Раҫҫей Федерацийӗнчи шкул форми

Раҫҫей Федерацийӗнче шкул формине (выр. Школьная форма в Российской Федерации) тӑхӑнса ҫӳрессине 1994 ҫулхи ҫуркунне пӑрахӑҫланӑ (фактпа 1992 ҫулхи ҫӗртмен 1-мӗшӗнчех, ӑна туса кӑларакан предприятисем ӗҫлеме чарӑннине тата пӗтнине пула). 2013 ҫулхи авӑнӑн 1-мӗшӗнче шкул формине кӗртнӗ, анчах пӗтӗмӗшле йӗркепе.

2025 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче РФ Ҫутӗҫ министерстви Раҫҫейри шкул ачисем валли формӑн ҫӗнӗ стандартне ҫирӗплетнӗ. Продукцие шкул форми пек маркӑланӑ производительсем ГОСТ пӑхӑнма тивӗҫ. Шкул форми ӗҫлӗ стиле пӑхӑнмалла, тӑхӑнса ҫӳреме меллӗ пулмалла. Ку Раҫҫейри кунашкал пӗрремӗш стандарт. Вӑл пӗтӗмӗшле, тӗп тата вӑтам пӗлӳ паракан учрежденисенче вӗренекенсен тум-тирне пырса тивет[1]. Ҫутӗҫ министерствинче пӗтӗмӗшле шкул формине кӗртме палӑртмасть, вӗренӳ заведенийӗсем вӗренекенсен сӑн-сӑпачӗ тӗлӗшпе хӑйсем йӗркисене палӑртма пултараҫҫӗ[2].

Истори

Раҫҫей Федерацийӗнче СССРти пек пӗрешкел шкул форми ҫук, анчах нумай лицейпе(выр.)чăв. гимнази(выр.)чăв. вӗренекенсен харпӑр формине кӗртнӗ. Хӑш-пӗр шкулсенче официаллӑ йышӑннӑ форма ҫук, анчах та формӑна класс шайӗнче, вӗренекенсен ашшӗ-амӑшӗпе килӗшсе (ялан тенӗ пекех ҫавӑн пек «класс» тумне кӗҫӗн классенче кӗртеҫҫӗ) кӗртме пултараҫҫӗ. Унсӑр пуҫне шкул форми ҫук вӗренӳ заведенийӗсенче ӗҫлӗ стиль тумне пӑхӑнмалли правилӑсем те пулма пултараҫҫӗ. Совет вӑхӑтӗнчи шурӑ саппунлӑ шкул формине (е ун евӗр стилизациленӗ кӗпесем) вӗренсе тухакансем Юлашки шӑнкӑрав уявне шкулпа сывпуллашнӑ символ пек тӑхӑнаҫҫӗ, сайрарах — ытти уявсенче те.

Луганскри Юлашки шӑнкӑрав (2025 ҫул)

Хӑш-пӗр шкулта (Ҫыранҫи Чаллӑри темиҫе лицей, Прохоров гимназийӗ(выр.)чăв., Красноярск тата Ӗпхӳ шкулӗсем) хӗрачасен кӗписемпе саппунсем е совет вӑхӑтӗнчен сыхланса юлнӑ, е ҫӗнӗрен 2000 ҫулсенче кӗртнӗ. 2022 ҫулта Сергей Кравцов пӗрешкел шкул формине кӗртме палӑртни пирки пӗлтернӗ, ҫапах та вӗренӳ заведенийӗсен администрацийӗсен вӑл мӗнле пулассине татса пама ирӗк пулӗ. РФ Патшалӑх Думин Вӗренӳ комитечӗн пуҫлӑхӗ Ольга Казакова ҫакӑн пек пуҫару мӗншӗн тухнине ӑнлантарса панӑ: «Шкул форми ачасене йӗркелет тата дисциплинӑна пӑхӑнтарать, ҫавӑнпа та ӑна пурте тӑхӑнса ҫӳрени пӗлтерӗшлӗ»[3].

2025 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Раҫҫейре шкул формин ГОСТ вӑя кӗнӗ. Унта, сӑмахран, форма эстетика тӗлӗшӗнчен илемлӗ тата меллӗ пулмалла тесе палӑртнӑ, унта тӗрлӗ правона хирӗҫле тата неформаллӑ пӗрлешӳсен символики пулмалла мар. Патшалӑх тата патриотла символикӑна вара стандарт ырлать[4].

2025 ҫулхи ҫурлан 6-мӗшӗнче Ҫутӗҫ министерстви Раҫҫейри шкул ачисем валли формӑн ҫӗнӗ стандартне кӑтартнӑ. Продукцие шкул форми пек маркӑланӑ производительсем ГОСТ пӑхӑнма тивӗҫ. Шкул форми ӗҫлӗ стиле пӑхӑнмалла, тӑхӑнса ҫӳреме меллӗ пулмалла. Ку Раҫҫейри кунашкал пӗрремӗш стандарт. Вӑл пӗтӗмӗшле, тӗп тата вӑтам пӗлӳ паракан учрежденисенче вӗренекенсен тум-тирне пырса тивет[1].

Ҫутӗҫ министерствинче пӗтӗмӗшле шкул формине кӗртме палӑртмасть, вӗренӳ заведенийӗсем вӗренекенсен сӑн-сӑпачӗ тӗлӗшпе хӑйсем йӗркисене палӑртма пултараҫҫӗ[2].

Ӑнлантарусем

Категорисем