Пайгусов Евсигний Григорьевич

Пайгусов Евсигний (Евгений) Григорьевич (1913 ҫулхи ҫурлан 1-мӗшӗ [14-мӗшӗ], Тепте, Чикме уесӗ, Хусан кӗпӗрни, Раҫҫей империйӗ1977 ҫулхи пушӑн 29-мӗшӗ, Шупашкар) — капитан, Совет Союзӗн Паттӑрӗ. КПСС ретне 1944 çулта кĕнĕ.

Кун-çулĕ

1913 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Чикме уесӗнчи (халӗ Чӑваш Республикин Етӗрне районне кӗрет) Тепте ялӗнче ҫуралнӑ. Ашшĕ 1919-мĕш çулта 1-мĕш тĕнче вăрçинче аманнипе вилет.

1921 çулта Пайгусов 4 класс пĕтерсен хуçалăхĕ çунска каять. Ăна Карăшлăхри ĕçлекен çамрăксен шкулне вырнаçтараççĕ. 1921 çулта Етĕрнери педтехникумра пуçламăш шкул вĕрентекенсен курсĕнче вĕренннĕ, кайран Юнкăпуçĕнчи шкулта ĕçленĕ. 1935 çултан — Хĕрлĕ Çарта. Малтан Пĕрремĕш Мускаври пролетари стрелоксен дивизинче тăнă, унтах комсомола кĕнĕ. Тепĕр çултан дивизие Аякри Хĕвелтухăçне куçараççĕ.

1939 çулта Благовещенскра кĕçĕн командирсен курсне вӗренсе пĕтернӗ, 1941 çул тĕлне батальонăн штабĕн адьютант тивĕçне пурнăçланă.

Брянск фронтĕнче 1942 çулта çапăçма тытăннă. 1944 çулхи çурлан 1-мĕшĕнче дивизи Мангушев хули патĕнче Висла урлă каçма тытăннă. Тăшман вĕсене курса пĕтĕм хĕçпăшалтан пенӗ. Малти ушкăн тăшмантан 100 м вырнаçнă пĕчĕк утравра çыхăнусăр юлнӑ. Пайгусов капитан унта çитсе лару-тăрăва пӗлет. Утрава çитсе унта пуçлăхсăр юлнă 70-80 салтака тупать. Вĕсене пуçтарса тăшман еннелле ертсе каять, тăшман пенине пăхмасăр хăй пĕрремĕш шыва кĕрет. Çыран çине ишсе тухса атакăна ертсе кайса 1-мĕш траншеине алла илет.

Ирех нимĕçсем контратакăсем тытăнаççĕ, çав шутра танксемпе, пĕр кун хушшинче 10 таран. Нимӗçсем СС чаçĕсемпе тинĕс пехотине те хутшăнтараççĕ, анчах плацдарм Хĕрлĕ Çар аллинчех юлать. Пайгусов çапăçăва пĕлсе ертсе пынă, артиллерине тĕлсем кăтартнă, хăй те хастаррăн çапăçнă.

Пĕр атакăна сирнĕ чухне Пайгусов салтаксене атакăна çĕклесен вĕсем тăшман хыççăн гитлеровецсен позицине ярса илеççĕ, тата хыçранах пырса нимĕçсем çирĕплетнĕ яла алла илеççĕ. Унта тăшман хăварнă арлиллери батарейипе 7 пулемет ярса илеҫҫӗ, вĕсене çавăрса тăшмана пеме тытăнаççĕ. Унсăр пуçне апат-çимĕç тата çар пурлăхĕн управĕсене те ярса илеççĕ.

Плацдарма алăран яман. Ун çине васкаса дивизин тĕп вăйĕсем каçма тытăнаççĕ. Каярах Мангушев плацдармне анлă сарнă. Вăл Висла-Одер операцин тĕп трамплинсенчен пĕри пулнă. Пайгусова тӳрех Совет Союзӗн Паттӑрӗн чысне пама тăратнă.

Пысăк пĕлтерĕшлĕ çар ĕçне питĕ лайăх тунăшăн Пайгусова дивизи командирĕ Л.И. Вагин, корпус командирĕ А.И. Рыжов тата çар командирĕ В.И. Чуйков тӳррĕн тав тунă. Висла урлă каçса плацдарма тытса илсе сарнăшăн 06.04.1945 ҫулхи ака уйӑхӗн 6-мешӗнче ӑна Совет Союзӗн Паттӑрӗн ятне панӑ.

Совет Çарĕнче 1956 çулччен хӗсметре тӑнӑ. Кайран Шупашкарта пурăннă, трактор запас пайĕсен заводĕнче ĕçленĕ.

1977 çулхи пушăн 29-мĕшĕнче Чăваш Республики Шупашкар хулинче вилнĕ[1].

Чысĕсем

Астӑвӑм

  • Тӑван ялӗнче Паттӑр ятне пӗр урама панӑ;
  • Паттӑр ячӗпе Тептӗ ялӗнче сквер уҫнӑ;
  • Шупашкарта вӑл пурӑннӑ ҫурт ҫине асӑну хӑми вырнаҫтарнӑ[1].

Ӑнлантарусем

  1. ^ 1, 2, 3 Пайгусов, Евгений (Евсигний) Григорьевич (Герой Советского Союза; 14.08.1913-29.03.1977) (выр.). Наследие Чувашии. Национальная библиотека Чувашской Республики. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи кӑрлачӑн 22-мӗшӗ.

Вуламалли

  • Трофимов, П. Вут-ҫулӑм витӗр / П. Трофимов // Ялав. — 1964. — № 8. — С. 24-2;
  • В честь 100-летия со дня рождения героя // Знамя труда (Ядрин. р-н). — 2013. — 7 авг. — С. 1;
  • Данилов, А. Гордятся своим Героем-земляком : [об уроженце села Тяптяево Ядрин. р-на Герое Совет. Союза Е. Г. Пайгусове] / А. Данилов // Знамя труда (Ядрин. р-н). — 2015. — 17 окт. — С. 7;
  • Данилов, А. Почетных граждан района стало больше / А. Данилов // Знамя труда (Ядрин. р-н). — 2019. — 28 дек. (№98). — С. 3;
  • Иванова, Г. Доблесть советского офицера / Г. Иванова // Знамя труда (Ядрин. р-н). — 2018. — 4 авг. (№ 58). — С. 8.;
  • Михайлов, В. М. Пайгусов Евгений Григорьевич / В. М. Михайлов // Краткая чувашская энциклопедия. — Чебоксары, 2001. — С. 313;
  • Михайлов, В. М. Пайгусов Евгений Григорьевич / В. М. Михайлов // Краткая ядринская энциклопедия. — Чебоксары, 2006. — С. 175;
  • Михайлов, В. М. Пайгусов Евгений Григорьевич / В. М. Михайлов // Чувашская энциклопедия. — Чебоксары, 2009. — Т. 3 : М-Се. — С. 362-36;
  • Михайлов, В. М. Пайгусов Евгений Григорьевич / В. М. Михайлов // Ядринская энциклопедия. — Чебоксары, 2015. — Т. 2 : П-Я. Доп. — С. 13;
  • Мы гордимся своими земляками : [о Пайгусове Евгение Григорьевиче] // Знамя труда (Ядрин. р-н). — 2013. — 3 авг. (№ 58). — С. 7;
  • Пайгусов Евгений Григорьевич (05.08.1913-29.03.1977) // Герои Советского Союза и полные кавалеры ордена Славы — уроженцы Чувашии [Изоматериал]. — Чебоксары, 2005;
  • Трофимов, П. Доблесть советского офицера / П. Трофимов // Наши земляки — Герои Советского Союза. — Чебоксары, 1980. — С. 371-375;
  • Герои Советского Союза: Краткий биографический словарь / Пред. ред. коллегии И. Н. Шкадов. — Воениздат, 1988. — Т. 2 /Любов — Ящук/. — 100 000 экз. — ISBN 5-203-00536-2.