Пӗтӗм тӗнчери туризм кунӗ

Пӗтӗм тӗнчери туризм кунӗ (акăл. World Tourism Day) — 1979 ҫулта Испанири Торремолинос хулинче иртнӗ Пӗтӗм тӗнчери туристсен организацийӗн Тӗп ассамблейи йӗркеленӗ тӗнчери уяв. Авӑн уйӑхӗн 27-мӗшӗнче паллӑ тӑваҫҫӗ. Раҫҫейре 1983 ҫултанпа паллӑ тӑваҫҫӗ.

Уявӑн тӗллевӗ — туризма пропагандӑласси, тӗнчери экономикиӑна вӑл хывакан тӳпе пирки каласа парасси, тӗрлӗ ҫӗршыври халӑхсен хушшинчи ҫыхӑнусене аталантарасси.

2003 ҫулта председатель пек Раҫҫей пулнӑ. Ҫурҫӗр ҫур чӑмӑрӗнчи туризм сезонӗ вӗҫленнӗ тӗле тата Кӑнтӑр тӑрӑхӗнче пуҫланнӑ тӗлне халалланӑ. Уява тӗнчери чылай ҫӗршывра паллӑ тӑваҫҫӗ, туристсен слёчӗсем, уяв мероприятийӗсемпе фестивальсем иртеҫҫӗ. 2006 ҫулхи девиз туризм ҫынсене пуянлатакан экономика факторӗ пулнине, хӑш-пӗр ҫӗршывсенче вара туризм патшалӑх хыснине тултаракан тупӑшӑн тӗп статьи пулнине кӑтартса панӑ.

Уявӑн девизӗсем

Пӗтӗм тӗнчери турист организацийӗ уявӑн девизне кашни ҫулах пӗлтерет:

  • 1980 — Туризм культура еткерлӗхне упраса хӑварма, тӗнчери тӑнӑҫлӑха тата килӗшӳлӗхе аталантарма хывнӑ тӳпе
  • 1981 — Туризм тата и пурнӑҫ пахалӑхӗ
  • 1982 — Ҫул ҫӳренинче чи лайӑххи: аван хуҫасем тата аван хӑнасем
  • 1983 — Ҫулҫӳревсем тата каникул
  • 1984 — Халӑхсем хушшинчи ӑнланӑва, тӑнӑҫлӑха тата килӗштерсе ӗҫленине аталантаракан туризм
  • 1985 — Ҫамрӑксен туризмӗ: культуӑпа истори еткерлӗхӗ тӑнӑҫлӑхшӑн тата туслӑхшӑн
  • 1986 — Туризм — пӗтӗм тӗнчери тӑнӑҫлӑха аталантаракан пурнӑҫ вӑйӗ
  • 1987 — Аталанӑва тӗрев кӳрекен туризм
  • 1988 — Туризм: вӗренӳ пуриншӗн те
  • 1989 — Туристсем ирӗклӗ куҫса ҫӳреме пултарни ҫӗнӗ тӗнче йӗркелет
  • 1990 — Туризм — йышӑнман индустри, пурнӑҫа кӗртмелли сервис («Гаагӑри Туризм Декларацийӗ»)
  • 1991 — Ҫыхӑну, информаци и вӗрентӳ: туризм аталанӑвӗн ҫулне палӑртакансем
  • 1992 — Туризм: ҫынсен социаллӑ тата экономика пӗрлӗхӗн ӳсӗмӗн тата ҫынсемпе паллашнин факторӗ
  • 1993 — Туризма аталантарни тата тавралӑха сыхлани: вӑрах тӑсӑлакан гармонине хирӗҫлесе
  • 1994 — Ӑста персонал, пахалӑхлӑ туризм
  • 1995 — ВТО: 20 ҫул тӗнче туризмне пулӑшас ӗҫре
  • 1996 — Туризм — толерантлӑх тата тӑнӑҫлӑх факторӗ
  • 1997 — Туризм: ӗҫ вырӑнӗсем йӗркелес тата тавралӑха хӳтӗлес енӗпе ҫирӗм пӗрремӗш ӗмӗрӗн тӗп ҫулӗ
  • 1998 — Патшалӑх тата уйрӑм ҫын секторӗсен партнерстви: туризма аталантаракан тата малашлӑх ҫулӗн уҫҫи
  • 1999 — Туризм: ҫӗнӗ пинҫуллӑх валли тӗнче еткерлӗхне сыхласа хӑварасси
  • 2000 — Технологипе ҫутҫанталӑк: ҫирӗм пӗрремӗш ӗмӗр пуҫламӑшӗнче туризм умӗнче тӑракан икӗ йывӑр тӗллев
  • 2001 — Туризм: цивилизацисем хушшинче килӗшӳпе диалог йӗркелеме чӗнсе калани
  • 2002 — Экотуризм — ҫирӗп аталанӑвӑн уҫҫи
  • 2003 — Туризм — чухӑнлӑхпа кӗрешмелли, ӗҫ вырӑнӗсем йӗркелемелли тата социаллӑ килӗшӳлӗхе тивӗҫтермелли хӑватлӑ фактор
  • 2004 — Спортпа туризм: пӗр-пӗрне ӑнланмалли, культурӑпа общество аталанӑвӗн икӗ чӑн вӑйӗ
  • 2005 — Ҫулҫӳрев тата транспорт: Жюль Верн ӗмӗтленнинчен 21-мӗш ӗмӗрти чӑн пурнӑҫ таран
  • 2006 — Туризм пуянлатать
  • 2007 — Туризм хӗрарӑмсем валли алӑк уҫса парать
  • 2008 — Туризм климат улшӑнӑвӗ тӑратакан йывӑрлӑхсемпе кӗрешет
  • 2009 — Туризм — тӗрлӗ енлӗх чаплӑхӗ
  • 2010 — Туризм пуянлатать
  • 2011 — Туризм культурӑсене пӗрлештерет
  • 2012 — Туризм тата ҫирӗп аталанакан энергетика
  • 2013 — Туризм тата шыв ресурсӗсем: пирӗн пӗрлехи киле сыхласси
  • 2014 — Туризм тата общинӑсен аталанӑвӗ
  • 2015 — Пӗр миллиард турист — пӗр миллиард май
  • 2016 — Туризм пуриншӗн те — пурне те ҫул ҫӳреме майсем туса пама хавхалантарни
  • 2017 — Ҫирӗп аталанакан туризм — аталану хатӗрӗ
  • 2018 — Туризм тата цифра трансформацийӗ
  • 2019 — Туризм тата ӗҫ вырӑнӗсем: чи лайӑх пуласлӑх пурне те пырса тивет
  • 2020 — Ялти тата экологи туризмӗ
  • 2021 — Инклюзивлӑ ӳсӗме тивӗҫтерекен туризм
  • 2022 — Туризм ӑнланӑвне тепӗр хут пӑхса тухни
  • 2023 — Туризм тата симӗсле инвестицисем

Ӑнлантарусем

Темӑпа ҫыхӑннисем