Самойлова Юлия Олеговна

Само́йлова Ю́лия Оле́говна (ҫур. 1989 ҫулхи акан 7-мӗшӗ, Ухта[d], Коми Автономная Советская Социалистическая Республика[d]) — Раҫҫей юрӑҫи. Раҫҫей чысне «Еврокурав-2017»[1] тата «Еврокурав-2018»[2][3] юрӑ конкурсӗсенче хӳтӗленӗ. 2021 ҫултанпа пурнӑҫра йывӑр тата вӑраха кайнӑ чирсемпе, ҫав шутра сайра тӗл пулакан (орфан) чирсемпе чирлекен «Круг добра» ачасене пулӑшакан фонд попечителӗ.

Самойлова сассин тӗсӗ меццо-сопранопа сопрано хушшинче тӑракан тембр тата пысӑках мар вокал диапазонӗ пек палӑрать[4][5].

Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ

1989 ҫулхи ака уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Коми АССРӗн Ухта(выр.)чăв. хулинче ҫуралнӑ. 11 уйӑхра 2-мӗш йышши «Спинальная мышечная атрофия» чир паллисем палӑрнӑ. 13 ҫулта диагноз тӗппипех ҫирӗпленнӗ. Ачаранах 1-мӗш ушкӑн инваличӗ шутланать. Инвалид кӳмипе куҫать[6][7].

2010 ҫулта Самойлова Хальхи гуманитари академийӗн(выр.)чăв. психологи факультетӗнчен вӗренсе пӗтермесӗр кайма шутланӑ, диплом илеймен.

Пултарулӑх

Самойлова мӗн пӗчӗкренех тӗрлӗ конкурссене хутшӑннӑ. 12 ҫулта Пионерсен ҫуртӗнче вокал енӗпе ӗҫлекен педагогпа аппаланма пуҫланӑ. Вун тӑватӑ ҫулта «Ӗмӗтсен ҫуначӗ ҫинче» музыка фестивалӗн лауреачӗ пулса тӑнӑ[8].

2005 ҫулта Екатеринбургри «Шлягер» конкурса хутшӑннӑ, унта 2-мӗш вырӑн йышӑннӑ.

Йывӑр альтернативлӑ музыка жанрӗнче ӑсталӑхне туптанӑ. 2008 ҫулта «TerraNova» ушкӑна никӗсленӗ, вӑл 2010 ҫулччен пулнӑ.

2012 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче Самойлова «Пӗрремӗш каналта» иртекен талантсен вокал шоуне хутшӑнма заявка панӑ, анчах та хурав илеймен[9].

2012 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче «Раҫҫей-1» телеканал талантсен Алла Пугачёва проектне «Фактор А» музыка шоу-кӑларӑмӗн виҫҫӗмӗш сезонне хутшӑнакансене суйласа илнӗ. Самойлова Мускава вӗҫсе килнӗ, малтанхи суйлав витӗр иртнӗ. 2013 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнчен пуҫласа ака уйӑхӗн 21-мӗшӗччен кӑтартнӑ шоура финала тухнӑ, унта «25 ҫулчченхи соло» категорире тупӑшнӑ. Куракансен сасӑлавӗн кӑтартӑвӗсем тӑрӑх иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ. Пугачёва ӑна хӑй «Аллӑн ылтӑн ҫӑлтӑрӗ» премипе палӑртнӑ[10].

2014 ҫулхи нарӑсӑн 7-мӗшӗнче Сочире хӗллехи Паралимп вӑййисене уҫнӑ церемонире «Вместе» юрӑ шӑрантарнӑ[11].

2014 ҫулта икӗ композици ҫырӑннӑ — «Лайт» (Юлия Самойлова сӑмахӗсемпе кӗвви), «Новый день» (сӑмахӗсем: Константин Арсенев, кӗвви: Александр Яковлев). Ҫавӑн пекех Гоша Куценкопа — «Комета» (сӑмахсемпе кӗвӗ: Гоша Куценко) — дуэт ҫырнӑ. Ҫак дуэт Гоша Куценкон иккӗмӗш альбомне кӗнӗ[12].

2016 ҫул вӗҫӗнче Полина Гагарина, Григорий Лепс, Тимати(выр.)чăв. тата Мот(выр.)чăв. юрӑҫсемпе «#ЖИТЬ» юрӑ тата клип ҫыртарма хутшӑннӑ. Ҫавӑн пекех 2016 ҫулхи раштав уйӑхӗнче Гоша Куценкопа дуэт ҫырӑннӑ — «Не смотри назад»[13].

2019 ҫулхи юпа уйӑхӗнче Юлия Самойловӑн пӗрремӗш харпӑр клипӗ «Лето» тухнӑ.

2021 ҫулхи акан 27-мӗшӗнче вырӑсла тата украинла «Белая Лилия» сингл макси релизӗ тухнӑ.

2021 ҫул хыҫҫӑн Самойлова никама пӑхӑнман артист пулса музыка карьерине малалла тӑснӑ, хӑй тӗллӗн ҫӗнӗ композицисем кӑларнӑ тата вӗсен прависене тытса тӑнӑ[14][15]. Вӑл композитор пек те хастар ӗҫленӗ[16]. 2022 ҫулта «Чувствую небо», «Yeah» тата «Шторм» синглсем тухнӑ[17][18]. 2023 ҫулта юрӑҫ Алексей Таранпа «Чашка чая» дуэт тата «Без одежд» юррӑн ҫӗнӗ версине кӑларнӑ[19]. 2024 ҫулта «Некуда бежать»[20] тата «Спасибо тебеа, Иисус» синглсен релизӗ иртнӗ[21][19].

Еврокурав-2017

2017 ҫулхи пуш уйӑхӗн 12-мӗшӗнче «Пӗрремӗш канал» Киевра иртекен «Еврокурав-2017»(выр.)чăв. конкурса хутшӑнма Юлия Самойловӑна «Flame Is Burning» юрӑпа суйласа илнӗ тесе пӗлтернӗ. «Пӗрремӗш канал» Раҫҫейрен хутшӑнакана суйласа илессипе ӗҫленӗ, мӗншӗн тесен Раҫҫейре конкурса кӑтартакан пулнӑ.

Самойловӑна суйлани Украинӑшӑн япӑх хыпар пулнӑ, мӗншӗн тесен Самойлова 2015 ҫулхи ҫӗртмен 27-мӗшӗнче Керчьре «Спорт тӗнчи тата ырӑлӑх» фестивалӗн гала-концертӗнче Украина влаҫӗсенчен ҫӗршыва кӗме ятарлӑ ирӗк илмесӗр килсе юрланӑ-мӗн[22]. 2017 ҫулхи пушӑн 22-мӗшӗнче Украинӑн хӑрушсӑрлӑх служби Самойловӑна Украина территорине 3 ҫуллӑха кӗме чарни пирки йышӑну тунӑ[23][24], ҫакӑ Раҫҫей юрӑҫи «Еврокурав-2017» конкурса хутшӑнманнине пӗлтернӗ; Европӑри вещани союзӗ ҫак кӑткӑс ыйтӑва йӗркелеме хӑтланни ӑнӑҫсӑр пулнӑ. Ҫапла вара 2017 ҫулта Раҫҫей конкурса юрӑҫ тӑратман[25][26][27].

Юлия Самойлова хӑй ҫӑвӑн 9-мӗшӗнче Севастопольте Нахимов лапамӗнче йӗркеленӗ уяв концертӗнче юрланӑ[28].

Еврокурав-2018

2018 ҫулхи пушӑн 11-мӗшӗнче «Пӗрремӗш канал» эфирӗнче Юлия Самойловӑн «I Won’t Break» юрӑ премьери иртнӗ, унпа вӑл «Еврокурав-2018»(выр.)чăв. юрӑ конкурсӗнче хутшӑннӑ. Композиципе Леонид Гуткин, Нэтта Нимроди тата Арье Бурштейн ӗҫленӗ[29]. Видеоклип режиссёрӗ Алексей Голубев пулнӑ, вӑлах Лиссабонра юрӑҫӑн конкурс номерне лартаканӗ пулса тӑнӑ[30]. Юрӑҫ иккӗмӗш ҫурма финалта юрланӑ, пӑлханнине пула юрӑ шӑрантарнӑ вӑхӑтра пӑтранса кайнӑ, анчах юрӑҫа бэк-вокалистсем хӑтарнӑ. 65 балл пухса 15-мӗш вырӑн йышӑннӑ, финала иртеймен.

Дискографи

Альбомсем

2018, раштав, 21 — «Список»

Альбом тытӑмӗ

Ят
1 Любовь такая
2 Спи
3 Без одежд
4 Музыка вечна
5 Тайна Неба

Синглсем

Кун Ят
2016, раштав, 25 Не смотри назад

(feat. Гоша Куценко)

2017, пуш, 12 Flame Is Burning
2017, ҫу, 23 Яд
2017, авӑн, 13 Вдруг рядом друг[31]
2018, пуш, 11 I Won’t Break
2018, ҫурла, 9 Без одежд
2019, юпа, 1 Лето
2021, ака, 27 Белая Лилия

(maxi single)

2021, юпа, 22 Шторм
2022 Чувствую небо
2022 Yeah
2023 Чашка чая

(feat. Алексей Таран)

2023 Без одежд (2023 Version)
2024 Некуда бежать
2024, раштав Спасибо Тебе, Иисус[32]

Урӑх релизсем

Кун Ят
2013, утӑ Лайт (каталогран кӑларнӑ)
2014, пуш Мы вместе (Сочири 2014 ҫулхи

паралимпиадӑна уҫнӑ чухне юрланӑ)

2014, ҫу Новый день (каталогран кӑларнӑ)
2014, чӳк Комета («Музыка» альбом,

Гоша Куценко дискографийе)

2016, юпа, 28 #ЖИТЬ
2020, ҫӗртме, 2 Не все герои носят плащи

(проект #ЖИТЬ)

2020, ҫӗртме, 10 Under the same sky
2021, утӑ, 16 One Human

Обществӑлла наградӑсем

  • 2002 — «Кӗмӗл чӗрне — 2002» регион конкурсӗн лауреачӗ — I вырӑн. 13 ҫулчченхи ача-пӑча номинацийӗнче. Инта хули[33].
  • 2003 — «На крыльях мечты» Пӗтӗм Раҫҫейри фестиваль, Мускав хули[34].
  • 2003 — «Кӗмӗл чӗрне — 2003» регион конкурсӗн лауреачӗ — II вырӑн (14—18 ҫулхисем хушшинче), Инта хули.
  • 2005 — 30 ҫулчченхи ӳсӗм ушкӑнӗнче регионсем хушшинчи уҫӑ «Ҫурхи тумлам» конкурс лауреачӗ — I вырӑн, тата куракансен парни, Муром хули.
  • 2005 — Пӗтӗм Раҫҫейри «ШЛЯГЕР — 2005» конкурс лауреачӗ — 2 вырӑн, Екатеринбург хули[35].
  • 2006 — Пӗтӗм тӗнчери «Роза Ветров» конкурс-фестиваль — 1 вырӑн, Египет, Хургада хули.
  • 2012—2013 — «Новая Ухта», Гран-при, Ухта хули.
  • 2013 — «Фактор А» Пӗтӗм Раҫҫей телеконкурсӗ — 2 вырӑн, Мускав[36].
  • 2013 — «Аллӑн ылтӑн ҫӑлтӑрӗ» парне.
  • 2014 — «Несломленная Нота» номинацире Елена Мухина ячӗллӗ V наци парни[37].
  • 2017 — Раҫҫей музыкине аталантарас ӗҫе пысӑк тӳпе хывнӑшӑн РАО, РСП, ВОИС тата Раҫҫейӗн Суту-илӳпе промышленность палатин парнисем[38].
  • 2018 — «Russian Music Box» преми[39].

Общество ӗҫӗ-хӗлӗ

2021 ҫултанпа пурнӑҫра йывӑр тата вӑраха кайнӑ чирсемпе, ҫав шутра сайра тӗл пулакан (орфан) чирсемпе чирлекен «Круг добра» ачасене пулӑшакан фонд попечителӗ. Вӑл Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн 2021 ҫулхи кӑрлачӑн 5-мӗшӗнчи фонд тӑвасси ҫинчен калакан хушӑвӗпе ҫирӗплетнӗ попечительсен канашӗн малтанхи йышне кӗнӗ[40][41].

2025 ҫулхи юпа уйӑхӗнче Самойлова инвалидлӑхпа тата сывлӑх енчен хавшак пулнипе пурнӑҫлакансене тӗпе хунӑ ЗАОДНОМузыка музыка конкурсӗн жюри йышне кӗнӗ[42].

Харпӑр пурнӑҫ

2015 ҫултанпа Алексей Таран мусӑкҫӑпа мӑшӑрлӑ, вӑл унӑн администраторӗ пулса ӗҫлет[43]. Джиган юрӑҫӑн мӑшӑрӗн — Оксана Самойловӑн — иккӗмӗш сыпӑкри пӗртӑванӗ шутланать[44]. 2025 ҫул тӗлне уҫӑ ҫӑлкуҫсенче мӑшӑрӑн ача пурри пирки информаци ҫук, унччен мӑшӑр ача ҫуратас кӑмӑл пурри пирки асӑннӑ пулин те[45].

Ӑнлантарусем

  1. ^ Исполнительница миссии , Wayback Machine çинчи 2019 ҫулхи раштавӑн 20-мӗшӗнчи копийӗ // Коммерсантъ
  2. ^ Дарья Ганиева. Юлия Самойлова выступит на "Евровидении-2018". Вести.Ru (18 акан 2017). Пӑхнӑ кун: 2017 ҫулхи ҫӑвӑн 2-мӗшӗ. Архивланӑ 2017 ҫулхи ҫӑвӑн 16-мӗшӗ.
  3. ^ Илья Питалев. Самойлова намерена хорошо подготовиться к Евровидению-2018. РИА Новости (7 ҫӗртмен 2017). Пӑхнӑ кун: 2017 ҫулхи утӑн 2-мӗшӗ. Архивланӑ 2017 ҫулхи ҫӗртмен 7-мӗшӗ.
  4. ^ Дарья Ганиева. Юлия Самойлова выступит на "Евровидении-2018". Вести.Ru (18 акан 2017). Пӑхнӑ кун: 2017 ҫулхи ҫӑвӑн 2-мӗшӗ. Архивланӑ 2017 ҫулхи ҫӑвӑн 16-мӗшӗ.
  5. ^ Илья Питалев. Самойлова намерена хорошо подготовиться к Евровидению-2018. РИА Новости (7 ҫӗртмен 2017). Пӑхнӑ кун: 2017 ҫулхи утӑн 2-мӗшӗ. Архивланӑ 2017 ҫулхи ҫӗртмен 7-мӗшӗ.
  6. ^ Финалистка проекта «Фактор А» Юлия Самойлова выступит на открытии Паралимпиады. Общественное телевидение России (6 пушӑн 2014). Пӑхнӑ кун: 2017 ҫулхи пушӑн 13-мӗшӗ. Архивланӑ 2017 ҫулхи пушӑн 14-мӗшӗ.
  7. ^ Юлия Самойлова. Биография. Пӑхнӑ кун: 2017 ҫулхи пушӑн 13-мӗшӗ. Архивланӑ 2017 ҫулхи пушӑн 13-мӗшӗ.
  8. ^ Кто такая Юлия Самойлова, которая представит Россию на «Евровидении». Пӑхнӑ кун: 2017 ҫулхи пушӑн 13-мӗшӗ. Архивланӑ 2018 ҫулхи чӳкӗн 4-мӗшӗ.
  9. ^ Юлия Самойлова: Родители никогда не говорили мне «Ты — инвалид, сиди дома» 12 августа 2014 Собеседник.ru. Пӑхнӑ кун: 2018 ҫулхи ҫӑвӑн 12-мӗшӗ. Архивланӑ 2018 ҫулхи ҫӑвӑн 12-мӗшӗ.
  10. ^ Юлия Самойлова: кто такая. Пӑхнӑ кун: 2017 ҫулхи пушӑн 13-мӗшӗ. Архивланӑ 2017 ҫулхи пушӑн 13-мӗшӗ.
  11. ^ Определилась представитель России на «Евровидении» , Wayback Machine çинчи 2017 ҫулхи пушӑн 13-мӗшӗнчи копийӗ. Интерфакс.
  12. ^ Юлия Самойлова записала клип с Гошей Куценко. Пӑхнӑ кун: 2017 ҫулхи пушӑн 13-мӗшӗ. Архивланӑ 2017 ҫулхи пушӑн 13-мӗшӗ.
  13. ^ Певица из Ухты Юля Самойлова и Гоша Куценко записали новогодний клип. 8.12.2016. Пӑхнӑ кун: 2018 ҫулхи ҫӑвӑн 12-мӗшӗ. Архивланӑ 2018 ҫулхи ҫӑвӑн 12-мӗшӗ.
  14. ^ Юлия Самойлова — слушать онлайн на Яндекс Музыке. Яндекс Музыка. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи юпан 23-мӗшӗ.
  15. ^ Юлия Самойлова. Официальный сайт. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи юпан 23-мӗшӗ.
  16. ^ Юлия Самойлова - биография. Официальный сайт Юлии Самойловой. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи юпан 23-мӗшӗ.
  17. ^ Юлия Самойлова on Apple Music. Apple Music. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи юпан 23-мӗшӗ.
  18. ^ Юлия Самойлова - все альбомы. Яндекс Музыка. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи юпан 23-мӗшӗ.
  19. ^ 1, 2 Музыка — Юлия Самойлова. Официальный сайт Юлии Самойловой. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи юпан 23-мӗшӗ.
  20. ^ Некуда бежать - Single by Julia Samoylova. Apple Music. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи юпан 23-мӗшӗ.
  21. ^ Юлия Самойлова - Без одежд (2023 Version). Sonic Hits. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи юпан 23-мӗшӗ.
  22. ^ Климкин о выступлении россиянки Самойловой на «Евровидении 2017»: Россия уже много лет занимается провокациями. 2017 ҫулхи пушӑн 21-мӗшӗнче архивланӑ. Тӗрӗсленӗ: 2017 ҫулхи пушӑн 21-мӗшӗ.
  23. ^ CБУ на 3 года запретила певице Юлии Самойловой въезд в Украину (выр.). 112ua.tv. Пӑхнӑ кун: 2017 ҫулхи пушӑн 22-мӗшӗ.
  24. ^ СБУ запретила Юлии Самойловой въезд на территорию Украины /ТАСС/. Пӑхнӑ кун: 2017 ҫулхи пушӑн 22-мӗшӗ. Архивланӑ 2017 ҫулхи пушӑн 23-мӗшӗ.
  25. ^ Paul Jordan. EBU offers Russian singer opportunity to perform via satellite (англ.). Eurovision.tv (23 пушӑн 2017). Пӑхнӑ кун: 2018 ҫулхи акан 26-мӗшӗ. Архивланӑ 2018 ҫулхи ҫӑвӑн 13-мӗшӗ.
  26. ^ Организаторы Евровидения предложили транслировать выступление Самойловой из России, RT на русском (23 марта 2017). 2017 ҫулхи пушӑн 23-мӗшӗнче архивланӑ. Тӗрӗсленӗ: 23 марта 2017.
  27. ^ EBU Statement. Пӑхнӑ кун: 2017 ҫулхи ҫӑвӑн 12-мӗшӗ. Архивланӑ 2018 ҫулхи нарӑсӑн 1-мӗшӗ.
  28. ^ Певица, которую Украина не пустила на «Евровидение», споет «День победы» в Крыму , Wayback Machine çинчи 2017 ҫулхи ҫӑвӑн 13-мӗшӗнчи копийӗ «Детектор медиа», 09.05.2017
  29. ^ Илья Питалев. Самойлова выступит на Евровидении с «песней со стержнем». РИА Новости (11 пушӑн 2018). Пӑхнӑ кун: 2018 ҫулхи пушӑн 12-мӗшӗ. Архивланӑ 2018 ҫулхи пушӑн 11-мӗшӗ.
  30. ^ Юлия Самойлова показала свою песню для «Евровидения-2018» (Видео). InterMedia (11 пушӑн 2018). Пӑхнӑ кун: 2018 ҫулхи пушӑн 12-мӗшӗ. Архивланӑ 2018 ҫулхи пушӑн 11-мӗшӗ.
  31. ^ Юлия Самойлова спела о дружбе (Слушать). InterMedia (13 авӑнӑн 2017). Пӑхнӑ кун: 2017 ҫулхи авӑнӑн 15-мӗшӗ. Архивланӑ 2017 ҫулхи авӑнӑн 14-мӗшӗ.
  32. ^ Юлия Самойлова on Apple Music. Apple Music. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи юпан 23-мӗшӗ.
  33. ^ Почётный член жюри — Юлия Самойлова. Пӑхнӑ кун: 2017 ҫулхи пушӑн 13-мӗшӗ. Архивланӑ 2017 ҫулхи пушӑн 14-мӗшӗ.
  34. ^ Букмекеры высоко оценивают шансы Самойловой. Пӑхнӑ кун: 2017 ҫулхи пушӑн 13-мӗшӗ. Архивланӑ 2017 ҫулхи пушӑн 13-мӗшӗ.
  35. ^ Россия1. Персоналии. Пӑхнӑ кун: 2017 ҫулхи пушӑн 13-мӗшӗ. Архивланӑ 2017 ҫулхи пушӑн 14-мӗшӗ.
  36. ^ ТАСС: Биография певицы Юлии Самойловой. Пӑхнӑ кун: 2017 ҫулхи пушӑн 13-мӗшӗ. Архивланӑ 2017 ҫулхи пушӑн 13-мӗшӗ.
  37. ^ Окрыленные мечтой. Пӑхнӑ кун: 2017 ҫулхи пушӑн 13-мӗшӗ. оригиналтан архивланӑ 2017 ҫулхи пушӑн 14-мӗшӗ.
  38. ^ Юлию Самойлову наградили за вклад в развитие российской музыки. Мой район (21 акан 2017). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи юпан 23-мӗшӗ.
  39. ^ Бузова обошла Монеточку, а Леша Свик — Лободу: неожиданные лауреаты премии Russian MusicBox. 2018 ҫулхи юпан 4-мӗшӗнче архивланӑ. Тӗрӗсленӗ: 2018 ҫулхи юпан 3-мӗшӗ.
  40. ^ Юлия Самойлова вошла в попечительский совет благотворительного фонда «Круг добра». Официальный сайт Юлии Самойловой (6 кӑрлачӑн 2021). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи юпан 23-мӗшӗ.
  41. ^ Куда пропала участница «Евровидения» от России Юлия Самойлова. URA.RU (7 акан 2025). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи юпан 23-мӗшӗ.
  42. ^ Юлия Самойлова стала членом жюри музыкального конкурса #ЗАОДНОМузыка. Липецкие новости (22 юпан 2025). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи юпан 23-мӗшӗ.
  43. ^ Биография. Личная жизнь. Пӑхнӑ кун: 2017 ҫулхи пушӑн 13-мӗшӗ. Архивланӑ 2017 ҫулхи пушӑн 14-мӗшӗ.
  44. ^ Связанные одной кровью: жена Джигана скрывала свою сестру Юлию Самойлову?
  45. ^ Муж Юлии Самойловой — Алексей Таран. rustars.tv. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи юпан 23-мӗшӗ.

Каҫӑсем