Метрополитен музейĕ (Нью-Йорк)

«РУВИКИ» ирӗклӗ энциклопединчи материал
Метрополитен музейĕ
акăл. Metropolitan Museum of Art
Никӗслекен Джон Тейлор Джонстон[d][1]
Почта индексӗ NY 10028
Общая выручка
  • 415 млн $ (2020)[2]
Описывается по ссылке fundinguniverse.com/…(акăлч.)
Аккредитован Американский альянс музеев[d][3]
Число посетителей в год
  • 5 240 000 ҫын (2010)[4]
  • 6 700 000 ҫын (2016)[5]
  • 6 692 909 ҫын (2017)
  • 6 226 727 ҫын (2013)
  • 6 953 927 ҫын (2018)[6]
  • 6 479 548 ҫын (2019)[7]
  • 1 958 000 ҫын (2021)[8]
Расположение штаб-квартиры
Ссылка на условия использования metmuseum.org/inf…(акăлч.)
Дочерние компании (организации, учреждения) Клойстерс[d], The Costume Institute[d], Институт костюма Анны Винтур[d], The American Wing[d], Ancient Near Eastern Art[d], Arms and Armor[d], The Michael C. Rockefeller Wing[d], Asian Art[d], Drawings and Prints[d], Egyptian Art[d], European Paintings[d], European Sculpture and Decorative Arts[d], Greek and Roman Art[d], Islamic Art[d], Medieval Art[d], Modern and Contemporary Art[d], Musical Instruments[d], Q67429146?, Robert Lehman Collection[d], Q67429148?, Q60596834? тата Q109479322?
Расположен на улице Пятая авеню[d] (1000)[9] тата Q46834891?
Администраципе территори пайӗ Манхэттен[d][10]
Патшалӑх
Прозвище The Met[11]
Online catalog URL metmuseum.org/art…(акăлч.)
Никӗсленӗ / йӗркеленӗ вӑхӑт 1870
Еткерлӗх статусӗ место из Национального реестра исторических мест США[d][12], Национальные исторические памятники США[d][13], достопримечательность Нью-Йорка[d] тата достопримечательность Нью-Йорка[d]
Собрание работ Национальная галерея искусства[d], Национальный музей мировых культур[d][14] тата Смитсоновский музей американского искусства[d][15]
National Taxonomy of Exempt Entities code A51[16]
Размер коллекции 2 000 000
Сӑн
Сайт официального магазина store.metmuseum.org(акăлч.)
Логотип
Официальное приложение The Metropolitan Museum of Art Android app[d]
Официаллӑ сайт metmuseum.org(акăлч.)
Архитектор Хант, Ричард Моррис[d][17][18], Калверт Вокс[d][9][18], Моулд, Джейкоб Рэй[d][9][18] тата McKim, Mead & White[d][19][18][…]
Владеет Young man in Mayo costume[d], Распятие и Страшный суд[d], Q728373?, Жатва[d], Madonna and Child with Angels[d], Шахматисты[d], Tilla Durieux[d], Колесница из Монтелеоне[d], Благовещение[d], Q3937681?, Женщина с попугаем[d], Q17355822?, Portrait of Petrus Scriverius[d], Portrait of Anna van der Aar[d], Q18511742?, Q19905413?, Peasant Woman Cooking by a Fireplace[d], Q19906252?, Q19911492?, Portrait of a Man, Said to be Christopher Columbus (born about 1446, died 1506)[d], Q19924921?, Q19925787?, The Potato Peeler[d], Old Age in Search of Youth[d], Adam and Eve in Paradise[d], Armor of Emperor Ferdinand I[d], Q29003788?, Q29385588?, Q30339474?, Terracotta kylix (drinking cup)[d], Terracotta oinochoe: olpe (round-mouthed jug)[d], Terracotta plate[d], Terracotta kylix (drinking cup)[d], Q52624955?, Q53445802?, Q55656666?, Женщина в волнах[d] тата Q72650?
Менеджер/директор Q1338563?
Пожертвования 234 480 872 $[20]
Организационно-правовая форма организация 501(c)(3)[d][2][21]
Ӳкерчĕк:Metropolitan Museum of Art - panoramio (4).jpg
Категория Викисклада для интерьера элемента Q75107930?
Метрополитен музейĕ (Нью-Йорк)Мир (Земля) çинче
Метрополитен музейĕ (Нью-Йорк) (Мир (Земля))
Логотип РУВИКИ.Медиа РУВИКИ.Медиа ҫинчи материалсем

«Метрополитен-музей» (куракансем килсе çÿренипе тӑваттӑмӗш вырăнта[22] тăракан ӳнер музейӗ. Нью-Йоркра, АПШ-ра вырнаҫнӑ. 2018 ҫултанпа музея тӳлевсӗр кӗме Нью-Йорк ҫыннисене кӑна ирӗк панӑ, ыттисене вара 30$ тӳлеттереҫҫӗ.

Музей кун-ҫулӗ

Музея 1870 ҫулхи акан 13-мӗшӗнче Америка бизнесменӗсемпе ӳнере кӑмӑллакансен ушкӑнӗ (the Union League Club of New York) никӗсленӗ. Халӑх валли вӑл пӗрремӗш хут 1872 ҫулхи нарӑсӑн 20-мӗшӗнче уҫӑлнӑ. Унăн пӗрремӗш президенчӗ Джон Тейлор Джонстон пулнă, ӗҫ тӑвакан директорӗ — Джордж Палмер Патнэм издатель. Кӗмелли билетсем вырăнне чи малтанах тӗрлӗ тӗслӗ ҫаврака пӗчӗк значоксемпе усӑ курнӑ, кашни кун хӑйӗн тӗсӗ пулнӑ (ку системăна пӑрахӑҫличчен юлашки ҫулсенче кашни кун 16 вариантран ӑнсӑртран илнӗ пĕр тĕсе суйланӑ [23]) . Значоксене тум ҫумне ҫирӗплетме те, хăвăнпа пĕрле парне пек илме те юранă, туристсенчен нумайăшĕ çапла тунă та, Нью-Йоркра пурӑнакансем хӑйсем те значоксене асӑнмалӑх илсе кайнă). 2014 ҫулта музей металл значокĕсемпе усӑ курма пӑрахнӑ та ҫыпӑҫтаркӑчсем ҫине куҫнӑ[24].

Музей ҫурчӗ

Интерьер

Хӑйӗн хальхи ҫуртне, Пиллӗкмӗш авеню, 1000№ ҫурт адреспа вырнаçнă, Калверт Вокспа Джейкоб Моулд америка архитекторӗсем бозар стилӗпе тунӑ ҫурта музей 1880-мӗш ҫулта куҫнӑ.

Музей коллекцийӗ

Музей коллекцийӗ виҫӗ уйрӑм ҫын коллекци ҫине никӗсленет, унта Европăри художниксем хайланӑ 174 сӑрӑ ӳнерӗн ӗҫӗ кӗрет, вӗсен хушшинче Халс, Ван Дейк, Тьеполо тата Пуссен ӗҫӗсем пур.

Музейӗн ӳнер ӗҫӗсен пуххи хӑвӑрт ӳссе пынӑ, Джон Кенсетт вилнӗ хыҫҫӑн унӑн уйрӑм коллекцийĕнчен 38 ӳкерчĕк музея лекнӗ. Анчах музей чапӗ тӗнче шайне XX ӗмӗрте кӑна сарӑлнӑ. 1907 ҫулта музей Огюст Ренуартан хӑйӗн пӗрремӗш картинине укçалла туяннӑ. Паянхи куна илес пулсан импрессионистсемпе постимпрессионистсен ӗҫӗсемпе тивӗҫлипе мухтанать. 1943-мӗш ҫулта музее Мейтленд Ф. Григгс халалласа хӑварнипе Либерале да Верон рыцарь романӗнчи юратупа ҫыхӑннӑ сюжета тӗпе хурса хатӗрленӗ кассонӑн (ҫав шутра пурне те паллӑ «Шахматистсем» те кӗнӗ) икӗ панелӗ лекнӗ. 1979 ҫул тӗлне Вермеер алли ӳкернӗ 40 ӗҫрен пиллӗкӗшӗ Метрополитенăн пуххинче пулнӑ. Египет ӳнерӗн пуххине илес пулсан вӑл тӗнчери чи тулли те, чи калӑпӑшлисенчен пӗри шутланать.

Паянхи куна илсен музейре ялан курма май пур коллекцисенче икӗ миллион ытла ӳнер ӗҫӗ пур. Метрополитенра тӗрлӗ йышши коллекцисем чылай. Франсуа Буше Франци художникӗн ӳкерчӗкӗ тӑрӑх хатӗрленӗ Джон Инграм британ гравёрӗн Уолкер Эвансӑн, Диана Арбюсӑн, Альфред Стиглицӑн тата ыттисен ӗҫӗсем пур.

2013 ҫулхи ака уйӑхӗнче Леонард Лаудер коллекционер хӑйӗн пуххинчи кубизм мелӗпе хайланӑ 78 ӗҫе, ҫав шутра Пикассон 33 ĕçне, музее парнеленĕ[25].

Музей ҫулсерен «Çулсеренхи отчёт» пичетлесе кӑларать, унта ҫӗнӗрен туяннă ӗҫсене асӑнса тухаҫҫӗ. Музей унсӑр пуҫне The Metropolitan Museum of Art Bulletin печетлесе кӑларать.

2017 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнче музей хӑйӗн пуххинчи 375 000 ӳнер ӗҫĕн цифрланӑ ӳкерчӗкĕсемпе пурне те ирӗклӗ паллашма май туса панӑ. Ку картинӑсемпе тата сӑнӳкерчӗксемпе коммерцилле майпа та, тӳлевсӗр майпа та ирӗклӗн усӑ курма май пур ("CC0" шайӗ). Унсӑр пуҫне вӗсене редакцилеме юрать, ҫӗнӗ хайлавсен пайӗсем пек те усӑ курма май пур[26].

Костюм институчӗ

Костюм институчӗ Нью-Йоркра ҫулсерен иртекен хӑйӗн «Мет Гала» ятлӑ шоупа паллӑ.

Тумтир ӳнерӗн музейне Эйлин Бернстайнпа Айрин Левисон никӗсленӗ. 1937 ҫулта вӑл Метрополитен-музей шутне кӗнӗ, ячӗ Костюм институчӗ ҫине улшӑннӑ. Паян унӑн пуххинче 35 000 ытла тӗрлӗ тумтирпа аксессуар вырнаҫнӑ. Маларах Институт музей ҫурчӗн аялти пайӗнчи галерейӑра вырнаçнă пулнӑ, вӑл «никӗс» (Basement) ятпа паллӑ пулнӑ; хальхи вӑхӑтра экспонатсен черченлӗхне пула ялан ӗҫлекен экспозици ҫук. Ун вырӑнне Институт ҫулталӑкне икӗ хутчен Метрополитен-музей галерейисенче тумтирсен куравне йӗркелет, ҫав вӑхӑтрах кашни курава пӗр-пӗр дизайнер ӗҫӗсене е темӑна халаллаҫҫӗ.

Костюм институчӗн Кристобаль Баленсиага, Ив Сен-Лоран, Джанни Версаче пек дизайнерсем ҫинчен тата илем туйӑмне пӗлекен Диана Вриланд, М. Бисмарк, Б. Пэйли, Дж. Райтсмен, Жаклин Кеннеди, Н. Кемпнер, Айрис Апфель пек талантлă ӑстасем ҫинчен каласа паракан куравсемпе паллашма музея нумай ҫын килет. Ҫулсерен иртекен «Мет Гала» шоу (унӑн ертӳҫисем хушшинче Vogue журналӑн тӗп редакторӗ Анна Винтур) мода тӗнчинче хӑйне евӗрлӗ питӗ паллӑ та уникаллă пулăм шутланать: сӑмахран, 2007 ҫулта туянма май пур кашни 700 билет хакӗ 6500 $ танлашнӑ. Кашни курав модӑна социаллӑ хаклӑхсен тӗкӗрӗ пек кӑтартать, авалхи стильсемпе паллаштарать, паянхи модӑна мĕнле витӗм кӳме пултарнин эволюцине палӑртать.

Юлашки вунӑҫуллӑхра иртнӗ куравсен тӗслӗхӗсем:

  • «Rock Style» (1999), 40 ытла рок-мусӑкҫӑ стильне халалланӑ, вĕсен шутĕнче Мадонна, Дэвид Боуи тата The Beatles;
  • «Extreme Beauty: The Body Transformede» (2001), вӑл вӑхӑт иртнӗҫемӗн улшӑнса пыракан кĕлетке илемӗн идеалӗсене тата ҫӗнӗ модӑпа килӗшсе тӑмашкӑн кӗлеткене улӑштармалли майсене кӑтартать;
  • «The Chanel Exhibity» (2005), Коко Шанеле (историри чи паллӑ дизайнерсенчен пӗри пулнине палӑртса) хисеплесе ирттернӗ;
  • «Superheroes: Fashion and Fantasy» (2008), супергеройсене мода идолӗсем пек метафорӑлла палӑртса ирттернӗ;
  • «American Woman: Fashioning a National Identity» (2010), 1890–1940 ҫулсенчи АПШ хӗрарӑмĕсен модинчи революцилле улшӑнăвĕсемпе паллаштарнӑ, вӗсем хӑйсен вӑхӑтӗнчи политикӑпа социаллӑ идейӑсене мӗнле кӑтартса панине сӑнласа панӑ.

2014 ҫулхи кӑрлачӑн 14-мӗшӗнчен пуҫласа костюм институчӗн комплексӗ Анна Винтур ячӗпе хисепленет. Институт кураторӗ — Эндрю Болтон.

Ази ӳнерӗ

Китай картишӗ

Музейӑн Ази пайӗн пуххинче 35 000 ытла экспонат пур, тен, АПШ-ра унтан туллирех коллекци ҫук та пулӗ. Вӑл музее никӗсленипе пӗр харӑсах тенӗ пек йӗркеленнӗ: филантропсем музее парнеленӗ сайра тӗл пулакан япаласем хушшинче час-часах Азирен кӳрсе килнĕ япаласем пулнӑ. Паянхи куна илес пулсан ҫак япаласен пуххи валли уйрӑм пай уйӑрнӑ. Вӑл Ази ӳнерӗн историйӗнчи 4000 яхӑн ҫула ҫавӑрса илет; унта Азинчи мӗнпур цивилизаци ӗҫӗсем, унсӑр пуҫне декораци ӳнерӗн мӗнпур тӗсӗсем пур — живопиҫпе скульптурӑпа ӳнерле шӑрантару таран. Ӳнер ӗҫӗсемпе тӗнпе ҫыхӑннӑ япаласемсӗр пуҫне пухӑмра ахаль пурнăçра усӑ курма ӑсталанӑ япаласем те сахал мар. Коллекцинче уйрӑмах йышлӑ Китай живопиҫӗпе каллиграфине, ҫавӑн пекех Сучжоури тетел ӑстин картишӗн тӗслӗхне тӗпе хурса Мин династийӗн стилӗпе пурнӑҫнӑнӑ сад-картише палӑртмалла.

Африка, Океани тата Америка ӳнерӗ

Пӗрремӗш хут Метрополитен музейĕ авалхи перуан япалисен пухӑвне 1882 ҫулта илнĕ, анчах та Африкӑран, Океанирен тата икӗ Америкӑран экспонатсем тӗллевлӗн туянасси 1969 ҫулта магнат тата филантроп Нельсон Рокфеллер хӑйӗн 3000 ытла япала шутне кӗрекен коллекцине музее панинчен кӑна пуҫланнӑ. Паян музей коллекцийӗ шутне Хура Африкӑран, Америкӑран тата Лӑпкӑ океан утравӗсенчен килнĕ 11 пин ытла экспонат кӗретасмат йывӑҫҫинчен касса кӑларнӑ 4,6 м ҫӳллӗш юпасен ушкӑнӗ, Клаус Перлс антиквар музее парнеленӗ Бенин патшалӑхӗн патшисен харпӑр тата церемони япалисен пуххин экспоначĕсем кӗреҫҫӗ. Экспонатсене тунӑ тӗрлӗ материалсене шута хурсан, музей пӗр сӑмахсӑрах пӗрремӗш вырӑн йышӑнать: авалхи ӑстасем пуринпе те — хаклӑ металлсенчен пуҫласа дикобраз йӗпписемпе таранах — усӑ курнӑ.

Авалхи Тухӑҫ ӳнерӗ

XIX ӗмӗрӗн вӗҫӗнчен пуҫласа музей Авалхи Тухӑҫра ӑсталанӑ ӳнер ӗҫӗсемпе артефакчӗсене туянма тытӑннӑ. Чи малтанах ҫак ӗҫсен пуххи темиҫе клинопиç хӑмисемпе пичечӗсенчен тӑнӑ, паянхи куна илес пулсан вара унӑн калӑпӑшӗ 7000 экспонатран та иртнӗ. Экспозици санидсен, вавилонсен, эламсен тата ытти культурӑсен япалисем те кӗреҫҫӗ, унсӑр пуҫне II Ашшур-нацир-апал Ассири патшин ҫурҫӗр-анӑҫ керменне сыхлакан ламассу кӳлеписен пуххи.

Хӗҫпӑшал тата çар тумĕ

Хӗҫпӑшалпа ҫар тумӗн тӗп залӗ

Музейӑн чи калӑпӑшлӑ уйрӑмӗченсен пӗрине тӗрлӗ вӑхӑтри тата культурӑри хӗҫпӑшалпа вӑрҫӑ хатӗрӗсем валли уйӑрнӑ. Асӑннӑ коллекцин пӗрремӗш экспоначӗсене 1881 ҫулта туяннӑ. 1904 ҫулта музей Европӑпа Японири хӗҫпӑшалӗсенчен тӑракан икӗ пысӑк пухӑм туяннӑ, кун хыҫҫӑн ҫак коллекци пирки тӗнче шайĕнче пӗлме пуҫланӑ; 1912 ҫулта вара ятарлӑ уйрӑм йӗркеленӗ. Унӑн тӗп залне кӗнӗ чухне килен-каян чи малтан зал варрипе сиктерсе пынă пек вырнаçтарнă юланут рыцарьсен ушкӑнне курать. Кӳлепесен ҫак ушкӑнне йӑх тымарӗ Раҫҫейре вырнаҫнӑ Леонид Тарасюк (1925—1990) тӗпчевҫӗ тата ҫивӗч хӗҫ историйӗпе ӗҫлекен ӑстаҫӑ пулӑшнипе 1975 ҫулта вырнаҫтарнӑ. Экспозицинче чи пӗлтерӗшлӗ вырӑнта экспонатсене ӑста пурнӑҫласси шутланать, ҫавӑнпа та вӗсен хушшинче парадра усӑ курмалли тата илемлетнӗ япаласем сахал мар. Европӑри Вӑтам ӗмӗрсенчи тата Японири V—XIX ӗмӗрсенчи япаласене уйрӑмах анлӑн кӑтартнӑ, анчах та пӗтӗмӗшле илсен, тӗнчери регионсене ҫавӑрса илес енӗпе ку пай пӗрремӗш вырӑнта тӑрать — унта Малти Тухӑҫран, кольтсем) вырӑн тупнӑ. Экспонатсем хушшинче Иранран тата Анатолирен илсе килнӗ XV—XVI ӗмӗрти вӑрҫӑ хатӗрӗсем, ҫавӑн пекех Аслӑ Моголсен патшалӑхӗнчен ҫитернӗ хитре чулсемпе капӑрлатнӑ хӗҫпӑшал пур. Коллекци пӗтӗмпе 14 пине яхӑн япаларан тӑратьФердинанд император усӑ курнӑ çар тумĕсем те пур.

Музей пайӗсем

Хальхи вӑхӑтра Метрополитенра ҫак пайсем (curatorial departments) ӗҫлеҫҫӗ:

  • Америкӑн декоративлӑ ӳнерӗн пайĕ
  • Америкӑн живопиҫӗпе скульптурисен пайĕ
  • Авалхи хӗвелтухӑҫ ӳнерӗн пайĕ
  • Хӗҫ-пӑшалпа çар тумĕн пайĕ
  • Африка, Океан тата Америка ӳнерӗн пайĕ
  • Ази ӳнерӗн пайĕ
  • Вӑтам Ӗмӗрти Галерея (The Cloisters)
  • Костюм институчӗн пайĕ
  • Ӳкерчӗксемпе литографисен пайĕ
  • Авалхи Египет ӳнерӗн пайĕ
  • Европа живопиҫӗн пайĕ
  • Европа скульптурипе декораци ӳнерӗн пайĕ
  • Авалхи Греципе Рим ӳнерӗн пайĕ
  • Ислам ӳнерӗн пайĕ
  • Роберт Леман пуххин пайĕ
  • Вулавӑшсем
  • Вӑтам ӗмӗр ӳнерӗн пайĕ
  • Хальхи ӳнер пайĕ
  • Музыка инструменчӗсен пайĕ
  • Сӑнӳкерчӗксен пайĕ

Ялан ĕçлекен ҫак экспозицисемсӗр пуҫне тата вӑхӑтлӑх куравсем ирттермелли темиҫе зал пур.

Массӑллӑ культурӑра

Музейпе Э. Конигсбург ача-пӑча валли ҫырнӑ «Из архива миссис Базиль Э. Франквайлер, самый запутанного в мире» (чӑв. Базиль Э. Франквайлер миссис архивӗнчен, тӗнчери чи пӑтранчӑккинчен) детектив сюжечӗ ҫыхӑннӑ.

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

  • Стефан Шор — Метрополитен музейĕнче хăй пурăннă чух персоналлӑ курава тивӗҫнӗ фотограф.
  • Авалхи йӑла-йӗрке ӳнерӗн музейӗ

Ӑнлантарусем

  1. ^ https://www.lhry.org/remembering-john-taylor-johnston
  2. ^ 1, 2 тата 3 https://www.charitynavigator.org/ein/131624086
  3. ^ http://ww2.aam-us.org/resources/assessment-programs/accreditation/accredited-museums
  4. ^ https://www.metmuseum.org/press/news/2010/metropolitan-museum-announces-524-million-annual-attendance-highest-since-2001-as-fiscal-year-ends — 2010.
  5. ^ CNN.com — 2017.
  6. ^ Art's most popular (англ.): Exhibition and museum visitor figures 2018 // The Art Newspaper — 2019. — Vol. XXVIII, Iss. 311. — ISSN 0960-6556
  7. ^ Art's most popular (англ.): Exhibition and museum visitor figures 2019 // The Art Newspaper — 2020. — Vol. XXIX, Iss. 322. — ISSN 0960-6556
  8. ^ Art's most popular (англ.): Exhibition and museum visitor figures 2021 // The Art Newspaper — 2022. — ISSN 0960-6556
  9. ^ 1, 2 тата 3 Emporis (Firm) Emporis Building Directory (англ.) — Darmstadt: Emporis GmbH.
  10. ^ 1 тата 2 archINFORM (нем.) — 1994.
  11. ^ http://www.metmuseum.org/
  12. ^ National Register of Historic Places (англ.) — 1966.
  13. ^ https://www.nps.gov/subjects/nationalhistoriclandmarks/list-of-nhls-by-state.htm#onthisPage-32
  14. ^ The Metropolitan Museum of Art // NMVW-collection website
  15. ^ Smithsonian American Art Museum person/institution ID
  16. ^ https://nccs.urban.org/publication/largest-active-and-reporting-arts-public-charities-expenses
  17. ^ https://www.britannica.com/biography/Richard-Morris-Hunt
  18. ^ 1, 2, 3 тата 4 7. Description // National Register of Historic Places nomination form
  19. ^ Structurae (англ.) — Ratingen: 1998.
  20. ^ https://www.charitynavigator.org/index.cfm?bay=search.summary&orgid=4086&oldpage
  21. ^ THE METROPOLITAN MUSEUM OF ART // Nonprofit Explorer: Research Tax-Exempt Organizations
  22. ^ Рейтинг посещаемости музеев и выставок // The Art Newspaper Russia № 4 (23). — 2014. — май.
  23. ^ James Moske This Weekend in Met History: January 1. Now at the Met. Metropolitan Museum of Art (2010-12-30).
  24. ^ MICHAEL SILVERBERG and RANDY KENNEDY. How Shocking: Met Unbuttons, New York Times (2013-06-27). Тĕрĕсленĕ 30 Авӑн уйӑхӗн 2017.
  25. ^ Metropolitan Museum Announces Gift of Major Cubist Collection Comprising 78 Works by Picasso, Braque, Gris, and Léger from Leonard A. Lauder and Creation of New Research Center for Modern Art.
  26. ^ The Met Makes Its Images of Public-Domain Artworks Freely Available through New Open Access Policy | The Metropolitan Museum of Art. www.metmuseum.org. Тĕрĕсленĕ 20 Нарӑс уйӑхӗн 2017.
  27. ^ The Metropolitan Museum of Art — Arts of Africa, Oceania, and the Americas.
  28. ^ The Metropolitan Museum of Art — Arms and Armor.

Каҫӑсем

WP-TranslationProject TwoFlags.svg Ку статьяна РУВИКИН Вырӑс уйрӑмӗнчи Метрополитен-музей статьяна чӑвашла куҫарса хатӗрленӗ.