Полячихина Юлия Сергеевна
Полячихина Юлия Сергеевна (2000 ҫулхи нарӑсӑн 6-мӗшӗ, Шупашкар, Чӑваш Республики, Раҫҫей Федерацийӗ) — Раҫҫей фотомоделӗ, 2018 ҫулти «Мисс Россия» конкурс(выр.)чăв. ҫӗнтерӳҫи.
Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ
2000 ҫулхи нарӑсӑн 6-мӗшӗнче Шупашкар хулинче ҫуралнӑ. Амӑшӗ — чӑваш, ашшӗ — вырӑс, Полячихин Сергей Владимирович, предприниматель.
Юлия Атӑл лешъен пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкула ылтӑн медальпе вӗренсе тухнӑ, хӗр фитнес-аэробикӑпа кӑсӑкланнӑ.
Юлия каланӑ тӑрӑх, ача чухне вӑл пластмассӑран тунӑ корона тӑхӑнса тӗкӗр умӗнче час-часах ҫаврӑнкаланӑ, хӑйне илем патши тесе шутланӑ. Шкул саккинченех Полячихина спортпа туслашнӑ: бадминтонла вылянӑ тата фитнес-аэробика(выр.)чăв. енӗпе Чӑваш Республикин пӗрлештернӗ командинче тӑнӑ.
И. Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн вырӑс тата чӑваш филологийӗпе журналистика факультечӗн «Журналистика» уйрӑмне вӗренсе пӗтернӗ.
Модель бизнесӗнче
2015 ҫултанпа модель пулса ӗҫлет. Volga Models агентство ҫитентернӗ модель [1].
Франципе Японире иртнӗ кӑтартусене хутшӑннӑ. 2017 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче модель Пӗтӗм тӗнчери «Мисс Глобал» илемлӗх конкурсӗнче чи лайӑх топ-10 конкурсанткӑсен шутне кӗнӗ, унӑн хушӑри тапхӑрӗсем тӑватӑ ҫӗршывра иртнӗ. Малтан Юлия Македонире пысӑк модель агентстви валли кастингра пулнӑ, кайран Албание тӳрремӗнех «Мисс Глобал» конкурса ҫул тытнӑ. Ҫак конкурс шайӗнче хутшӑнакансем валли тӗрлӗ экскурси йӗркеленӗ, вӗсенчен пӗри Итали тӑрӑх пулнӑ. «Мисс Глобал» финалӗ хыҫҫӑн Шупашкар хӗрӗ Турцие кайнӑ.
2017 ҫулхи ҫу уйӑхӗнче Юлия Эгей тинӗсӗ хӗрринче вырнаҫнӑ Дидим хулинче иртекен «Мисс Аполлон» конкурсра виҫҫӗмӗш вырӑн йышӑннӑ, унта Раҫҫей, Украина, Беларуҫ, Казахстан, Молдави тата Грузи ҫӗршывӗсенчен 15 пике хутшӑннӑ. Конкурс йӗркелӳҫи Шупашкарти модель агентстви пулнӑ.
2018 ҫулта «Мисс Россия 2018» наци конкурсӗн ҫӗнтерӳҫи пулса тӑнӑ. Ӑна шурӑ ылтӑнран, бриллиантран, рубинсенчен тата сапфирсенчен тунӑ корона, ҫавӑн пекех тӗп приз — виҫӗ миллион тенкӗ тата ҫӗнӗ автомобиль — парнеленӗ.
Раҫҫей илем конкурсӗнче ҫӗнтернӗ хыҫҫӑн Юлия Раҫҫей чысне «Мисс Вселенная 2018»(выр.)чăв. конкурсра хӳтӗленӗ, унӑн финалӗ 2018 ҫулхи раштавӑн 17-мӗшӗнче Бангкок (Таиланд) хулинче иртнӗ.
Харпӑр пурнӑҫӗ
Юратнӑ кӗнеки — Дэниел Кизӑн «Цветы для Элджернона». Сосновкӑра (Шупашкар) пурӑнать.
Амӑшӗ, Ольга, бухгалтер, маникюр ӑсти пулса ӗҫленӗ, ашшӗ — строительство сферинчи предприниматель. Настя йӑмӑкӗ пур, вӑл унран 11 ҫул кӗҫӗнрех. Вӑл илемлӗ гимнастикӑпа айланать, аппӑшӗн йӗрӗпе кайма ӗмӗтленет.
Юлия Полячихинӑна «Мисс Россия — 2018» конкурсра ҫӗнтернӗшӗн Hyundai Solaris маркӑллӑ автомобиле тивӗҫнӗ, ӑна вӑл хӑйӗн амӑшне парнеленӗ[2].
Икӗ ача амӑшӗ — Лео ывӑлӗ (2020 ҫулта Мускавра ҫуралнӑ) тата Роза хӗрӗ (2021 ҫулта Италире ҫуралнӑ), вӗсене Рустам Тарико(выр.)чăв. Раҫҫей предпринимателӗнчен ҫуратнӑ[3].
Хисепӗсем
- «Вице мисс туризм России — 2016»,
- «Топ 10 Мисс Волга»,
- «Топ 10 Miss globe — 2016»,
- «Вице мисс Apollon — 2017»
- «Мисс Чувашия — 2016»,
- «Мисс Россия — 2018».
Ӑнлантарусем
- ^ Самая прекрасная девушка страны. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи кӑрлачӑн 5-мӗшӗ.
- ^ Новости. Пӑхнӑ кун: 2018 ҫулхи юпан 14-мӗшӗ. Архивланӑ 2018 ҫулхи юпан 14-мӗшӗ.
- ^ Избранница Рустама Тарико, «Мисс Россия 2018» Юлия Полячихина, раскрыла правду о своих родах // www.starhit.ru