Раевский Павел Валентинович
Раевский Павел Валентинович (ҫур. 1988 ҫулхи утӑн 31-мӗшӗ, Шупашкар) — Раҫҫей патшалӑх ӗҫченӗ. Мари Эл Республикин ял хуҫалӑх тата продовольстви министрӗ (2025 ҫулхи юпан 16-мӗшӗнчен пуҫласа)[1].
Биографийӗ
Павел Раевский 1988 ҫулхи утӑн 31-мӗшӗнче Шупашкар хулинче ҫуралнӑ.
Вӗренӳ
2013 ҫулта Санкт-Петербургри патшалӑх экономика университетне пӗтернӗ, «Финанссем тата кредит» специальноҫ тата «Экономист» квалификацие илнӗ.
2018 ҫулта Чӑваш патшалӑх аграри университетӗнче «Агрономи» енӗпе иккӗмӗш аслӑ пӗлӳ илнӗ[2].
Ӗҫӗ-хӗлӗ
2013 ҫулхи чӳк уйӑхӗнчен пуҫласа 2014 ҫулхи пуш уйӑхӗччен — Шупашкар хулинчи «Евросеть-Ритейл» лавкка директорӗ.
2015 ҫулхи ҫу уйӑхӗнчен пуҫласа 2019 ҫулхи авӑн уйӑхӗччен — Мари Элти Туҫи Мари районӗнчи хресчен (фермер) хуҫалӑхӗн бухгалтерӗ.
2019 ҫулхи пуш уйӑхӗнчен пуҫласа юпа уйӑхӗччен — «МариОвощ» СССПОПК кооператив председателӗ.
2019 ҫулхи юпа уйӑхӗнчен пуҫласа 2023 ҫулхи ҫу уйӑхӗччен — «Мари Элти ял хуҫалӑх кооперацийӗ тытӑмӗнчи тата фермерсене пулӑшакан компетенцисен центрӗ» автономлӑ коммерцилле мар организаци ертӳҫи[3].
2023 ҫулхи утӑ уйӑхӗнчен пуҫласа 2024 ҫулхи утӑ уйӑхӗччен — Мари Элти Туҫи Мари районӗнчи хресчен (фермер) хуҫалӑхӗн бухгалтерӗ.
2024 ҫулхи утӑ уйӑхӗнчен пуҫласа 2025 ҫулхи утӑ уйӑхӗччен — Мари Эл Республикин ял хуҫалӑх тата продовольстви министрӗн ҫумӗ[4].
2025 ҫулхи юпан 16-мӗшӗнченпе — Мари Эл Республикин ял хуҫалӑх тата продовольстви министрӗ[5][6].
Хисепӗ
- Мари Эл Республикин Патшалӑх Пухӑвӗн Хисеп грамоти[7].
Ӑнлантарусем
- ^ Министром сельского хозяйства и продовольствия Марий Эл назначен Павел Раевский. Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи раштавӑн 25-мӗшӗ.
- ^ В Марий Эл назначен новый министр сельского хозяйства и продовольствия. Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи раштавӑн 25-мӗшӗ.
- ^ В Марий Эл назначен новый министр сельского хозяйства. Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи раштавӑн 25-мӗшӗ.
- ^ В Марий Эл назначен новый министр сельского хозяйства Павел Раевский (2025-10-16). Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи раштавӑн 18-мӗшӗ.
- ^ В Марий Эл определился новый министр сельского хозяйства и продовольствия (выр.). Новости Марий Эл - Новости Йошкар-Олы - ГТРК «Марий Эл». Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи раштавӑн 25-мӗшӗ.
- ^ Министр сельского хозяйства и продовольствия Республики Марий Эл (выр.). mari-el.gov.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи раштавӑн 25-мӗшӗ.
- ^ РССМ | Марий Эл (выр.). vk.com. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи раштавӑн 25-мӗшӗ.