Раҫҫейри Кивӗ Ҫӗнӗ ҫул
Раҫҫейри Кивӗ Ҫӗнӗ ҫул (е Раҫҫейре кивӗ стильпе палӑртакан Ҫӗнӗ ҫул; выр. Старый Новый год в России) — Раҫҫейре кӑрлачӑн 13-мӗшӗпе 14-мӗшӗ хушшинчи ҫӗрле паллӑ тӑвакан[1] тӗнпе ҫыхӑнман официаллӑ мар календарьти уяв[2].
Кивӗ Ҫӗнӗ ҫул — юлиан календарӗпе (кивӗ стильпе) йӑлана кӗнӗ Ҫӗнӗ ҫул. Кӑрлачӑн 13-мӗшӗпе 14-мӗшӗ ҫӗршывра официаллӑ йышӑннӑ григориан календарӗпе (ҫӗнӗ стильпе) юлиан календарӗпе раштавӑн 31-мӗшӗпе тата кӑрлачӑн 1-мӗшӗпе тӳр килет.
Кивӗ Ҫӗнӗ ҫула палӑртма пуҫлани 1918 ҫул пуҫламӑшӗнче Раҫҫей юлиан календарӗнчен ҫӗнӗ григориан ҫине куҫнипе ҫыхӑннӑ, ҫакна пула кунсем вунвиҫӗ куна мала шунӑ, ҫав шутра кӑрлачӑн 1-мӗшӗ те[3].
Кивӗ Ҫӗнӗ ҫул уявӗ Вырӑс православи чиркӗвӗ ҫӗнӗ стиль ҫине куҫманнипе, ҫӗнӗ стильпе вара Сурхури кӑрлачӑн 7-мӗшӗпе тӳр килнипе пӗлтерӗшлӗ. Анчах Ҫӗнӗ ҫул, йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, Раштав хыҫҫӑн пымалла. Унсӑр пуҫне, православи тӗнне ӗненекенсем григорианла Ҫӗнӗ ҫул тапхӑрӗнче Раштав постне палӑртаҫҫӗ, ҫапла вара тулӑх кӗреке витессипе, тӑраниччен апатланассипе тата хаваслӑхпа вӑл тӳр килмест.
Кивӗ Ҫӗнӗ ҫула ытти хӑш-пӗр ҫӗршывсенче те палӑртаҫҫӗ — тӗпрен илсен, вӑл е ку чиркӳ пурнӑҫа юлиан календарӗпе тытса пыраҫҫӗ пулсан, Раштава вӗсем кӑрлачӑн 7-мӗшӗнче уявлаҫҫӗ.
Епле пулса кайни
Византичченхи тапхӑрта Руҫре Ҫӗнӗ ҫул ҫитнине березозоль уйӑхӗнче, урӑхла каласан пуш уйӑхӗнче, палӑртнӑ. Византи витӗмне тата Руҫе тӗне кӗртнине пула X ӗмӗртен пуҫласа ҫулталӑк авӑнӑн 1-мӗшӗнчен (325 ҫулхи Пӗрремӗш Никей соборӗ пухӑннипе килӗшӳллӗн[4]) пуҫланнӑ, анчах нумай вӑхӑт хушши пӗр харӑсах икӗ вариантпа та усӑ курнӑ, ҫитменнине пуш уйӑхӗнчи вариант (пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен) анлӑрах сарӑлнӑ пулнӑ. 1342 ҫулта Мускаври чиркӳ соборӗнче чиркӳри ҫӗнӗ ҫула та, ахаль ҫынсенне те авӑн уйӑхӗн 1-мӗшне уявлама йышӑннӑ, кайран ҫак йышӑнӑва 1492 тата 1505 ҫулсенче ҫирӗплетнӗ. I Пётр Ҫӗнӗ ҫула официаллӑ майпа кӑрлачӑн 1-мӗшне (1700 ҫултанпа) куҫарнӑ, ҫав вӑхӑтрах ҫулсен шутлавне те юсанӑ — малашне ӑна тӗнчене тунинчен мар, Христос ҫуралнинчен шутламалла пулнӑ[3][5]. Европӑри чылай ҫӗршывсенче ун чухне григорианли ҫине куҫнӑ пулин те юлианла календаре хӑварнӑ.
1918 ҫулта Совнарком юлиан календарӗнчен григориан календарӗ ҫине куҫмалли реформӑна (кунсене мала шутарса) пурнӑҫланӑ. Ҫав вӑхӑтрах кивӗ тата ҫӗнӗ кунсен хушши 13 кунпа танлашнӑ. Вырӑс православи чиркӗвӗ малтанхи пекех юлиан календарӗпе (кивӗ стильпе) пурӑннӑран мӗнпур чиркӳ уявӗсен кунӗсем григориан официаллӑ календарьпе (е ҫӗнӗ стильпе) малалла куҫнӑ. Сӑмахран, Раштава уявламалли кун ҫӗнӗ стильпе кӑрлачӑн 7-мӗшӗ пулса тӑнӑ.
Ҫӗнӗ ҫул уявӗ, ӑна малалла та ӗлӗкхи, юлиан шутлавӗпе уявласан, вӑл та мала куҫнӑ, кивӗ стильпе усӑ куракансем ӑна кӑрлачӑн 13-мӗшӗнчен пуҫласа 14-мӗшӗччен ҫӗрле уявлама тытӑннӑ[3].
XXII ӗмӗр тӗлнелле григорианпа юлиан календарӗсем хушшинче уйрӑмлӑх тепӗр талӑк хушӑнӗ, ҫавна пула Кивӗ Ҫӗнӗ ҫула уявламалли кун кӑрлачӑн 14-мӗшӗпе 15-мӗшӗ хушшинчи ҫӗрлехи вӑхӑта каҫӗ[1].
Кивӗ Ҫӗнӗ ҫул тата Сурхури
Христианлӑх енчен Ҫӗнӗ ҫул Сурхури хыҫҫӑн (кӑрлачӑн 7-мӗшӗ хыҫҫӑн) ҫитнинче ним япӑххи те ҫук. Сурхури умӗн ӗненекенсем вӑрах типӗ тытаҫҫӗ. Типӗ мар апата ҫиме, ҫавӑн пекех ҫак вӑхӑтра савӑнма юрамасть. Ҫӗнӗ ҫула раштавӑн 31-мӗшӗпе кӑрлачӑн 1-мӗшӗнче ҫӗрле уявласан ку йӗрке пӑсӑлать. Ҫитменнине тата кӑрлачӑн 1-мӗшне ҫӗнӗ стильпе ӗҫкӗрен хӑтаракан Вонифатий асапланнӑ ҫынна асӑнмалли кун лекет. Ҫак сӑлтавсене пула Ҫӗнӗ ҫула алкоголь шӗвекӗсемпе паллӑ тӑвасси — ӗненекенсем валли киревсӗр ӗҫ.
Сурхурирен Кӑшарниччен ҫветке кунӗсем иртеҫҫӗ. Ҫӗнӗ ҫула ҫак вӑхӑтра уявлани христиансен йӑли-йӗркипе нормисене хирӗҫлемест[5][6].
Ҫав вӑхӑтрах Вырӑс православи чиркӗвӗ хӑй те Кивӗ Ҫӗнӗ ҫула официаллӑ майпа уявламасть. Тӳррипе каласан, уншӑн вӑл нимӗнле кивӗ те мар, Ҫӗнӗ ҫул кӑна пулмалла. Анчах та чиркӳри ҫӗнӗ ҫула авалхилле, авӑнӑн 1-мӗшӗнче (ҫӗнӗ стильпе ку аванӑн 14-мӗшӗ) уявлаҫҫӗ.
Унсӑр пуҫне, Кивӗ Ҫӗнӗ ҫул кунӗнче, кӑрлачӑн 14-мӗшӗнче, РПЦ Ҫӳлхуҫан ӳтне касни уява паллӑ тӑваҫҫӗ, Чиркӳпе турӑ сӑмахӗн чи аслӑ вӗрентекенӗсенчен пӗрне Аслӑ Василие асӑнса хисеп тӑваҫҫӗ. Ӗлӗкхи стильпе, тепӗр май каласан, РПЦ календарӗпе, ку кӑрлачӑн 1-мӗшне лекет[7].
СССР-та
1966—1967 ҫулсенче Михаил Рощин «Кивӗ Ҫӗнӗ ҫул» пьеса хайланӑ. 1980 ҫулта экрансем ҫине Михаил Рощинӑн пӗрешкел ятлӑ пьесипе Наум Ардашниковпа Олег Ефремов режиссёрсем лартнӑ «Кивӗ Ҫӗнӗ ҫул» сатирӑллӑ камит жанрӗллӗ совет телефильмӗ тухнӑ. Фильм уява тӗрлӗ социаллӑ вырӑнсенче палӑртнине кӑтартса панӑ. Картина ҫак официаллӑ мар уявӑн атмосферине кӑтартакан ӗҫ евӗр ассоциациленме пуҫланӑ[8].
Хальхи вӑхӑтра
Уява Раҫҫейре уйрӑммӑнах анлӑ 2000-мӗш ҫулсенчен пуҫласа палӑртма пуҫланӑ. Ӑна календарьсен ылмашӑнӑвӗнчен ҫуралнӑ уяв пек мар уявланӑ, вӑл ҫӗнӗ ҫулпа сурхури уявӗсене тӑсакан тулли уяв пулса тӑнӑ[9]. Пӗр енчен, ку православилле Раштава (кӑрлачӑн 7-мӗшӗ) ытларах уявлама пуҫланипе ҫыхӑннӑ: Ҫӗнӗ ҫул Раштав хыҫҫӑн пымалла, унсӑр пуҫне григориан календерӗпе ирттерекен (официаллӑ) ҫӗнӗ ҫул уяв вӑхӑчӗ православи тӗнне ӗненекенсен христианӗсемшӗн Раштав типпипе пӗр килет, ҫавна май ун чухне тулӑх сӗтелсем витме, савӑнма юрамасть. Тепӗр енчен, шӑпах 2000-мӗш ҫулсенче Ҫӗнӗ ҫулхи каникул вӑхӑчӗ Раҫҫейре вӑрӑмланса пыма пуҫланӑ, вӗсен тӑршшӗ хӑш чухне Кивӗ Ҫӗнӗ ҫул таранах тӑсӑлать темелле. Ҫакӑ Раҫҫей ҫыннисене ҫак уява та паллӑ тумаллисен шутне кӗртме май панӑ[10].
Апла пулин те ВЦИОМ ирттернӗ ыйтӑм 2024 ҫул пуҫламӑшӗнче Раҫҫейре Кивӗ Ҫӗнӗ ҫула паллӑ тӑвакан ҫынсен шучӗ майӗпен чакса пынине кӑтартнӑ. 15 ҫул маларах, 2009-мӗш ҫулта, палӑртакан ҫынсен шучӗ 67 % пулнӑ, 2024-мӗш ҫулта вара — 58 % кӑна. Кивӗ Ҫӗнӗ ҫула татӑклӑн йышӑнманнисен шучӗ 27 %-ран 39 % таран ӳснӗ.
ВЦИОМ(выр.)чăв. ыйтӑмӗ кӑтартнӑ тӑрӑх, уяв йӑлине ытларах аслӑ ӑрури ҫынсем (60 ҫултан аслӑраххисем хушшинче 66 %), ялсене пурӑнакансем тата тӑтӑш телекурав пӑхакансем тытса пыраҫҫӗ, ҫав вӑхӑтрах ҫамрӑксем хушшинче, тӗп хулара пурӑнакансемпе тӗнче тетелӗпе нумай усӑканакансем хушшинче ӑна кӑмӑллакансем сахалрах[2]. Раҫҫей ҫыннисенчен ытларахӑшӗ (65 %) ҫавӑн пекех Кивӗ Ҫӗнӗ ҫула официаллӑ кану кунӗ тӑвас шухӑша ырламасть[11].
Ҫав вӑхӑтрах тунӑ тепӗр социологи тӗпчевӗ тӑрӑх[12], 2024 ҫулта Кивӗ Ҫӗнӗ ҫула Раҫҫей ҫыннисен 38 % яхӑн кӑна (ВЦИОМ пӗлтернинчен те сахалрах) палӑртма шутланӑ[13]. Вӗсенчен ҫемье йышӗнче уява 33 % палӑртасшӑн пулнӑ. Савӑнӑҫлӑ улаха ыйтӑма хутшӑннисен 5 % ҫеҫ кайма шухӑш тытнӑ[12].
Йӑласем
Раҫҫейре Кивӗ Ҫӗнӗ ҫула халӑхӑн пӗр пайӗ ҫемьепе пухӑнса, уяв сӗтелне витсе, парнесем парса паллӑ тӑвать.
Кивӗ Ҫӗнӗ ҫул — ытларах чухне пафоссӑр уяв: Ҫӗнӗ ҫулта вӑйлӑ палӑракан ажиотаж тата пысӑк ӗмӗтсем ҫук, кӗрекене пит пысӑк пухмаҫҫӗ, парне хатӗрлесен те вӑл хаклах мар. Ҫынсем юратнӑ Ҫӗнӗ ҫул уявне тепӗр хут уявлаҫҫӗ, ҫав кӑна. Анчах ку хутӗнче чылай лӑпкӑрах та хавшакрах.
Ҫӗнӗ ҫул умӗн тата Кивӗ Ҫӗнӗ ҫул кунӗнче телевиденипе Ҫӗнӗ ҫул уявӗ вӑхӑтӗнче кӑтартнӑ телекӑларӑмсене, ҫав шутра пӗрремӗш хут тухнисене те, тепӗр хут кӑтартаҫҫӗ. Музейсемпе культура организацийӗсем уява тематика куравӗсемпе мероприятисем халаллаҫҫӗ[14][15]. Сӑмахран, Мускаври Чайковский консерваторийӗнче харӑсах темиҫе уяв концерчӗ иртесси йӑлана кӗнӗ[16].
Халӑхри йӑласем
Ҫветке кунӗсене килекен Кивӗ Ҫӗнӗ ҫул йӑли-йӗрки чылай чухне Раштавпа пӗр пекрех.
Кӑрлачӑн 13-мӗшӗнче турра ӗненекенсем Васильев каҫне (ячӗ тепӗр кунхине Аслӑ Василие асӑнмалли кунпа ҫыхӑннӑ) паллӑ тӑваҫҫӗ, унта нумай апат-ҫимӗҫпе сӑйлаҫҫӗ, уйрӑмах сысна, кролик, автан какайӗнчен пӗҫернисене. Пӗрремӗшсем пуянлӑха илӗртеҫҫӗ, иккӗмӗшсем — ӗҫсенче ӑнӑҫу сунаҫҫӗ, виҫҫӗмӗшсем вара ирӗклӗхе пӗлтереҫҫӗ. Ҫавӑн пекех кутьепе — йӑла пӑттипе — сӑйласси йӑлара. Ку каҫ ӑна ҫупа хӑйма ҫинче ятарласа хатӗрленӗ, ҫавӑнпа вӑл ҫуллӑ. Пӑтӑпа юмӑҫ ямалли хатӗр пек те усӑ кураҫҫӗ: ҫулталӑк йывӑр е ҫӑмӑл килессине ҫӗнӗ ҫул ирхине кутья мӗнле пулса тӑнине пӑхаҫҫӗ[1].
Хӑш-пӗр регионта сюрпризлӑ хуран кукли пӗҫерес йӑла пур. Сюрпризсем кашнин хӑйсен пӗлтерӗшӗ пур. Тӗслӗхрен, ҫӗрӗ — качча каяссине, укҫи — пуянлӑха, фасоль — ачаллӑ пулассине, ҫип — ҫул тухассине пӗлтерет[17].
Тӗшмӗшсем
Кӑрлачӑн 14-мӗшӗнче паллӑсем ҫулталӑкӗпе ҫанталӑк мӗнле пулассине пӗлтереҫҫӗ. Ҫил кӑнтӑртан вӗрсен — ҫулталӑк шӑрӑх та ырӑ пулать. Анӑҫри пулсан — сӗтпе пулӑ нумай пулать. Кӑрлачӑн 13-мӗшӗнчен 14-мӗшне ҫӗрле таса ҫӑлтӑр тӳпи вара ҫырла тулӑх пуласса палӑртать[18].
Йывӑҫсем ҫинчи пас пулсан пыл ӑнса пулассине систерет.
Уявпа йӑлари хӑш-пӗр чару ҫыхӑннӑ: ҫак кун килтен телейпе ырлӑх илсе тухас килмесен ҫӳп-ҫап илсе тухма юрамасть тесе шутланӑ. Ҫавӑн пекех укҫа кивҫен пама сӗнмен[19].
Ытти ҫӗршывсенче
Кивӗ Ҫӗнӗ ҫула Раҫҫейре кӑна мар уявлаҫҫӗ. Уява Совет Союзне кӗнӗ ҫӗршывсенче, Сербире, Хуратура, Румынире, Грецире, Швейцарин нимӗҫ чӗлхиллӗ регионӗсенче паллӑ тӑваҫҫӗ. Ҫав вӑхӑтрах уява пур ҫӗрте те шӑпах ҫапла каламаҫҫӗ. Тӗслӗхрен, Швейцарире сӑваплӑ Сильвестрӑн кивӗ кунне уявлаҫҫӗ. Ҫынсем маскарад костюмӗсем тӑхӑнаҫҫӗ, пӗр-пӗрне Ҫӗнӗ ҫул ячӗпе саламлаҫҫӗ. Сербипе Черногорире вара ҫак куна Кӗҫӗн Раштав теҫҫӗ[7].
Ӑнлантарусем
- ^ 1, 2, 3 Конюхов, «Вокруг света».
- ^ 1, 2 Переход года (2024-01-13). Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи раштавӑн 12-мӗшӗ.
- ^ 1, 2, 3 Викторов В. Этот Новый год. Нешуточные страсти по календарю // ГЕО : журнал. — 2003. — Раштав (№ 12). — .
- ^ 1680 лет назад 1 сентября стало началом нового года. РИА Новости (14 авӑнӑн 2005). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи раштавӑн 12-мӗшӗ.
- ^ 1, 2 Косяков В. На встречу с чудом // ГЕО : журнал. — 2002. — Кӑрлач (№ 1). — .
- ^ Старый Новый год: что это за праздник и какого числа его отмечать. Название Старый Новый год кажется абсурдным, но этому есть объяснение. РБК (10 кӑрлачӑн 2023). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи раштавӑн 12-мӗшӗ.
- ^ 1, 2 Нина Рыкова. Старый Новый год: история и традиции праздника. Как в России появился обычай отмечать старый Новый год? Lenta.ru (2 чӳкӗн 2023). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи раштавӑн 12-мӗшӗ.
- ^ «Старый Новый год» с философской точки зрения. Завтра. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи раштавӑн 12-мӗшӗ.
- ^ Калачева Ольга. Празднование как индикатор социальных изменений: старые и новые праздники постсоветской России // Телескоп: журнал социологических и маркетинговых исследований. — 2003. — № 1.
- ^ Николай Халабузарь. Старый Новый год: праздник, рожденный ошибкой календаря. Курсив (16 пушӑн 2025). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи раштавӑн 12-мӗшӗ.
- ^ Старый Новый год — 2024. ВЦИОМ (12 кӑрлачӑн 2024). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи раштавӑн 12-мӗшӗ.
- ^ 1, 2 Исследование показало, сколько россиян будут отмечать старый Новый год (09 января 2024). Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи раштавӑн 12-мӗшӗ.
- ^ Старый Новый год: что за праздник (2024-01-09). Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи раштавӑн 12-мӗшӗ.
- ^ Соловьева Мария. Как появилась традиция праздновать Старый Новый Год? Культура.РФ. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи раштавӑн 12-мӗшӗ.
- ^ Куда сходить на Старый Новый год в Москве 2024: 19 лучших мероприятий 13 и 14 января для детей и взрослых. Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи раштавӑн 12-мӗшӗ.
- ^ Старый Новый год в Московской консерватории. Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи раштавӑн 12-мӗшӗ.
- ^ Плешаков В. Как встречать Старый Новый год? 3 интересные традиции, которые можно взять на заметку. Вокруг Света (26 раштавӑн 2022). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи раштавӑн 12-мӗшӗ.
- ^ Старый Новый год 2025: история и традиции праздника. Комсомольская правда. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи раштавӑн 12-мӗшӗ.
- ^ Приметы на Старый Новый год. vfokuse.mail.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи раштавӑн 12-мӗшӗ.
Вуламалли
- Викторов, В. Этот Новый год. Нешуточные страсти по календарю / В. Викторов // ГЕО. — 2003. — № 12. — С. 124—125.
- Косяков, В. На встречу с чудом / В. Косяков // ГЕО. — 2002. — № 1. — С. 122—129.
- Конюхов А. Постсоветский оксюморон: что такое старый Новый год. Вокруг Света (14 кӑрлачӑн 2022).
- Плешаков В. Как встречать Старый Новый год? 3 интересные традиции, которые можно взять на заметку. Вокруг Света (26 декабря 2022).