Аслут Александр Николаевич
Аслут Александр Николаевич (чăн хушамачĕ Николаев; 1930 ҫулхи раштавӑн 22-мӗшӗ, Ешкилт, Канаш районĕ, Чăваш Автономиллĕ Социализмлă Совет Республики, Раççей Федерациллĕ Социализмлă Совет Республики, СССР — 2014 ҫулхи нарӑсӑн 20-мӗшӗ, Шупашкар, Чӑваш Республики — Чӑваш Ен, Раҫҫей Федерацийӗ) — совет тата Раҫҫей чăваш сăвăçи, ҫыравҫи, публицисчĕ, куçаруçи. РФ Çыравҫӑсен пӗрлӗхӗн пайташĕ (1996)[1], Раççей журналистсен союзĕн пайташĕ (1986)[2], Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ (1994)[1].
Пурнăçĕпе ӗҫӗ-хӗлӗ
1930 ҫулхи раштавӑн 22-мӗшӗнче Чăваш АССРӗн Канаш районĕнчи Ешкилт ялĕнче çуралнă[2][1].
Чурачăкри вăтам шкулта вĕреннĕ. 1960 çулта КПСС Тĕп комитечĕ çумĕнчи Партин аслă шкулĕн журналистика уйрăмне вӗренсе пĕтернĕ[1]. Совет Çарĕнче хĕсметре тăнă.
КПСС Чурачăк райкомĕн инструкторĕнче (1954), «Коммунизм ялавĕ» («Хыпар») хаçатăн харпӑр корреспонденчĕ (1955–1972), Чăваш АССР Министрсен Канашĕ çумĕнчи Телекуравпа радио комитечĕн корреспонденчĕ, информаци уйрăмĕн заведующийĕ, тĕп редакторĕ (1972–1978), «Коммунизм ялавĕ» («Хыпар») хаçат редакцинче корреспондент, уйрăм заведующийĕ (1978–1996), Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн аппаратĕнче тĕп специалист (1996–1999) пулса ĕçленĕ[1].
2014 ҫулхи нарӑсӑн 20-мӗшӗнче Шупашкарта вилнĕ[2].
Пултарулăхĕ
Малтанхи сăввисем район хаçатĕнче тата «Ялав» журналта кун çути курнă. 1946 çулта «Ялав» журналта «Море» сăвви пичетленнĕ[2]. Вăл нумай повеçсемпе калавсен, очерксен авторĕ. Вырăс çыравçисен хайлавĕсене — Р. Тагиров, А. Пантыкин, В. Кривцов, Л. Толстой, В. Тендряков, И. Пиняев тата ыттисем — чăвашла куçарнă[2]. Чăваш Енĕн паллă çыннисем çинчен публицистика статйисем çырнă.
Кĕнекисем
- «Сывлăшри кĕпер» (1967) — сăвăлла фельетонсем;
- «Туссемпе калаçни» (1980) — сăвăсемпе поэмăсем;
- «Кашнин хăйĕн ĕмĕрĕ» (2004) — проза;
- «Çырла пиçнĕ вăхăтра» (2006)[2] — роман, повеçсем.
Хисепӗсем
- Халăхсен туслăхĕ орденĕ (1988);
- Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ (1994);
- медальсем[1].
Ӑнлантарусем
Вуламалли
- Абрамов, А. Чăваш литератури: ӳкерчĕксем / А. Абрамов ; сăн ӳкерчĕксем авторăн тата Аслут архивĕнчен // Çамрăксен хаçачĕ. – 2007. – 12 юпа (№ 41). – С. 10.
- Александр Аслут // Чăваш литературин антологийĕ. – Шупашкар, 2013. – [Т. 2] : Поэзи. – С. 326.
- [Александр Аслут] // Ялав. – 2004. – № 2. – С. 15.
- Александр Николаевич Николаев-Аслут : [некролог] // Хыпар. – 2014. – 22 нарăс. – С. 14 : фот.
- Антонова, З. С. Аслут (Николаев) Александр Николаевич // Чувашская энциклопедия. – Чебоксары, 2006. – Т. 1 : А-Е. – С. 146.
- Афанасьев, П. Аслут (Николаев) Александр Николаевич // Афанасьев, П. Писатели Чувашии. – Чебоксары, 2006. – С. 38.
- Григорьев, Н. Г. Аслут (Николаев) Александр Николаевич: 1930-2014 // Григорьев, Н. Г. Писатели Канашского района Чувашии : (жизнь и деятельность замечат. людей). – Чебоксары, 2017. – С. 113-122 : порт., фот.
- Николаев, И. Эп вăй илеп çуралнă вырăнтан / И. Николаев // Канаш (Канаш районĕ). – 2009. – 1 ака. – С. 4. : фот.
- Прокопьев, В. П. Аслут (Николаев) Александр Николаевич // Канашский район: энцикл. персон. – Чебоксары, 2014. – 66-67.
- Ялгир, П. Аслут (Николаев) Александр Николаевич // Ялгир, П. Литературный мир Чувашии. – Чебоксары, 2005. – С. 15.