Раҫҫей халӑхӗсен чӗлхисен кунӗ

Раҫҫей халӑхӗсен чӗлхисен кунӗРФ Президенчӗ Владимир Путин 2025 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 5-мӗшӗнче иртнӗ вырӑс чӗлхипе Раҫҫей халӑхӗсен чӗлхисене аталанма пулӑшакан патшалӑх политикине пурнӑҫа кӗртес енӗпе ӗҫлекен канаш ларӑвӗнче йӗркелеме сӗннӗ уяв[1]. Уява авӑнӑн 8-мӗшӗнчеРасул Гамзатов сӑвӑҫ ҫуралнӑ кун — паллӑ тума сӗннӗ[2].

Пӗтӗмпе, РАН Чӗлхе пӗлӗвӗн институчӗ(выр.)чăв. пӗлтернӗ тӑрӑх, Раҫҫейре 277 чӗлхепе тата диалектпа усӑ кураҫҫӗ[3].

Истори

2025 ҫулхи июнӗн 5-мӗшӗнче иртнӗ Вырӑс чӗлхипе Раҫҫей халӑхӗсен чӗлхисене аталанма пулӑшакан патшалӑх политикине пурнӑҫа кӗртес енӗпе ӗҫлекен канаш ларӑвӗнче Раҫҫей халӑхӗсен чӗлхисен кунне йӗркелеме сӗннӗ[1]. Владимир Путин ӑна Расул Гамзатов сӑвӑҫ ҫуралнӑ кун — авӑнӑн 8-мӗшӗнче — паллӑ тума сӗннӗ[2].

2025 ҫулхи утӑн 11-мӗшӗнче Владимир Путин 474 № указа алӑ пуснӑ, унпа килӗшӳллӗн «Раҫҫей Федерациийӗн патшалӑх чӗлхе политикин никӗсне» ҫирӗплетнӗ. Ҫак документ ыйтнӑ тӑрӑх Президент Администрацийӗ РФ Правительствипе пӗрле 2025 ҫулхи юпан 1-мӗшӗччен Раҫҫей халӑхӗсен чӗлхисен кунне палӑртасси ҫинчен уйрӑм хушу проектне хатӗрлемелле пулнӑ. 2025 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче Ҫутӗҫ министерстви указа тивӗҫтерекен проект хатӗрленӗ, ӑна нормативлӑ право акчӗсен проекчӗсен федераци порталӗнче вырнаҫтарнӑ, проекта халӑх ҫурлан 14-мӗшӗччен сӳтсе явма, сӗнӳсем пама пултарнӑ[4].

undefined

Ҫав вӑхӑтрах патшалӑх пуҫлӑхӗ Раҫҫей халӑхӗсен чӗлхисене упрасси тата малалла аталантарасси, вӗсене патшалӑх енчен системӑллӑ пулӑшу парасси тата ҫӗршывӑн пӗтӗмӗшле чӗлхе уҫлӑхне хӳтӗлесси пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулнине аса илтернӗ[1]. Ҫавӑн пекех Владимир Путин Раҫҫей Федерацийӗнчи халӑхсен чӗлхисем ҫинчен ҫӗнетнӗ саккуна хатӗрлемеллине тата Раҫҫейӗн мӗнпур чӗлхисен патшалӑх реестрне тумаллине палӑртнӑ[1].

Уяв статусӗ тата тӗллевӗсем

Раҫҫей халӑхӗсен чӗлхисен кунӗ астӑвӑм кунӗ шутланать. Вӑл уяв кунӗ шутланать пулин те, канмалли кун пулмасть.

Уява йӗркеленин тӗп тӗллевӗсем — ҫӗршыври халӑхсен чӗлхисемпе культура еткерлӗхне сыхласа хӑварасси, пулӑшу кӳресси тата аталантарасси, ҫавӑн пекех нацисен хушшинчи пӗрлӗхе ҫирӗплетесси[5]. Аварла тата вырӑсла хайланӑ Расул Гамзатовӑн ҫуралнӑ кунне суйлани Раҫҫей халӑхӗсен культурисен пӗрлӗхне палӑртать. Уява йӗркелени патшалӑхӑн анлӑрах чӗлхе политикин пайӗ шутланать.

Кунӑн уйрӑм палӑрӑмӗ

Уява авӑнӑн 8-мӗшӗнче палӑртни, совет саманин авар сӑвӑҫи, прозаикӗ тата публицисчӗ Расул Гамзатов ҫуралнӑ кунӗпе пӗр килет. Ҫак куна ахальтен мар суйласа илнӗ, Гамзатов хӑйӗн ӗҫӗсене икӗ чӗлхепе — тӑван аварпа вырӑсла — хайланӑ. Владимир Путин президент каланӑ тӑрӑх, ҫакӑ Раҫҫей халӑхӗсен культура пӗрлӗхне тата вырӑс чӗлхи нацисем хушшинчи хутшӑну хатӗрӗ пулнине палӑртать, вырӑс чӗлхи наци авторӗсен хайлавӗсене анлӑ уҫлӑх уҫса парать[6].

Уявламалли мелсем

Уява тӗпрен илсен вӗрентӳпе культура учрежденийӗсенче ирттерме планлаҫҫӗ: шкулсенче, вулавӑшсенче, культура ҫурчӗсенче. Тематикӑллӑ конкурссем, куравсем тата онлайн-флешмобсем йӗркелӗҫ. Уйрӑмах Расул Гамзатов пултарулӑхне тимлӗх уйӑрӗҫ.

2025 ҫулхи авӑнӑн 8-мӗшӗнче пӗрремӗш хут уявланӑ май ҫак мероприятисене ирттересси пирки пӗлтернӗ:

  • Санкт-Петербургра Раҫҫей наци библиотеки «Шурӑ тӑрнасем» уяв мероприятине ирттернӗ, ун вӑхӑтӗнче поэт бюсчӗ патне чечек хунӑ, унӑн хайлавӗсен куравне уҫнӑ тата Дагестан халӑхӗсен чӗлхисемпе сӑвӑ вуланӑ.
  • Махачкалара иртнӗ мероприятире студентсемпе шкул ачисем Дагестан халӑхӗсен культури ҫинчен проектсем хатӗрленӗ, тӑван чӗлхепе сӑвӑ вуланӑ[7].

Статистика

  • РАН Чӗлхе пӗлӗвӗн институчӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, Раҫҫейре пурӑнакан 193 халӑх 277 чӗлхепе тата диалектпа усӑ курать[3].
  • Чӗлхесен шучӗ халӑхсен хисепӗнчен пысӑкрах, мӗншӗн тесен хӑшӗсен официаллӑ йышӑннӑ икшер чӗлхе пур, сӑмахран, ҫармӑссен, мордвасен тата алтайсен[3].
  • Раҫҫей вӗрентӳ системинче 105 чӗлхепе усӑ кураҫҫӗ, вӗсенчен 24 — вӗрентӳ чӗлхи шутӗнче, 81 — вӗренӳ предмечӗ шутӗнче[3].

Ӑнлантарусем

  1. ^ 1, 2, 3, 4 Заседание Совета по реализации госполитики в сфере поддержки русского языка и языков народов России (05.06.2025). Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи ҫӗртмен 5-мӗшӗ.
  2. ^ 1, 2 Путин предложил учредить День языков народов России (05.06.2025). Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи ҫӗртмен 5-мӗшӗ.
  3. ^ 1, 2, 3, 4 277 языков и диалектов используют народы России. Минобрнауки (21 нарӑсӑн 2021). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи ҫӗртмен 5-мӗшӗ.
  4. ^ В Минпросвещения подготовили проект указа о Дне языков народов России. Национальный акцент (1 ҫурлан 2025). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи утӑн 29-мӗшӗ.
  5. ^ В России появится новый праздник — День языков народов РФ. Реальное время. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи утӑн 29-мӗшӗ. Архивланӑ 2025 ҫулхи ҫурлан 4-мӗшӗ.
  6. ^ Путин предложил учредить День языков народов России 8 сентября. Ведомости (5 ҫӗртмен 2025). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи утӑн 29-мӗшӗ. Архивланӑ 2025 ҫулхи утӑн 23-мӗшӗ.
  7. ^ В Махачкале прошел первый фестиваль родных языков народов Дагестана. ТАСС. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи юпан 1-мӗшӗ. Архивланӑ 2025 ҫулхи авӑнӑн 8-мӗшӗ.