Никифоров Иван Никифорович (Социализмла Ӗҫ Паттӑрӗ)
Ҫын пирки | |
Никифоров Иван Никифорович | |
![]() | |
Çуралнă вăхăт | 1910 ҫулхи кӑрлачӑн 24-мӗшӗ |
---|---|
Çуралнă вырăн | |
Вилнĕ вăхăт | 2003 ҫулхи пушӑн 12-мӗшӗ (93 ҫул) |
Вилнĕ вырăн | |
Гражданлăх | |
Премисемпе чысланисем |
Никифоров Иван Никифорович (1910 ҫулхи нарӑсӑн 6-мӗшӗ, Упи, Етӗрне уесӗ, Хусан кӗпӗрни[1] — 2003 ҫулхи пушӑн 12-мӗшӗ, Вӑрнар, Вӑрнар районӗ, Чӑваш Республики) — Чӑваш Республикин Вӑрнар районӗнчи Вӑрнар вӑтам шкулӗн вӗрентекенӗ. РСФСР шкулӗн тава тивӗҫлӗ учителӗ, Социализмла Ӗҫ Паттӑрӗ.
Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ
1910 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 6-мӗшӗнче (ҫӗнӗ стильпе — кӑрлачӑн 24-мӗшӗнче) Хусан кӗпӗрнин Етӗрне уесӗнчи Упи (халӗ Чӑваш Республикин Красноармейски районне кӗрет) ялӗнче хресчен ҫемйинче ҫуралнӑ. Малтанхи пӗлӗвне Упири ултӑ ҫул вӗренмелли шкулта илнӗ, ӑна 1924 ҫулта вӗренсе пӗтернӗ. Ун хыҫҫӑн 2-мӗш картри педагогика сулӑнчӑкӗллӗ Шӑхасан шкулӗнче вӗреннӗ. 1929 ҫулта шкултан вӗренсе тухсан, икӗ ҫул пуҫламӑш шкул учителӗнче вӑй хунӑ, унтан института вӗренме кӗнӗ.
1935 ҫулта И. Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика институчӗн физикӑпа математика факультетне вӗренсе пӗтернӗ. 1935 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнчен пуҫласа Вӑрнар салинчи вӑтам шкулта математикӑпа физика учителӗ пулса ӗҫленӗ.
1942 ҫулхи пуш уйӑхӗнче Хӗрлӗ Ҫара илнӗ. Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ. Сталинград, Кӑнтӑр, 4-мӗш, 3-мӗш тата 2-мӗш Украина фрончӗсенче ҫапӑҫнӑ. Гварди механизациленӗ корпусӑн пӗр бригадинче шофер пулнӑ, Сталинградран пуҫласа Будапешта ҫитнӗ. Ҫӗнтерӳ хыҫҫӑн ҫарсен Кӑнтӑр ушкӑнӗн йышӗнче хӗсмете малалла тӑснӑ. 1945 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче демобилизациленӗ, киле таврӑннӑ.
1946 ҫултанпа 30 ҫул ытла Вӑрнарти вӑтам шкулта математика учителӗ пулса ӗҫленӗ. Хӑйӗн ӗҫӗнче вӑл вӑйлӑ вӗренекене тӗпе хунӑ. «Маларах чупни» ҫӗнӗ, хӑюллӑ, кӗтмен ҫӗртен йышӑну тупма май парать. Унӑн кашни урокӗ — «ӑс-хакӑл зарядки», ҫӗннине пӗлес, хӑйне ҫӗнтерес килни. И. Н. Никифоров пысӑк интеллектуал тата эрудит пулнипе, анлӑн, творчествӑлла шухӑшлама пултарнипе, предмета питӗ лайӑх пӗлнипе, вӗренекенсене хисепленипе тата шаннипе уйрӑлса тӑнӑ. Унӑн вӗренекенӗсенчен нумайӑшӗ учительтен тӗслӗх илсе хӑйсен пурнӑҫне математикӑпа ҫыхӑнтарнӑ.
Вӗренекенсене вӗрентес тата коммунистла воспитани парас ӗҫре пысӑк ҫитӗнӳсем тунӑшӑн 1968 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнчи СССР Аслӑ Канашӗн Президиумӗн Хушӑвӗпе Никифоров Иван Никифоровича Ленин орденӗпе «Ҫурлапа Мӑлатук» ылтӑн медаль парса Социализмла Ӗҫ Паттӑрӗ хисеплӗ ят панӑ[2].
1976 ҫулта пенсие тухнӑ. Вӑрнар салинче пурӑннӑ. 2003 ҫулхи пуш уйӑхӗн 12-мӗшӗнче вилнӗ. Шупашкарти 5-мӗш масарта пытарнӑ.
Обществӑлла ӗҫ
Районти математика учителӗсен предмет комиссийӗн улшӑнми председателӗ, РОНО канашӗн пайташӗ, районти тӗнчене хӳтӗлекен комитет председателӗ, халӑх заседателӗ пулнӑ.
Вӗрентекенсен съезчӗсен делегатне пӗрре мар суйланнӑ.
СССР Аслӑ Канашӗн 10-мӗш суйлавӗн депутачӗ пулнӑ.
Астӑвӑм
- 2005 ҫулта Вӑрнарти пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан 1-мӗш вӑтам шкула И. Н. Никифоров ятне панӑ.
- 2010 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнче Вӑрнар 1-мӗш шкулӗн ҫурчӗ ҫинче асӑну хӑми вырнаҫтарнӑ[3].
- 2010 ҫулта ун сӑнӗпе илемлӗ маркӑланӑ конверт кӑларнӑ.
Хисепӗсем
- РСФСР шкулӗн тава тивӗҫлӗ вӗрентекенӗ (1951),
- Чӑваш АССР Юбилейлӑ Хисеп Кӗнекине (1957) тата Чӑваш АССР Юбилейлӑ Ӗҫ Мухтавӗн Кӗнекине (1967) кӗртнӗ,
- Социализмла Ӗҫ Паттӑрӗ (01.07.1968),
- Ленин орденӗ (01.07.1968, № 400882),
- «Ҫурлапа Мӑлатук» ылтӑн медаль (01.07.1968, № 12885),
- Тӑван Ҫӗршывӑн вӑрҫин орденӗн 1-мӗш степенӗ (11.03.1985),
- Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орденӗ,
- «Ҫапӑҫура палӑрнӑшӑн» медаль,
- «Сталинграда хӳтӗленӗшӗн» медаль
- икӗ «Ӗҫре палӑрнӑшӑн» медаль,
- Вӑрнар посёлокӗн Хисеплӗ гражданинӗ.
Ӑнлантарусем
- ^ Ныне — Красноармейский район, Чувашия, Россия.
- ^ Никифоров Иван Никифорович . Люди труда - гордость Чувашии.
- ^ В п. Вурнары состоялось торжественное открытие мемориальной доски памяти И.Н. Никифорова . cap.ru (8 Нарӑс уйӑхӗн 2010).
Вуламалли
- Борисов, Ю. Чăн-чăн вěрентекен : [Социализмла Ĕç Геройě, РФ тава тивěçлě учителě И. Н. Никифоров çуралнăранпа 100 ç. çитнě май] / Ю. Борисов // Ял пурнăçě (Красноармейски р-нě). - 2010. - 26 кăрлач. - (2010 - Учитель çулě).
- Васильев, М. Герой Вăрнарта ěçлерě : [И. Н. Никифоров Социализмла Ĕç Геройě çинчен] / М. Васильев // Çěнтерÿ çулě (Вăрнар р-нě). - 2008. - 2 утă : сăн ӳкерчěк.
- Герой-учитель ячěпе - уяв : [Вăрнарти 1-мěш вăтам шкулта Социализмла Ĕç Геройě И. Н. Никифоров çуралнăранпа 105 ç. çитнине халалланă уяв каçě иртни çинчен] // Çěнтерÿ çулě (Вăрнар р-нě). - 2015. - 28 кăрлач. - С. 3 : сăн ӳкерчěк.
- Данилов, В. Геройăн асăну хăмисене уçрěç : [Социализмла Ĕç Геройне И. Н. Никифоров педагога сума суса вăл çуралнă çурт тата Упири вăтам шкул çурчě çинче асăну хăмисем уçни çинчен] / В. Данилов // Ял пурнăçě (Красноармейски р-нě). - 2010. - 5 пуш : сăн ӳккерчěк. - (Ырă пулăм).
- Константинов, В. Чыслă ěçшěн пысăк ят : [Социализмла Ĕç Геройě, паллă педагог И. Н. Никифоров çинчен] / В. Константинов // Ял пурнăçě (Красноармейски р-нě). - 2000. - 25 кăрлач.
- Листопад, Ю. Ĕç Геройě ячěпе - Асăну хăмисем / Ю. Листопад // Хыпар. - 2010. - 10 пуш. - С. 1.
- Федорова, Р. Вěрентекенěн пархатарлă кун-çулě : [РСФСР тава тивěçлě учителě, Социализмла Ĕç Геройě И. Н. Никифоров çинчен] / Р. Федорова // Çěнтерÿ çулě (Вăрнар районě). – 2000. – 25 кăрлач : сăн ÿкерчěк.
- Чикмякова, С. Герой ěçě ěмěрсем пурăнать : [И. Н. Никифоров педагог-математик çуралнăранпа 100 ç. çитнě май] / С. Чикмякова // Çěнтерӳ çулě (Вăрнар р-нě). - 2010. - 23 кăрлач. - С. 1-2 : сӑн ӳкерчӗк.
- Чикмякова, С. Герой тěслěхěпе ырă ят хăварасчě... : [И. Н. Никифоров педагог-математика асăнса Вăрнарти 1-мěш вăтам шкулта асăну хăми уçни çинчен] / // Çěнтерÿ çулě (Вăрнар районě). – 2010. – 10 нарăс. – С. 1-2 : фот.
- Васильев, М. В. Иван Никифорович Никифоров: 1910-2002. "Математика ум приводит в порядок…" / М. В. Васильев // Организаторы науки и образования. - Чебоксары, 2008. - С. 181-192. - (Б-ка Президента Чуваш. Респ. ; т. 5).
- Мадебейкин, И. Н. Никифоров Иван Никифорович / И. Н. Мадебейкин // Краткая чувашская энциклопедия. - Чебоксары, 2001. - С. 293.
- Мадебейкин, И. Н. Никифоров Иван Никифорович / И. Н. Мадебейкин // Чувашская энциклопедия. - Чебоксары, 2009. - Т. 3 : М-Се. - С. 231.
- Михайлов, В. М. Никифоров Иван Никифорович / В. М. Михайлов, М. П. Прохоров // Энциклопедия Красноармейского района. - Чебоксары, 2018. - С. 389.
- Никифоров Иван Никифорович // Красноармейский район. Люди и судьбы : [энцикл.]. - Чебоксары, 2005. - С. 58.
- Никифоров Иван Никифорович // Энциклопедия Вурнарского района. - Чебоксары, 2005. - С. 185.
- Степанов-Маяксем, Л. А. Есть такой человек : [о Герое Соц. Труда / Л. А. Степанов-Маяксем // Наши земляки – Герои Социалистического Труда : [сб. очерков] / ред.: Г. А. Грабовецкая, Н. С. Павлов. – Чебоксары, 1971. – С. 221-225 : фот.
- Степанов-Маяксем, Л. Есть такой человек / Л. Степанов-Маяксем // Халăх шкулĕ =Народная школа. - 2005. - № 5. - С. 51-52.
- Ткаленко, Н. Тепло для учителя : [Герою Соц. Труда, учителю И. Н. Никифорову - 90 лет] / Н. Ткаленко // Совет. Чувашия. - 2000. - 27 янв.
- Круглый стол аксакалов: Д.Е. Егоров, Г.С. Сидоров // Халăх шкулĕ – Народная школа. 2005. № 5. С. 49
- Указ Президиума Верховного Совета СССР от 1 июля 1968 г. «О присвоении звания Героя Социалистического труда наиболее отличившимся учителям» // Ведомости Верховного Совета СССР. 1968. № 28. Ст. 255.
Каҫӑсем
- Наследие Чувашии
- Культурное наследие Чувашии
- Герои страны
- Чӑваш энциклопедийӗ
- Педагогическая некрополь
- https://sosh1-vurnar.edu21.cap.ru/info-block/in-nikiforov-geroj-socialisticheskogo-truda-zasluzhennij-uchitelj-rf/?ysclid=m6yq2tg7xv350065326
- https://srv.giachr.kaisa.ru/giachr/news/new/211144504
- https://vurnar.ru/o-zhizni-i-deyatelnosti-geroya-socialisticheskogo-truda-i-n-nikiforova.html?ysclid=m6yovlfuut521283986
- https://chgtrk.ru/novosti/v-vurnarah-otmetili-stoletie-imenitogo-pedagoga-ivana-nikiforova/?ysclid=m6yp0u1zpx540172562
- https://cheboksari.bezformata.com/listnews/polk-iz-vospominaniy-ivana-nikiforovicha/106576026/?ysclid=m6yp3blxkb976823649
- Кӑрлачӑн 24-мӗшӗнче ҫуралнисем
- 1910 ҫулта ҫуралнисем
- Красноармейски районӗнче ҫуралнисем
- Пушӑн 12-мӗшӗнче вилнисем
- 2003 ҫулта вилнисем
- Чăваш Енре вилнисем
- Социализмла Ӗҫ Паттӑрӗсем
- I степеньлӗ Тӑван ҫӗршыв вӑрсин орденӗн кавалерӗсем
- Ленин орденĕн кавалерĕсем
- Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕн кавалерĕсем
- Нарӑсӑн 6-мӗшӗнче ҫуралнисем
- Упире ҫуралнисем
- Етӗрне уесӗнче ҫуралнисем
- Хусан кӗпӗрнинче ҫуралнисем
- Вӑрнарта вилнисем
- Вӑрнар районӗнче вилнисем
- Чӑваш Республикинче вилнисем
- СССР Аслӑ Канашӗн 10-мӗш суйлавӗн депутачӗсем