Пурнăçĕ

1884 çулхи чӳк уйăхĕн 15-мĕшĕнче Хусан кӗпӗрнин Етӗрне уесӗнчи (халӗ Чӑваш Республикин Муркаш районӗнче) Çӗмӗртлӗх Чемей ялĕнче çуралнă.

1906 ҫулхи кӗркуннеччен Чулхулара рабочи пулса вӑй хунӑ.

1907 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнче Чемей тӑрӑхӗнче пӑлхав ҫӗкленнӗ, ӑна Пӗрремӗш революцие хутшӑннӑ Морев ертсе пынӑ. Пăлхава Чемей, Елшик, Тăмкасси, Çӗмӗртлӗх Чемей, Варпуҫ ялсенчи 500 ытла хресчен хутшăннă. Пăлхава хĕрхенмесĕр путарнӑ хыҫҫӑн Иван Михайловича тытса кайнă. 1909 çулта тăван ялне таврăннă, анчах та нумай вăхӑт та иртмен ăна каллех тытса кайнă. 1911 çулта ăна виççĕмĕш хут арестленӗ.

19211932 çулсенче Казахстанра ĕçленĕ. 19321939 çулсенче Чăваш Ене таврăннă хыççăн тĕрлĕ организацисенче бухгалтер пулса ĕçленĕ.

1939 çулта Морев кил-йышĕпе Сарăту облаçне куçса кайнă, Усовка ялӗнчи кирпӗч заводӗнче бухгалтер пулса ӗҫленӗ. Мĕн виличчен общество ĕçне хастар хутшăннă.

1977 çулхи нарăс уйăхĕнче Сарăту облаçĕнчи Усовка ялĕнче вилнĕ[1][2].

Ӑнлантарусем

  1. ^ А. В. Изоркин. Морев Иван Михайлович (выр.). Чувашская энциклопедия. Чувашский государственный институт гуманитарных наук. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи кӑрлачӑн 28-мӗшӗ.
  2. ^ Морев, Иван Михайлович (революционер; 15.11.1884-февраль 1977) (выр.). Наследие Чувашии. Национальная библиотека Чувашской Республики. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи кӑрлачӑн 28-мӗшӗ.

Литература

  • Буцевицкий В. Звонил набат в Черемееве // Они боролись за счастье народное. Ч., 1980;
  • Буцевицкий, В. Паттӑр янташ / В. Буцевицкий // Пионер сасси. — 1980. — 14 июнь;
  • Григорьев П. Чемей пӑлхавӗ : историллӗ кӗске очерк / П. Григорьев // Ялав. — 1949. — № 2. — С. 31-32;
  • Матросов, И. Ӗмӗре юлать / И. Матросов // Коммунизм ялавӗ. — 1989. — 1 дек.;
  • Михайлов, Ю. Чемей хресченӗсен пӑлхавӗ / Ю. Михайлов // Хыпар. — 2017. — 9 ҫӗртме/июнь. — С. 5 : сӑн ӳкерчӗк;
  • Eрагин, E. Иван Морев // Eрагин, E. Моргаушский край / E. Eрагин. — Моргауши, 1994. — С. 42-44;
  • Изоркин, А. В. Морев Иван Михайлович / А. В. Изоркин // Краткая чувашская энциклопедия. — Чебоксары, 2001. — С. 278;
  • Изоркин, А. В. Морев Иван Михайлович / А. В. Изоркин // Чувашская энциклопедия. — Чебоксары, 2009. — Т. 3 : М-Се. — С. 138-139;
  • Морев Иван Михайлович // Энциклопедия Моргаушского района. — Чебоксары, 2020. — С. 254.