Раҫҫейри доброволец (нимеҫӗ) кунӗ
Раҫҫейре доброволец (нимеҫӗ) кунӗ — 2017 ҫултан пуҫласа Раҫҫейре ҫулсерен раштавӑн 5-мӗшӗнче паллӑ тӑвакан уяв. Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗ 2017 ҫулхи чӳкӗн 27-мӗшӗнче алӑ пуснӑ 572 № Указӗпе ҫирӗплетнӗ[1].
Волонтёрлӑх (фр. volontaire волонтёр) — общество е уйрӑм социаллӑ ушкӑнсен ырлӑхӗшӗн, укҫан хавхалантарни ҫине пӑхмасӑр хӑй ирӗкӗпе тӑвакан ӗҫ[2].
Историйӗ
Раҫҫейре нимеҫӗсен юхӑмӗ X ӗмӗртех пуҫланнӑ, вӗсен ӗҫӗ Вырӑс православи чиркӗвӗпе тачӑ ҫыхӑннӑ пулнӑ. XVIII ӗмӗрте II Екатерина императрица вӑхӑтӗнче ҫӗршывра тӑлӑх тата саккунсӑр ҫуралнӑ ачасем («зазорнӑйсем») валли вӗсене пӑхса ӳстермелли ҫуртсем йӗркеленӗ[3], вӗсенче нимеҫӗсем ӗҫленӗ. 1867 ҫулхи ҫу уйӑхӗнче II Александр аманнӑ тата чирлӗ салтаксене пӑхакан общество никӗсленӗ, каярахпа вӑл Хӗрлӗ Хӗресӗн Раҫҫей обществи пулса тӑнӑ[4].
1877–1878 ҫулсенчи Вырӑссемпе турккӑ хушшинчи вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче доброволецсем аманнӑ салтаксене пулӑшма фронта кайнӑ. 1894-мӗш ҫулта Мускавра чухӑнсене пулӑшакан хула попечительствисене йӗркеленӗ, нимеҫӗсем унта хӑйсен ирӗкӗпе укҫа-тенкӗпе пулӑшакансемпе ӗҫленӗ[2].
XX ӗмӗр пуҫламӑшӗ тӗлне Раҫҫейре 20 пине яхӑн попечитель канашӗ ӗҫленӗ, вӗсен ӗҫне волонтёрсем хутшӑннӑ[2].
СССР вӑхӑтӗнче доброволецсен юхӑмӗ тӗрлӗ масштаблӑ наци проекчӗсене тӑвас ӗҫе хастар хутшӑннӑ. Чылай ҫын ҫерем ҫӗрсене сухалама, Байкалпа Амур магистрале тума, ҫӗршыв шайӗнчи тата ытти пысӑк строительство проекчӗсене хастар хутшӑннӑ[5].
Хальхи вӑхӑтра
Уяв кунӗ Пӗтӗм тӗнчери доброволецсен кунӗпе ҫыхӑннӑ, ӑна 1985 ҫулта ПНО Тӗп Ассамблейин резолюцине йышӑнса ҫирӗплетнӗ[6]. Ҫак куна экономика тата социаллӑ аталанӑва пулӑшма йӗркеленӗ, ӑна та раштавӑн 5-мӗшӗнче паллӑ тӑваҫҫӗ.
1990-мӗш ҫулсенче коммерциллӗ мар, обществӑлла тата ыркӑмӑллӑх организацийӗсем йӗркеленсе пынине пула нимелӗх эпир пӗлекен хальхи формӑна йышӑннӑ. 2014 ҫулта Владимир Путин пуҫарнипе Раҫҫейри чи пысӑк ниме организацине —Нимеҫӗ центрӗсен ассоциацине — йӗркеленӗ[7].
Covid-19 пандеми вӑхӑчӗ тата тӗнче шайӗнчи карантин тапхӑрӗ ҫынсен хӑш-пӗр ушкӑнӗсем ҫине витӗм кӳнӗ, ҫакӑ нимеҫӗсен пулӑшӑвӗ питӗ кирлине палӑртнӑ. Доброволецсем психологи пулӑшӑвӗпе укҫа-тенкӗ енчен пулӑшнинчен пуҫласа юридици консультацийӗсем ирттернӗ, пурнӑҫра сиксе тухакан ыйтусене татса панӑ, видеоҫыхӑнупа е телефонпа ҫыхӑнса калаҫнӑ, килти чӗрчунсене пӑхма пулӑшнӑ, апат-ҫимӗҫпе эмелсем туяннӑ, вак юсав ӗҫӗсем тунӑ, ҫӳп-ҫап илсе тухнӑ тата ытти енчен пулӑшнӑ[8].
Пӗтӗм Раҫҫейри «Ӗмӗтсен ёлки» акцие ирттерес йӑла малалла пырать, ун шайӗнче ачасен ҫӗнӗ ҫулхи ӗмӗчӗсене пурнӑҫлаҫҫӗ[9].
Раҫҫейри нимеҫӗсен организацийӗсем
- «Тухтӑрсем ачасемшӗн» — урамра пурӑнакан ачасене, йывӑр лару-тӑрӑва лекнӗ ҫемьесенчи ачасене, ВИЧ инфекциленисене тата аталану енчен уйрӑлса тӑракан ачасене чӑн пулӑшу кӳрекен волонтёр организацийӗ.
- «Ночлежка» — килсӗр-ҫуртсӑр юлнӑ ҫынсен шутне чакарассишӗн тата вӗсен пурнӑҫ пахалӑхне лайӑхлатассишӗн ӗҫлекен ыркӑмӑллӑх обществи.
- «Хӗрлӗ хӗрес» — кашни ҫынна нимеҫӗ пек йышӑнма хатӗр организаци. Вӗсем хӑйсен пурнӑҫӗнче йывӑр лару-тӑрӑва лекнӗ ҫынсене пулӑшу кӳреҫҫӗ, укҫа-тенкӗ пухса тӑлӑх ачасене пулӑшаҫҫӗ[10].
#ЭПИРПӖРЛЕ
«Эпир ПӖРЛЕ» — йывӑр лару-тӑрӑва кӗрсе ӳкнӗ ҫынсене пулӑшакан Раҫҫейри анлӑ проект, вӑл 120 пин ытла хастар хутшӑнакана пӗрлештерет[11]. Проект ҫакӑн пек ӗҫсене туса пулӑшать[12]:
- СВО фронтне, ҫар ҫыннисене тата вӗсен ҫемйисене;
- Украинӑн Кӑнтӑр-Тухӑҫ пайӗнчен тарса килнисене;
- ватӑ тата куҫса ҫӳреме йывӑр ҫынсене.
2020 ҫултан пуҫласа Раҫҫей Президенчӗ «Ҫулталӑк нимеҫи» номинацире «Эпир пӗрле» премипе чыслать. Премие волонтёрлӑх тата ыркӑмӑллӑх енӗпе ӗҫлекен проектсен авторӗсене параҫҫӗ. Унӑн тӗллевӗ — ҫынсене пулӑшма, Раҫҫейре те, тӗнчере те пурнӑҫ пахалӑхне лайӑхлатма пулӑшакан обществӑлла тата социаллӑ пуҫарусен лидерӗсене палӑртасси тата пулӑшасси[13].
2023 ҫулхи раштавӑн 5-мӗшӗ тӗлне Федераци шайӗнчи «Добровольцы России» интернет-ресурсӗнче 5 781 825 хутшӑнакан тата 96 928 нимелле ӗҫлекен организаци регистрациленнӗ[14].
Ӑнлантарусем
- ^ Указ Президента Российской Федерации от 27.11.2017 № 572 "О Дне добровольца (волонтера)". Официальное опубликование правовых актов (27 чӳкӗн 2017). Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи раштавӑн 5-мӗшӗ.
- ^ 1, 2, 3 История волонтерского движения в России. ТАСС (4 раштавӑн 2018). Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи раштавӑн 5-мӗшӗ.
- ^ История добровольчества в России. РИА (17 нарӑсӑн 2013). Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи раштавӑн 5-мӗшӗ.
- ^ В России 5 декабря отмечают День добровольца (волонтера). Рамблер (5 раштавӑн 2023). Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи раштавӑн 5-мӗшӗ.
- ^ День волонтера в России. РИА (5 раштавӑн 2018). Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи раштавӑн 5-мӗшӗ.
- ^ Международный день добровольцев 5 декабря. ООН. Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи раштавӑн 5-мӗшӗ.
- ^ Как стать волонтером: руководство к действию. РБК Тренды (28 утӑн 2022). Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи раштавӑн 5-мӗшӗ.
- ^ Мамедова Амина Омаровна, Быкова Полина Владиславовна, Сысоев Артем Александрович, Гергокова Диана Владимировна. Волонтёрская деятельность в период пандемии COVID-19 // StudNet. — 2020. — № 7. — DOI:10.24411/2658-4964-2020-10057.
- ^ Количество Добро.Центров в России к концу 2024 года значительно увеличится. СПбПУ.
- ^ Ольга Бондаренко. День волонтера в 2023 году: история и традиции праздника. Комсомольская правда. Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи раштавӑн 5-мӗшӗ.
- ^ День добровольца: Как стать волонтёром в России. LIFE (5 раштавӑн 2023). Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи раштавӑн 5-мӗшӗ.
- ^ мывместе.рф. мывместе.рф (5 раштавӑн 2023). Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи раштавӑн 5-мӗшӗ.
- ^ День добровольца (волонтера) в России. РИА (5 раштавӑн 2023). Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи раштавӑн 5-мӗшӗ.
- ^ Крупнейшая платформа для добрых дел. Добро.ru. Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи раштавӑн 5-мӗшӗ.
Вуламалли
- Мамедова Амина Омаровна, Быкова Полина Владиславовна, Сысоев Артем Александрович, Гергокова Диана Владимировна. Волонтёрская деятельность в период пандемии COVID-19 // StudNet. — 2020. — № 7. — DOI:10.24411/2658-4964-2020-10057.