Кивӗ Ҫӗнӗ ҫул
Кивӗ Ҫӗнӗ ҫул (выр. Старый Новый год) — Юлиан календарӗпе (кивӗ стильпе) палӑртакан Ҫӗнӗ ҫул. Кӑрлачӑн 13-мӗшӗпе 14-мӗшӗ хушшинчи ҫӗрле (ку кунсем кивӗ стильпе раштавӑн 31-мӗшӗпе тата кӑрлачӑн 1-мӗшӗпе тӳр килеҫҫӗ) ҫитет[1].
«Кивӗ ҫӗнӗ ҫул» сӑмах майлашӑвӗ оксюморон тӗслӗхӗ пулса тӑрать. Уяв юлиан календарӗнчен григориан календарӗ ҫине куҫнипе ҫуралнӑ. Урӑхла каласан, ҫӗнӗ стиль ҫине куҫнӑран кунсем малалла шунипе ҫыхӑннӑ. Ҫӗнӗ ҫула ҫӗнӗ стильпе официаллӑ уявланӑ май ӑна кивӗлле те уявлама май пур.
Кивӗ Ҫӗнӗ ҫул сарӑлнӑ ҫӗршывсенче ытларах чухне православи тӗнӗпе пурӑнакан чиркӳсем юлиан календарӗпе пурӑнаҫҫӗ, ҫапла май григориан календарьне (ҫӗнӗ стиле) официаллӑ майпа йышӑнманнине палӑртаҫҫӗ. Сурхури уявӗ те ҫавна пула кӑрлачӑн 7-мӗшне лекет. Анчах календарь тӑрӑх Ҫӗнӗ ҫул Сурхури хыҫҫӑн пулмалла; унсӑр пуҫне православи тӗнӗпе пурӑнакан чылай христиан ҫыннишӗн григорианла Ҫӗнӗ ҫул тӗлне типӗ тытни лекет, вӑл вӑхӑтра вара нумай ҫиме, хавасланма юрамасть, уйрӑмах ҫуллӑ апат ҫимелле мар. Кун пек чухне Кивӗ Ҫӗнӗ ҫул питӗ пӗлтерӗшлӗ пулса тӑрать.
Кивӗ Ҫӗнӗ ҫул официаллӑ мар (питӗ сайра чухне кӑна — официаллӑ) уяв шутланать, ӑна ытларах чухне юлиан календарӗпе пурӑнакан чиркӳсем пур вырӑнта палӑртаҫҫӗ.
Уяв географийӗ
Кивӗ Ҫӗнӗ ҫула паллӑ тӑвас йӑла Ҫӗнӗ ҫула юлиан календарӗпе уявлассипе ҫыхӑннӑ, вӑл ҫак календарьпе анлӑ усӑ куракан ҫӗршывсенче сарӑлнӑ.
Уява анлӑх Совет Союзне кӗнӗ ҫӗршывсенче палӑртаҫҫӗ: Раҫҫейре, Беларуҫре, Казахстанра, Грузире, Арменире, Молдавире. Ҫавӑн пекех Балтика ҫумӗнчи ҫӗршывӗсенчи православи общинисем хушшинче те[2][3].
Уявлас йӑла Сербире, Черногорире, Ҫурҫӗр Македонире, Грецире, Румынире тата Хорватин православи районӗсенче сарӑлнӑ[4]. Боснипе Герцеговинӑра уява Серб Республикинче паллӑ тӑваҫҫӗ.
Тӗрлӗ ҫӗршывсенче
Раҫҫей
1699 ҫулхи раштавӑн 30-мӗшӗнче (кивӗ стильпе) I Петӗр хушӑвӗпе Раҫҫейре ҫулталӑк пуҫламӑшне юлиан календарӗпе авӑнӑн 1-мӗшӗнчен кӑрлачӑн 1-мӗшне куҫарнӑ[5]. Кивӗ Ҫӗнӗ ҫула палӑртас йӑла вара 1918 ҫулта григориан календарӗ ҫине куҫнӑ хыҫҫӑн ҫуралнӑ, ҫавна пула кӑрлачӑн 1-мӗшӗ йышӑннӑ григориан календарӗпе килӗшӳллӗн юлиан календарӗпе кӑрлачӑн 14-мӗшӗпе пӗрешкел пулса тӑнӑ[6].
Ыйтӑмсем тӑрӑх, 2024—2025 ҫулсенче Кивӗ Ҫӗнӗ ҫула 58—59 % Раҫҫей ҫынни паллӑ тунӑ, 2009 ҫулта ӑна 67 % уявланӑ пулнӑ. Уявлас йӑла 60 ҫултан аслӑрах ҫынсем (66 %), ялсенче пурӑнакансем (64 %), ҫавӑн пекех Ҫӗпӗрпе Инҫет Тухӑҫ федераци округӗсенчи ҫынсем (64—65 %) хушшинче сарӑлнӑ. Уява 35 ҫулчченхи ҫамрӑксем питӗ сайра палӑртаҫҫӗ, ҫавӑн пекех аслӑ пӗлӳллӗ Раҫҫей ҫыннисем тата Мускавпа Санкт-Петербургра пурӑнакансем. Раҫҫей ҫыннисен 65 % Кивӗ Ҫӗнӗ ҫула официаллӑ кану кунӗ тӑвас шухӑша ырламасть.
Уява палӑртакансенчен ытларахӑшӗ Кивӗ Ҫӗнӗ ҫула килӗнче ҫемье таврашӗнче кӗтсе илеҫҫӗ[7]. Уявӑн тӗп йӑли-йӗрки — кил-йышпа сӗтел хушшинче апатланни, телевизор пӑхасси, ҫавӑн пекех йӑлана кӗнӗ апат-ҫимӗҫе хатӗрлесси, сӑмахран, «Оливье» салата[8]. Авалхи йӑласем те упранаҫҫӗ, тӗслӗхрен, «сюрпризлӑ» хуран кукли хатӗрлесси тата юмӑҫ ярасси.
Вырӑс православи чиркӗвӗ Кивӗ Ҫӗнӗ ҫулӑн пӗрремӗш кунӗнче Ҫӳлхуҫан Ӳт кастарнин уявне палӑртаҫҫӗ тата Аслӑ Василие аса илеҫҫӗ.
СССР йышне кӗнӗ республикӑсенче
СССР арканнӑ хыҫҫӑн Раҫҫейсӗр пуҫне Кивӗ Ҫӗнӗ ҫула совет республики пулнисем, сӑмахран, Беларуҫ, Казахстан, Грузи, Армени, Молдави тата Киргизи малалла палӑртаҫҫӗ. Ҫавӑн пекех ҫак йӑла Азербайджанра тата Узбекистанра упранать (хӑш-пӗр даннӑйсемпе унта ӑна халӑхӑн 40 % яхӑн палӑртать). Балти ҫумӗнчи патшалӑхсенче вырӑс чӗлхиллӗ тата православи тӗнӗпе пурӑнакан халӑх хушшинче те уява палӑртасси сарӑлнӑ. Унсӑр пуҫне ӑна инҫетри ют ҫӗршывсене СССР-тан куҫса кайнӑ ҫынсем паллӑ тӑваҫҫӗ.
Украина
2023 ҫулта ПЦУ тата УГКЦ ҫӗнӗ юлиан календарӗ(выр.)чăв. ҫине куҫнӑ хыҫҫӑн (вӑл григориан календарӗпе чылай чухне пӗрешкел) Кивӗ Ҫӗнӗ ҫула официаллӑ тата чиркӳ шайӗнче уявлама пӑрахнӑ. Ҫак кунпа ҫыхӑннӑ халӑхпа чиркӳ уявӗсене, сӑмахран, преподобнӑй Мелания Римляныня (Маланки) кунне тата тӗне кӗртекен Аслӑ Василий кунне раштавӑн 31-мӗшӗпе кӑрлачӑн 1-мӗшне куҫарнӑ.
Малтанхи Югослави
Кивӗ Ҫӗнӗ ҫула кӗтсе илес йӑла Сербире, Черногорире тата Ҫурҫӗр Македонире сыхланса юлнӑ. Сербире ӑна Сербсен Ҫӗнӗ ҫулӗ (серб Српска Нова година) е «Кӗҫӗн Раштав» ятпа пӗлеҫҫӗ. Серб Республикинче (Боснипе Герцеговинӑн пайӗ) кӑрлачӑн 14-мӗшӗ официаллӑ кану кунӗ шутланать[9]. Уява ҫавӑн пекех Хорватири сербсен православи халӑхӗ хушшинче палӑртаҫҫӗ, анчах ӑна унта вырӑнӗ-вырӑнӗпе тата общинӑсенче паллӑ таваҫҫӗ.
Швейцари
Юлиан календарӗпе Кивӗ Ҫӗнӗ ҫула (Сӑваплӑ Сильвестрӑн кивӗ кунӗ, ним. Alter Silvester) Швейцарин хӑшпӗр нимӗҫ чӗлхиллӗ кантонӗсенче те палӑртаҫҫӗ. Раҫҫейпе танлаштарсан, ку вӑл чиркӳне пула ҫуралнӑ йӑла мар, вӑл григориан календарӗ ҫине куҫнине халӑх йышӑнманнипе ҫыхӑннӑ (Швейцарин протестантла пайӗ XVII—XVIII ӗмӗрсенче куҫнӑ).
Уэльс
Уэльсра (Аслӑ Британи) Кивӗ Ҫӗнӗ ҫулӑн аналогӗ пур, вӑл Хен Галан (валл. Hen Galan) ятпа паллӑ. Уяв Ҫӗнӗ ҫул юлиан календарӗпе ҫитнине пӗлтерет. Ҫак кун ачасем пылак ҫимӗҫ парнелесе «юмӑҫ пӑхма» пултараҫҫӗ.
Греци
Кивӗ Ҫӗнӗ ҫула палӑртас йӑла Грецире те упранать.
Румыни
Румынире Кивӗ Ҫӗнӗ ҫула (рум. Revelionul pe stil vechi, тӳрремӗн «Кивӗ стильпе палӑртакан Ҫӗнӗ ҫул») кӑрлачӑн 13-мӗшӗпе 14-мӗшӗ хушшинчи ҫӗрле паллӑ тӑваҫҫӗ. Уява пӗтӗм халӑх палӑртмасть, ытларах чухне ӑна юлиан календарӗпе усӑ куракан йышлах мар халӑхсем уявлаҫҫӗ: вырӑссем—липовансем, украинсем тата сербсем[10].
Алжир, Марокко, Тунис
Ҫурҫӗр Африкӑра тӗпленсе пурӑнакан берберсен (амазигсен) календарӗн никӗсӗнче Рим империйӗ вӑхӑтӗнчи ял хуҫалӑх нушисем валли усӑ курнӑ юлиан календарӗ пулса тӑрать. (Ҫав вӑхӑтрах берберсен ҫулталӑксен шутлавӗ пирӗн эрӑчченхи 950 ҫултан пуҫланать, ун чухне бербер йӑхӗнчен тухнӑ I Шешонк ливи фараонӗ Египетра трон ҫине ларнӑ[11].) Ҫапла вара берберсем йӑлана кӗнӗ тӑрӑх Ҫӗнӗ ҫула юлиан календарӗпе паллӑ тӑваҫҫӗ. Ку кун ытти ҫӗршывсенче Кивӗ Ҫӗнӗ ҫула палӑртассипе пӗр килет, берберсемшӗн вара вӑл кивӗ мар, чӑннипех те Ҫӗнӗ ҫул пулса тӑрать.
Берберсен ҫӗнӗ ҫулне Йеннаер (бербер. Yennayer) теҫҫӗ, ҫавӑн пекех вӑл «мароккансен Ҫӗнӗ ҫулӗ» ятпа паллӑ.
Уяв вӑхӑчӗ тӗрлӗрен. Алжирта тата Тунисра Йеннаера кӑрлачӑн 12-мӗшӗнче палӑртаҫҫӗ. Алжирта вӑл официаллӑ уяв тата кану кунӗ шутланать, ҫакна 2017 ҫулхи раштавӑн 27-мӗшӗнче кӑларнӑ президент хушӑвӗпе йышӑннӑ. Мароккора берберсен Ҫӗнӗ ҫулне кӑрлачӑн 14-мӗшӗнче палӑртаҫҫӗ, 2023 ҫулта официаллӑ уяв пулса тӑнӑ.
Япони
1873 ҫултанпа Японире Ҫӗнӗ ҫула официаллӑ майпа кӑрлачӑн 1-мӗшӗнче григориан календарӗпе уявлаҫҫӗ. Анчах Кивӗ Ҫӗнӗ ҫул пек Японире юлиан календарӗпе уявлаканнине мар, «риссюн» (яп. 立春?) ятлӑ ҫуркунне пуҫланнӑ куна (ҫавӑн пекех вӑл Китай ял хуҫалӑх календарӗ пуҫланнине те палӑртать) палӑртаҫҫӗ[12]. Риссюн ытларах чухне григориан календарӗпе нарӑсӑн 4-мӗшне лекет. Кивӗ Ҫӗнӗ ҫул кунӗнче сӑваплӑ вырӑнсене ҫӳреме юрать, вӑл вӑхӑтра яппунсем турӑсене ҫывхарса килекен ҫул сывлӑхпа тулӑх пурнӑҫ пултӑр тесе кӗл тӑваҫҫӗ.
Массӑллӑ культурӑра
- Михаил Рощинӑн «Кивӗ Ҫӗнӗ ҫул» пьеси (1966—1967);
- Андрей Вознесенскийӗн(выр.)чăв. «Кивӗ Ҫӗнӗ ҫул» сӑвви (1975);
- Олег Ефремовпа Наум Ардашниковӑн(выр.)чăв. «Кивӗ Ҫӗнӗ ҫул» илемлӗ фильмӗ (1980, СССР, Михаил Рощин пьесипе ӳкернӗ).
Ӑнлантарусем
- ^ Старый Новый год. Ведомости. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи кӑрлачӑн 12-мӗшӗ.
- ^ В каких странах отмечают Старый Новый год. Yakutia-Daily.ru. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи кӑрлачӑн 12-мӗшӗ.
- ^ Старый Новый год-2025: какого числа отмечают, как появился праздник, приметы и традиции. vtomske.ru (13 раштавӑн 2024). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи кӑрлачӑн 12-мӗшӗ.
- ^ Сербы отпраздновали Старый Новый год. Balkanist (14 кӑрлачӑн 2021). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи кӑрлачӑн 12-мӗшӗ.
- ^ Старый Новый год: история, традиции, приметы Старый Новый год: история, традиции, приметы. Inkazan.ru (Инказан.ру) (12 кӑрлачӑн 2024). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи кӑрлачӑн 12-мӗшӗ.
- ^ СНК декретӗнче ак ҫапла ҫырнӑ:"… Кӑҫалхи кӑрлачӑн 31-мӗшӗ хыҫҫӑн пӗрремӗш куна нарӑсӑн 1-мӗшӗ мар, нарӑсӑн 14-мӗшӗ тесе шутламалла, иккӗмӗш кунне 15-мӗш тесе шутламалла" (Анӑҫ-Европа правительствин саккунӗсемпе хресченсен пухӑвӗ. П., 1918, № 19, ст. 289).
- ^ Старый Новый год — 2024. ВЦИОМ. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи кӑрлачӑн 12-мӗшӗ.
- ^ Исследование: 36% россиян будут есть «Оливье» в Старый Новый год. БезФормата - Санкт-Петербург. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи кӑрлачӑн 12-мӗшӗ.
- ^ Doček pravoslavne Nove godine u Srpskoj (босн.). Mondo.ba. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи кӑрлачӑн 12-мӗшӗ.
- ^ Anul Noul 2024 pe rit vechi. Cine sărbătorește Revelionul în noaptea de 13 spre 14 ianuarie. Tradiții și obiceiuri ale minorităților din România la trecerea dintre ani (рум.). Ziarul Unirea. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи кӑрлачӑн 12-мӗшӗ.
- ^ Йеннаер — берберский Новый год в Алжире. rus.team. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи кӑрлачӑн 12-мӗшӗ.
- ^ Liza Crihfield Dalby. Geisha (Vintage, 2000, с. 124)