Натураллă хисепсем — йĕркипе шутланă чухне пулса тухакан хисепсем.
Натураллă хисепсене икĕ майлă палăртаççĕ:
япаласене шутласа пыни (нумĕрлени) пек (пĕрремĕш, иккĕмĕш, виççĕмĕш…) —тĕнчери пур çĕршывсенче (Раççейре те) пĕтĕмĕшле çапла йышăннă.
япаласен шутне кăтартса (япаласем çук, пĕр япала, икĕ япала…) — кăна Бурбаки ĕçĕсенче пĕтĕмĕшле йышăннă, унта натураллă хисепсене вĕçсĕр мар йышсен хăвачĕ пек палăртаççĕ.
Минуслă хисепсем тата тулли мар хисепсем — натураллă хисепсем пулмаççĕ.
Натураллă хисепсен йышне çапла символпа кăтартаççĕ: .
Натураллă хисепсен йышĕ вĕçĕ-хĕррисĕр — яланах кирек епле натураллă хисепрен пысăкраххи тупăнать.
Пурлăх хисепĕсемпе йĕркипе шутлама усă кураççĕ (пĕр панулми, икĕ панулми, виçĕ панулми т. ыт. те).
(Эхер хăш çирĕлетни (индукци бази) тĕрĕс шутланать тата кирек епле чух тата тĕрĕс пулсан, та тĕрĕс пулĕ (индукциллĕ ăнкарту), ĕнтĕ кирек епле пурлăх хисепĕшĕн тĕрĕс пулса тăрать.
Капаша хăпартни(капаштарни) , ăçта a — капашăн тĕпĕ, b — капашăн кăтартăвĕ. Эхер тĕпĕ тата кăтартăвĕ пурлăхлă, ĕнтĕвĕçĕмлĕ хисепĕ те пурлăхлă пулать.
Кăларни. Сахалланаканĕ Кăлараканĕ = Уйрăлăвĕ. Сахалланаканĕ Кăлараканĕ = Уйрăлавĕ. Кун чухне сахаллаканĕ кăлараканĕнчен пĕчĕкрех пулмалла (е унпа тан, эхер те 0 пурлăх хисепĕ вырăнне хурсан).