Ҫӗнӗ ҫул сӗтелӗ
Ҫӗнӗ ҫул сӗтелӗ — чылай ҫӗршывра Ҫӗнӗ ҫула кӗтсе илнӗ чухне хатӗрлекен сӑйламалли апат-ҫимӗҫсен пуххи, халӑх йӑли-йӗркине, ҫӗршыва тата вӑл е ку тӑрӑха кура пӗр-пӗринчен самай уйрӑлса тӑма пултарать.
Ҫӗнӗ ҫула уявлани вӑхӑта епле виҫнине кура, йӑлана кӗнӗ савӑнӑҫлӑ мероприятисене пула, йӑла-йӗркене, тӑхӑнакан тумтире, ҫавӑн пекех уявлама усӑ куракан апата пула уйрӑлса тӑма пултарать[1]. Индуистсен, китайсен, коптсен, еврейсен тата ислам календарӗсенче Ҫӗнӗ ҫула григориан календарӗпе мар кӗтсе илеҫҫӗ, анчах Ҫӗнӗ ҫул сӗтелӗ пур ҫӗрте те тӗрлӗ енлӗ. Вӑл пӗрлештерсе хатӗрленӗскер, ансат, йӑлана кӗнӗскер, тутлӑ, вегетарианла е урӑхларах пулма пултарать; барбекю, тӗрлӗ тӗслӗ пицца пек хатӗрленӗ апатсенчен хатӗрленме пултарать; хӑнасем илсе килнӗ апатсенчен (потлак, акăл. potlak) тата ытти енлӗ те.
Историйӗ
Ҫӗнӗ ҫул сӗтелӗн историйӗ вырӑнти йӑла-йӗркепе уйрӑлми ҫыхӑннӑ. XIX ӗмӗрте Европӑри чылай ҫӗршывра салат апачӗ анлӑ сарӑла пуҫланӑ, вӗсем «кӗрӗк айӗнчи селедка» салата аса илтернӗ. Пулӑ йӳнӗ пулнӑ, ӑна чухӑн ремесленниксемпе хресченсем туянма пултарнӑ, салата вӗсен пахчара ӳстернӗ пахча ҫимӗҫ хушма май килнӗ. Норвегин селёдка салатӗн рецептне 1845 ҫулхи акӑлчансен тӗпел кӗнекинчех ҫырса кӑтартнӑ. Германире ҫавнашкал салата тепӗр йышши апат-ҫимӗҫпе хатӗрленӗ, сӑйлама кӑларса тӑратас умӗн ӑна нимпе те тутлӑлатман пулнӑ. Раҫҫее ҫак салат XIX ӗмӗрӗн иккӗмӗш ҫурринче ҫавнашкал ингредиентсемпех ҫитнӗ: пӗҫернӗ ҫӗр улми, пулӑ, кӑшман тата кишӗр[2].
Раҫҫейре Кивӗ Ҫӗнӗ ҫула уявлаҫҫӗ пулсан, ЮАР-та — иккӗмӗш ҫӗнӗ ҫула. Вӑл ӗлӗкхи пулӑмпа ҫыхӑннӑ — чурасен ҫулталӑк хушшинче нимӗнле уявпа та, канмалли кун та пулман, вӑл кун вӗсен пӗртен-пӗр кану кунӗ пулнӑ. Кӑрлачӑн 2-мӗшӗнче вӗсем канма пултарнӑ, ӗҫлемен, уяв сӗтелӗ хатӗрленӗ, тӑванӗсем патне хӑнана кайнӑ, хуласемпе посёлоксен урамӗсенче юрласа-ташласа пусмӑрҫӑсен асаплантарӑвне хирӗҫ пулнине кӑтартнӑ. Пурӑна киле йӑла-йӗрке анлӑланнӑ, хальхи вӑхӑтра кӑрлачӑн 2-мӗшӗнче Кейптаун урамӗсемпе сунчӑксем, шӑхличсем тата ытти япаласем тытнӑ, илемлӗ тум тӑхӑннӑ 13 пин ытла ҫынран тӑракан ушкӑн юрӑ юрласа иртет[3].
Ҫӗнӗ ҫулхи меню
Йӑлана кӗнисем
Раҫҫейри патша саманинче Ҫӗнӗ ҫул сӗтелӗ ҫинче ӑшаланӑ сысна ҫури тулӑх тата ҫитлӗ пурнӑҫа сӑнлакан символ (паллах, ӑна сӗтел ҫине лартма пултараканнисен хушшинче) пек пулнӑ. Вӑл вӑхӑтра кайӑкран тунӑ апата ҫиме юрамасть тесе шутланӑ, унпа пӗрле ҫӗнӗ ҫулта телей те вӗҫсе кайма пултарасса ӗненнӗ. XIX ӗмӗр варринелле кӑна ҫакна ӗненме пӑрахнӑ, ҫапла май сӗтел ҫине панулми тултарнӑ ӑшаланӑ хур е урӑх кайӑк-кӗшӗк лекнӗ.
Совет саманинче Ҫӗнӗ ҫул сӗтелӗнче чи пӗлтерӗшлӗ вырӑна йӑлана кӗнӗ тӑрӑх шампански тата салатсем йышӑннӑ: винегрет, «Оливье», «кӗрӗк айӗнчи селедка», тутлӑлатнӑ пулӑ, студень[4] тата ыттисем те. Улма-ҫырларан ытларах чухне мандаринпа панулми лартнӑ, десерт валли — варенипе канихвет. Чӑх, кӑвакал, кролик, кӑркка, хур ашӗнчен апат пӗҫернӗ, тӗрлӗ йышши ҫырткаламалли (кӑлпасси, чӑкӑт, хӗрлӗ вӑлча) вырнаҫтарнӑ, ҫавӑн пекех уяв тортне хатӗрленӗ. Апатсен пӗр пайӗ католиксем палӑртакан раштав уявӗнчи сӑйлав сӗтелне пула хушӑннӑ, ку католиксен уявне паллӑ тӑвакансен йышӗ ӳснипе ҫыхӑннӑ. Тепӗр апат, тӗслӗхрен, «кӗрӗк айӗнчи селедка», 1970-мӗш ҫулсен варринче ӑна шухӑшласа кӑларнӑ хыҫҫӑн, лекнӗ[5].
Совет самани вӗҫленнӗ хыҫҫӑн аш-какайран хатӗрленӗ ытти апатсем хушӑннӑ — тӗслӗхрен, французла аш-какай тата хальхи лавккасенче туянма май пур пуян апат-ҫимӗҫрен хатӗрленӗ ытти салатсем, хушӑннӑ. Ҫӗнӗ ҫул сӗтелӗ ҫине алкоголь, газланӑ тата газламан шӗвексем, улма-ҫырла, ҫавӑн пекех тӗрлӗ десерт вырнаҫтараҫҫӗ. Кил хуҫи хӗрарӑмӗсенчен чылайӑшӗ студень хатӗрлет, килти пельмень пӗҫерет.
Раҫҫейри халӑхсен
Кавказри халӑхсем тата тӗрӗксем календарьпе икӗ уявне палӑртаҫҫӗ, уяв сӗтелне икӗ хутчен хатӗрлеҫҫӗ: Ҫӗнӗ ҫулта тата пуш уйӑхӗн вӗҫӗнче паллӑ тӑвакан Наврузра — ӑна ҫемье хушшинче пухӑнса ирттереҫҫӗ, тӑванӗсемпе хӑнасене кӗтсе илеҫҫӗ. Уяв кӗрекинче бешбармак, ҫамрӑк такаран пӗҫернӗ ҫӑра яшка, ясмӑкран пӗҫернӗ пашалу, губади, урама, чак-чак тата ытти апат-ҫимӗҫ лартаҫҫӗ.
Бурятсем, тувинсем тата калмӑксем те Ҫӗнӗ ҫул сӗтелне икӗ хутчен пуҫтараҫҫӗ: кӑрлачӑн 1-мӗшӗнче тата нарӑс уйӑхӗнче — Цаган Сар (Сагаан Сар, Шурӑ Уйӑх) уявӗнче, ун чухне йӑлана кӗнӗ тӑрӑх сӗтел ҫине «борцок» ятлӑ пончиксем (чӗрчунсем е чӗн пиҫиххипе йӗвен пек хуҫалӑх хатӗрӗсем евӗр калӑплаҫҫӗ) вырнаҫтараҫҫӗ.
Ненецсен те икӗ ҫӗнӗ ҫул — хӗллехи (чӳк уйӑхӗнче) тата ҫуллахи (ҫӗртме уйӑхӗнче). Якутире Ысыах (Ҫӗнӗ ҫул) уява темиҫе кун паллӑ тӑваҫҫӗ, пысӑк кӑвайтсем чӗртеҫҫӗ, аш-какай, пулӑ, пылак ҫимӗҫ нумай хатӗрлеҫҫӗ, вӑйӑ карти ертсе ҫӳреҫҫӗ, юрӑ юрласа ташлаҫҫӗ[6].
Карелири сюндум уявӗ вӑхӑтӗнчи Ҫӗнӗ ҫул сӗтелӗ кукӑльсӗр, урпа пӑттисӗр тата сӗлӗ икерчисӗр иртмест.
Эвенксем «Мучун» (ҫӗр ҫӗнелнӗ вӑхӑта) паллӑ тӑваҫҫӗ, нганасансем кӑрлачӑн юлашки кунӗсемпе нарӑсӑн пуҫламӑшне килекен поляр каҫӗ вӗҫленнине уявлаҫҫӗ; ненецсен уявӗ — хӗвеле кӗтсе илни; энецсем (вӗсем 200 ытла ҫын кӑна юлнӑ) Ҫӗнӗ ҫула уявламаҫҫӗ, пуш уйӑхӗн вӗҫӗнче вӗсем «Ко позу» («Хурӑн ҫырӑвӗ») ятлӑ йӑла уявне ирттереҫҫӗ, кашни хутшӑнакана пӑлан какайӗ лекет. Ҫӗнӗ ҫул сӗтелӗ ҫине сэвэн ритуаллӑ апат лартнӑ — ӑна пӗҫернӗ тата вӗтӗ туранӑ мӑшӑр чӗрнеллӗ е ҫуллӑ упа какайӗнчен (2 апат кашӑкӗнчен ытла мар) пӗҫереҫҫӗ. Ҫавӑн пекех чӗрӗ пулӑран хатӗрленӗ строганина, пулӑ апачӗ, вӑлча тата тӗрлӗ ҫырла хушнӑ пашалу лартнӑ, ҫырлана ҫавӑн пекех шӑнтнӑ сӗте хушнӑ[7].
Колымара (Инҫет Тухӑҫ, Магадан облаҫӗ) пурӑнакан эвенксем ҫӗнӗ ҫула Хэбденек (хаваслӑх) ятпа уявлаҫҫӗ, ӑна ҫулла кун таврӑннӑ вӑхӑтра ирттереҫҫӗ.
Долгансем поляр каҫӗ хыҫҫӑн хӗвел тухнине — Хейро уявне — паллӑ тунӑ пулнӑ, ӑна ирхине 5 сехетре палӑртнӑ.
Поморсем авалтанах авӑнӑн 14-мӗшӗнче (кивӗ стильпе) паллӑ тӑвакан Ҫӗнӗ ҫул уявне паллӑ тунӑ[8]. Авӑн уйӑхӗнче ҫавӑн пекех Маргарита ярмӑркки иртнӗ[9], хальхи Раҫҫейре ӑна 2001 ҫулхи авӑн уйӑхӗнчен пуҫласа ҫӗнӗрен чӗртнӗ[10]. Ҫавӑн пекех хальхи вӑхӑтра Архангельскра кӗркунне ҫуллана ӑсатнине тата Ҫӗнӗ ҫул килнине авӑнӑн 14-мӗшӗнче палӑртаҫҫӗ, ӑна Поморсен Ҫӗнӗ ҫулӗ теҫҫӗ[11][12][13]. Ҫӗнӗ ҫул тӗлне поморсем йӑлана кӗнӗ кучченеҫ пӗҫернӗ, вӑл XVIII ӗмӗр пуҫламӑшӗнчех паллӑ[14] — ӑна лаптак пӗремӗк пек хатӗрлеҫҫӗ те ҫиелтен глазурьпе ӳкереҫҫӗ. Вӗсене «козуль» теҫҫӗ (ялта вӗсене «рогушки», «коровки», «козульки», «баранки» теҫҫӗ). Ячӗ вӗсен хурмипе ҫыхӑннӑ — ытларах мӑйракаллӑ выльӑх (хӗрарӑм кӗлетки, ҫаврашка, ҫӑлтӑр, пирӗшти, кайӑк) евӗр пӗҫернӗ, вӗсем пулӑхлӑха сӑнланӑ пулнӑ: пӗремӗксем мӗн чухлӗ нумайрах кил-ҫуртра выльӑх-чӗрлӗх шучӗ тата вӗсен ӗрчевӗ лайӑхрах пулӗ тесе шутланӑ. Ку йӑла-йӗркене кашни ҫемьерех упранӑ, 1960-мӗш ҫулсенче вара ҫак йӑла архангельск пӗремӗкӗ пек ҫӗнӗрен чӗрӗлнӗ. Соломбалӑри паллӑ козуль-пӗремӗк пӗҫерекен К.И. Карамзина хатӗрленӗ пӗремӗксене 1960–1970-мӗш ҫулсенче Патшалӑх истори музейӗн куравӗсене кӑтартнӑ, вӗсене «Вырӑс пӗремӗкӗ» илемлӗ открыткӑсем ҫинче сӑнланӑ (1971 ҫул). Хальхи вӑхӑтра Архангельскра ҫулсерен «Ҫурҫӗр пӗремӗкӗн тӗлӗнтермӗшӗ» курав иртет[15].
Трескана уяв сӗтелӗ ҫине поморсем тӗрлӗ воложсемпе (соуссемпе) — сӗтрен, хӑймаран тата ҫуран тунисемпе, ҫавӑн пекех Шурӑ тинӗсри мидисемпе, подинья (пахта) ҫинчи шаньгапа, пулӑ кукӑлӗсемпе кёж ҫырла морсӗпе — панӑ[16][17]. Пертоминла пулӑ шӳрпи хатӗрленӗ[18], пӗремӗксемсӗр пуҫне шаньгасем, тӗрлӗ ӑшлӑ кукӑльсем, колобсем тата «калиткӑсем» пӗҫернӗ[19].
СССРта ҫурҫӗрти халӑхсем совет саманин уявӗсене те йышӑнма пуҫланӑ — ҫурҫӗрти пур халӑх та тенӗ пекех Ҫӗнӗ ҫул валли уяв сӗтелӗ хатӗрлет, унта наци апачӗсене лартать, вӗсен хушшине йӑлана кӗнӗ оливье тата торт хушса вырнаҫтараҫҫӗ[20].
Статистика
Ҫӗнӗ ҫул сӗтелне хатӗрлеме тӑкакланине Росстат[21][22], ҫавӑн пекех РФ субъекчӗсен регионти хӑш-пӗр статистика службисем тӗпчеҫҫӗ[23].
Росстат ҫӗнӗ ҫулхи меню шутне ҫак ҫимӗҫсен хакне кӗртет: чӗрӗлле тӗтӗмленӗ кӑлпасси, аш-какайран тӗтӗмленӗ ҫимӗҫ, пулӑ, вӑлча, чӑх, ӗне какайӗ, ҫу, чӑкӑт, шӑккалат канихвет, апельсин, лимон, банан, пахча ҫимӗҫ, торт, коньяк, эрех, сӗткенсем, газланӑ шыв. Ҫавӑн пекех вӑл вӗсен хаксене региона кура шутласа парать: чи хаклӑ Ҫӗнӗ ҫул сӗтелӗ яланхи пекех Чукотка АО, Ненец автономи округӗнче, Камчатка крайӗнче тата Ямал-Ненец автономи округӗнче шутланать, чи йӳнни вара — Калмӑк Республикинче, Калининград, Липецк, Белгород тата Омск облаҫӗсенче[24][25].
Удмуртстат, хӑй енчен, яланхи пек Ҫӗнӗ ҫул сӗтелӗн виҫӗ вариантне шутлать: ахалли, йӑлана кӗни тата тулли[26].
- Сахал тупӑшлӑ ҫемье валли хатӗрленӗ Ҫӗнӗ ҫул сӗтелӗн «Ахаль пуххине» чи сахал апат-ҫимӗҫ кӗрет: тӑварланӑ сельдь, винегрет хатӗрлемелли пахча ҫимӗҫ, 1 килограмм апельсин тата 1 кӗленче эрех.
- Вӑтам класлӑ ҫемьешӗн хатӗрленӗ «Йӑлана кӗнӗ пуххинче» пельмень шутлаҫҫӗ, ҫавӑн пекех йӑлана кӗнӗ «Ҫӗнӗ ҫул» салатсен икӗ тӗсне (оливье тата винегрет), ҫурма тӗтӗмленӗ кӑлпассине, чӑкӑт, сӗткен, шӑккалат канихвет, торт, икӗ тӗрлӗ улма-ҫырла тата алкоголь шӗвекӗсен икӗ тӗсне.
- «Тулли» шутне ҫӳлерех палӑртнӑ «йӑлана кӗнӗ пухӑма» кӗрекен апат, унсӑр пуҫне ҫавӑн пекех тӗрлӗ аш-какайран тата пулӑран хатӗрленӗ тутлӑ апат, лосось пуллин вӑлчи, чӗрӗлле тӗтӗмленӗ кӑлпасси, чӗрӗ пахча ҫимӗҫ, мӑйӑр, мороженӑй, улма-ҫырла тата эрех-сӑрах 3 тӗсӗ кӗрет[27].
Ҫӗнӗ ҫул сӗтеле сӑнлакан апат-ҫимӗҫ шутне Раҫҫейре тата СНГ ҫӗршывӗсенче час-часах «оливье» салат тата мандаринсем кӗреҫҫӗ[24]. 1970 ҫулсен варринчен пуҫласа ҫак списока «кӗрӗк айӗнчи селедка» хушӑннӑ[28].
2000-мӗш ҫулсен пуҫламӑшӗнче «оливье индексӗ» текен ӑнлав ҫуралнӑ, ӑна палӑртнӑ чухне салата хатӗрлеме кирлӗ апат-ҫимӗҫ йышне шутлаҫҫӗ. Оливье тума чи нумай укҫа Чукоткӑра тӑкаклама тивет, Ханты-Манси автономи округӗнче салат шутне кӗрекен апат-ҫимӗҫ хакӗ чакнӑ, 2021 ҫулта салата чи сахал тӑкакласа Белгород облаҫӗнче хатӗрлеме май пулнӑ[29].
2023 ҫул вӗҫӗнче «Руспродсоюз» ассоциаци шутласа кӑларнӑ тӑрӑх тӑватӑ ҫынран тӑракан ҫемье валли уяв сӗтелӗ валли 5,5 пин тенке яхӑн тӑкаклама тивнӗ[30].
2024 ҫулта Ҫӗнӗ ҫул уявӗ валли тӑватӑ ҫынлӑх сӗтел пуҫтарма апат-ҫимӗҫ пуххин вӑтам хакӗ 9,1 пине яхӑн тенкӗпе танлашнӑ. Ведомствӑсем хушшинчи пӗрлӗхлӗ информаципе статистика системи (ЕМИСС) пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗлтӗрхипе танлаштарсан хаксем 13,5% ӳснӗ[31].
Кинематографра тата культурӑра
Ҫӗнӗ ҫул сӗтелӗ кинематографра, телекуравра тата массӑллӑ культурӑра хӑйне валли ҫирӗп вырӑн тупнӑ. «Шӑпа вылявӗ, е Ӑшши тутлӑ пултӑр!» кинофильмри «Ку сирӗн тутлӑлатнӑ пулӑ мӗн тери йӳҫӗ вара!» тесе калани ҫунатлӑ пулса тӑнӑ[32][33].
Владимир Гиляровский хӑйӗн «Мускав тата ун ҫыннисем» кӗнекинчи «Пӑрӑх ҫинче» сыпӑкра салата ӗмӗр асра юлмалӑх ҫырса хӑварнӑ: Оливье повар-француз апат пӗҫернӗ чухне уйрӑмах чаплӑ самант шутланнӑ, вӑл вӗт-ха «Оливье» салата шутласа кӑларнӑ, унсӑр апат та апат мар, вӑрттӑнлӑхне те вӑл вӑйлӑ упранӑ»[34].
Сӑнсен пуххи
Ӑнлантарусем
- ^ New Year's traditions: How do people celebrate the new year around the world? (англ.). bbc.co.uk. Пӑхнӑ кун: 2022 ҫулхи чӳкӗн 23-мӗшӗ.
- ^ Селедка под шубой: история праздничного салата (выр.). www.culture.ru. Пӑхнӑ кун: 2022 ҫулхи чӳкӗн 29-мӗшӗ.
- ^ New Year's Day in South Africa (англ.). Time and Date AS. Пӑхнӑ кун: 2022 ҫулхи чӳкӗн 29-мӗшӗ.
- ^ Сколько можно хранить блюда с новогоднего стола? 2x2.su. Пӑхнӑ кун: 2022 ҫулхи чӳкӗн 29-мӗшӗ.
- ^ История и рецепт знаменитого салата (выр.). ntv.ru. Пӑхнӑ кун: 2022 ҫулхи чӳкӗн 29-мӗшӗ.
- ^ Таймыр: Новый год у коренных народов Севера (выр.). dudinka.city.online. Пӑхнӑ кун: 2022 ҫулхи чӳкӗн 29-мӗшӗ.
- ^ Старцев А. Ф. Традиционная культура и питание дальневосточных эвенков в прошлом и настоящем // Россия и АТР : Научный журнал. — 2010. — № 1. — . — ISSN 1026-8804.
- ^ Новогодние традиции народов России: поморы (выр.). Звезда Алтая. Пӑхнӑ кун: 2022 ҫулхи раштавӑн 1-мӗшӗ.
- ^ Архангелогородская (Воздвиженская, Маргаритинская ярмарка), также Маргаритинская ярмарка, первую международная российская ярмарка (выр.). Администрация ГО "Город Архангельск". Пӑхнӑ кун: 2022 ҫулхи раштавӑн 1-мӗшӗ.
- ^ Анатолий Беднов. Маркиз и Маргарита, или Как военный губернатор ярмарке имя дал (выр.). pastar.ru. Пӑхнӑ кун: 2022 ҫулхи раштавӑн 1-мӗшӗ.
- ^ Маргаритинская ярмарка (выр.). Управление развития туризма министерства культуры Архангельской области. Пӑхнӑ кун: 2022 ҫулхи раштавӑн 1-мӗшӗ.
- ^ Маргаритинская ярмарка (выр.). Архангельская областная научная библиотека им. Н. А. Добролюбова. Пӑхнӑ кун: 2022 ҫулхи раштавӑн 1-мӗшӗ.
- ^ Анатолий Беднов. Архангельский общественник: Поморский Новый год объединяет людей (выр.). Пӑхнӑ кун: 2022 ҫулхи раштавӑн 1-мӗшӗ.
- ^ Ирина Скалина. Зима в Архангельске пахнет пряниками (выр.). ТАСС. Пӑхнӑ кун: 2022 ҫулхи раштавӑн 1-мӗшӗ.
- ^ Н. Филева. Архангельские козули. — Архангельский государственный музей деревянного зодчества. — Издательский центр АГМА, 1999. — P. [16—23] (col. 26). — (Народные ремесла русского Севера).
- ^ Игорь Соколов. Парадоксы поморского питания (выр.). Кириллица. Пӑхнӑ кун: 2022 ҫулхи чӳкӗн 29-мӗшӗ.
- ^ Поморская кухня: блюда, секреты (выр.). Этнопарк. Пӑхнӑ кун: 2022 ҫулхи чӳкӗн 29-мӗшӗ.
- ^ Татьяна Буторина. Суровые русские викинги, рыболовы, первые путешественники – кто такие поморы (выр.). ФедералПресс. Пӑхнӑ кун: 2022 ҫулхи раштавӑн 1-мӗшӗ.
- ^ Людмила Черёмухина. Старинный поморский Новый год (выр.). Двина Сегодня. Пӑхнӑ кун: 2022 ҫулхи раштавӑн 1-мӗшӗ.
- ^ Алексей Черенков, Полина Петренко, Алена Скользина. Дед Мороз к ним не придет (выр.). Пӑхнӑ кун: 2022 ҫулхи чӳкӗн 29-мӗшӗ.
- ^ В Росстате оценили стоимость новогоднего оливье (выр.). lenta.ru. Пӑхнӑ кун: 2022 ҫулхи чӳкӗн 29-мӗшӗ.
- ^ Росстат: Новогодний стол россиян подорожает почти на 8 % (выр.). www.mn.ru. Пӑхнӑ кун: 2022 ҫулхи чӳкӗн 29-мӗшӗ.
- ^ Воронеж оказался на 16-м месте в рейтинге стоимости салата «Оливье» (выр.). moe-online.ru. Пӑхнӑ кун: 2022 ҫулхи чӳкӗн 29-мӗшӗ.
- ^ 1, 2 Росстат узнал, где новогодний стол дешевле (выр.). ppt.ru. Пӑхнӑ кун: 2022 ҫулхи чӳкӗн 29-мӗшӗ.
- ^ Росстат узнал, где новогодний стол дешевле (выр.). www.eg-online.ru. Пӑхнӑ кун: 2022 ҫулхи чӳкӗн 29-мӗшӗ.
- ^ Новогодний стол обойдется семье из Удмуртии в среднем в 1634 рубля (выр.). izhlife.ru. Пӑхнӑ кун: 2022 ҫулхи чӳкӗн 29-мӗшӗ.
- ^ Росстат оценил стоимость новогоднего стола (выр.). mn.ru. Пӑхнӑ кун: 2022 ҫулхи чӳкӗн 29-мӗшӗ.
- ^ Классический рецепт салата "Сельдь под шубой" (выр.). ria.ru. Пӑхнӑ кун: 2022 ҫулхи чӳкӗн 29-мӗшӗ.
- ^ Индекс оливье (выр.). ТАСС. Пӑхнӑ кун: 2022 ҫулхи чӳкӗн 30-мӗшӗ.
- ^ Стоимость новогоднего стола за год выросла на 9% - Российская газета (2023-11-20). Тӗрӗсленӗ: 2024 ҫулхи чӳкӗн 13-мӗшӗ.
- ^ Cредняя стоимость продуктов для новогоднего стола составила 9,1 тыс. рублей. Тӗрӗсленӗ: 2024 ҫулхи раштавӑн 1-мӗшӗ.
- ^ Готовим заливную рыбу на Новый год (выр.). www.foodestet.ru. Пӑхнӑ кун: 2022 ҫулхи чӳкӗн 29-мӗшӗ.
- ^ Это вкусная-вкусная заливная рыба (выр.). www.woman.ru. Пӑхнӑ кун: 2022 ҫулхи чӳкӗн 29-мӗшӗ.
- ^ Ксения Карпова. Девять интересных фактов об оливье. teleprogramma.pro. Пӑхнӑ кун: 2022 ҫулхи чӳкӗн 30-мӗшӗ.
Вуламалли
- Ava Laboy Capo. Traditions / Superstitions from Around the World!: To Bring in the New Year!. — AuthorHouse, 2013. — 204 с.