Чӗмпӗр кӗпӗрни, Раҫҫей империйӗ2004 ҫулхи пушӑн 31-мӗшӗ, Лондон, Аслӑ Британи) — пианистка, концертмейстер — М. Ростропович, Л. Коган, Г. Уланова, С. Головкина, М. Михайлов тата ытти темиçе ӳнер ăстин аккомпаниаторӗ[1]. 1988 çултанпа Лондонра пурăннă.

Биографи

Галина Степановна Максимова 1914 ҫулхи нарӑсӑн 10-мĕшĕнче Раççей империн Чĕмпĕр кĕперне хулинче çуралнă. Вăл Чĕмпĕр чăваш вĕрентекен шкулĕн çамрăк вĕрентекенĕсен — Капитолина Никитична Эсливанова (1893—1979) тата Степан Максимович Максимов (1892—1951)[2] килйышĕнче çуралнă. Амăшĕн йăхĕ хальхи Тăвай районĕн (Тутарстан) Чăваш Ишли ялĕнчен тухнă[3][4]. Анчах Капитолина Никитична хăй хальхи Шăмăршă районĕнче (Чăваш Ен) вырнаçнă Тӳке кордонĕнче çуралнă[5]. Ашшĕн йăхĕ хальхи Тӑвайк районĕнчи (Чăваш Республики) Енӗнăш-Нăрваш ялĕнчен тухнă[2]. Унăн ачалăхĕ тата çамрăклăхĕ Чĕмпĕрте, çавăн пекех Теччĕ районĕнчи (Тутарстан) Кушкӑ Ҫирӗклӗ тата Чĕмпĕр районĕнчи (Чĕмпĕр облаçĕ) Вăтам Тимереш чăваш ялĕсенче иртнĕ[6]. Çак ялсенче амăшĕ вĕрентекен пулса ĕçленĕ.

Каярах вăл хăйĕн «О пережитом» асаилӳ кĕнекинче çырнă тăрăх, Г. С. Максимова мусăкăн пĕрремĕш урокĕсене ашшĕнчен илнĕ. Вăл Чĕмпĕрте Пузырёвсем-Центнерсен харпăр мусăк шкулĕнче те вĕреннĕ. 1929—1935 çулсенче вăл Мускавра Гнесинсен мусăк техникумĕнче вĕреннĕ. Вăл фортепиано класĕнче Евгения Фабиановна Гнесина патĕнче вĕреннĕ. 1940 çулта вăл Мускав консерваторине пĕтернĕ. Вăл Генрих Густавович Нейгауз класĕнче вĕреннĕ.

Вăл Л. В. Фейгина качча тухнă.

Ĕçĕ-хӗлӗ

12 çултан Галина Чĕмпĕрте халăх умĕнче концертсенче тупăшма пуçланă. 1929 çултах, вăл пилĕк çул виççĕмĕш çулта, Чăваш патшалăх хорĕн концерчĕсенче аккомпаниатор пулса хутшăннă. Çак коллективпа пĕрле вăл 1936 çулта Кремльте тупăшнă[7]. Вăл 1935 çулта республикăн юбилейне Шупашкара килнĕ. Ун чухне вăл йăмăкĕ Верапа пĕрле Академи театрĕнчи уяв концерчĕнче тупăшнă[7]. Вера пианистка пулнă, каярах вăл Мускав консерваторине Л. Оборин класĕпе пĕтернĕ. Нумай çул иртсен Максимовсем йăмăкĕсем 1961 ҫулхи çĕртмен 5-мĕшĕнче Мускавра Гнесинсен институчĕн концерт залĕнче иртнĕ Чăваш мусăкĕн Каçĕнче хутшăннă[7].

Галина Степановна Максимова 1940 çулта Мускав патшалăх консерваторин фортепиано факультетне пĕтернĕ хыççăн, вăл Мускавра Е. Вахтангов театрĕнче концертмейстер пулса ĕçленĕ. Вăл Омскри А. Тутышкинăн миниатюр театрĕнче те ĕçленĕ. 1945—1951 çулсенче вăл Мосэстрадăн солистки тата концертмейстерĕ пулнă. 1951—1969 çулсенче вăл Мускав филармонийĕнче ĕçленĕ. Вăл нумай паллă мусăкçăна аккомпаниациленĕ: Л. Коган, И. Ойстрах, Б. Гольдштейн, М. Ростропович. Вăл юрăçсене М. Михайлова, E. Чавдар, В. Фирсова, Ю. Мазурок, Р. Бейбутов аккомпаниациленĕ. Вăл балет артисчĕсене Г. Уланова, С. Головкина, Р. Стручкова, А. Лапаури аккомпаниациленĕ. Вăл ют çĕршывсенче нумай гастроль çинче пулнă. Вăл Канадăра, Англире, Финляндире, Египетра, Сирире, Ливанра, Чехословакире, Польшăра, Германире, Венгрире, Китайра тата ытти çĕршывсенче тупăшнă.

Пурнăçĕн юлашки çулĕсем

Великобританире Г. С. Максимова тата унăн упăшки Л.В Фейгин 1988 çултанпа пурăннă. Вĕсем унта Маргарет Тэтчер пулăшнипе лекнĕ. Унтан Галина Степановна Раççее çырнă[8]:

Пирĕн пурнăç лăпкăн иртет. Килте ларма юрататпăр, час-часах Брамс, Моцарт сонатисене вылятпăр. Ку пирĕн чи пысăк савăнăç... Мускавшăн, тăвансемшĕн питĕ тунсăхлатăп. Акӑлчан чĕлхине халӗ те вĕренсе çитеймерĕм, ватăлнăçем çăмăлрах чăваш сăмахĕсем асăн килеççĕ. Чăваш ялĕсем Кушкă-Çирĕклĕпе Вăтам Тимереш кăмăлăмра çуралаççĕ, унта 1917 çул хыççăн аннем вĕрентекен пулса ĕçленĕ. Илемлĕ чиркӳ, телейлĕ мӑнкун чанĕ...

Вăл 2004 ҫулхи пушăн 31-мĕшĕнче Лондонра вилнĕ.

Ӑнлантарусем

  1. ^ Деятели культуры и искусства : Артисты и музыканты : Максимова Галина Степановна. Чăваш Республикин наци библиотеки. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 2-мӗшӗ. Архивланӑ 2019 ҫулхи чӳкӗн 7-мӗшӗ.
  2. ^ 1, 2 Кондратьев М. Г. Максимов Степан Максимович. Электронная Чувашская энциклопедия. Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕ. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 2-мӗшӗ. Архивланӑ 2020 ҫулхи юпан 31-мӗшӗ.
  3. ^ Генеральный словник Дрожжановской энциклопедии. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 2-мӗшӗ. Архивланӑ 2019 ҫулхи чӳкӗн 9-мӗшӗ.
  4. ^ Чăваш халăх сăмахлăхĕ. VI том. Мифсемпе халапсем. Шупашкар, 1987. С.419.
  5. ^ Национальная библиотека: знаменательные и памятные даты Чувашии: 7 ноября. Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕ. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 2-мӗшӗ. Архивланӑ 2019 ҫулхи чӳкӗн 11-мӗшӗ.
  6. ^ Кондратьев, Михаил (1995). «Время раскрывать тайны». Лик Чуваши 3: 132-133.
  7. ^ 1, 2, 3 Илюхин, Ю.А. (1993). «Предисловие к воспоминаниям Галины Максимовой». Лик Чувашии 2: 52.
  8. ^ Сдержанный и чуткий аккомпаниатор. Чăваш Республикин культура, нацисемпе архив ĕçĕсен министерстви. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи утӑн 2-мӗшӗ. Архивланӑ 2019 ҫулхи чӳкӗн 12-мӗшӗ.

Литература

Каçăсем