Раҫҫейри Ҫӗнӗ ҫул
Ҫӗнӗ ҫул — Раҫҫей календарӗнчи тӗп уявсенчен пӗри, ӑна ҫулсерен раштавӑн 31-мӗшӗпе кӑрлачӑн 1-мӗшӗ хушшинче ҫӗрле паллӑ тӑваҫҫӗ. Шӑп ҫак кун уявлассине 1699 ҫулта I Петӗр патша ҫирӗплетнӗ, вӑлах чылай Ҫӗнӗ ҫул йӑлине никӗҫлесе хӑварнӑ[2]. 1929 ҫултан пуҫласа 1935 ҫулсем хушшинче уява уявламан[3].
Вырӑс Ҫӗнӗ ҫул символӗ Хӗл Мучи шутланать[4]. Ҫавӑн пекех Раҫҫейре унӑн тӗп паллисем пур: мандарин, оливье салат тата «Советски шампански»[5].
Ҫӗнӗ ҫул каҫӗ Раҫҫейре пӗтӗмлетӳ тумалли, тостсем каламалли, президент каланине пӑхмалли тата Кремлӗн Спас башнин куранчӗсем ҫапнӑ май ӗмӗре шухӑшласа хӑвармалли вӑхӑт шутланать[6][7].
Историйӗ
1699 ҫулчченхи тапхӑр
Ҫак уявӑн чи малтанхи ячӗ «ҫулталӑкри пӗрремӗш кун» пулнӑ. Ҫакӑн пирки 1586 ҫулхи хрантсуспа-вырӑс калаҫӑвӗнче асӑнни пур[8]. Ҫулталӑк пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен е авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫланнӑ, 1492 (7000) ҫулччен Раҫҫейре тӳрех икӗ календарь стилӗпе усӑ курнӑ пулнӑ. Каярахпа шӑпах авӑн уйӑхӗнче уявлама пуҫланӑ[9]. Ҫакӑ авӑнӑн 1-мӗшӗнче вӑл вӑхӑтра Симеон Столпник(выр.)чăв. кунне уявланипе ҫыхӑннӑ[10].
Уяв чиркӳ йӑлисемпе иртнӗ те ҫурлан 31-мӗшӗнче ирттерекен каҫхи службӑран пуҫланнӑ. «Ҫӗнӗ ҫу пуҫламӑшӗ ҫинчен хывнӑ юрӑ» ятлӑ молебен юррине юрланӑ хыҫҫӑн пулса иртнӗ. Ҫӗнӗ ҫул ҫитнине халӑх шӑп ҫур ҫӗр тӗлӗнче чан сассине илтсе пӗлнӗ[11]. Авӑнӑн 1-мӗшӗнче ирпе кӑнтӑрлахи кӗлӗ хушшинче храм умӗнче ятарлӑ церемони йӗркеленнӗ. Вӑл вӑхӑтра Мускавра ӑна ирттермелли вырӑн Кремлӗн Иваново тӳремӗ(выр.)чăв. пулнӑ. Ҫак мероприяти валли, унӑн церемониалне ҫирӗп тытса пымалла пулнӑ, уйрӑм ят пулнӑ — «Ҫӗнӗ ҫу ӗҫӗ-хӗлӗ». Церемоние патша, патриарх тата ытти тӗн тытса пыракан влаҫ хутшӑннӑ[12]. Вӑл вӗҫленсен ҫак пысӑк уяв ячӗпе саламлама халӑх аслӑ хурӑнташӗсем патне хӑнана ҫӳренӗ[2].
I Петӗр улшӑнӑвӗсем
1699 ҫулта I Петӗр раштавӑн 19-мӗшпе 20-мӗшӗсенчи хушусемпе[1] ҫӗнӗ ҫула уявламалли куна кӑна мар, ӑна уявламалли йӑла-йӗркене те улӑштарнӑ. Ҫавӑн пекех Раҫҫейре малалла ҫулсене Христос ҫуралнинчен шутласа пыма тытӑннӑ. Чиркӳ ҫулталӑкӗ улшӑнмасӑр юлнӑ — вӑл авӑнӑн 1-мӗшӗнче пуҫланнӑ, тӗнпе ҫыхӑнманни вара кӑрлачӑн 1-мӗшӗнче шутланма пуҫланӑ. Ҫак тапхӑр хыҫҫӑн уяв халӑха савӑнмалли уяв пек йӗркеленнӗ[2].
Патша хӑйех Хӗрлӗ тӳремре пӗрремӗш ракета ҫутнӑ. Вӑл ҫак уява эрне хушшинче палӑртассине йӑлана кӗртнӗ[13]. Ҫӗнӗ ҫул пуҫланни ҫинчен пӗлтерекен чан сассисӗр пуҫне малалла пӑшалпа тата тупӑпа пеме пуҫланӑ. Ҫавӑн пекех уяв тӗлне урамсемпе ҫуртсене хыр лӑссисемпе илемлетме, чаплӑ ҫынсем валли апатланусем йӗркелеме тата фейерверксем яма тытӑннӑ[14]. Савӑнӑҫӑн пӗрремӗш кунӗнче кашни пӗр-пӗрне «ҫӗнӗ ҫул» ҫитнӗ ятпа саламламалла пулнӑ[2].
Ҫӗнӗ стиль
1918 ҫулта вырӑнти календарь Европа календарӗнчен кая юлса пынине пӗтермешкӗн Раҫҫейре черетлӗ календарь реформи ирттернӗ: асӑннӑ ҫулхи кӑрлачӑн 26-мӗшӗнчи Декретпа килӗшӳллӗн григориан ҫулталӑкӗпе шутлани ҫине куҫнӑ, ӑна «ҫӗнӗ стиль» ят панӑ. Ҫавна пула кӑрлачӑн 31-мӗшӗ хыҫҫӑнах тӳрех нарӑсӑн 14-мӗшӗ ҫитнӗ. Ҫавна пула тепӗр уяв — Кивӗ Ҫӗнӗ ҫул — ҫуралнӑ. Ӑна кӑрлачӑн 14-мӗшӗнче уявлаҫҫӗ[15].
Вырӑс православи чиркӗвӗ католиксен григориан календарӗ ҫине куҫма килӗшмен, ҫавӑнпа ҫак вӑхӑтран пуҫласа чиркӳ уявӗпе тӗнпе ҫыхӑнман Ҫӗнӗ ҫул уявӗ татӑклӑ пӗр-пӗринчен уйрӑлса кайнӑ. Малалла Кӑшарнине ҫулталӑк пуҫлансан ултӑ кунран — кӑрлачӑн 7-мӗшӗнче — уявлама тытӑннӑ. Реформа хыҫҫӑн пӗрремӗш хут уява ҫулталӑкран кӑна — 1919-мӗш ҫулта — ирттернӗ[16], тепӗр 10 ҫултан влаҫрисем ӑна пачах та ирттерме чарнӑ. Ун чухне Ҫӗнӗ ҫул канмалли кун шутланма пӑрахнӑ, ҫакӑ 1947 ҫулччен тӑсӑлнӑ[17].
СССРти Ҫӗнӗ ҫул
Официаллӑ майпа Ҫӗнӗ ҫула раштавӑн 28-мӗшӗнче «Правда» хаҫатра уяв совет ачисене пит кирли пирки пичетленсе тухнӑ статья хыҫҫӑн 1935 ҫул ҫеҫ уявлама пуҫланӑ. Уяв умӗн виҫӗ кун маларах ёлкӑсем, теттесем тата мишура сутма тытӑннӑ, ача сачӗсемпе шкулсенче вара уявпа ҫыхӑннӑ мероприятисем йӗркеленӗ[3]. Вӗсене хутшӑнакан хӑнасенчен пӗри Хӗл Мучи пулса тӑрать, 1937 ҫултанпа унӑн мӑнукӗ — Юр пике те. Юрпике пӗрремӗш хут Союзсен ҫуртӗнче иртнӗ ёлкӑра хутшӑннӑ.
Ҫак вӑхӑтра Ҫӗнӗ ҫула уявланӑ чухнехи йӑласем йӗркеленме тытӑнаҫҫӗ: совет ҫыннисен сӗтелӗ ҫинче «Советское шампанское», мандаринсем, кӗрӗк айӗнчи селёдка тата паллӑ оливье салат курӑнма пуҫлаҫҫӗ[18]. Ҫак тапхӑрта уяв символики пек кремль куранчӗсене ҫапни тата патшалӑх пуҫлӑхӗ ҫулсерен халӑха саламлани ҫирӗпленеҫҫӗ[5]. Ҫӗнӗ ҫул каҫӗнче «Сенкер ҫулӑм» передачӑна пӑхасси йӑлана кӗрсе пырать[3].
Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче ачасем валли Ҫӗнӗ ҫул уявне ирттересси ҫине уйрӑмах тимлӗх уйӑрнӑ. Ҫак мероприятисене госпитальсенче те йӗркеленӗ[3]. 1948 ҫултанпа кӑрлачӑн 1-мӗшӗ каллех канмалли кун пулса тӑрать, анчах шӑматкуна е вырсарникуна лексен ӑна урӑх кун ҫине канма куҫарман[17].
Кремлӗн Георги залӗнче(выр.)чăв. ачасемпе ҫамрӑксен уявӗсене 1954 ҫултанпа йӗркелеме пуҫланӑ[5].
СССР кинофильмӗсенчи Ҫӗнӗ ҫул
Совет саманин ҫак фильмӗсенче Ҫӗнӗ ҫула уявланин тӗп йӑла-йӗркисене кӑтартнӑ:
- «Чукпа Гек»(выр.)чăв. (1953, режиссёрӗ И. Лукинский)[19]
- «Карнавал каҫӗ» (1956, режиссёрӗ Э. Рязанов)[20]
- «Как рождаются тосты» (телефильм, 1962, режиссёрӗ А. Тутышкин)[21]
- «Пӑрӑнчӑк ӑнӑҫу» (1968, режиссёрӗ Э. Рязанов)[22]
- «Каҫхи вунвиҫҫӗмӗш сехетре» (телефильм, 1969, режиссёрӗ Л. Шепитько)[23]
- «Ҫӗнӗ ҫулта вӑрлани» (телефильм, 1969, режиссёрӗ Ю. Сааков)[24]
- «Ӑнӑҫу ждентельменӗсем» (1971, режиссёрӗ А. Серый)[25]
- «Телеграмма» (1971, режиссёрӗ Р. Быков)[26]
- «Ҫак хаваслӑ планета» (1973, режиссёрӗ Ю. Сааков, Ю. Цветков)[27]
- «Шӑпа вылявӗ, е Ӑшши тутлӑ пултӑр!» (телефильм, 1975, режиссёрӗ Э. Рязанов)[28]
- «Витӑпа Машӑн Ҫӗнӗ ҫулхи мыскарисем» (телефильм, 1975, режиссёрӗ И. Усов, Г. Казанский)[29]
- «Чародейсем» (телефильм, 1982, режиссёрӗ К. Бромберг)[30]
- «Юрпикене чӗнсе-и?» (телефильм, 1985, режиссёрӗ В. Морозов)[31]
Совет самани хыҫҫӑнхи тапхӑр
1992 ҫулта ӗҫ ҫинчен калакан саккунсен кодексне тӳрлетӳсем кӗртнӗ хыҫҫӑн Раҫҫейре кӑрлачӑн 2-мӗшӗ канмалли кун пулса тӑнӑ. Унччен ҫӗршывра кӑрлачӑн 1-мӗшпе 7-мӗшӗсенче каннӑ. Лару-тӑру 2004 ҫулчченех улшӑнман, ун чухне ҫак кунсем ҫумне тата виҫӗ кун хушӑннӑ — 3-мӗшӗнчен пуҫласа 5-мӗшӗччен. Кӑрлачӑн 6-мӗшӗ официаллӑ майпа канмалли кун шутланман пулин те ҫак куна ҫӗнӗ ҫулти канмалли кунсем ҫине час-часах куҫарнӑ пулнӑ.
2004 ҫулта Раҫҫейре Ҫӗнӗ ҫул каникулне кӑрлачӑн 8-мӗшӗччен тӑснӑ. Ҫакна ҫирӗплетекен улшӑнусене 2012 ҫулта Раҫҫей Федерацийӗн Ӗҫ кодексне кӗртнӗ[17]. Саккунра вӗсене канмалли уяв кунӗсем пек палӑртнӑ. Ҫак кунсенчен хӑшӗ-пӗри те пулин шӑматкуна е вырсарникуна лексен канмалли куна уяв хыҫҫӑн лекекен ӗҫ кунӗ ҫине куҫараҫҫӗ[32].
2024 ҫулта Раҫҫей ҫыннисем Ҫӗнӗ ҫула уявлама 30,1 пин тенкӗ тӑкаклама йышӑнни пирки пӗлтернӗ, ку пӗлтӗрхинчен 14 % нумайрах. Чылайӑшӗ парне валли 10 пин тенкӗ хатӗрлесе хума йышӑннӑ. Тӗпчеве авӑнӑн 19-мӗшӗнчен пуҫласа юпан 10-мӗшӗччен ирттернӗ, унта Раҫҫейӗн тӗрлӗ регионӗнчи 18 ҫултан пуҫласа 65 ҫулчченхи тӗрлӗ тупӑшлӑ 1,6 пин ҫын хутшӑннӑ. Ыйтӑм тӗнче тетелӗнче ҫынсене репрезентативлӑ(выр.)чăв. майпа суйланӑ май иртнӗ[33].
РФ Правительствин 2026 ҫулта канмалли кунсене куҫарасси ҫинчен калакан постановленийӗпе килӗшӳллӗн, Ҫӗнӗ ҫулхи каникул Раҫҫейре 12 куна тӑсӑлӗ — раштавӑн 31-мӗшӗнче пуҫланать те кӑрлачӑн 11-мӗшӗнче вӗҫленет, ҫакӑ чылай ҫул хушшишӗн питӗ вӑрӑм кӑтарту пулса тӑнӑ[34].
Ҫӗнӗ ҫул йӑли-йӗрки
СССР вӑхӑтенчен Ҫӗнӗ ҫул ҫӗршывра тӗп уяв шутланать. Хальхи вӑхӑтра Раҫҫейри халӑх совет саманинче йӗркеленнӗ чылай Ҫӗнӗ ҫулхи йӑлана малалла тытса пырать[18].
Ҫӗнӗ ҫул чӑрӑшӗ
1852 ҫулхи кӑрлачӑн 7-мӗшӗнче пӗрремӗш хут халӑх валли Ҫӗнӗ ҫул ёлкине лартнӑ. Ку Санкт-Петербургри Екатерингоф вокзалӗн ҫуртӗнче пулса иртнӗ[35].
Ҫуртсене илемлетме чӑрӑшпа йышлӑ усӑ курма I Николай патшара ларнӑ вӑхӑтра пуҫланӑ[36]. Анчах 1915 ҫулта Сарӑтури госпитальте тыткӑна лекнӗ нимӗҫсем раштав уявне ирттернӗ хыҫҫӑн ҫакна чарнӑ[37].
Ҫӗнӗ ҫул мероприятийӗсене ачасем валли йӗркелесси, ҫавӑн пекех хваттерсенче вырнаҫтарма чӑрӑшсене сутассине 1935 ҫулта СССР вӑхӑтӗнче ҫӗнӗрен пуҫланӑ[3].
Ҫӗнӗ ҫул сӗтелӗ
Ҫӗнӗ ҫул ҫемье уявӗ шутланнӑран ӑна килте, ҫывӑх ҫынсем хушшинче паллӑ тӑвасси йӑлана кӗнӗ. Савӑнӑҫлӑ самантӑн тӗп элеменчӗ — уяв сӗтелӗ, ӑна раштавӑн 31-мӗшӗнче 23 сехет ҫывӑхнерех хатӗрлеҫҫӗ[6]. Шампански, оливье салачӗ тата мандаринсӑр пуҫне, унта ытти салатсем те пур, тӗслӗхрен, Мимоза(выр.)чăв., ҫавӑн пекех тӗрлӗ бутербродсем: хӗрлӗ вӑлчапа е тӗтӗмленӗ кӑлпассипе[38].
Ҫӗнӗ ҫул каҫӗ — пӗтӗмлетӳ тумалли, тостсем каламалли, президент саламланине итлемелли тата Кремлӗн Спас башнинчи курантсен ҫапнӑ май ӗмӗтсене шухӑшласа хумалли вӑхӑт[6][7].
Хӗл Мучи
Вырӑс Ҫӗнӗ ҫулӗн символӗ Хӗл Мучи шутланать. Ҫак юмахри сӑнар I Петӗр патша вӑхӑтӗнчех йӗркеленнӗ[39]. Ун чухне вӑл сӑваплӑ Микулайӑн сӑнӗллӗ пулнӑ. Уява совет саманинче тавӑрнӑ май унӑн сӑнӗ улшӑннӑ: унччен Хӗл Мучи шурӑ е кӑвак кӗрӗк тӑхӑннӑ пулсан, СССР-та унӑн тумӗ хӗп-хӗрлӗ пулса тӑнӑ.
Ҫак персонаж ача-пӑча мероприятийӗсенче тӗл пулать, ытларах чухне вӗҫнелле килет те хӑйӗн хутаҫӗнчен парнесем кӑларать. Унпа ялан тенӗ пекех пӗрле Юрпике ҫӳрет. Ҫӗнӗ ҫул уявӗсенче ҫак мӑшӑр хутшӑнни 1937 ҫултанпа ҫирӗпленнӗ[40]. 1950-мӗш ҫулсенчен пуҫласа Юрпике рольне хӗрарӑмсемпе ҫамрӑк хӗрсем калӑплама тытӑннӑ, чи малтанах вара ҫакна пӗчӗк хӗрачасем тунӑ.
Ҫӗнӗ ҫул фильмӗсем
1953 ҫулта пӗрремӗш Ҫӗнӗ ҫул картини Эльдар Рязанов режиссёрӑн «Карнавал каҫӗ» фильмӗ пулса тӑнӑ[41]. Каярахпа совет саманинче Ҫӗнӗ ҫул умӗн телевизорпа паллӑ кинокартинӑсене кӑтартасси йӑлана кӗнӗ, ытларах фильмсене тепӗр хут кӑтартнӑ:
- Карнавал каҫӗ (1953)[20];
- Иван Васильевич профессине улӑштарать (1973)[42];
- Ирония судьбы, или С лёгким паром! (1975)[28];
- Чародейсем (1982)[30][43].
Хальхи Ҫӗнӗ ҫул фильмӗсен шутӗнче ҫакна палӑртма пулать:
- Тӑлӑх-турат (1997)[44]
- Карнавал каҫӗ 2, е 50 ҫул иртсен (телефильм, 2006)[45]
- Шӑпа вылявӗ. Малалли (2007)[46]
- «Новогодний» тариф (2008)[47]
- Ёлки (фильмсем ярӑмӗ) (2010—2023)[48]
- Аннесем, Ҫӗнӗ ҫул ячӗпе! (2012)[49]
- Туссен тусӗсем (2013)[50]
- SOS, Хӗл Мучи, е Веҫех пурнӑҫланӗ! (2015)[51]
- Хуркайӑк ҫулӗ (2015)[52]
- Тӗлӗнтермӗш ҫӗршывӗ (2015)[53]
- Хӗл Мучи. Магсен ҫапӑҫӑвӗ (2016)[54]
Ҫӗнӗ ҫул мультфильмӗсем
Совет саманинче ача-пӑча валли ятарласа Ҫӗнӗ ҫулхи киноюмахӗсем ӳкернӗ. Вӗсен йышӗнче[55]:
- Чӑрӑшсем ҫутсан (1950)[56]
- Юрпике (1952)[57]
- Снеговик-почта (1955)[58]
- Тӗлӗнтермӗш ҫӑл (1956)[59]
- Вуникӗ уйӑх (1956)[60]
- Сивӗсен патши (1957)[61]
- Ҫӗнӗ ҫул ҫӳревӗ (1959)[62]
- Тимошка ёлки (1966)[63]
- Франтишек (1967)[64]
- Умка (1969)[65]
- Хӗл Мучи тата ҫулла (1969)[66]
- Умка тусне шырать (1970)[67]
- Ҫӗнӗ ҫул юмахӗ (1972)[68]
- Щелкунчик (1973)[69]
- Ну, тӑхта! (8-мӗш кӑларӑм) (1974)[70]
- Чӗрӗппе Упа ҫури ҫӗнӗ ҫула кӗтсе илни (1975)[71]
- Хӗл Мучипе сӑрӑ кашкӑр (1978)[72]
- Мороз Иванович (1981)[73]
- Ҫӗнӗ ҫула кам килӗ? (1982)[74]
- Хӗл Мучин Ҫӗнӗ ҫул юрри (1982)[75]
- Пӗлтӗрхи юр ӳкнӗ (1983)[76]
- Простоквашинӑра хӗлле (1984)[77]
- Раштавӑн 32-мӗшӗ (1988)[78]
- Ҫӗнӗ Ҫул мисӗ (1991)[79]
- Уйӑх ҫулӗ (1994)[80]
Хальхи вӑхӑтра мультфильмсене кӑтартасси малалла тӑсӑлать, анчах ку списока хальхи мультфильмсем те хушӑнаҫҫӗ.
- Алёша Поповичпа Тугарин Ҫӗлен (2004)[81]
- Добрыня Никитичпа Змей Горыныч (2006)[82]
- Илья Муромецпа Соловей-Хурах (2007)[83]
- Виҫӗ пӑхаттир тата Шамахан патши (2010)[84]
- Иван Царевичпа Сӑрӑ Кашкӑр (2011)[85]
- Аякри ҫӗрсене ҫитнӗ виҫӗ пӑхаттир (2012)[86]
- Иван Царевичпа Сӑрӑ Кашкӑр 2 (2013)[87]
- Виҫӗ пӑхаттир. Лашапа тухни (2014)[88]
- Иван Царевичпа Сӑрӑ Кашкӑр 3 (2015)[89]
- Виҫӗ пӑхаттирпа тинӗс патши (2016)[90]
- Виҫӗ пӑхаттирпа Египет принцесси (2017)[91]
- Виҫӗ пӑхаттирпа престол еткерҫи (2018)[92]
- Иван Царевичпа Сӑрӑ Кашкӑр 4 (2019)[93]
- Умка ёлкӑра (2019)[94]
- Юлий урхамахӗ тата пысӑк чупу (2020)[95]
Ҫӗнӗ ҫул юррисем
- «Пилӗк минут» («Карнавал каҫӗ» кинофильмран) — Людмила Гурченко юрлать
- «Ҫӗнӗ ҫул чӑрӑшӗ патӗнчи калаҫӳ» (из к/ф «Мускав куҫҫуле ӗненмест») — Сергей Никитин, Валентина Толкунова тата Леонид Серебренников юрлаҫҫӗ[96]
- «Песня о снежинке» (из к/ф «Чародеи») — Ольга Рождественская тата ВИА Добры молодцы юрлаҫҫӗ
- «Ҫӗнӗ Ҫул» — Ирина Отиева юрлать
- «Ҫӗнӗ ҫул теттисем» (А. Хоралов) — Аркадий Хораловпа Аурика Ротару дуэчӗ юрлать
- «Ҫӗнӗ ҫул» (Ю. Лоза) — Юрий Лоза юрлать[97]
- «Ҫӗнӗ ҫулхи» — Машина времени юрлать
- «Пӗрремӗшӗнчен вунвиҫҫӗччен» — Александр Абдулов, Несчастный случай юрлаҫҫӗ[98]
- «Ҫӗнӗ ҫул» (И. Саруханов) — Лолита Милявская, Владимир Пресняков, Марина Хлебникова, Игорь Саруханов, Валерий Сюткин, Алёна Свиридова, ҫавӑн пекех Старый приятель, Лицей, Любэ тата Отпетые мошенники ушкӑнсем юрлаҫҫӗ[99]
- «Ҫӗнӗ ҫул умӗн» — Татьяна Буланова юрлать
- «Ҫӗнӗ ҫулхи» (А. Макаревич — К. Хлебников) — Лицей ушкӑн юрлать
- «Ҫӗнӗ ҫулхи» («Ҫӗнӗ ҫул пирӗн пата килет…») — Дискотека авария юрлать
- «Ҫӗнӗ ҫулпа, пӗчӗкҫӗм» — Мумий Тролль ушкӑн юрлать[100]
- «Ҫӗнӗ ҫулхи» («Ерипен шарик вертится») — Гости из будущего юрлать
- «Шурӑ хӗл» — София Ротару юрлать
- «Ҫӗнӗ ҫулхи» (Вы устал от забот … ) — Верка Сердючка юрлать
- «Кулӑ янрать кӗмӗл евӗр» («Икӗ мулкач хыҫҫӑн» мюзиклтан) — Алла Пугачёва юрлать
- «Ҫӗнӗ ҫулхи» («Тик-так, часикик») — Блестящие юрлать[101]
- «Ҫӗнӗ Ҫулпа!» — Фабрика Звёзд-3 юрлать
- «Ҫӗнӗ Ҫулпа!» — Николай Тимофеев юрлать
- «Ку вӑл Ҫӗнӗ ҫул» — Нюша юрлать
Патшалӑх пуҫлӑхӗ Ҫӗнӗ ҫулта тухса калани
Патшалӑх пуҫлӑхӗсем халӑха ҫӗнӗ ҫулпа саламлас йӑлана Иосиф Сталин пурнӑҫа кӗртнӗ, 1936 ҫулта вӑл «Правда» хаҫатра СССР ҫыннисене Ҫӗнӗ ҫул ячӗпе саламланӑ. Ҫакӑн хыҫҫӑн саламсене радиопа пӗлтернӗ е периодика кӑларӑмӗсенче 1976 ҫулчченех пичетленнӗ. Шӑпах ҫавӑн чухне Леонид Брежневӑн салам сӑмахне телекуравпа кӑтартнӑ[102].
Ҫӗнӗ ҫулпа саламланине ытларах чухне раштавӑн 31-мӗшӗнче 23:55 сехетре кӑтартаҫҫӗ. Унта патшалӑха хальхи вӑхӑтра ертсе пыракан иртсе пыракан ҫула пӗтӗмлетет, ытти кирлӗ информацие пӗлтерет. Унӑн сӑмахӗ ҫурҫӗрте вӗҫленнӗ хыҫҫӑн Кремль куранчӗсен ҫапни янӑрать, ун хыҫҫӑнах ҫӗршывӑн патшалӑх гимнне шӑрантараҫҫӗ[103].
Ҫӗнӗ ҫулхи кану телепрограммисем
Совет саманинчен пуҫласа телекуравра Ҫӗнӗ ҫулпа ҫыхӑннӑ тӗрлӗ енлӗ кану программисене кӗртнӗ. Вӗсенчен чи палли Сенкер ҫулӑм шутланать, пӗрремӗш хут экрансем ҫине вӑл 1962 ҫулта «Телекураври кафе» ятпа тухнӑ. Каярахпа ҫакӑн йышши ытти программӑсемпе проектсем тухнӑ. Вӗсенчен пӗри Пӗрремӗш каналпа 1996 ҫултан пуҫласа 2001 ҫулччен тухнӑ «Старые песни о главном» шутланать, унта музыка телефильмӗсене кӑтартнӑ[104].
2000-мӗш ҫулсенче «Пӗрремӗш каналти Ҫӗнӗ ҫул каҫӗ» ятлӑ эфирсене анлӑ кӑтартнӑ. Ҫӗнӗ ҫул программисем ҫавӑн пекех НТВ(выр.)чăв., РЕН ТВ(выр.)чăв., Раҫҫей(выр.)чăв. тата ытти каналсемпе пынӑ[105].
Ӑнлантарусем
- ^ 1, 2 Полное собраніе законовъ Россійской имперіи, с. 681.
- ^ 1, 2, 3, 4 Шаповалов С. Н., с. 71.
- ^ 1, 2, 3, 4, 5 Швец М. Е., с. 392.
- ^ Кононов Д.С., с. 24.
- ^ 1, 2, 3 Гурьянов К. В., Шатило Я. С., с. 56.
- ^ 1, 2, 3 Кто придумал Новый год: история и традиции праздника. РИА Новости (9 раштавӑн 2022). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи чӳкӗн 18-мӗшӗ.
- ^ 1, 2 Кремлевские куранты в Москве. Комсомольская правда. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи чӳкӗн 18-мӗшӗ.
- ^ Людмила Кошкина. Первый день во году. Пульс (30 раштавӑн 2018). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи чӳкӗн 18-мӗшӗ.
- ^ Черепнин Л. В.
- ^ Семенов день. Российский Этнографический Музей (14 авӑнӑн 2023). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи чӳкӗн 18-мӗшӗ.
- ^ Шаповалов С. Н., с. 69.
- ^ Шаповалов С. Н., с. 70.
- ^ Новый «Новый год» по Указу Петра I. Российская государственная библиотека (20 раштавӑн 2017). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи чӳкӗн 18-мӗшӗ.
- ^ Шаповалов С. Н., с. 72.
- ^ История старого Нового года в России. ТАСС (13 кӑрлачӑн 2018). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи чӳкӗн 18-мӗшӗ.
- ^ Старый. Новый. Непутёвый. Почему календарная реформа большевиков много лет сбивала с толку россиян. Родина (11 кӑрлачӑн 2021). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи чӳкӗн 18-мӗшӗ.
- ^ 1, 2, 3 Как менялись даты празднования Нового года в России. ТАСС (29 чӳкӗн 2019). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи чӳкӗн 18-мӗшӗ.
- ^ 1, 2 «Гадкий праздник буржуазный» Как Новый год стал главным советским и российским торжеством. Лента.ру (1 кӑрлачӑн 2020). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи чӳкӗн 18-мӗшӗ.
- ^ Чук и Гек (1953). Кинопоиск. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи чӳкӗн 18-мӗшӗ.
- ^ 1, 2 Карнавальная ночь (1956). Кинопоиск. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи чӳкӗн 18-мӗшӗ.
- ^ Как рождаются тосты (1962). Кинопоиск. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи чӳкӗн 18-мӗшӗ.
- ^ Зигзаг удачи (1968). Кинопоиск. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи чӳкӗн 18-мӗшӗ.
- ^ В тринадцатом часу ночи (ТВ, 1969). Кинопоиск. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи чӳкӗн 18-мӗшӗ.
- ^ Похищение (ТВ, 1969). Кинопоиск. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи чӳкӗн 18-мӗшӗ.
- ^ Джентльмены удачи (1971). Кинопоиск. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи чӳкӗн 18-мӗшӗ.
- ^ Телеграмма (1971). Кинопоиск. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи чӳкӗн 18-мӗшӗ.
- ^ Эта веселая планета (ТВ, 1973). Кинопоиск. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи чӳкӗн 18-мӗшӗ.
- ^ 1, 2 Ирония судьбы, или С легким паром! (ТВ, 1975). Кинопоиск. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи чӳкӗн 18-мӗшӗ.
- ^ Новогодние приключения Маши и Вити (ТВ, 1975). Кинопоиск. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи чӳкӗн 18-мӗшӗ.
- ^ 1, 2 Чародеи (ТВ, 1982). Кинопоиск. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи чӳкӗн 18-мӗшӗ.
- ^ Снегурочку вызывали? (ТВ, 1985). Кинопоиск. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи чӳкӗн 18-мӗшӗ.
- ^ "Трудовой кодекс Российской Федерации" от 30.12.2001 N 197-ФЗ (ред. от 04.08.2023, с изм. от 24.10.2023) (с изм. и доп., вступ. в силу с 01.09.2023). КонсультантПлюс. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи чӳкӗн 18-мӗшӗ.
- ^ Россияне рассказали, сколько потратят на празднование Нового года. Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи чӳкӗн 18-мӗшӗ.
- ^ Новогодние выходные в 2026 году будут самыми долгими за многие годы. Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи чӳкӗн 18-мӗшӗ.
- ^ Швец М. Е., с. 390.
- ^ Кононов Д.С., с. 23.
- ^ Гурьянов К. В., Шатило Я. С., с. 51.
- ^ Мари Медведева. Что было до мандаринов и оливье: История русского новогоднего застолья. Life (интернет-издание) (14 января). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи чӳкӗн 18-мӗшӗ.
- ^ Дмитрий Смирнов. Деда Мороза придумал Петр I, а Снегурочку - Сталин. Комсомольская правда (28 раштавӑн 2021). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи чӳкӗн 18-мӗшӗ.
- ^ Елена Душечкина. Дед Мороз и Снегурочка. Горький Медиа. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи чӳкӗн 18-мӗшӗ.
- ^ Наталия Эфендиева. Ирония зимы: какие фильмы смотрели в СССР в канун Нового года. Деловой Петербург (30 раштавӑн 2022). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи чӳкӗн 18-мӗшӗ.
- ^ Иван Васильевич меняет профессию (1973). Кинопоиск. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи чӳкӗн 18-мӗшӗ.
- ^ Сусанна Альперина. Какие фильмы чаще всего показывали в Новый год за последние 50 лет. Российская газета (12 кӑрлачӑн 2017). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи чӳкӗн 18-мӗшӗ.
- ^ Сирота казанская (1997). Кинопоиск. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи чӳкӗн 18-мӗшӗ.
- ^ Карнавальная ночь 2 (ТВ, 2006). Кинопоиск. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи чӳкӗн 18-мӗшӗ.
- ^ Ирония судьбы. Продолжение (2007). Кинопоиск. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи чӳкӗн 18-мӗшӗ.
- ^ Тариф Новогодний (2008). Кинопоиск. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи чӳкӗн 18-мӗшӗ.
- ^ Все «Елки» — от первых до предпоследних — глазами Лидии Масловой. Кинопоиск (29 раштавӑн 2021). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи чӳкӗн 18-мӗшӗ.
- ^ С новым годом, мамы! (2012). Кинопоиск. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи чӳкӗн 18-мӗшӗ.
- ^ Друзья друзей (2013). Кинопоиск. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи чӳкӗн 18-мӗшӗ.
- ^ SOS, Дед Мороз или Все сбудется! (2015). Кинопоиск. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи чӳкӗн 18-мӗшӗ.
- ^ Млечный путь (2015). Кинопоиск. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи чӳкӗн 18-мӗшӗ.
- ^ Страна чудес (2015). Кинопоиск. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи чӳкӗн 18-мӗшӗ.
- ^ Дед Мороз. Битва Магов (2016). Кинопоиск. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи чӳкӗн 18-мӗшӗ.
- ^ Круглова Т. А., Саврас Н. В. Новый год как праздничный ритуал советской эпохи // Искусствоведение и культурология. — 2010. — . 2018 ҫулхи чӳкӗн 23-мӗшӗнче архивланӑ.
- ^ Когда зажигаются елки (1950). Кинопоиск. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи чӳкӗн 18-мӗшӗ.
- ^ Снегурочка (1968). Кинопоиск. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи чӳкӗн 18-мӗшӗ.
- ^ Снеговик-почтовик (1955). Кинопоиск. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи чӳкӗн 18-мӗшӗ.
- ^ Чудесный колодец (1956). Кинопоиск. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи чӳкӗн 18-мӗшӗ.
- ^ Двенадцать месяцев (1956). Кинопоиск. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи чӳкӗн 18-мӗшӗ.
- ^ Снежная королева (1957). Кинопоиск. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи чӳкӗн 18-мӗшӗ.
- ^ Новогоднее путешествие (1959). Кинопоиск. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи чӳкӗн 18-мӗшӗ.
- ^ Тимошкина елка (1966). Кинопоиск. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи чӳкӗн 18-мӗшӗ.
- ^ Франтишек (1967). Кинопоиск. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи чӳкӗн 18-мӗшӗ.
- ^ Умка (1969). Кинопоиск. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи чӳкӗн 18-мӗшӗ.
- ^ Дед Мороз и лето (1969). Кинопоиск. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи чӳкӗн 18-мӗшӗ. (1969)
- ^ Умка ищет друга (1970). Кинопоиск. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи чӳкӗн 18-мӗшӗ.
- ^ Новогодняя сказка (ТВ, 1972). Кинопоиск. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи чӳкӗн 18-мӗшӗ.
- ^ Щелкунчик (1973). Кинопоиск. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи чӳкӗн 18-мӗшӗ.
- ^ Ну, погоди! Серия №8 (выр.). vk.com. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи чӳкӗн 18-мӗшӗ.
- ^ Как ежик и медвежонок встречали Новый год (1975). Кинопоиск. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи чӳкӗн 18-мӗшӗ.
- ^ Дед Мороз и Серый волк (1978). Кинопоиск. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи чӳкӗн 18-мӗшӗ.
- ^ Мороз Иванович (1981). Кинопоиск. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи чӳкӗн 18-мӗшӗ.
- ^ Кто придет на Новый год (ТВ, 1982). Кинопоиск. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи чӳкӗн 18-мӗшӗ.
- ^ Новогодняя песенка Деда Мороза (ТВ, 1982). Кинопоиск. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи чӳкӗн 18-мӗшӗ.
- ^ Падал прошлогодний снег (ТВ, 1983). Кинопоиск. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи чӳкӗн 18-мӗшӗ.
- ^ Зима в Простоквашино (1984). Кинопоиск. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи чӳкӗн 18-мӗшӗ.
- ^ 32-е декабря (1988). Кинопоиск. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи чӳкӗн 18-мӗшӗ.
- ^ Мисс Новый год (1991). Кинопоиск. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи чӳкӗн 18-мӗшӗ.
- ^ Лунная дорожка (1994). Кинопоиск. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи чӳкӗн 18-мӗшӗ.
- ^ Алеша Попович и Тугарин Змей (2004). Кинопоиск. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи чӳкӗн 18-мӗшӗ.
- ^ Добрыня Никитич и Змей Горыныч (2006). Кинопоиск. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи чӳкӗн 18-мӗшӗ.
- ^ Илья Муромец и Соловей Разбойник (2007). Кинопоиск. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи чӳкӗн 18-мӗшӗ.
- ^ Три богатыря и Шамаханская царица (2010). Кинопоиск. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи чӳкӗн 18-мӗшӗ.
- ^ Иван Царевич и Серый Волк (2011). Кинопоиск. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи чӳкӗн 18-мӗшӗ.
- ^ Три богатыря на дальних берегах (2012). Кинопоиск. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи чӳкӗн 18-мӗшӗ.
- ^ Иван Царевич и Серый Волк 2 (2013). Кинопоиск. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи чӳкӗн 18-мӗшӗ.
- ^ Три богатыря: Ход конем (2014). Кинопоиск. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи чӳкӗн 18-мӗшӗ.
- ^ Иван Царевич и Серый Волк 3 (2015). Кинопоиск. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи чӳкӗн 18-мӗшӗ.
- ^ Три богатыря и Морской царь (2016). Кинопоиск. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи чӳкӗн 18-мӗшӗ.
- ^ Три богатыря и принцесса Египта (2017). Кинопоиск. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи чӳкӗн 18-мӗшӗ.
- ^ Три богатыря и Наследница престола (2018). Кинопоиск. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи чӳкӗн 18-мӗшӗ.
- ^ Иван Царевич и Серый Волк 4 (2019). Кинопоиск. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи чӳкӗн 18-мӗшӗ.
- ^ Умка на ёлке (2019). Кинопоиск. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи чӳкӗн 18-мӗшӗ.
- ^ Конь Юлий и большие скачки (2020). Кинопоиск. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи чӳкӗн 18-мӗшӗ.
- ^ Песни из фильма «Москва слезам не верит»: «Александра» и «Диалог у новогодней елки». Комсомольская правда. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи чӳкӗн 18-мӗшӗ.
- ^ Юрий Лоза - Новый год. zvuk.com. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи чӳкӗн 18-мӗшӗ.
- ^ Новогодние и Рождественские хиты: история песен «Двенадцать Дней» (Александр Абдулов) и «С первого по тринадцатое» (НЕСЧАСТНЫЙ СЛУЧАЙ). КУР.С.ИВ.ом. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи чӳкӗн 18-мӗшӗ.
- ^ Новый год Игорь Саруханов. Дорожное радио. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи чӳкӗн 18-мӗшӗ.
- ^ Мумий Тролль С Новым Годом, крошка! last.fm. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи чӳкӗн 18-мӗшӗ.
- ^ Блестящие - Новогодняя песня (Тик-Так Часики). vk.com. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи чӳкӗн 18-мӗшӗ.
- ^ История новогодних обращений лидеров СССР и России. Досье. ТАСС (31 раштавӑн 2017). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи чӳкӗн 18-мӗшӗ.
- ^ История новогодних обращений. История.РФ. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи чӳкӗн 18-мӗшӗ.
- ^ Анастасия Иванова. Эволюция развития новогодних ТВ-проектов Первого канала с 1996 по 2022гг. Школа дизайна. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи чӳкӗн 18-мӗшӗ.
- ^ «Новогодняя ночь на Первом» 23 года назад — то, чего больше не будет. Дом под горой (5 кӑрлачӑн 2023). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи чӳкӗн 18-мӗшӗ.
- ^ В Москве отменили фейерверки на Новый год. РБК (21 раштавӑн 2023). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи чӳкӗн 18-мӗшӗ.
Вуламалли
- Душечкина Е., Берсенева Л. Три века русской ёлки. Часть 1 // Наука и Жизнь : журнал. — 2010. — № 12.
- Душечкина Е., Берсенева Л. Три века русской ёлки. Часть 2 // Наука и Жизнь : журнал. — 2010. — № 12.
- Гурьянов К. В., Шатило Я. С. Новый год и ёлка: становление современных традиций // Базис : журнал. — 2019. — № 2(6). — .
- Кононов Д.С. Новый год в советской праздничной культуре: становление современных традиций // Театрализованные формы современной праздничной культуры России : сборник материалов Региональной научно-практической конференции. — Белгородский государственный институт искусств и культуры, 2023. — .
- Круглова Т. А., Саврас Н. А. Новый год как праздничный ритуал советской эпохи // Известия Уральского государственного университета : журнал. — 2010. — № 2 (76). — .
- Литвинова М. В., Кибалко О. В., Кибалко В. В. Новый год на российских ресурсах медиапространства // Наука. Культура. Искусство: актуальные проблемы теории и практики : Сборник материалов Всероссийской (с международным участием) научно-практической конференции. — Белгород: Белгородский государственный институт искусств и культуры, 2021. — .
- Полное собраніе законовъ Россійской имперіи. — Собрание Первое. 1649-1825 гг.. — Тип. II Отделения Собственной Его Императорского Величества Канцелярии, 1830. — Т. III.
- Черепнин Л. В. Русская хронология. — 1944. Архивировано 24 раштавӑн 2013 года.
- Шаповалов С. Н. Официальное празднование нового года в России в XVII — начале XVIII вв. // Общество: философия, история, культура. — 2011. — .
- Швец М. Е. История Нового года: этапы большого пути // Культура. Образование. Гражданственность. Религия : материалы XVII Всероссийской научно-практической конференции. — Пермский государственный институт культуры, 2023. — .