Речицкий Леонид Антонович

 

Речицкий Леонид Антонович (1942 ҫулхи пушӑн 2-мӗшӗ, Чӑваш АССР, Канаш) — совет тата раҫҫей журналисчӗ тата педагогӗ. Раҫҫей Журналисчӗсен союзне никӗслекенӗсенчен пӗри.

Кун-ҫулӗ

Леонид Речицкий 1942 ҫулхи пушӑн 2-мӗшӗнче Чӑваш АССРӗн (халӗ Чӑваш Ен) Канаш хулинче ҫуралнӑ, унта унӑн ҫемйи Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче эвакуацире пулнӑ.

1943 ҫулта тӑванӗсемпе пӗрле Курска таврӑннӑ. 1959 ҫулта унта вӑтам шкул пӗтернӗ[1].

Аслӑ классенче вӗреннӗ чухнех вырӑнти хаҫат валли пӗрремӗш заметкӑсем ҫырнӑ. Каярахпа курск облаҫӗнчи «Молодая гвардия» ҫамрӑксен хаҫачӗн литература сотрудникӗ, облаҫри радио корреспонденчӗ пулса ӗҫленӗ[1].

1966 ҫулта М. В. Ломоносов ячӗллӗ Мускав патшалӑх университечӗн журналистика факультетне вӗренме кӗнӗ. Ҫавӑн чухнех СССР Журналисчӗсен союзне кӗнӗ[1].

1971 ҫулта МПУ пӗтернӗ хыҫҫӑн облаҫри «Курская правда» хаҫатӑн яваплӑ секретарӗн ҫумӗ пулса ӗҫленӗ[1][2].

1973 ҫулта Мускав облаҫне куҫнӑ, «Знамя коммунизма» балашиха район хаҫачӗн тӗп редакторӗн ҫумӗ пулса тӑнӑ. Каярахпа вунӑ ҫул хушши унӑн тӗп редакторӗ пулса ӗҫленӗ. Ҫак тапхӑрта кӑларӑм тиража ӳстерсе материалсен шайне пахалатма пултарнӑ[1].

Район хаҫачӗсен журналисчӗсен ӗҫне тӗпченӗ, вӗсем влаҫсемпе хутшӑнса ӗҫленине тишкернӗ, ҫак темӑна халалланӑ статьясене тӗп, вырӑнти тата ӑслӑлӑх кӑларӑмӗсенче пичетленӗ. 1985 ҫулта МПУра районти пресса рольне тишкерессипе ҫыхӑннӑ диссертаци хӳтӗлесе истори ӑслӑхӗсен кандидачӗ пулса тӑрать[1].

Каярахпа РСФСР Госкомиздачӗн периодикӑллӑ кӑларӑмӗсен управленине ертсе пынӑ, СССР Госкомпичечӗн периодикӑллӑ пичет тӗп управленийӗн пуҫлӑхӗ тата пай пуҫлӑхӗ пулса ӗҫленӗ[1].

1990 ҫулта Владимир Пучковпа пӗрле Мускав облаҫӗнчи СССР Журналистсен союзӗн организацине ертсе пынӑ, ӑна куҫӑм тапхӑрӗнче упраса хӑварма пултарнӑ[1]. 1997 ҫулччен ҫак должноҫра юлнӑ[3].

СССР Журналистсен союзӗнче РСФСР Журналистсен союзне тӑвас пуҫаруҫӑсенчен пӗри пулнӑ. 1990 ҫулта учредительнӑй съезда пухакан оргкомитет членӗ пулнӑ, республика Союзӗн 1-11-мӗш съезчӗсен делегатне суйланнӑ[1].

1998 ҫулта ӑна Раҫҫей журналисчӗсен профсоюзӗн тӗп секретарьне суйланӑ. 1990-мӗш ҫултан пуҫласа 2013-мӗш ҫулхи ака уйӑхӗччен Раҫҫей Журналисчӗсен союзӗн секретарӗ (1997-мӗш ҫулччен — тӳлевсӗр, хӑй ирӗкӗпе) вырӑнӗнче ӗҫленӗ[1][4][3].

2004 ҫулта Медиаиндустри Академийӗн пичет тата ҫӗнӗ медиа кафедрин ертӳҫи пулса тӑнӑ[1].

2013 ҫулта Раҫҫей Журналисчӗсен союзӗн Мускаври хула организацине ертсе пынӑ[1].

Халӗ «Журналист. Социальные коммуникации» наукӑпа практика журналӗн тӗп редакторӗн ҫумӗ пулса ӗҫлет[5].

Балашиха хулин Халӑх депутачӗсен Канашӗн депутачӗ пулнӑ[1].

Ӑнлантарусем

  1. ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, 13 К 90-летию балашихинской газеты "Факт" (выр.). Пишет Балашиха: вчера, сегодня, завтра!. Пӑхнӑ кун: 2021 ҫулхи ҫурлан 13-мӗшӗ. Архивланӑ 2021 ҫулхи ҫурлан 13-мӗшӗ.
  2. ^ #журфак65. radio_mohovaya9.tilda.ws. Пӑхнӑ кун: 2021 ҫулхи ҫурлан 13-мӗшӗ. Архивланӑ 2021 ҫулхи ҫурлан 13-мӗшӗ.
  3. ^ 1, 2 Галанин А. Е. Секундные стрелки истории. — 2018.
  4. ^ РЕЧИЦКИЙ Леонид Антонович - Секретарь СЖР - Генеральный секретарь Профессионального союза журналистов России. www.rosvlast.ru. Пӑхнӑ кун: 2021 ҫулхи ҫурлан 13-мӗшӗ. Архивланӑ 2021 ҫулхи ҫурлан 13-мӗшӗ.
  5. ^ Лица журнала. journalist.profruj.ru. Пӑхнӑ кун: 2021 ҫулхи ҫурлан 13-мӗшӗ. Архивланӑ 2021 ҫулхи ҫурлан 13-мӗшӗ.