Марков Никифор Николаевич
Марков Никифор Николаевич (1916 ҫулхи пушӑн 10-мӗшӗ, Чăваш Утарĕ, Воскресенская волость[d], Шупашкар уесӗ, Хусан кӗпӗрни, Раҫҫей империйӗ — 1997 ҫулхи ҫурлан 11-мӗшӗ, Наро-Фоминск[d], Мускав облаҫӗ, Раҫҫей Федерацийӗ) — Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑскер, Совет Союзӗн Паттӑрӗ, Ҫеҫенхир фрончӗн 46-мӗш ҫарӗн 236-мӗш стрелоксен дивизийӗн 496-мӗш уйрӑм разведка ротин разведчикӗ, кӗҫӗн сержант.
Пурнӑҫӗ
1916 ҫулхи пушӑн 10-мӗшӗнче Шупашкар уесӗнчи Воскресенски вулӑсӗнчи Чӑваш Утарӗ ялӗнче (халӗ Мари Эл Республикин Звенигово районӗ) хресчен ҫемйинче ҫуралнӑ. Чӑваш.
5 класс пӗтернӗ, ФЗУ шкулӗнчен тата Горькийри Шыв транспорчӗн инженерӗсен институчӗ ҫумӗнчи рабфакӑн 2 курсӗнчен вӗренсе тухнӑ. Атӑл ҫинче матрос пулса ӗҫленӗ, унтан Мари АССРӗнчи Звенигово хула евӗрлӗ посёлокри «Красный Волгарь» карап юсакан заводӑн столовӑйӗнче калькулятор вырӑнӗнче тӑрӑшнӑ.
Хӗрлӗ Ҫарта 1939 ҫултанпа. Куславкка районӗнчи ҫар комиссариачӗ урлӑ чӗнсе илнӗ. Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин фрончӗсенче — 1942 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнчен пуҫласа. 1945 ҫултанпа ВКП(б)/КПСС пайташӗ.
496-мӗш уйрӑм разведка ротин разведчикӗ Никифор Марков кӗҫӗн сержант 1943 ҫулхи авӑнӑн 26-мӗшӗн каҫхине Украинӑри Днепропетровск облаҫӗнчи Тури Днепровск районне кӗрекен Сошиновка ялӗ патӗнче разведка ушкӑнӗпе пӗрле Днепр урлӑ каҫнӑ. Плацдармшӑн пынӑ ҫапӑҫура разведчик-салтак тӑшманӑн сакӑр салтакне, пӗр офицера пӗтернӗ, алӑ пулемётне туртса илнӗ[1].
Ҫав ҫултах пӗр ҫапӑҫура Н. Н. Марков йывӑр аманнӑ. Ҫавӑн хыҫҫӑн унӑн чылай вӑхӑт хушши сипленме тивнӗ. 1944 ҫулта госпитальтен тухнӑ хыҫҫӑн паттӑр разведчика демобилизациленӗ.
Тутарстан тӗп хулинче — Хусан хулинче пурӑннӑ, 1952 ҫултанпа вара Мускав облаҫӗнчи Наро-Фоминск хулине пурӑнма куҫнӑ. Тивӗҫлӗ канӑва тухиччен Наро-Фоминскри пир-авӑр комбинатӗнче тӑрӑшнӑ.
1997 ҫулхи ҫурлан 11-мӗшӗнче вилнӗ. Наро-Фоминск хула округӗнчи Пашково ялӗнчи масарта пытарнӑ[2].
Хисепӗсем
СССР Аслӑ Канаш Президиумӗн 1943 ҫулхи чӳкӗн 1-мӗшӗнчи Хушӑвӗпе нимӗҫ-фашистсене хирӗҫ кӗрешнӗ май командирсен ҫар хушӑвӗсене тӗслӗхлӗ пурнӑҫланӑшӑн тата ҫав хушӑра паттӑрлӑхпа хастарлӑх кӑтартнӑшӑн Марков Никифор Николаевич кӗҫӗн сержанта Ленин орденӗпе тата «Ылтӑн Ҫӑлтӑр» медальпе чысласа Совет Союзӗн Паттӑрӗн ятне панӑ[1]. Ҫавӑн пекех вӑл 1-мӗш степеньлӗ Тӑван Ҫӗршыв вӑрҫин тата Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орденӗсене, медальсемпе тивӗҫнӗ.
Астӑвӑм
Ӑнлантарусем
- ^ 1, 2
Марков Никифор Николаевич «Ҫӗршыв Паттӑрӗсем» сайтра
- ^ 1, 2 На Аллее героев в Наро-Фоминске открыли памятник Никифору Маркову. РИАМО (28 ҫӑвӑн 2025). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи пушӑн 31-мӗшӗ.
- ^ Марков Никифор Николаевич. Чувашская энциклопедия. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи пушӑн 31-мӗшӗ.
- ^ В Наро-Фоминске открыли памятник Герою Советского Союза Никифору Маркову. Подмосковье Сегодня (28 ҫӑвӑн 2025). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи пушӑн 31-мӗшӗ.
Вуламалли
- Марий Эл Республикин энциклопедийӗ / Отв. ред. Н. И. Сараева. — 2009. — С. 527. — 872 с. — 3505 экз. — ISBN 978-5-94950-049-1.
- История Марийского края в лицах. 1941—1945 гг. Великая Отечественная война. — МарНИИЯЛИ, 2015. — С. 145—146. — 374 с. — 500 экз. — ISBN 978-5-94950-070-5.
- Мочаев В. А. Марийская биографическая энциклопедия / Авт.-сост. В. А. Мочаев. — 2-е изд. — Марийский биографический центр, 2017. — С. 272. — 606 с. — 1500 экз. — ISBN 978-5-905314-35-3.
Ссылки
Марков Никифор Николаевич «Ҫӗршыв Паттӑрӗсем» сайтра
.
