Миронов Николай Фёдорович
Миронов Николай Фёдорович (1924 ҫулхи раштавӑн 7-мӗшӗ, Александровка, Патӑрьел уесӗ, Чӑваш Автономи облаҫӗ — 2014 ҫулхи юпан 7-мӗшӗ, Александровка, Комсомольски районӗ, Чӑваш Республики, Раҫҫей Федерацийӗ) — Чӑваш АССРӗн Комсомольски районӗнчи «Россия» колхоз бригадирӗ. Социализмла Ӗҫ Паттӑрӗ (1973)[1]. Комсомольски районӗн хисеплӗ гражданинӗ[2][3].
Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ
1924 ҫулхи раштавӑн 10-мӗшӗнче Чӑваш автономи облаҫӗнчи Александровка ялӗнчи хресчен кил-йышӗнче ҫуралнӑ. Ялти ҫичӗ ҫул вӗренмелли шкултан вӗренсе тухнӑ. 1938 ҫулта Калинин ячӗллӗ колхозра ӗҫлеме пуҫланӑ, ҫав вӑхӑтрах Комсомольскинчи вӑтам шкулта малалла вӗреннӗ[4]. Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче Хӗрлӗ Ҫар ретне тӑнӑ, фронта ӑсатнӑ[5]. 91-мӗш стрелоксен дивизийӗн 561-мӗш стрелоксен полкӗн рядовойӗ пулса ҫапӑҫнӑ, пуҫӗнчен йывӑр аманнӑ[1]. Госпитальте сипленнӗ хыҫҫӑн, 1943 ҫулта, комиссиленӗ. Александровка ялне таврӑнсан колхозри уй-хир бригадин бригадирӗ, унтан кладовщик пулса ӗҫленӗ. Кӑшт вӑхӑт иртсен «Россия» колхоз председателӗн ҫумне суйланӑ. Ун хыҫҫӑн комплекслӑ уй-хир бригадине ертсе пынӑ. Вӑл ертсе пынипе вӑл малти вырӑна тухнӑ.
1971 ҫулхи ака уйӑхӗнче 8-мӗш пилӗкҫуллӑх пӗтӗмлетӗвӗсемпе пысӑк ӗҫ кӑтартӑвӗсемшӗн Ӗҫлӗх Хӗрлӗ Ялав орденӗпе наградӑланӑ. Николай Миронов ертсе пыракан бригада производство кӑтартӑвӗсемпе районта малта пыракан шутланнӑ.
1973 ҫулхи раштавӑн 11-мӗшӗнче СССР Аслӑ Канашӗн Президиумӗн Хушӑвӗпе Пӗтӗм Союзри социализмла ӑмӑртура тунӑ пысӑк ҫитӗнӳсемшӗн тата йышӑннӑ обязательствӑсене пурнӑҫласа патшалӑха тырӑ тата ҫӗр ӗҫӗн ытти продукчӗсене ӳстерес тата сутас енӗпе пурнӑҫласа ӗҫ паттӑрлӑхне кӑтартнӑшӑн ӑна Ленин орденӗ тата «Ҫурлапа Мӑлатук» ылтӑн медаль парса Социализмла Ӗҫ Паттӑрӗн ятне панӑ[1].
2012 ҫулта Чӑваш Республикинчи Комсомольски районӗн пӗрремӗш Хисеплӗ гражданинӗ пулса тӑнӑ (27.03.2012)[2][3].
Александровка ялӗнче пурӑннӑ. 2014 ҫулхи юпа уйӑхӗн 7-мӗшӗнче вилнӗ[1].
Обществӑлла ӗҫ
Обществӑпа политика ӗҫне хастар хутшӑннӑ: КПСС Комсомольски райкомӗн бюровӗн пайташӗ, Комсомольски районӗн халӑх депутачӗсен Канашӗн депутачӗ пулнӑ.
Хисепӗсем
- Социализмла Ӗҫ Паттӑрӗ (11.12.1973),
- Ленин орденӗ (11.12.1973, № 421673),
- «Ҫурлапа Мӑлатук» ылтӑн медаль (11.12.1973, № 16148),
- Тӑван Ҫӗршыв вӑрҫин орденӗн I степенӗ,
- Тӑван Ҫӗршыв вӑрҫин орденӗн II степенӗ (11.03.1985),
- Ӗҫлӗх Хӗрлӗ Ялав орденӗ (08.04.1971),
- Комсомольски районӗн Хисеплӗ гражданинӗ (27.03.2012),
- медальсем.
Ӑнлантарусем
- ^ 1, 2, 3, 4 Миронов Николай Фёдорович. Герои страны. Пӑхнӑ кун: 2021 ҫулхи пушӑн 21-мӗшӗ.
- ^ 1, 2 Гражданин в почете — Советская Чувашия. Пӑхнӑ кун: 2021 ҫулхи пушӑн 21-мӗшӗ. Архивланӑ 2020 ҫулхи чӳкӗн 28-мӗшӗ.
- ^ 1, 2 Миронов Николай Фёдорович. Чувашская энцикопедия. Пӑхнӑ кун: 2021 ҫулхи пушӑн 21-мӗшӗ. Архивланӑ 2021 ҫулхи пушӑн 7-мӗшӗ.
- ^ Герои Социалистического Труда : Миронов Николай Федорович. Культурное наследие Чувашии. Пӑхнӑ кун: 2021 ҫулхи пушӑн 21-мӗшӗ.
- ^ Миронов Николай Федорович. Память народа. Пӑхнӑ кун: 2021 ҫулхи пушӑн 21-мӗшӗ.
Вуламалли
- Архипова, Н. Ӗҫ паттӑрӗсене манас марччӗ / Н. Архипова // Каҫал ен (Комсомольски районӗ) — 2016. — 17 ҫу. — С. 2 : cӑн ӳкерчӗк.
- Николай Миронов (1924-2014) // Хыпар. — 2019. — 6 авӑн/сентябрь. — С. 13.
- Григорьев, В. Я. Миронов Николай Федорович / В. Я. Григорьев // Энциклопедия Комсомольского района. — Чебоксары, 2009. — С. 379.
- Мадебейкин, И. Н. Миронов Николай Федорович / И. Н. Мадебейкин // Чувашская энциклопедия. — Чебоксары, 2009. — Т. 3 : М-Се. — С. 99.
- Миронов Николай Федорович // Энциклопедия агропромышленного комплекса Чувашской Республики. — Чебоксары, 2017. — С. 362.
- Почетные граждане Комсомольского района // Кӗтне шевлисем. — 2016. — Апр. (№ 1). — С. 3 : фот.
- Шитлаева, З. Гражданин в почете / З. Шитлаева // Советская Чувашия. — 2012. — 29 марта. — С. 5.