Орлов Пётр Иванович

Орлов Пётр Иванович (паспортри хушамачĕ Иванов; 1880 ҫулхи ҫӗртмен 20-мӗшӗ, Уравăш, Чăваш Автономиллĕ Социализмлă Совет Республики1964 ҫулхи пушӑн 28-мӗшӗ, Уравăш, Чăваш Автономиллĕ Социализмлă Совет Республики) — чăваш сăвăҫи, халăх пултарулăхне пухаканӗ, фольклорист, Н. И. Ашмаринăн корреспонденчӗ[1].

Пурнӑҫӗ

Пётр Орлов 1880 ҫулхи ҫӗртмен 20-мӗшӗнче Хусан кӗпӗрнине кӗнӗ (халӗ Чăваш Енӗн Вӑрнар районӗ) Уравăш ялӗнче (малтан ял Хирпуҫ Туҫа ятлӑ пулнӑ) ҫуралнă[1].

Малтан Элӗкри икӗ класлă шкулта вӗреннӗ. Кайран Чӗмпӗрти чăваш шкулӗнче хăйӗн пӗлӗвне ӳстернӗ, 1900 ҫулта Хусанти вӗрентекенсен семинарийӗнче экстернпа вӗренсе тухнӑ.

Тутарстанăн Пăва районӗнчи Раккасси ялӗнче ачасене вӗрентнӗ. 1905—1907 ҫулсенчи революци пулăмĕсене хутшăннă, ӑна арестленӗ, 1907—1910 ҫулсенче Пермь кӗпӗрнинчи Чердынь хулинче тӗрмере ларнӑ[1].

1920-мӗш ҫулсен пуҫламăшӗнче Чăваш АССР Халăх комиссарĕсен канашĕн куҫару комиссийӗн членӗ пулнă, Канашри педагогика училищинче тата Вӑрнар районӗнчи Уравăш шкулӗнче ачасене вӗрентнĕ.

1937 ҫулта репрессиленĕ, 1956 ҫулта таса ятне тавăрнă.

1964 ҫулхи пуш уйăхӗн 28-мӗшӗнче тăван ялӗнче куҫне хупнӑ[1].

Пултарулăх ĕçĕсем

Пётр Иванович фольклорпа этнографи материалӗсен пысăк пуххине пуҫтарнӑ. 1903—1906 ҫулсенче XIX ӗмӗр вӗҫӗнчи чăваш ялӗн пурнăҫне сӑнлакан «Уравăш» поэмăна ҫырнă[1]. Сăвăсем, такмаксем хайланӑ. Октябрь революцийӗ хыҫҫăн чăваш ачисене пуҫламăш классенче вырăс чӗлхине вӗрентмелли вӗренӳ кӗнекисем хатӗрленӗ[1].

Совет тапхăрӗнче П. Иванов, Уравӑшсем, Мӗскӗн псевдонимсемпе пичетленнӗ[2].

Ӑнлантарусем

  1. ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6 Юмарт Г. Ф. Орлов Пётр Иванович. Чувашская энциклопедия. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи пушӑн 2-мӗшӗ.
  2. ^ Орлов П. И. Уравӑш : поэма. — Чӑваш литературин антологийӗ. — 2013. — Т. 2. — С. 60—62.

Вуламалли

Чӑвашла

  • Максимов-Пукаш, А. Ҫирӗмрен те ытла вӗсем! / А. Максимов-Пукаш // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ (Вӑрнар районӗ). — 2023. — 19 ҫурла/август (№ 60). — С. 4.
  • Петр Орлов // Чӑваш литературин антологийӗ. — Шупашкар, 2013. — [Т. 2] : Поэзи. — С. 61.
  • Юмарт, Г. Ф. Уравӑш юрӑҫи / Г. Ф. Юмарт // Чӑваш сӑвӑҫисем : статьясем, рецензисем, тишкерӳсем / Г. Ф. Трофимов (Юмарт). — Шупашкар, 2009. — С. 38-43 ; ҫавах // Ялав. — 1996. — № 5. — С. 83-85.
  • Ялгир, П. П. И. Орлов / П. Ялгир // Вӑрнарсем / П. Ялгир. — Вӑрнар, 1994. — С. 64-65.
  • Ялгир, П. Орлов (Иванов) Петр Иванович / П. Ялгир // Чӑваш литератури энциклопедийӗ / П. Ялгир. — Кӳкеҫ, 2000. — С. 67.

Вырӑсла

  • Орлов (Иванов) Петр Иванович // Исследователи этнографии и археологии Чувашии : биобиблиогр. слов. — Чебоксары, 2004. — С. 195.
  • Орлов-Иванов Петр Иванович // Энциклопедия Вурнарского района. — Чебоксары, 2005. — С. 196.
  • Ялгир, П. Орлов (Иванов) Петр Иванович / П. Ялгир // Литературный мир Чувашии / П. Ялгир. — Чебоксары, 2005. — С. 80.

Каҫӑсем