Мальцев Юрий Николаевич

Ма́льцев Ю́рий Никола́евич (ҫур. 1947 ҫулхи ҫурлан 16-мӗшӗ, Улан-Удэ) — совет саманин тата Раҫҫейӗн математикӗ, алгебра, хисепсен теорийӗн тата математика логики енӗпе ӗҫлекен специалист. Физикӑпа математика ӑслӑлӑхӗсен докторӗ (1986), профессор (1989). Раҫҫей Федерацийӗн аслӑ шкулӗн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ (1998). Раҫҫейри аслӑ професси пӗлӗвӗн хисеплӗ ӗҫченӗ (1998). Вӑл Алтай крайӗнче математика енӗпе пӗрремӗш ӑслӑлӑх докторӗ шутланать[1].

Пурнӑҫӗ

Юрий Николаевич Мальцев 1947 ҫулхи ҫурлан 16-мӗшӗнче Улан-Удэ хулинче (Бурятин тӗп хули) ҫуралнӑ. Чӑваш[2]. Ашшӗ-амӑшӗ Чӑваш Республикин Патӑрьел районӗнчи Кивӗ Ахпӳрт ялӗнчен[3].

1970 ҫулта Ҫӗнҫӗпӗр патшалӑх университетӗнчен вӗренсе тухнӑ. 1973 ҫулта СССР Ӑслӑлӑх академийӗн Ҫӗпӗрти уйрӑмӗн Математика институтӗнче (Ҫӗнҫӗпӗр) аспирантурӑра пӗлӳ илнӗ.

1970—1975 ҫулсенче Ҫӗнҫӗпӗр патшалӑх университетӗнче студентсенче вӗрентнӗ тата СССР Ӑслӑлӑх академийӗн Ҫӗпӗрти уйрӑмӗн Математика институтӗнче кӗҫӗн ӑслӑлӑх ӗҫченӗ вырӑнӗнче вӑй хунӑ[2].

1975 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче Алтай патшалӑх университетне(выр.)чăв. (Барнаул хули) ӗҫлеме куҫнӑ. Кунта вӑл ҫак должноҫсенче ӗҫленӗ:

  • 1975—1979 тата 1981—1992 ҫулсенче — алгебра тата математика логики кафедрин пуҫлӑхӗ;
  • ҫав вӑхӑтрах — физикӑпа математика факультечӗн деканӗ;
  • 1979—1981 ҫулсенче — аслӑ ӑслӑлӑх ӗҫченӗ;
  • 1992 ҫултанпа — алгебра тата хисепсен теорийӗн кафедрин пуҫлӑхӗ.

1986 ҫулта «Критические кольца и многообразия ассоциативных колец» темӑпа доктор диссертацине хӳтӗленӗ. 1989 ҫулта профессор ятне тивӗҫнӗ[2].

2009—2021 ҫулсенче Алтай патшалӑх педагогика университетӗнче(выр.)чăв. алгебра тата математикӑна вӗрентес методика кафедрин профессорӗ пулса ӗҫленӗ, унтах вӑл «Хальхи алгебра» лабораторие тата ункӑсен теорийӗн ӑслӑлӑх шкулне ертсе пынӑ[4].

Тӗнче шайӗнчи университетсемпе ҫыхӑну тытни

1993—1994 ҫулсенче килӗшӳ туса Бразилири Сан-Паулу тата Бразилиа хулисен университечӗсенче ӗҫленӗ[2]. 2003—2004 ҫулсенче — Сеул хулинчи (Кӑнтӑр Корей) Аслӑ тӗпчевсен Корей институчӗн (KIAS) профессорӗ пулнӑ[4].

2016 ҫулта Юрий Николаевич Мальцев Мускаври аслӑ шкулсенчи виҫӗ ӗҫтешӗпе пӗрле Гонконгра иртнӗ тӗнчери 57-мӗш математика олимпиадин жюри йышне кӗнӗ[5].

Ӑслӑлӑхри ӗҫ-хӗлӗ

Ю. Н. Мальцевӑн ӑслӑлӑхри направленийӗ — хальхи алгебра, уйрӑмах тождествӑллӑ ҫыхӑнуллӑ ункӑсен теорийӗ.

Вӑл 80 ытла ӑслӑлӑх ӗҫӗн, 6 вӗрентӳ пособийӗпе монографин авторӗ пулать[2].

Тӗп ӗҫӗсем

  • О тождествах полных матричных алгебр // Сибирский математический журнал. — 1973. — Т. 14, № 6. — С. 1331—1335.
  • Базис тождеств алгебры верхних треугольных матриц // Алгебра и логика. — 1971. — Т. 10, № 4. — С. 393—400.
  • О представлении конечных колец матрицами над коммутативным кольцом // Математический сборник. — 1985. — Т. 128, № 3. — С. 372—382.
  • Строение колец, удовлетворяющих тождеству индекса два (Е. В. Журавлевпа пӗрле) // Сибирские электронные математические известия. — 2014. — Т. 11. — С. 207—214[6].

Хисепӗсем

  • Раҫҫей Федерацийӗн аслӑ шкулӗн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ (1998)[1].

Организацисен пайташӗ

  • Америкӑри математика обществин пайташӗ (1978 ҫултанпа);
  • Ҫӗпӗрти математика обществин пайташӗ (1981 ҫултанпа)[1].

Ӑнлантарусем

  1. ^ 1, 2, 3 «Образование и наука как образ жизни»: встреча с Ю.Н. Мальцевым. Алтайский государственный педагогический университет (5 юпан 2024). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи пушӑн 31-мӗшӗ.
  2. ^ 1, 2, 3, 4, 5 Мальцев Юрий Николаевич. Чувашская энциклопедия. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи пушӑн 31-мӗшӗ.
  3. ^ Мальцев Юрий Николаевич. Чăваш Енĕн ĕмĕрлĕхĕ. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи пушӑн 31-мӗшӗ.
  4. ^ 1, 2 Архив сотрудников: Мальцев Юрий Николаевич. Алтайский государственный университет, Институт математики и информационных технологий. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи пушӑн 31-мӗшӗ.
  5. ^ Ученица профессора Ю.Н. Мальцева назначена заместителем министра просвещения РФ (выр.). Алтайский государственный педагогический университет (19 юпан 2018). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи пушӑн 31-мӗшӗ.
  6. ^ Мальцев Юрий Николаевич. Math-Net.Ru. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи пушӑн 31-мӗшӗ.