Савкай Вячеслав Николаевич

Слован Савкай (ҫавӑн пекех Слован Савгай, чӑн ячӗ — Кондратьев Вячеслав Николаевич; 1952 ҫулхи ҫурлан 3-мӗшӗ, Кушлавăш (Вăрнар районĕ), Чăваш Автономиллĕ Социализмлă Совет Республики2005 ҫулхи чӳкӗн 9-мӗшӗ, Шупашкар) — чӑваш сӑвӑҫи, журналист. 1982 ҫултанпа СССР Журналистсен пӗрлӗхӗн пайташӗ[1].

Пурнӑҫӗ

1952 ҫулхи ҫурлан 3-мӗшӗнче Чӑваш АССР йышне кӗрекен Вӑрнар районӗнчи Кушлавӑш ялӗнче ҫуралнӑ. Кольцовка вӑтам шкулӗнче вӗреннӗ.

Хӑйӗн ӗҫ ҫулне Шупашкарти агрегат савучӗн механика цехӗнче электросварщик пулса пуҫланӑ. Ҫав вӑхӑтрах заводӑн «Рабочая жизнь» хаҫатӗнче хӑйӗн материалӗсене пичетленӗ. Каярахпа М. В. Ломоносов ячӗллӗ Мускав патшалӑх университечӗн журналистика факультетӗнче пӗлӳ илнӗ, ӑна 1982 ҫулта вӗренсе пӗтернӗ[2].

Тӗрлӗ ҫулсенче Шупашкарти агрегат савучӗн тата Строительсен тресчӗн нумай тиражлӑ хаҫачӗсен редакторӗ пулса ӗҫленӗ. 1979–1989 ҫулсенче «Коммунизм ялавӗ» (хальхи «Хыпар»), «Молодой коммунист» хаҫатсен тата «Капкӑн» журналӑн редакцисенче вӑй хунӑ[1][3].

2005 ҫулхи чӳкӗн 9-мӗшӗнче пурнӑҫран уйрӑлнӑ.

Пултарулӑх ӗҫӗсем

Унӑн лирикӑллӑ тата кулӑшла сӑввисем, калавӗсем малтанхи ҫулсенче ҫак кӗнекесенче кун ҫути курнӑ:

  • «Кун-ҫул каҫалӑкӗ» (1987);
  • «Шӑтӑк витре» (1988);
  • «60 парне».

Автор вилнӗ хыҫҫӑн унӑн пултарулӑхне хаклакансен тӑрӑшӗвӗпе уйрӑм сӑвӑ пуххисем пичетленнӗ:

  • «Тӗлӗнекен чечек» (2007) — кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли ҫырнӑ сӑвӑсемпе калавсем (Петӗр Ҫӑлкуҫ сӑвӑҫ пуҫарулӑхӗпе пухнӑ).
  • «Анне пилӗ» (2011) — аслӑ ҫулхи шкул ачисем валли ҫырнӑ сӑвӑсем (Осип Алексеев пухса хатӗрленӗ).
  • «Ӗмӗт»[1].

Ӑнлантарусем

  1. ^ 1, 2, 3 Слован Савгай (поэт, журналист; 03.08.1952-09.11.2005). Наследие Чувашии. Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи ҫӑвӑн 24-мӗшӗ.
  2. ^ Алексеев О.. Вячеслав Кондратьевпа: Слован Савкай сӑвӑҫпа (2011-06-17), p. 8.
  3. ^ Кротова Т.. Халӑх кӑмӑлӗн турамӗ... (2011-05-26).

Каҫӑсем