Рерих Юрий Николаевич
Юрий Николаевич Рерих (1902 çулхи çу уйăхĕн 21-мĕшĕ Мускав хули) — тĕнчипе паллă вырăс тухăç тĕпчевçи, лингвист, ӳнер тĕпчевçи, этнограф, çулçӳревçĕ, Тибет чĕлхипе культурин ăстаçи, тибет чĕлхин диалектологи ĕçĕсен авторĕ, тибет чĕлхин нумай томлă словарьне пухаканĕ, филологи ăслăхĕсен тухтăрĕ, профессор, «Урусвати» Гималай тĕпчев институчĕн директорĕ, СССР Ăслăхсен Академин тухăçа тĕпчев институчĕн философи тата историпе тĕн уйрăмĕн ертӳçи.
Кун-çулĕ
Юрий Николаевич 1902-мĕш çулхи çурла уйăхĕн 16-мĕшĕнче Раççей империнчи Новгород кĕпĕрнине кĕрекен Окуловка салинче Николай Константиновичпа Елена Ивановна Рерих çемйинче çуралнă. Юрий ачалăхĕпе çамрăклăхĕ Петербургра иртнĕ.
1919-мĕш çулта Юрий Николаевич Лондон университечĕ çумĕнчи Хĕвел тухăç чĕлхисен шкулĕ çумĕнчи индо-иран уйрăмĕнчен вĕренсе тухать, санскрит тата персид чĕлхисене алла илет; кайран, 1922-мĕш çулта, АПШри Гарвард университетĕнчи инди филологийĕн уйрăмне бакалавр степенĕпе вĕренсе пĕтерет; юлашкинчен, 1923-мĕш çулта, Парижри Сорбоннăри (Европа востоковеденийĕн çав тери пысăк центрĕ) Хĕвел тухăç чĕлхисен шкулне пĕтерсе инди филологин магистрĕ пулать.[1]
Юрий Николаевич вуншар чĕлхе пĕлнĕ. 1923-1928-мĕш çулсенче ашшĕ — Н.К. Рерих йĕркеленĕ Трансгималай экспедициĕн ĕçне хутшăнать. Инди, Тибет, Монголи халăхĕсем Юрий Николаевич вĕсен чĕлхисене хăйсенчен те лайăхрах пĕлнинчен тĕлĕннине каласа панă.
1928-мĕш çултан пуçласа иккĕмĕш тĕнче вăрçи пуçланичченех Юрий Николаевич Хĕвелтухăçне комплекслă тĕпчес ĕçе туса пыракан «Урусвати» Гималай тĕпчев институчĕн директорĕ пулса тăрăшать. Ю.Н.Рерих «Урусвати» директорĕ пулса ĕçленĕ вăхăта хак парса В.А.Скумин профессор, Рерихсен пурнăç çулне тата пултарулăх эткерне тĕпчекенскер, çакна палăртать: «Урусвати» институчĕн аслă сотрудникĕ тата директорĕ пулса ĕçленĕ вăхăтра Юрий Николаевич Рерихăн наукăпа культурăри пултарулăхĕ питĕ паллă та курăмлă. Хăюллă та иксĕлми тавçăруллă ăсчахăн ĕçĕсем этемлĕхшĕн питĕ пархатарлă пулса тăнă.[2][3]
Ăсчах общество ĕçне тăвать: тĕнчене Агни Йога идейипе паллаштарас, Рерих Пакчĕн (Культура Пакчĕ) ратификацийĕшĕн кĕрешес ĕçе хастарлă хутшăнать.
1949-1957-мĕш çулсенче Индири Калимпонг университетĕнче студентсене вĕрентет.
1957-мĕш çулхи кĕркунне Ю.Н.Рерих Тăван çĕр-шыва таврăнса Мускаври СССР Ăслăх Академин Тухăçа тĕпчев институтĕнче Индин философи историйĕпе тĕн секторне ертсе пырать. Паллă вырăс художникĕн, шухăшлавçин, пĕрлĕх ĕçченĕн - Н. К.Рерихăн пултарулăх эткерне Тăван çĕршыва тавăрни унăн нимĕнпе те виçейми тава тивĕçлĕ ĕçĕ.
1960-мĕш çулхи çу уйăхĕн 21- мĕшĕнче Юрий Николаевич Рерихăн пурнăç çулĕ татăлать. Ăна Новодевичье масарĕнче пытарнă.
Ĕçĕсем
- Roerich, George.Tibetan paintings. Paris, P. Geuthner, 1925.
- Roerich, George. Zvi︠e︡rinyĭ stilʹ u kochevnikov si︠e︡vernago Tibeta. Praga, Seminarium Kondakovianum, 1930.
- George Roerich. Trails to inmost Asia : five years of exploration with the Roerich central Asian expedition / by George N. Roerich ; with a preface by Louis Marin. New Haven : Yale University Press, 1931.
- Roerich, George. Sur les pistes de l'Asie central. Paris, Librairie orientaliste P. Geuthner, 1933.
- George Roerich. Tibetica I : dialects of Tibet; the Tibetan dialect of Lahul.
- George Roerich. Le parler de l'Amdo : étude d'un dialecte archaïque du Tibet. Roma : Istituto italiano per il Medio ed Estremo Oriente, 1958.
- Roerich, George N. The blue annals / by George N. Roerich. Calcutta : Royal Asiatic Society of Bengal, 1949-53.
- Roerich, George N. Text book of colloquial Tibetan : dialect of central Tibet. Kalimpong : Govt. of West Bengal, 1957.
- Рерих Ю.Н. Тибетско-санскритско-русско-английский словарь. Москва: Гос. изд-во иностр. и нац. словарей, 1960.
- Рерих Ю. Н. Тибетский язык. Москва : Изд-во вост. лит., 1961.
- Рерих Ю. Н. Избранные труды. Москва: Наука, 1967.
- Рерих Ю.Н. Тибетско-русско-английский словарь с санскритскими параллелями. Москва: Наука, 1981.
- Рерих Ю.Н. К изучению Калачакры; Паралокасиддхи. Харьков: Основа, 1990.
- Рерих Ю.Н. По тропам Срединной Азии. Самара: Агни, 1994.
- Рерих Ю.Н. Тибет и Центральная Азия. Самара: Агни, 1999.
- Рерих Ю.Н. Тибетская живопись. Самара: Агни, 2000.
- Рерих Ю.Н. Письма: В 2 т. Москва: Междунар. Центр Рерихов: Мастер-Банк, 2002.
- Рерих Ю.Н. История Средней Азии: в 3 т. Москва: Международный Центр Рерихов [и др.], 2004-2009.
Çавăн пекех пăхăр
- Рерих Николай Константинович
- Рерих Елена Ивановна
- Рерих Святослав Николаевич
- Агни Йога
- Рерихизм
- Roerichism
Ӑнлантарусем
- ^ Скумин В.А., Ауновская О.К. Светоносцы. — Новочебоксарск: Терос, 1995. — С. 56-57. — ISBN 5-88167-004-3
- ^ Скумин В.А., Бобина Л.А. Действенная основа Учения о Культуре Здоровья. — Чебоксары: Международное общественное Движение "К Здоровью через Культуру", 2012. — С. 23-31. - ISBN 978-5-88167-039-9
- ^ Скумин В.А. Удрая – Духовный Покровитель Европы// К Здоровью через Культуру. — 2015. — № 23. — С. 57-70. — ISSN 0204-3440
Каçăсем
- Рерих Ю. Н. К изучению Калачакры; Паралокасиддхи. 1967.
- Рерих Ю. Н. По тропам Срединной Азии 2016 ҫулхи Юпа уйӑхӗн 11-мӗшӗнче архивланӑ. / — Самара: Издательство «Агни», 1994.
- Гималайский институт научных исследований Урусвати. science.wikia.com. Тĕрĕсленĕ 8 Кӑрлач уйӑхӗн 2019.